Тĕнче пĕтет...


Ĕç-тĕлĕшпе çӳреме Вантер Петĕрĕ хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Паян кунта каймалла, ыран — унта, тепĕр кун тата тепĕр çĕре çитмелле. — «Ĕлкĕрмелле, тумалла», — тет вăл хăйне-хăй хавхалантарса. Главка çитсе çурт проектне кăтартмалла, ăна тĕп архитектор йышăнмалла тата заказчикпа е подрядчикпа калаçмалла... Хăпартакан çуртсем те пĕр вырăнта ӳсмеççĕ — тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ хулара пуçăннă вĕсем. Петр Иванчă вара тĕп инженер пулса вăй хурать. Унăн пĕр-пĕр пĕчĕк çурт хăпартаççĕ-и е вуншар хутлине-и, е учреждени — пурне те çитсе хăй куçĕпе хăй курса пур çитменлĕхе тĕпчесе пĕтермелле, ĕçе кал-кал пыракан шайра тытса тăмалла. Ак хальхинче те ирпе çеç тăван хулине çитсе ӳкрĕ. Машинине лартса документсене офиса илсе кĕчĕ. Унтан килне çуранах çитме шутларĕ. Ара, çывăх пурăнать-çке, ик-виç çурт урлă кăна. Вунă утăм турĕ пуль — ăна темскер çӳçентерчĕ, темле хăрушлăха туйни ăшне вут хыптарчĕ. Мĕскер ара ку? Мĕне пĕлтерет-ха? Хула та, урамĕ те çавах, анчах ма ют хула пек туйăнать? Çыннисем те хваттерĕсенчен тухса, ухмаха ернĕн, унталла-кунталла чупаççĕ. Пĕр палламан яша чарчĕ те ыйтрĕ: «Мĕн пулчĕ? Ăçта пурте васкаççĕ?» «Э-э-э, пичче, эсир пĕлместĕр-им? Тĕнче ак кĕç-вĕç пĕтмелле! Çавăнпа пурте хăйсен пурнăçланман ĕмĕчĕсене пурнăçласшăн чупкалаççĕ», — терĕ те яш çав самантрах ун умĕнчен тапса сикрĕ.

Унччен те пулмарĕ, васкавлă пулăшу машини чайăлтатса пырса чарăнчĕ. Шурă халатлисем тухрĕç те ăнкарса çитеймен Петр Иванча машина ăшне персе чикрĕç. Шоферĕ: «Халиччен чирлекенсене виç минутранах илсе çитерменччĕ, паян çитереп-çитерепех!» — тесе газа пусса мотора кĕрлеттерчĕ. Чăнах та виçĕ минут иртмерĕ-тĕр, пулăшу машини сиренине кăшкăртса пульница картишне кĕрсе те тăчĕ. «Чирлĕ» çынна кĕтсе илме ватă профессор-хирург та тухса тăнă иккен. «Халех операци сĕтелне хатĕрлĕр! Тăхтамасăр операци тума пуçлатпăр, донор чĕри ĕнертенпе чирлинĕ кĕтсе тăрать». Петĕр Иванчă: «Эпĕ чирлĕ çын мар, эсир йăнăшатăр!» — тенине никам та хăлхине чикмерĕ. Ăна коляска-каталка çине вăйпах вырттарса пульница корпусне илсе кĕчĕç. Ак операци тăвакан сĕтел. Шурă халатлисем вĕçĕмсĕр хĕвĕшеççĕ. «Чирлĕ çын» ытла тăнăçсăр пулнăран ăна операци сĕтелĕ çине ури-аллине çыхсах вырттарнă. «Наркоз парсан тăнăçланăн, кăшкăрма та чарăнăн. Пурте йĕркеллĕ пулать, ним хăрамалли те çук», — илтĕнет шур халатлисенчен. Вĕсенчен пĕри наркоз маскине Петр Иванчăн пичĕ çине хума пычĕ. Çак вăхăтра чӳречесем кĕмсĕр-кĕмсĕр, чалпăр! ванчĕç, самантрах омоновецсем кĕрсе шурă халатлисене урайне вырттарчĕç, аллисене каялла туса тимĕр алă çыххипе сăнчăрларĕç. Омоновецсен асли пулас, Петр Ивановича операци сĕтелĕнчен хăтарсан: «Эпир кунта тухтăрсем пек тумланнă террористсен ушкăнне çыхрăмăр. Вĕсен пуçлăхне, «Профессор» хушма ятлине алла лектертĕмĕр. Тахçанах тытасшăнччĕ ăна, тинех çакланчĕ. Сире вĕсен аллинчен хăтартăмăр. Хăвăра лайăх туятăр пулсан таврăнма пултаратăр, кайран участока килсе протокол çине алă пусăр». Çавăнтах: «Террористсене урама илсе тухăр! Палатăсенче пытанса юлман-и? Веç тĕрĕслĕр! Пурте йĕркеллĕ пултăр! Пире кун пек инцидент тек кирлĕ мар», — элле хăйне, элле Петр Ивано-вича каларĕ омоновецсен пуçлăхĕ. Петр Иванович илсе кĕнĕ чух хăйне сывлăхлă туятчĕ, халь, пульницаран тухсан, вăйĕ пĕтнĕ пек пулчĕ. Йывăрланнă урине килĕ еннелле аран-аран куçарса утрĕ. Çурчĕ умĕнче авалхи тусне, кӳршĕлле пурăнакан Якку Йăкнатне тĕл пулчĕ. Йăкнат Яккăльч сăмах чĕнмен пулсан пускилне палламасăрах иртĕччĕ. Ăçтан паллăн — вăл хĕрарăм тумне тумланнă-çке, чисти хула майри: урине çӳллĕ, шĕвĕр кĕлеллĕ туфли тăхăннă, пуçне пурçăн тутăр çыхнă. Тур çырлах! Хура, кăпăшка мăйăхĕнчен çеç паллама пулать пуль. «Йăкнат, эс, ку хатĕр, ăçта майралла тумланса чавтаран?» «Ĕмĕтленнине пурнăçласа халăх умне тухас терĕм. Эс те пурнăçланман ĕмĕтне пурнăçлама васка, икĕ кун кăна панă тет. Тĕнче пĕтет, тĕнче пĕтет!» Ак тамаша! Пурте ăсран харăс тухма пултараймаççĕ, хам ăсран кайрăм пуль. Çапла шухăшласа Петр Иванчă хваттер алăкне уçса кĕчĕ. «Эп тăвакан ĕç пĕтĕм вăя илет пуль, нервăсем хавшаса пĕтрĕç, тăр кунрах аташа пуçларăм. Канас пулать, кăштах та пулин канас пулать». Ахлата-ахлата пысăк пӳлĕмĕ еннелле кăштăртатрĕ. Пысăк пӳлĕмĕнче çемçе диван пур, ĕшеннĕ хевтене хурса канма та чипер. Залран вара темле çутă сăрхăнать, тул çутăлни тахçанах та, ку — тул çути мар, темле сарă çурма çутă. Савнă мăшăрĕ ĕçре пулмалла та килĕнчех-шим? Зала кĕнĕ-кĕмен Петр Иванчăн куç-пуçĕ алчăраса кайрĕ. Зал варрине, урайне пăрахнă темле тискер чĕрчун тирĕ çинче, илемлĕ минтерсем хушшинче, çурма çарамас мăшăрĕ выртать. Ун çывăхĕнче, мăшăрĕнчен кая мар тумланнă çамрăк арçын... «Упăшка, эсĕ хальччен ăçта çӳрен? Сана кĕтсе ывăнтăмăр, кил часрах!» «Сире мансăр та кичем мар», — теме пултарчĕ çурт хуçи. «Сансăр вăрттăн ĕмĕт пурнăçланмасть. Кил часрах, савăнса юлар — тĕнче пĕтет...»

Петр Иванча аякĕнчен такам чышнă пек туйăнчĕ: «Вăран, Петруша, капла ĕçрен тăрса юлан», — мăшăрĕн çемçе сасси хăлхине кĕчĕ. «Мĕскер, тĕнче пĕтет-им?» «Ак, эс ĕçрен тăрса юлсан тĕнче пĕтме пултарать», — терĕ те мăшăрĕ йăл кулса, кухньăна хыпаланчĕ. «Пурнăçланман ĕмĕтсем сасартăк пурте пурнăçланма пуçласан чăнах та тĕнче пĕтме пултарать», — шухăшларĕ Петр Иванчă тĕлĕкне аса илсе. Вăл хыпаланса пуçтарăнчĕ те чей ĕçмесĕрех ĕçе тухса кайрĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


геннади (2024-09-04 10:40:07):

пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ . Вырăсла е тата ют сăмахсем ытла нумай . Заказчикĕ , подрядчикĕ , главк ... Хисеплесе кайсан кунта та хитре курăнмĕ . Чăвашла вулама уçнăччĕ вĕт-ха страницăна ! Халлĕхе урăх çĕре каяс !

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: