Анук ĕне суса кĕчĕ те тĕпелелле иртрĕ. Урайĕнче выртакан ӳсĕр мăшăрне курсан унăн ăшĕ капланса килчĕ, чупса пырса ăна унтан та кунтан тапас килсе кайрĕ. Анчах мĕн усси... Мăшăрĕ кашни кунах çапла ӳсĕр килсе выртнине вăл ĕнтĕ хăнăхнă. Çакнашкал пурнăçа кĕтсе качча кайрĕ-и-ха Анук ялти çак хитре те сăпай качча?
Витрине сак çине лартрĕ те питне саппун аркипе хупласа вĕттĕн ĕсĕклеме пуçларĕ çамрăк хĕрарăм.
«Итлемерĕм аннене,
анне усал калас çук
халь йĕретĕп куççульпе
иртнине тек таврас çук» —
шăрантарать çамрăк юрăç радиопа. «Эй, турăçăм! Ман çинченех юрлать-çке ку. Çакăн пек асапланаттăмччĕ-ши вара эпĕ анне сăмахне итленĕ пулсан... Саша... Ăçта çӳрет-ши çак самантра сан чуну. Тен, çăтмахра..., тен.... вара... тамăкра... Тен, эсĕ халĕ тӳперен ман çине пăхса савăнатăн пулĕ, тен, маншăн тамăкра... манăн çылăхсене хăвăн таса ӳтӳпе çуса ярасшăн куллененх асапланатăн пулĕ... Иккĕшĕнчен пĕри...»
Анук упăшки вăранса каллех шуйăхасран хăраса радио сассине пĕчĕклетрĕ. Сĕтне сĕрсе хучĕ те хулăмрах куртка тăхăнса урамалла тухрĕ. Урамра шăп. Кĕркунне ахаль те час тĕттĕмленет те паян вара тата та тĕксĕмрех. Те çумăр пĕлĕчĕсем капланнипе-ши, тен, çулла иртсе кайнипе хурланнипе, çанталăкĕ темшĕн паян ытти чухнехинчен кичемрех пек. Анук пĕр вăхăт ăçталла каймаллине иккĕленсе тăчĕ. Пӳртре тĕттĕм, апла пулсан упăшки çывăрать-ха. Йĕркеллĕ çемьесенче халĕ упăшкипе арăмĕ шăкăл-шăкăл калаçса сĕтел хушшинче е телевизор кутĕнче кино кураççĕ пулĕ... Анука вара çакă пӳрмен ĕнтĕ. Пĕр тесен хăех айăплă-ха вăл... Урисем Анука хăйсем сисмесĕрех анаталла илсе кайрĕç.
...Кĕтерне аппасен аçа çапса тӳнтернĕ хурăнĕ... Миçе çамрăк çак йывăç айĕнче хăйсен юратăвне упраса хăварма тупа туман-ши, анчах кайран тĕрлĕрен сăлтавсене пула уйрăлса кайман-ши? Хурăн тӳсет, хурăн макăрсан та хăйĕн куççульне никама та кăтартмасть.
Анук хурăн патне çитрĕ те çил лăстăр-лăстăр силлекен хурăн йывăççине ыталаса кукленсе ларчĕ. «Эй, Турăçăм! хăват пар мана! Юратман упăшкапа 7 çул пурăнатăп, анчах пире ача памарăн эсĕ. Кашни кун çывăрма выртсан та, ирпе вăрансан та çумра савăнăçпа тулнă кăкăрăма ĕмекен ача мар, чунпа курайман çын, упăшка тени выртнине туйни — чи пысăк асап иккенне халĕ тин ăнлана пуçларăм иккен эпĕ. Халĕ те каçармастăн-им манăн çылăхăма. Тен, çылăхлах та мар пулĕ эпĕ. Сашук... Пулăшсам... Юратăвăм...» ...Анук куçĕсенчен вĕри куççулĕ юхрĕ.
Сасартăк таçта аякра аслати авăтса ячĕ, тӳпене çурмалла çурса ярасла çиçĕм ялтлатрĕ, тем кĕмсĕртетрĕ, ахлатрĕ, йынăшрĕ... Анук хăраса кайрĕ, йывăç çумне лăпчăнчĕ. Унччен те пулмарĕ, хура пĕлĕт çурмалла уйрăлчĕ те куçа шартаракан тĕпсĕрлĕхрен аçа-çиçĕмпе çунакан шурă урхамах сиксе тухрĕ. Вăл çиçĕмле хăвăртлăхпа Анук патнелле вĕçрĕ. Унăн сăмсинчен вут тухрĕ, çăварĕнчен вара кăвар тăкăнчĕ. «Айăплине хăвăнта шыра. Çĕр çинче пурăнакансемшĕн чи хăрушши — çывăх çынна сутни, пĕр-пĕрне ăнланманни», — урхамах сăмахĕсем Анука пĕр шăнтса, пĕр вĕрилентерсе ячĕç. Вăл пĕтĕм вăйне пухса тӳпенелле пăхрĕ. «Саша... Сашук!... Эсĕ-им ку? Тăхта, ан васка, эпĕ те санпа пĕрле пыратăп, мана пурнăç çук çак çылăхлă çĕр çинче сансăр, тăхта...»
Шапăртатса çумăр çуса ячĕ... Шурă урхамах вут-çулăм тăкакан чĕрнисемпе хура пĕлĕтсене кукалерĕ, хыттăн кĕçенчĕ. «Вăхăт çитсен пыратăн, таса уйра çӳреме тăрăш, кĕтетĕп... Итлемерĕн аннӳне... Тĕл пуличчен...!»
Урхамах Анук умĕнченех ялтăртаттарса вĕçсе иртрĕ те тĕттĕмлĕхре çухалчĕ.
...Çапса çăвакан çумăр сасартăках чарăнчĕ, тӳпе тасалчĕ, çăлтăрсем тухрĕç, çил шăпланчĕ.
«А-а-х! Мĕскер ара ку? Ăçта эпĕ?»
Анук ыйхăран вăраннă пек пулса тăна кĕчĕ. «Çапла çĕр çинчех çывăрса кайса аташуллă тĕлĕк куртăм-ши? Каллех Саша. Эх, Мĕншĕн çапла тĕнчере çукки çинчен, пăтрашулли çинчен курса аташа пуçларăм-ши эпĕ?»
«Виссари мĕнле-ши, вăранчĕ-ши, вăранннă пулсан каллех мана шырать ĕнтĕ», — Анук ахлаткаласа çĕкленчĕ те пĕр вăхăт тӳпенелле пăхса тăчĕ. Вара тăнк-танк пускаласа килĕ еннелле утрĕ.
Упăшки вăл килнĕ çĕре тăманччĕ-ха. Çаплах урайĕнче харлаттарса çывăрать. Анук пĕр сассăр хывăнчĕ те вырăн çине кĕрсе выртрĕ. Паян кунĕпе ура çинче ĕшеннĕ пулин те вăл ниепле те çывăрса каяймарĕ. Енчен-енне çавăрăнчĕ Анук, ассăн сывларĕ, хăй сисмесĕрех тарăн шухăша путрĕ.
Шкул пĕтернĕ ятпа ирттерекен юлашки бал... Хăй çине шап-шурă кĕпе тăхăннă Анук темчченех куç кĕски умĕнче капăрланчĕ. «Ара, хĕрĕм, çитĕ сана. Чуптарах, тантăшусем кĕтсе ывăнчĕç те пулĕ ĕнтĕ», — амăшĕн юратса каланă сăмахĕсем Анука тинех куç кĕски умĕнчен пăрчĕç. «Аннеçĕм, манн а юратма пулать-и?» — вăр та вăр çавăрăнчĕ хĕр амăшĕ умĕнче. «Çаран çинчи çеçке пекех эсĕ, хĕрĕм. Илтнĕччĕ-ха, сан тавра кӳршĕри Виссари çавăрăнать терĕç. Асту, асăрхан, хĕрĕм, вĕсен таврашне юратмастăп эпĕ. Темшĕн ăш вăркать. Çав Анаткасри Сашуках сана çав тери юратать тенине илтнĕччĕ те...» — амăшĕ куçĕсене айăккинелле тартрĕ. «Анне, эпĕ текех пĕчĕк ача мар ĕнтĕ. Сашук... Вăл мана юратать те пулĕ-ха, анчах манăн темшĕн ун патне чун туртмасть. Виссари тесен вара...» Ялти пур хĕр те çак каччăшăн тем тума хатĕр. Вăл вара темшĕн Анука куç хыврĕ.
Хĕр вара чунтанах юратса та мар, тен, ялти хĕрсене кĕвĕçтерес тесе-ши, Виссарине чунĕпех парăнчĕ темелле. Хăй çине анатри Сашук пăхса ассăн сывланине те асăрхаман пек пулчĕ. Каччă вара çунчĕ, тем пек асапланчĕ, анчах Анука чунне уçса пама васкамарĕ.
Виссарипе çӳреме пуçлани çулталăк ĕнтĕ кĕçех. Каçсерен унăн ытамĕнче ачашланать пулсан та Анук юлашки вăхăтра темшĕн Сашука асаиле пуçларĕ. Ăна хирĕç пулсан ун çинчен чылайччен куçне вĕçертмест. Виссари хулана кайсан пĕр-икĕ каç килне те ăсатрĕ ăна Саша. Çакăн хыççăн канăçне çухатрĕ хĕр. Юратать вăл Сашăна...
Ыран — туй... Анукăн паян темшĕн ирех ăшĕ вăркать. Тĕрĕсех тăватăп-ши эпĕ. Ах, Сашук, мĕншĕн чунна уçса памарăн-ха эсĕ мана. Виссарине юратмастăп-çке эпĕ. Сан патналлах чунăм туртать. Таня тĕрĕсех каларĕ иккен: Сашук маншăн тем тума та хатĕр, анчах Виссари вара... Туй пулас умĕн çапла урăххипе улăштарĕччĕ-ши юратакан çыннăм? Епле намăс, намăс, намăс... Пачах та урăх çынччĕ-çке вăл, халĕ вара... Мĕн пулса иртет-ха Виссарипе, унăн пулас мăшăрĕпе? Тепĕр тесен, Анук халех, çак самантрах туй кĕписене таçта çити ывăтса яма хатĕр, анчах ăшра тĕвĕленнĕ ачи ăна çак шухăшсене сирсе яртарчĕ.
Вăл — пулас ача амăшĕ, Сашукран мар, Виссарирен. Анчах... çакна пĕлсе тăрсах мĕншĕн-ха унăн пулас мăшăрĕ ăна кӳршĕри Вальăпа улăштарчĕ, çав ĕçсе çапкаланса çӳрекен хĕрарăма Анукран ытларах юратрĕ пулас.
Ыран венчет çĕрри тăхăнас хĕрĕн куçĕнчен вĕри куççулĕ юхрĕ.
«Каллех макăратăн-и, апла пулсан мĕншĕн качча каятăн?» — пĕр сассăр кĕрсе тăнă чи çывăх тантăшĕн сасси Анука шартах сиктерчĕ. «Виссарине эпĕ паян та ӳсĕр куртăм, каллех Валя патне кĕрсе кайрĕ», — Таня хĕр тантăшне хĕрхенсе ассăн сывласа илчĕ. «Итле-ха, Таня. Пĕлетĕн-и, мана тĕлĕкре яланах темле шурă урхамах тĕлленет. Ларатăп пек те эпĕ ун çине, таçта аяккалла вĕçетĕп пек. Вăл мана ывăтса ярасшăн кутăн та пуçăн çаврăнать пек, анчах ниепле те хăйĕн çинчен илсе переймест. Мĕне пĕлтерет-ши çак тĕлĕк, Таня?» «Итле- ха, Анук. Те каламалла ĕнтĕ сана, те калас çук, Кĕтерне аппасен хурăнĕ умĕнче сана Сашук кĕтет. Тем каласшăн пулас вăл сана», — Таня хăй каланă сăмахсене никам та илтмест-ши тесе асăрхануллăн йĕри-тавралла пăхса илчĕ. «Ах, Турă, çылăх пулмасть-ши вара мана Сашук патне тухсан?» «Чĕрӳ мĕнле хушать — çавăн пек ту», — Таня юлташĕ çине хĕрхенсе пăхрĕ те хăвăрттăн тухса кайрĕ. «Саша... Ĕмĕтри юратăвăм. Анне каланине итленĕ пулсан, тен, эпир паян та санпа пĕрле юнашар пулнă пулăттăмăр. Тепĕр тесен. Туй умĕн пуринпе те калаçма юрать...» Анук хăпăл-хапăл тăхăнчĕ те урамалла вирхĕнчĕ. Кĕтерук аппан хурăнĕ... Чăнах та мĕн, унта такамăн мĕлки тăрать. «Сашук! Эпĕ килтĕм.» Анук унталла-кунталла пăхрĕ, анчах савнине курмарĕ. «Анукăм, савниçĕм», — кап çеç ыталарĕ ăна такам хыçалтан. Анук çавăрăнчĕ. Умра — Саша, вăл ĕнтĕ хăçантанпа тĕл пулса чунтан калаçас текен савнийĕ. «Манран тарас терĕн-и, эпĕ сана чунтанах юрататăп. Пĕлсем, Анук! Эсĕ ыран качча каятăн, санăн çĕнĕ пурнăç пуçланать çак çĕр çинче. Манăн вара пĕтĕм ĕмĕтсем сӳнеççĕ, анчах та пĕл: манăн юрату нихçан та çухалмасть, эпĕ яланах сан çумра сана хӳтĕлесе пурăнăп. Эпĕ, тен, чее тилĕ, тен, вара, усал йытă, тен,.. Шап-шурă урхамах пулса сан патна вĕçсе çитĕп, сана хӳтĕлĕп...» «Мĕн калаçатăн-ха эсĕ? Иртни йăлтах пĕтнĕ. Аннене итлемерĕм. Вăл сана качча парасшăнччĕ мана. Анчах халь тин нимĕн те тăваяс çук. Кая юлтăмăр, Саша.»
«Анукăм, айта йăлтах пăрахатпăр та тухса каятпăр кунтан таçта аякка, инçете-инçете. Шырасан та тупаймĕç пире...» — йăлăнса тилмĕрчĕ Саша савнийĕ çине пăхса.
«Кая юлтăмăр пулĕ, Саша. Эпĕ Виссарирен ача кĕтетĕп...»
Саша текех калаçмарĕ. Вăл Анука кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ те асăрханса, ачашшăн чуптурĕ. Анук та хирĕçлемерĕ. Вăл та Сашăн ытамне васкарĕ...
Часах вĕсен мĕлкисем лăпкăн тĕлĕрекен хурăн айĕнче курăнми пулчĕç...
...Пулас арăмне чун пек кĕтекен Виссари текех вĕсен килĕнче ларма пултараймарĕ. Урама тухса уçă сывлăша чунтан сывласа илчĕ те урам вĕçнелле утрĕ. Темшĕн паян урамра шăп. Ниçта пĕр сас-чӳ те илтĕнмест. Виссари ыранхи туй çинчен шутласа шăхăркаласа анатри урамалла утрĕ. «Туй... Юратсах авланать-ши-ха вăл? Анук — ялти хитре те сăпайлă, йăваш хĕр. Анчах хитрелĕхĕнчен ытларах унăн пуянлăхĕ илĕртрĕ пулĕ Виссарине, тен, унăн амăшне. Ануксен кил-йышĕ ялти тулăх пурнăçпа пурăнакан çемьесен шутне кĕреççĕ çав, тен, çавăнпах пулĕ, Виссари амăшне хăй Анука мар, Вальăна юратни çинчен пĕлтерсен, тулхăрсах кайрĕ, Вальăна качча илсен ăна килне те кĕртмесси çинчен кăшкăрсах каларĕ. Акă халĕ те утать Виссари, ыранхи çинчен шутлать.
Кĕтерук аппасен хурăнĕ патне çитсен вăл чарăнса тăчĕ. Икĕ Мĕлке... «Эх, çамрăксем! Çак хурăн ĕнтĕ пире юрату, телей пиллет, малашнехи пурнăçра ăнăçу сунать». Виссари çамрăксене кансĕрлес мар тесе айăккинчен иртес терĕ, анчах... Мĕн ку. Икĕ мĕлкерен пĕри темшĕн унăн пулас арăмĕ, Анук, пекех туйăнса кайрĕ. Виссари маллалла утса кайрĕ, анчах пăшăлтатнă сассене илтсен каялла таврăнчĕ. «Юратмастăп Виссарине. Каçар çапла пулса тухнăшăн.» Анукăн сасси питĕ те çепĕç илтĕнчĕ, пулас упăшки ăна çийĕнчех палласа илчĕ. «Эпĕ таçти шăтăкра пулсан та сан патна шурă урхамах пулса вĕçсе çитĕп, сана хам хӳтте илĕп,.. хампа пĕрле илсе кайăп...» Виссари çак сасса питĕ лайăх палласа илчĕ. «Саша, Анукăн тахçанхи савнийĕ. Юрĕ. Тĕл пулăпăр санпа хăçан та пулсан», — Виссари шăлне шатăртаттарса илчĕ те васкасах килĕ еннелле утрĕ.
Кĕрлесе те шавласа туй иртрĕ. Анук халĕ Виссари арăмĕ. Малтанлăха çакна хăнăхма питĕ йывăр пулчĕ Анука. Упăшки хăйне пур çĕрте те пулăшма тăрăшни, ачаш та ăшă сăмахсем калани Анука савăнтарчĕ. Анчах каçхине çывăрма выртсан та çамрăк арăм Сашăпа аташрĕ.
Тĕпел умĕнче упăшки валли апат хатĕрлет Анук. «Çук, капла пулмасть. Сашăна манмалла. Манăн упăшка пур. Тата пирĕн иксĕмĕрĕн ача пулать — ку чи кирли. Манмаллах манăн Сашăна», — Анук çирĕппĕн çак шухăш патне тухрĕ. «Тата манăн иксĕмĕрĕн ача пулассине Виссарине пĕлтермелле. Вăл савăнĕ, паллах. Анук сĕтел çине апат хатĕрлерĕ те упăшкине вăратма васкарĕ. Виссари лăпкăн çывăрать. Анук ун çумне пырса ларчĕ те ăна ачашшăн çӳçĕнчен ачашларĕ. «М-м-м... Валюша... Ытала-ха мана хытăрах...» — ачашшăн мăрлатрĕ упăшки арăмĕ çумĕнче. «Мĕнле Валя?» — Анук Виссари аллисене хăйĕн çинчен сирсе ывăтрĕ те вырăн çинчен тăчĕ. «А-а, эсĕ- çке ку? Мĕн тутлă ыйхăран вăратрăн? Апат пиçрĕ-им?» Виссари вырăн çинчен тăчĕ те тĕпелелле иртрĕ. Анукăн ăшĕнче тем вĕресе хăпарчĕ. Вăл упăшки патне чупса тенĕ пек пычĕ те ăна çупса ярас вырăнне унăн умĕнче хытса тăчĕ. «Виссари. Пирĕн ача пулать. Сан пекех хитрескер. Сан пекех лайăхскер...» Анук упăшкин куçĕнчен пăхрĕ, вăл ăна ыталаса илсе хăй çумне çупăрласса кĕтрĕ. «Мĕн. Мĕнле а-ача? Пирĕн? Иксĕмĕрĕн?» Виссари ахаль те тăрмаланчăк çӳçне татах та тăрмаларĕ те юпа пек хытса тăчĕ. «Акă мĕн. Пире халех ача кирлĕ мар. Эпир халь иксĕмĕр тин пурăна пуçларăмăр. Укçа паратăп. Хăтăлмалла пулать унран. Тен, тата...» Виссари шухăшне каласа пĕтереймерĕ, чарăнчĕ. «Ачи манранах-ши, тен, вăл Сашăран... Хам та куртăм-çке вĕсене», — Виссари тĕпелте пуçтарса хунă сунтăхран укçине шутласа илчĕ те ăна Анука тыттарчĕ. «Акă. Кайса кил райун пульницине. Ача çуратма ĕлкĕрĕпĕр-ха», — шухăшлăн куçне тартрĕ вăл.
Анук кун пеккине упăшкинчен кĕтменччĕ. Кампа канашлас? Вăл тăхăнчĕ те чи çывăх юлташĕ патне утрĕ. «Ах, Таня! Кала-ха, мĕн тумалла манăн? Вăл Сашăн мар, Виссарин ачи-çке. Вăл пирĕн, пирĕн...» Анук пичĕ тăрăх юхакан куççуле Таня аллипе шăлса типĕтрĕ. «Тантăшăм. Ним калама та пĕлместĕп ĕнтĕ сана. Мĕншĕн-ха пире итлемерĕн эсĕ?» Таня тантăшне ыталарĕ те унпа пĕрлех куççульне ирĕке ячĕ.
«Каларăм-çке сана, Виссари кĕрӳ пирĕн пурлăха хапсăнса çеç сана качча илет тесе. Итлемерĕн аннӳне... Сашăна вара ман. Ачуна упра. Кĕрӳ каланине ан итле. Ачи çуралсан, тен, килĕшĕ санпа», — амăшĕ каланă сăмахсем Анука темле шанчăк пачĕç.
«Манăн мар вăл ача, манăн мар, санăн Сашукунтан вăл», — таçтан ĕçсе килнĕ Виссари сăмахĕсем Анука пĕр вĕрилентерсе, пĕр шăнтса ячĕç. «Ыранах кайса пăрахнă пултăр! Кирлĕ мар мана такамăн ачи!» — чышкисене чăмăртаса арăмĕ патнелле пычĕ Виссари. «М-м-мĕнле санăн мар? Мĕнле Саша? Мĕн кирлĕ мара калаçатăн эсĕ, Виссари?» — Анук куçĕсем чарăлса кайрĕç, вăл упăшки çине темле курайман куçсемпе пăхса илчĕ те питне хупласа йĕрсе ячĕ. Виссарине арăмĕ макăрни те, вăл мĕнле асапланни те нимĕн чухлĕ те хурлантармарĕ, вăл пиншакне илчĕ те урамалла тухса кайрĕ.
Нумай шутларĕ çакăн хыççăн Анук. Пĕринче вара арчинчен таса япаласем илчĕ те пульницана çул тытрĕ. Тем чухлĕ ӳкĕтлерĕ ăна çамрăк тухтăр, кайран ача пулмасси çинчен те асăрхаттарчĕ, итлемерĕ никама та Анук, пульницаран «тасалса» тухрĕ.
Çакăн хыççăн килĕнчи пурнăç улшăнасса кĕтрĕ Анук. Анчах Виссари пушшех те вăйлăрах тулхăра пуçларĕ. Вăл арăмне ним вырăнне те хумарĕ, хăш чух тата Анука ачине пăрахнăшăн та ӳпкелеме пăхрĕ. Кулянчĕ, асапланчĕ хĕрарăм, анчах çын çине кăлармарĕ.
«Сашăпа курса калаçрăм. Мускава тухса каятăп тет. Кайиччен санпа курса калаçасшăн. Хăв пĕлетĕн ăçтине. Хурăн кĕтет сире...» — Таня мĕнле шăппăн кĕнĕ, çавăн пекех шăппăн тухса кайрĕ.
Чылайччен шутларĕ Анук.
Акă вăл — Кĕтерне аппасен хурăнĕ... Анук хурăн çумне сĕвенчĕ те шăппăн юрласа ячĕ.
Куккук канмасăр авăтатчĕ
Ем-ешĕл симĕс улăхра
Сан куçусен таса кăварĕ
Каллех çиçет ман умăмра...»
«Анукăм, юратăвăм! Мĕншĕн аннӳне итлемерĕн-ха эсĕ? Иксĕмĕр, тен, тĕнчери чи телейлĕ çынсен хушшине лекеттĕмĕр пулĕ». Саша Анука ыталарĕ, вĕсен тутисем тĕл пулчĕç, тĕпсĕрлĕхре çухалчĕç...
Виссари кашни кунах ĕçсе килекен пулчĕ. Килет те тем çитмест ăна, тек хирлешет, тем шуйăхать... Чунĕ пачах та сивĕнчĕ ĕнтĕ Анукăн упăшкинчен. Темшĕн пăрмаях арăмне Саша çумне хушса кĕвĕçет Виссари. Анук чĕнмест, чĕнсен упăшки пушшех те тарăхса каясса пĕлет вăл. Хăй те айăплă-ха ĕнтĕ пĕр тесен Анук. Упăшки çумра выртать пулин те пĕр вĕçĕмех Сашук çинчен шухăшлать вăл. Пиллĕкмĕш уйăх ĕнтĕ вăл Мускав хулине тухса кайни. Чăтăмсăррăн кĕтет унран хыпар Анук. Çак кунсенчех килмелле вăл. Кăна Анука тантăшĕ, Таня пĕлтерчĕ. Вĕсем, имĕш, пĕр-пĕринпе çыхăну тытаççĕ. Акă паян çывăрма выртсан та, Виссари хăйĕн упăшка тивĕçĕсене пурнăçланă хыççăн, Анук харлаттарсах çывăракан упăшки çумĕнче чылайччен çывăрса каяймасăр асапланчĕ. Ир енне çеç вăл кăтăш пулса тĕлĕрсе кайрĕ...
Вĕçсĕр-хĕрсĕр улăх... Сип-симĕс курăк. Анук çак курăк хушшинче çырла шырать, анчах тупаймасть. Таçтан темиçе çырла тупрĕ те вăл килне кайма пуçтарăнчĕ. Сасартăк тĕпсĕр уçлăхран аçа-çиçĕмпе çунакан шурă урхамах сиксе тухрĕ. Унăн çурăмĕ çинче — халь тесен халь çăвара кĕрсе каясла ирĕлсе тăракан çĕр çырли тултарнă карçынкка. Урхамах Анук умне çитрĕ те урисемпе çĕре кукалерĕ. Унтан çурăмĕ çинчи карçынккана хăйĕн çинчен илсе печĕ те сăмсисенчен вут-кăвар кăларса тӳпенелле вĕçрĕ. «Чим! Кирлĕ мар мана санăн çырлу! Пулăш мана! А-а!» «Эй, Мĕн кăшкăрса выртан. Тăр! Ĕне сума вăхăт çитнĕ пулĕ унта», — сăмса айĕнче мăкăртатрĕ те Виссари тепĕр еннелле çавăрăнса ыйха путрĕ.
Чăнах та, тул çутăла пуçланă та иккен. Анук васкасах вырăн çинчен тăчĕ. Çĕр каç курнă тĕлĕкне асаилчĕ те шухăша кайрĕ. «Ара, мĕне пĕлтерет-ха çак тĕлĕк. Темскер ăна яланах шурă урхамах тĕлленет, тĕпсĕр уçлăха чĕнет...»
Анук витре илчĕ те ĕне сума утрĕ. Чăр! та чăр! юхрĕ ăшă сĕт витрене.
Ĕнине шăварчĕ, кăштах çăнăх пачĕ. Вара кĕтӳ кайиччен пăртак çерем çинче çитерес тесе урама илсе тухрĕ. Анук хăйне паян иртерех кĕтӳ хăвалама тухнă пуль тесеччĕ, çук иккен, авă хирĕçех пĕр ушкăн хĕрарăм пуçтарăннă та хĕрсех тем çинчен калаçаççĕ. Анук ĕнине курăк çине кайса ячĕ те вĕсем патнелле пычĕ. «Питĕ ир тăнă-çке эсир. Эпĕ халĕ хама ытла ир тăнă тесе ӳпкелесе тăратăп», — Анук хĕрарăмсем вăл çывхарсан темшĕн калаçма чарăннине асăрхарĕ, анчах вĕсене нимĕнле ыйту та памарĕ.
Акă анат енчен Таня ĕнине хăваласа çитрĕ. Вăл тантăшне айăккинелле илсе кайрĕ те ăна ыталаса илчĕ, макăрса ячĕ. «Анук, тантăшăм. Сашука киле килнĕ чухне пуйăс çинче вĕлернĕ... Кĕсьинчи укçисене веçех кăларса илнĕ. Хăйне вакунран кăларса персе хăварнă. Çумра паспорчĕ пулнипе çеç палласа илнĕ ăна. Паян каç енне илсе килеççĕ.» Таня малалла калаçма та хăрарĕ. Анукăн пичĕ шурса-шурса пынине курсан вăл ăна ыталаса илчĕ. Икĕ тантăш çынсем илтесрен те хăрамасăр ĕсĕклесе йĕрсе ячĕç.
Сашука тирпейлесе пытарчĕç. Тупăк хуппине уçтармарĕç те. Анук юратнă çыннине пытарма каймарĕ. Çак 3 кун хушшинче вăл вырăн çинчен те тăраймарĕ. Виссари вара арăмĕ мĕншĕн куляннине пĕлекенскер, ăна пушшех те таканларĕ, йĕкĕлтерĕ, кулчĕ... Хăй вара Сашука пытарма кайса уншăн куляннă пек туса тухман куççуьне çынсем умĕнче шăлнă пек турĕ.
Пуçланчĕ вара çакăн хыççăн Анукшăн чĕр тамăк. Виссари кашни кунах ĕçрĕ. Хăш чух е икĕ, виçĕ кун та килне килмерĕ, курансем ăна Валя патĕнче çĕр каçать терĕç.
Анук вара кашни каçах пĕчченлĕхре нушаланчĕ. Кам патне каяс — амăшĕ пĕлтĕр çĕре кĕчĕ, пиччĕш-аппăшĕсем çук, пĕр тантăшĕ Таня çеç ăнланать ăна.
Пĕрремĕш хырăмне пăрахнă хыççăн тем чул ача хăварас тесен те ăнмарĕ вĕсен Виссарипе. «Пĕрремĕшне пăрахмалла пулман. Халĕ тин кая юлнă. Сирĕн текех ача пулмасть.» — Республика пульницинчи тĕп акушери врачĕ каланă сăмахсем Вальăна çапсах хуçрĕç темелле.
Акă халĕ Виссари кашни кун каласа кӳрентерекен сăмахсем Анук чĕринех пырса тивеççĕ. «Ачу сан Сашăран пулнă. Çавăнпа эсĕ ăна эпĕ пĕлесрен кайса пăрахнă та. Манпа канашланă-и эсĕ?» Анук чĕнмест. Тĕлĕкĕнче пĕрре те пулин Сашăна курассишĕн кашни каçах çывăрма выртас умĕн Турра тархаслать. Анук сисет, Сашук ăна юратса хăй патне чĕнет, çак çылăхлă çĕр çинче пĕрле пулмасан та вĕçсĕр уçлăхра яланлăхах пĕрле пулма чĕнсе илĕртет, астарать, аташтарать.
Хăш чух хăрать те Анук. Ара, кашни каçах ăна темле тĕпсĕрлĕх илĕртет. Шап-шурă урхамах вара вут та кăвар кăларса хăй хыççăн чĕнсе йыхравлать.
Вăранать те çакăн пек тĕлĕкрен Анук, шухăша путать. Кам-ха вăл шурă урхамах. Нивушлĕ вăл... Анук кун пек шухăшсенчен аяккалла пăрăнма тăрăшать.
Упăшки паян та килмест пулас. Анук хăпăл-хапăл тăхăнчĕ те юратнă тантăшĕ патне тухса утрĕ.
Таня, хăйĕн тантăшне ăшă сăмахсемпе яланах пулăшаканскер, ăна хапăлах кĕтсе илчĕ. Чунĕсем иккĕшĕн те таса пулсан та, юратнă çыннисене чунпа парăннă пулсан та Таньăпа Анука пĕр шăпах кĕтрĕ иккен. Пĕр уйрăмлăх — Таня халлĕхе пĕчченех пĕр ывăл çитĕнтерет, юратнă çыннипе ăнмарĕ унăн, Анук вара упăшки çумра пулсан та аллине ача тытса кураймарĕ, унăн ачашлăхне туяймарĕ.
«Пăрмаях шурă тум куратăп тетĕн. Ара, ку лайăха пулĕ-ха ĕнтĕ, тен, пĕлместĕп, япăха та пуль. Шурă тĕсе тĕлĕкре курсан лайăх мара теççĕ...» — Таня тантăшне ыталарĕ те чылайччен ăна хăй çумĕнчен вĕçертмерĕ.
«Ĕнене те суман. Каям эппин эпĕ киле. Сывах юл-ха апла эсĕ, тантăшăм», — Анук Таньăна ыталаса чуптурĕ те хăвăрттăн сывпуллашса килнелле утрĕ...
Ниепле те çывăрса каяймасть Анук. Акă вăл пиншакне пĕркенчĕ те урама тухрĕ. Упăшки çаплах-ха урайĕнче харлаттарсах çывăрать.
Урамра шăп. Анук тӳпенелле тинкерчĕ. Паян тулли уйăх иккен. Пĕчĕк чухне асламăшĕ тулса пыракан уйăх çине пăхма юрамасть тенине асаилчĕ те Анук куçне айăккинелле тартрĕ. «Мĕнле кун пулчĕ-ха паян. Ниепле те вăхăт иртмест. Ăш çунать, чĕрем сиксе тухаслах тапать».
Анук хапха умĕнчи пĕренесем çине ларчĕ. «Ха-аш!» — сывларĕ такам хыçалтан. Анук шартах сикрĕ. Çаврăнса пăхас терĕ те, анчах та темле куçа курăнман вăй ăна хытарса лартрĕ. «Çитĕ сана асапланса. Эс — манăн. Тата мĕне кĕтетĕн. Ут ман хыççăн».
Урисем хăйсем тĕллĕнĕнех ăна анаталла уттарчĕç. Кĕтерне аппасен хурăнĕ... Анук тăна кĕнĕ пек пулчĕ. «Ара, ма килтĕм-ха эпĕ кунта. Чим-ха, аташа пуçламарăм-и-ха эпĕ?» Хурăн умне çитнĕ Анук юлашки вăйне пухса килнелле утма тăрăшрĕ. Урисем итлемерĕç, чунĕ пăлханчĕ, чĕри сиксе тухасла тапрĕ. «Лăпланас пулать. Манăн пурăнмаллах. Эпĕ — çĕр çине вăй-хăват пама çуралнă хĕрарăм», — Анук тапăлтатакан чĕрине аллипе тытрĕ те пĕр утăм малалла пусрĕ. Темрен такăнчĕ, ӳкрĕ... Аллипе çĕртен тĕревлесе тăрас тесе çĕкленчĕ. Аллине... хулăммăн явнă вĕрен çакланчĕ. «Мĕн ку? Вĕрен?»
Анук сасартăк ахăлтатса кулса ячĕ. «Саша! Эсĕ-им-ха ку? Çаплах мана юрататăн?» Анук хăй хыçĕнче такам, куçа курăнманскер, анчах та ăна çĕр çинчи юратупа мар, темле урăхла, асамлăн, чунне парса саваканскер тăнине чунĕпе туйрĕ. Вăл савăнса кулса илчĕ, аллине вĕрен илсе хурăн патнелле утрĕ.
...Яштака хурăн турачĕсем... Анук пуçне çĕклесе пăхрĕ те туратсем çинче ларакан темле шап-шурă пĕчĕк кайăксене курчĕ. Аллинчи вĕрене туратсем çине ывăтса ячĕ, чĕрне вĕççĕн çĕкленсе пуçне йăлмак тăхăнтартрĕ «Каçарăр мана. Виссари! Эсĕ чипер пулнă пулсан эпĕ паянхи кун та санпаччĕ. Саша! Эсĕ кăштах кăна хăюлăх çитернĕ пулнă пулсан эпĕ тата эсĕ яланах çак пурнăçра пĕрле пулнă пулăттăмăр!..» «Чăнах. Çак самантаран эпир яланах пĕрле пулăпăр!» — ахрăм пек илтĕнекен сасă таврана янратрĕ. Анукăн урисем хăйсем сисмесĕрех çĕр çинчен çĕкленчĕç. Анук тапкалашрĕ, турткалашрĕ, карăнчĕ, унăн чунĕ тăвăрланса-тăвăрланса пычĕ те кĕлеткинчен тухса тӳпенелле çĕкленчĕ.
Анука сасартăк темле çăмăл пулса кайрĕ. Вăл вĕçрĕ, вĕçрĕ... вĕçнĕ майăн темшĕн аялалла тинкерчĕ. «Ай-уй, Кĕтерне аппасен хурăнĕ айĕнче темле хура кĕлетке выртать. «Анук чунĕ çĕр патнерех вĕçсе пычĕ. Ун кĕлеткине ĕсĕклесе йĕрекен Таня тантăшне палласа илсен вăл ĕсĕклеме хăтланчĕ, анчах нимĕн те пулмарĕ. Анук чунĕ юлташĕ патне пырса ăна çупăрларĕ, анчах лешĕ нимĕн тие сисмерĕ, çавах пулăшу ыйтса унталла та кунталла пăхрĕ. Анук пĕтĕм вăйран ун çине пырса çапăнчĕ, анчах Таня витĕр тухса кайрĕ, леш вара туймарĕ те. Сасартăк темле хăватлă вăй ăна пĕлĕтелле çĕклерĕ. Анук чунне тем тăпăлтарчĕ, асаплантарчĕ.... Вĕçсен вĕçсен вăл темле тĕпсĕр уçланкăна тухрĕ. Уçланкă икĕ еннелле уйрăлнă. Пĕр енче — темле шурă тум тăхăннă мĕлкесем пĕр-пĕринпе тем çинчен хĕрсех пăшăлтатаççĕ, тепĕр енче вара — хӳрисем çине ялтăртатса тăракан ункăсем тăхăнтартнă, куçĕсенчен вут та хĕм çеç тухса тăракан темле хура ĕмĕлкесем пĕр-пĕрне чĕлхе кăларса йĕкĕлтеççĕ. «Çылăх тенкелĕ çине ăна» — хыттăн янранă сас шурă мĕлкесем айне хĕсĕннĕ Анукĕн чунне шартах сиктерчĕç. «Тăхта, айăплă-и-ха Анук çак çылăхсемшĕн? Телей курчĕ-и-ха вăл çав çутă тĕнчере?» Ун çумĕнчи темле куçа йăмăхтаракан шурă тум тăхăннă мĕлке çине тăрсах Анук чунне хӳтĕлерĕ.
«А-а-ха-ха! Телей! Хăй вара кама телей парнелерĕ-ха вăл? Çуралайман ачине-и, е ĕçкĕпе супнă упăшкине? Тамăка ăна! Тамăка. Ĕмĕрĕпех нушалантăр! Ах-ха-а-ха-ха!» — куçĕсенчен вут çеç тухакан, мăйракисене тем вăрăмăш ӳстерсе янă асар-писер хăрушă ĕмĕлкерен тухакан вутсенчен куçне хупларĕ Анук чунĕ. Ай-ай, çав тери йывăр! Хăш еннелле каймалла? Сулахайра — вăл упăшкипе пурăннă чух ăна улталанă çылăх,.. тата... ача... чун парнеленĕ ачин пурнăçне татни...
Сылтăмра вара... Асар та писер куллипе çунтаракан, япшар та йăпăлти шуйттансен астаракан йĕкĕлтевлĕ сăмаххисем Анук чунне арпаштарсах ячĕç. Вăл пĕрре сулахаялла, тепре вара сылтăмалла пăхрĕ.
«Анук! Эсĕ — манăн! Çунатсене сарса ман хыççăн вĕç!», — хăлха çумĕнчех пăшăлтатакан темле асамлă сăмахсене илтнĕ Чун аялалла, тĕпсĕрлĕхе вĕçрĕ. «Саша! Сан сассуна эпĕ палларăм. Ăçта илсе каятăн мана? Манăн санпа пулас килет!!» — Анук чунĕн сасси илтĕнмерĕ те темелле. Умра вĕçекен шап-шурă урхамах ун патне çывхарчĕ, хыттăн кĕçенчĕ, ыталама хевти çитмерĕ пулас, асаплăн йынăшса ячĕ: «Мĕншĕн итлемерĕн-ха эсĕ мана, çав никама шекклемен çылăхлă çутă тĕнчере паянхи кунчченех пĕрле пулмаллаччĕ эпир, халĕ вара кая юлтăмăр...», — ахрăм пек илтĕнчĕ Сашук сасси. Сасартăк тем шаплатса ахлатрĕ те таврари пĕтĕм япала кутăн та пуçăн çаврăнма пуçларĕ... Таçтан, тĕпсĕр уçлăхран пысăк чул катăкĕсем Анук чунне пырса çапса ватрĕç, вăл темĕн чухлĕ хӳтĕленчĕ пулсан та, унăн уçлăхра вĕçекен çунаттисем аманса, тĕпренсе пĕтрĕç.
«Ман хыççăн!» Аслати пекех кĕмсĕртетнĕ сасă Анук чунне аялалла вĕçтерчĕ. «Ăçта эпĕ? Мĕн ку?» Умра мĕлтлетекен темле асамлă вăй ун еннелле çавăрăнчĕ. «Анукăм, юратăвăм! Эпĕ сана пăрмаях хам пата чĕнтĕм. Шурă урхамах пулса сана çăлма ĕмĕтлентĕм.
Паян вара сана çăлас тесе ĕмĕрлĕх тамăка ăсанатăп. Санăн çылăхусене унта хамăн куççульпе çуса йăпанăп! Аялалла вĕç — сана çĕнĕрен чун парнелекен — унта, сип-симĕс таса уйра! Каçар! Юратнă эпĕ сана, саншăнах тамăка...», — Сашукăн сасси темле таçти аякри тĕпсĕрлĕхре çухалса пынăçемĕн Анук чунне вăй кĕрсе пычĕ.
Вăл сасартăк хăйĕн çак самантрах çĕр çине, аялалла вĕçмелли çинчен шутласа илчĕ те аманнă çунаттисене сарса çĕрелле вĕçрĕ.
«Маруçăм, Маруç! Епле апла пулса тухрĕ-ха ĕнтĕ? Мĕншĕн çав ана çине кĕрсе кайрăн-ха ĕнтĕ эсĕ. Айта ĕнтĕ янаварăм, айта!» Анук чунĕ ешĕл симĕс курăк çинче выртакан хăмлама пуçланă ватă кĕсре çине пăхрĕ. Чунĕ тухать, апла пулсан, хăй те, унăн тихи те (Анукпа унăн çуралма ĕлкĕреймен пепки пекех) тĕпсĕр вилĕмлĕхре ĕмĕрĕпех аташса çӳрĕç...
Анук йăл кулчĕ, унтан сасартăк çиçĕмле хăвăртлăхпа чунĕ тухма патне çитнĕ тиха патне вĕçсе çитрĕ, ăна куççуль юхтарса ачашласа ларакан Сантăр пичче патне пырса ун витĕр тухрĕ. Хытса ларчĕ, анчах пĕтĕм вăйне пухса тиха ăшне тапаланса кĕчĕ, чунне вырнаçрĕ... Тиха сывласа ячĕ. «Эй, Турăçăм! Хăват пар мана! Тавах сана манăн пĕртен-пĕр чĕр чуна сыхласа хăварнăшăн», — тин çеç çуралнă пĕчĕк тихана аллипе ачашларĕ Сантăр пичче. «Эпĕ çакăншăн ĕмĕрĕме тамăкра хӳрисене авса пăркалакан шуйттансемпе ирттерме те хатĕр. Сывă пул, Анукăм», — шурă урхамах тӳпенелле çĕкленчĕ, Саша чунĕн сасси çĕр айнелле анса-анса пычĕ те часах илтĕнми те пулчĕ...
Кулленех сип-симĕс курăк çинче çут тĕнче ырлăхĕпе савăнакан, ешĕл симĕс курăка туллин кавлекен пĕчĕк те хаваслă янавар вара тăрăс! тăрăс! сиккелет. Хăй çак çут тĕнчене килнĕшĕн савăнса хыттăн кăна кĕçенет...