Иван Ивник


Иван Ивник (Иван Николаевич Николаев) 1914 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи Çавалкасси Мăрат ялĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1928 çулта Кĕçĕн Кипекри сакăр çул веренмелли шкултан вĕренсе тухнă. 1928-1931 çулсенче Шупашкарти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. 1932 çулхи кĕркунне Хусанти право институтне вĕренме кĕнĕ. Сывлăхĕ начар пирки иккĕмĕш курсран Самара куçса кайнă. Унта «Колхозник» ятлă чăваш хаçатне ĕçлеме вырнаçнă. 1933-1934 çулсенче Раççейри телеграф агентствин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ятарлă корреспонденчĕ пулнă. Унтан темиçе çул «Колхозник ялавĕ» хаçат редакцийĕн литература сотрудникĕ тата Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи наукăпа тĕпчев институчĕн сотрудникĕнче вăй хунă. 1937-1938 çулсенче И. Ивник «Пионер сасси» хаçатра вырăсла страницăсем кăларас тĕлĕшпе ĕçленĕ.

И. Ивник çырнă произведенисенчен чи паллăраххисем: «Киркка Иленĕ», «Чемей пăлхавĕ» поэмăсем. Вăл вырăс классикĕсемпе урăх çĕршывсенчи паллă писательсен произведенийĕсене чăвашла куçарас тĕлĕшпе те нумай ĕçленĕ.

Поэт 1942 çулхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче туберкулез чирĕпе вăхăтсăр вилнĕ.

Литература ĕçне 1930 çулсен пусламăшĕнче тытăннă. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Çуркунне» (1933). «Çĕнĕ сăвăсем» (1937). «Лирика» (1930). «Сăвă кĕнеки» (1940). «Сăвăсемпе поэмăсем» (1947,1984).


Хайлавĕсем