Валериан Федорович Ромашкин 1950 çулхи чӳкĕн 19-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ялти шкулта виçĕ çул вĕреннĕ хыççăн çемйи çак районти Телешовкăна куçса кайнă. Асăннă вырăс ялĕнчи сакăр çуллă шкултан вĕренсе тухсан Çинкĕлте педучилище пĕтерет, 1970 çулта учительте ĕçлеме пуçлать. Пĕр хушă тăван ялĕнче — Вăта тата Анат Тимĕрçен ялĕсенчи «Память Куйбышева» колхозра комсомол организацин секретарĕнче ĕçлет.
1979 çулта Чĕмпĕрти И.Н. Ульянов ячĕллĕ патшалăх пединститутĕнчен вĕренсе тухать, аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн тĕрлĕ шкулта учительте, кайран директорта вăй хурать. 1982 çулта ăна Чăнлă районĕнчи çутĕç пайĕн методистне куçараççĕ. Кунтан ăна КПСС райкомне ĕçлеме илеççĕ. Унта инструктор, пай заведующийĕ пулать. 1985 çулта Чăнлă район хаçачĕн редакторне куçараççĕ.
1989 çулта облаçра тăван чĕлхепе «Канаш» хаçат тухса тăма пуçласан унăн тĕп редакторĕ пулать.
В.Ф. Ромашкин — Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ, Чăваш халăх ăсчахĕ (академикĕ), Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. «Канаш» хаçат çумĕнче 1998 çулта çапăнса тухнă «Чуваши Симбирского Поволжья» кĕнекен авторĕсенчен пĕри. Вăл çырнă калав, юморескăсем «Коммунизм çути» (Чăнлă районĕ) хаçатра В.Цветков, В.Сырлан псевдонимсемпе пичетленнĕ. В.Федоров псевдонимпа сăввисем пĕрремĕш хут «Канаш» хаçатра (Чĕмпĕр) çутă курнă.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...