Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ÇăлтăрчăксемЛаохЙытă тĕлĕкĕКулăшла калавсемАвăн уйăхĕĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Сӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнеке

Сăваплă кĕтес


Хула хĕрри улах. Сĕве йăвашшăн

Пахча çуммисемпе иртсе каять...

Çак лăпкă кĕтесре тăван чăвашшăн

Çуралнă ĕлĕк чух пĕр çамрăк ят.

 

Ак ун кĕперĕ, вăл юратнă вырăн,

Ак вăл час-час таяннă ват йăмра.

Паян та вăл кунта çӳрет пек ыррăн,

Тăрать пек сыввăн умăмра.

 

Ун лăпкă куçĕсем йăл-йăл тăваççĕ,

Ун сăнĕнче – те хурлăх, те телей...

«Мĕнле пурнан? Мĕнле çĕршыв хăвачĕ?

Ман шăллăмсем нумай-и, Ваçилей?» –

 

Тесе ыйтассăн тăрать пек поэтăн

Шухăшăмра çĕкленнĕ ĕмĕлки...

– Аван, манми тете. Аван, – теетĕп. –

Сывлать чăвашăмăр, сывлать чĕлхи.

 

Çак пирĕн ӳсĕмри чăваш этемĕ

Иртме шанать чăн пурнăç тĕпелне.

Çитет пире, çитет – тертленнĕ,

Лаххан таврашĕнче çитет-тĕр йĕпенме!

 

Чăвашăн ăнсăртран сывалнă куçĕ

Культура кил-çуртне пăхса илет.

Телейлĕх тупсăмне хăех вăл уçĕ,

Хăех туянĕ хăй валли тивлет.

 

Эх, Константин! Пирĕнпеле пулсамччĕ.

Пулсамччĕ кĕрекере илем пур чух...

Анчах мĕскершĕн-ши нимле асамçăн

Сан ыйхуна сирме хăвачĕ çук?..

Пурах-ши вăл?


Вăрмантан пуçтарăнкаласа тухнă çĕре кун каç енне сулăнма та ĕлкĕрчĕ. Кунĕпе хĕртнĕ хĕвел ывăнчĕ пулас, вăрман хыçне кайса пытанчĕ. Акă вăрман хĕрринче ӳхĕ ӳхлетсе илчĕ. Таврана каçхи сĕм çапрĕ. Кутамккари кăмпа сисĕнмеллех аялалла туртать. Пырсан-пырсан кутамккана çурăм çине меллĕрех вырнаçтарса хуратăп. Анне çырса пĕлтернĕччĕ çав кăçал кăмпа нумай пулма кирлĕ тесе. Çапла кăмпа вара вырăнĕ-вырăнĕпе çавапа çулса илмелĕх те пур.

Ытти çулсенче кану вăхăтĕнче юлташсемпе тинĕс хĕрринче хĕвелпе хĕртĕнсе ирттерекенччĕ. Кăçал вара анне сывлăхĕ начарланнипе яла таврăнтăм. Эх, анне, анне! Шухăшламан та çапла ватăлса халсăр пулан тесе. Çапла ĕнтĕ, çитмĕлтен иртсен лайăххине кĕтмелли çук. Йывăр пулсан та пире çын пулма, ура çине тăма пулăшнă. Атте вăрçă хыççăн киле таврăнсан нумаях пурăнаймарĕ. Суранĕсем хытă аптăратнă. Атте пирĕн питĕ те ырă кăмăллă çынччĕ. Пире вăрçăра пулнă мыскарасем каласа паратчĕ, халапсем те питĕ нумай пĕлетчĕ. Эпир вара çăварсене карсах итлесе лараттăмăр.

Çулсем майĕпен малалла шурĕç. Эпир те ӳссе çитĕнсе каччă шутне кĕтĕмĕр. Çуллахи вăхăтра колхозра утă пухнă çĕрте, выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте тăрăшнă. Ĕç хыççăн ывăннă пулсан та урама вăййа тухаттăмăр. Çамрăк çамрăках çав.

Малалла

Мухмăрла качака таки


Ватăлса çитнĕ качакине сутса ярсан пирĕн ялти сатур Варук аппан качака путекки тăлăха юлчĕ. Аван ӳсрĕ çамрăк така, çитĕнсе çитрĕ, яланах кил хуçи хыççăн явăнса çӳрерĕ.

«Кĕрхи праçниксем çитнĕ çĕре пусмалла пулать çак такана»,– тесе ĕмĕтленетчĕ кил хуçи. Вара пусса паракана хăналама тесе эрех хатĕрлеме шутларĕ. Ара, пĕр «сăпаççипă» сăмахшăн кам чăрманса çӳретĕр хальхи саманара? Вĕсен умне эрех кăлармалла, çыртмаллине лартмалла, ыр кăмăллă пулмалла... Çапла шутларĕ те Варук аппа вĕтĕ тураса кăмакара пĕçернĕ сахăр чĕкĕнтĕрне йӳçме çенĕке кăларса лартрĕ. Качака таки çакна яр уçă алăкран тимлĕ сăнаса тăчĕ. Мĕн пăтти, кам валли хатĕрлет кил хуçи – йăлтах пĕлес килчĕ унăн.

Пĕррехинче, хĕвел анăçалла сулăнсан, Варук аппа калаçса ларма кӳршĕсем патне кайрĕ. Çак самантпа усă курса качака таки çенĕкре йӳçсе ларакан пăтта тĕрĕслесе пăхма шутларĕ те ĕçе пуçăнчĕ: мăйракисемпе хирсе çенĕк алăкне уçса ячĕ, йӳçекен савăтăн виткĕçне тĕксе ӳкерчĕ, унти пăтранчăка шăшласа пăхрĕ, пĕр çăвар сыпса илчĕ, хаяр пулнипе çӳçенсе кайрĕ, куçне мăч-мач хупкаларĕ – ним те ăнланмарĕ. Çак пăтранчăка тата ĕçсе пăхрĕ, çӳхе тутисене хĕп-хĕрлĕ чĕлхипе çуларĕ. Хăйĕн пĕчĕк пуçне пăркала-пăркала каяша татах ĕçрĕ, унтан тата, тата...

Малалла

Тайгари чăваш чĕлхи урокĕсем


Чӳк хуранĕ йыш пухать,

Тăван сăмах тус пухать.

(Кукамай çапла калатчĕ)

 

Ют чĕлхесен хутлăхĕнче

Пайтах çулсем хушши пулсассăн,

Ютла йĕрсен, ютлах кулсассăн –

Амаçури пекех тĕнче.

 

Ăс-тăнăмра тăван чĕлхе

Усрав ачи пек пурăнатчĕ,

Пĕр çук, пĕр пур пек туйăнатчĕ

Тăрсан-тăрсан чĕрре кĕрсе.

 

Анне чĕлхи – кăвар чĕлхе!

Юркка Иван юмах юптарнă,

Мĕтри Юман чунтан юратнă,

Кĕçтенттинре хăват çуратнă,

Çеçпĕлсене çутта кăларнă,

Хусанкая хавхалантарнă,

Ухсайсене саркалантарнă,

Митта, Урташ чĕлхи, килсем!?

 

Чунра çуралчĕ çуркунне.

Юрла-юрла тумла тумларĕ,

Хĕвел кĕмен кĕтес юлмарĕ,

Ман ăшăмра та çав кунне.

 

Чĕлхе вăраннă кун тĕнче,

Ăна кăвак хуппи пиллерĕ,

Тĕрĕслесе пăхма хистерĕ,

Чи кăткăс, йывăр ĕçсенче.

 

...Çӳреттĕм Çĕпĕр çĕрĕнче:

Тайга варри, ӳпре те шурлăх,

Малалла

Тăрă шыв хĕрринче


Темиçе çул каярах Сантăр Суранов тăруках курми пулнăччĕ. Аслă Çĕнтеру умĕн Берлин çывăхĕнче тăнлавран аманнăччĕ - çавă килсе хупларĕ-ши? Больницăна-мĕне çӳремерĕ: майлашĕ-ха майĕпен, вырăна ларĕ, терĕ.

Эрне хыççăн эрне, уйăх, хыççăн уйăх иртрĕ - тĕксĕм шăналăк вара куç умĕнчен çаплах сирĕлмерĕ. Юлашкинчен арăмĕ пĕр вĕçĕм мăкăртатнăран ватă салтак район тухтăрĕсем патне çитрĕ.

Операци - Турра шĕкĕр! - ăнăçлă иртрĕ: Суранов каллех куракан пулчĕ. Çакăн хыççăн, сывалса тухнăранпа çур çул пек иртсен, пуçра çамрăклăхпа çыхăннă, пирвайхи хут çапăçăва кĕнĕ вырăнсене çитсе курас шухăш çуралчĕ.

Ял администрацийĕпе çар комиссариатĕнче кирлĕ документсемпе справкăсене пĕр муритлемесĕр хатĕрлесе пачĕç. Пуçтарăнма та вăхăт нумаях кирлĕ пулмарĕ: сăран сумкине пĕрер мăшăр кĕпепе нуски, бритвăпа супăнь, пит шăлли, çăмăл апат чикрĕ те пĕр тăхтамасăр çула тухрĕ.

...Полтавăна çитсен Сантăр автобуспа Шурчиркӳнелле ярăнтарчĕ. Пассажирсем кăтартнă çĕрте анса юлсан Тăрă шыв патне çити çуран утрĕ. Вăрçă вут-çулăмĕ чи малтан çак таврара ĕнтнĕччĕ ăна.

Сантăр çинçе сукмакпа тăвалла васкамасăр, кана-кана лăкăштатрĕ. Ун чухне вара, 60 çул ытла каярах, çак сăрт çамкине вăл юпах тиха пекех çăмăллăн вирхĕнсе хăпарнăччĕ. Çулсăр-мĕнсĕрех, урине йĕплĕ хулăсем тирсе чăрмаланине пăхмасăрах!

Малалла

Эпĕ ку, сан мăшăру...


Хĕвел анма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Тĕттĕмленсе пырать. Таçтан теме сиссе улакурак кранклатса вĕçсе иртрĕ.

Шурă çуртăн уçă чӳречисенчен такамсем çурма сасăпа калаçни илтĕнет.

Реанимаци пӳлĕмĕ иккен. Çамрăк хĕрарăм тавра хирургпа ассистентсем хĕвĕшеççĕ.

— Хĕрарăм ытла нумай юн çухатнă.

— Константин Васильевич, эсир ун пуç купташкине пăхăр-ха, суранланса пĕтнĕ, — хушса хучĕ ассистент.

— Ман шутпа, эпир ăна нимпете пулăшма пултараймастпăр. Пулăшсан та вăл пурнăçне тăршшĕпе вырăн çинче ирттерĕ. Çурăм мимине вăйлă лекнĕ.

— Ах, ытла çамрăк-çке-ха, Турри çапла çырнă-ши? Машин айне мĕнле лекнĕ-ши, мăнтарăн...

Марина пĕрре шурă халат тăхăннă çынсем çине, тепре операци сĕтелĕ çинче выртакан хĕрарăм çине пăхрĕ. Сĕтел çинче выртакан çын çине пăхма хăрушă: вăл юнланса пĕтнĕ, питне вара лутăркаса пĕтернĕ тейĕн.

Хĕрарăм çӳçенсе илчĕ. Хăрушă фильмсем нихăçан та пăхма юратманскер, вăл телевизора урăх канал çине куçарас тесе куçĕпе пульт шырарĕ — ăнсăртран хăй сывлăшра вĕçнине туйса илчĕ. «Турăçăм, мĕн ку?!» — кăшкăрса ячĕ Марина, анчах ăна никам та илтмерĕ.

Малалла

Килсемĕр, тусăмсем, чăвашлăх тĕнчине...


Чăваш асаттесем утса тухнă çулпа

Ĕмĕтĕмре утатăп та утатăп.

Чăваш асаннесем юрланă юрăпа

Çĕнĕ тĕнче уçса эп иртнине куратăп.

 

Алтай, Кавказ, Шуратăл та Чулман

Чăвашлăха курса юлташ пек саламланă.

Шур Хăнакур, Пăлхар, Сăвар та Варачан

Чăвашлăх тĕнчине çупăрласа упранă.

 

Метте, Купрат, Алмас та Ылтăнпик

Чăвашсене пуласлăха кăтартнă.

Пин-пин чăвашăн ячĕ çăлтăр пек

Тĕттĕмлĕхре пире чăн-тĕрĕс çул кăтартнă.

 

Юлашкинчен чăваш асаттесем

Çак вырăна çитсе тепре çурт лартнă.

Çĕнĕ тавралăха савса асаннесем

Ăна Чăвашстан тесе ят панă.

 

Чăвашлăха упратпăр юратса,

Тус-йыш тесе кӳрше савса калатпăр.

Хăна пухмашкăн тарават пулса,

Таçти-таçти çĕре йыхрав яратпăр.

 

Килсемăр, тусăмсем, чăвашлăх тĕнчине,

Манпа пĕрле чăвашлăха юратăр.

Çак юрату упратăр çынсене,

Юлташлăх, туслăх, килĕшӳ упратăр...

 

Чăваш асаттесем утса тухнă çулпа

Эпир пĕрле утатпăр та утатпăр.

Чăваш асаннесем юрланă юрăпа

Çĕнĕ тĕнче уçса, пуласлăха куратпăр

Чăвашлăх


1.

Мĕскер-ши вăл чăвашлăх?

Иртен пуçлатăп та каçчен

Çакăн çинчен шутлатăп хам пĕччен:

Мĕскер-ши вăл чăвашлăх?

Кăшкăрашса çеç çӳрени

Пур, пулнă та пулатпăрах тени

Чăвашлăх-ши вара?

Хăш-пĕрисем шутлаççĕ çапларах.

...Ура çине ĕне те пусрĕ сахал мар,

Шап-шурă юр пуçăм çинче çук мар,

Кăшкăрашса çӳренипе анчах

Пĕлетĕп: пурнăç тума çук пачах.

Эппин, кăшкăрашни чăвашлăх мар,

Эппин, куштанланни чăвашлăх мар.

Мĕскер-ши вăл чăвашлăх?

Чăвашлăх вăл – сăпайлăх,

Ĕçе савни,

Ваттисене хисеплени,

Тепри тунă ĕçе курма пĕлни,

Чăнлăхпа тĕрĕслĕхе

Элем евĕр курни.

Чăвашлăх вăл - çемье тытма пĕлни,

Атте-анне тесен чĕре кăлт-кăлт тапни,

Чăваш чĕлхишĕн тăрăшни

Ламтайсене ялан асра тытни.

 

2.

Чăвашлăха пулать-ши упрама?

— Ыйту тăратрăм хам ума.

Паллах, ăна пит çăмăл çухатма,

Паллах, ăна пит йывăр упрама.

Çухатасси — анаталла утни,

Малалла

Çĕнĕ çул каçĕ


Шак! шаккать хуллен сехечĕ,

Çеккунтсен иртет черечĕ.

Кĕç минут та, ак, тулать —

Минутран сехет пулать.

 

Çавăн пек иртет çулталăк,

Çĕнĕ çул уçать çĕн алăк —

Хĕл Мучийĕ, Юр пике

Килсе кĕчĕç ман киле.

 

Пичĕсем улма пек хĕрлĕ,

Кучченеçĕ — темĕн тĕрлĕ,

Йăл! кулли çиçет сăнра,

Сĕнсе пăхрăм эп сăра.

 

Симĕс чăрăш тавралла,

Питĕ савăк йышпала:

Тилĕ, кашкăр та куян —

Ташша ятăмăр вăйран.

 

Кĕмĕл уйăх кантăкран

Пăхса илчĕ кăшт тăрсан.

Пухрĕ çăлтăр картине,

Вăййа тухрĕ тӳпене.

 

Шак! шаккать хуллен сехечĕ,

Минутсен иртет черечĕ,

Ак, вун иккĕ вăл çапать,

Çĕн çула вăл ал парать.

 

Курантпа пĕрле хаваслăн

Хрустальсем янраç пĕр саслăн.

Çĕнĕ çул, пуçла кунна —

Раççейпех кĕтнĕ хăна.

Халал


Питĕ сивĕ хĕл кунĕ,

Тăлăп тăхăн, хăна.

Сивĕнмест-ха çын чунĕ

Хĕл сиввишĕн кăна.

 

Чăвашпа чăваш пултăр

Çывăх тус та юлташ.

Кĕвĕçӳ сан ан пултăр,

Усалпа ан аташ.

 

Çак сăмах — ман йыхравăм,

Çак сăмах — ман халал.

Çак сăмах — ман ялавăм,

Йăлт тасалтăр усал!..

Ăнлантаркăч

1935 çулта Шупашкарта пурăнакан Иван Ильинран П.Ф.Филиппов учитель çырса илнĕ. Юхма Мишши архивĕнче упранать.

■ Страницăсем: 1... 790 791 792 793 794 795 796