Тĕлĕк


Тĕлĕнмелле тĕлĕк куртăм,

Нихăçан ун пек пулман.

Хурăнлăхпа пыратăп,

Илемпе киленетĕп.

 

Кăмпасем шыра-шыра

Малтан мала утатăп.

Пĕчĕк çеç карçынккана

Часрах тултарас тетĕп.

 

Ак, сасартăк, темĕнле

Сасă илĕнсе каять.

Çаврăнса пăхатăп та,

Пĕр тиха тăра парать.

 

Хăй илемлĕ юрласа

Сĕрме купăсне калать.

Мана курчĕ пулмалла —

Часах кĕçенме пуçлать.

 

Пĕр урипе тапать те,

Ылтăн-кĕмĕлĕ вĕçет.

Хӳри вĕçне силлесен

Пурçăн-сатин вĕçет пек.

 

Темле пĕчĕк кайăксем

Ун тавралла вĕçеççĕ.

Хитре, илемлĕ кавир

Йăлтăртатса тăрать пек.

 

Лашан пуçĕ çийĕпе

Асамат кĕпер хывать.

Хитре кĕпер айĕнче

Лаша выляса чупать.

 

Кĕçех лаша çухалать,

Тепĕр енчен ак тухать.

Хыçлă çуна çаклатса

Мана лартса чуптарать.

 

Мороженăй, лимонад,

Пироженăй, шоколад

Кукăль-икерч, çăмахĕ —

Кама курать, хăналать.

 

Çав хушăрах улшăнать,

Шур лаша пулса тăрать.

Илемлĕ йĕкĕт пулать,

Сар хĕр патне уттарать.

 

Эх, асамлă-çке тĕнчи!

Эх, илемлĕ тĕлĕкĕ!

Епле ырă пурнăçĕ

Ачалăх вăхăтĕнче.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2010-11-30 19:46:48):

Авторне çыхатрăмăр!!! Çак ĕç авторĕ ăçтан, миçемĕр класра вĕреннине тупаймастпăр — пĕлтерĕр-ха тепĕр хут.

 

Admin (2010-11-30 19:47:04):

Авторне çыхатрăмăр!!! Çак ĕç авторĕ ăçтан, миçемĕр класра вĕреннине тупаймастпăр — пĕлтерĕр-ха тепĕр хут.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: