Хитре Хветли


"Мăн кăмăллă", — текелеççĕ ман пирки ялта. Пуç каçăртса çӳреместĕп пулин те. Тем тесен те кĕвеçеççĕ. Уйрăмах юлашки вăхăтра. Эпĕ капăртарах тăхăнса çӳреме тытăнтăм-ха та. Мĕншĕн тăхăнас мар? Арчара мĕн пуррине хăçан тăхăнса пĕтерес? Ĕлĕкрех мана "Хитре Хветли" тетчĕç те çав. Халĕ те аптăрамастăп-ха, хăшĕ-пĕри пек эрех ĕçсе сăн-пите илемсĕрлетметĕп. Çи-пуçа вара кашни кунах улăштаратăп. Манăн анне те питĕ тирпейлĕ пулнă. Эпĕ те аннене хывнă. Эпир ача чухне хурăнташ-кӳршĕпе питĕ туслă пурăнатчĕ, ялан пĕрле ĕçсе-çиетчĕç. Халь хамăр та вĕсенчен юлмастпăр-ха. Пурăннă чухне савăнма та пĕлмелле. Анчах тепĕр чухне ытлашширех пулса каять-çке. Малтан чип-чипер, йĕркеллĕ. Кайран тем пулать мана, кăмăлăм уçăлать, никам та тытса чараймасть — çав териех хавхаланса каятăп. Хам та тĕлĕнетĕп хăш чухне. Çунат пулсан вĕçсе кайăттăм.

— Атя, ĕçсе пар! — тет кума. — Каçхине çĕрĕпех лаçра лартăм. Ир енне куç хупăнать. Çывăрнă та кайнă.

— Ай-уй! Йĕркеллех тухрĕ-и?

— Йĕркеллех сана...

— Ак, тата мĕн? Йăвашланса кайрĕ-и?

— Ĕçсе пар малтан, вара пĕлен...

Ĕçсе пăхрăм та — шыв тута калать.

— Çакăншăн çĕрĕпе лартăн-и? — тетĕп. — Ку хурăн шывне кам ĕçет? Хăв ĕçсен анчах.

— Ан та кала-ха! Леш пĕлсен сахăра сая ятăн тесе вĕлерет ĕнтĕ... Сан мĕн-и? Кăштах хаяррине хушсан аптăрамĕ те, — хаш та хаш сывлать Наçтук.

— Чиччас! — тетĕп. — Ан кулян. Хамăнне хушатăп та — пĕлсе те юлаймĕ.

Нумай шухăшласа тăмастăп, хăвăрт киле вĕçтеретĕп. Кум пĕлсен ыррине ан кĕт. Наçтук кумана пĕтерет. Ахаль те час-часах леккелет ăна.

Унăн каяш эрехне никам куриччен хаяррипе хутăштаратпăр. Чăх-чăх кулатпăр.

— Ах, кума-а-а! Юрать эсĕ пур манăн, — черккине тултарать вăл.

Эпир унпа вăрттăн сахал мар яркалатпăр, лешне пур чухне систермесен те юрать. Вăл мана тав тăвать, эпĕ — ăна. Унтан каллех... Саккуски — симĕс сухан, хура çăкăр. Сарăхарах кайнă салă касă-кĕсем. Ахаль чухне те уçă эпĕ, кăшт ĕçсен пушшех. Калаçатăп-калаçатăп ун пек чух, пурăнас килсе каять, юрлас килет. Ирхине вара пуç çурăлса тухать. Пенси укçине шыраса тинке тухать. Эпĕ ăна хăш чухне юриех таçта, аяккарах вырăна пуçтарса хума тăрăшатăп, пур-пĕр тупатăп. Пĕррехинче ачасем хуларан килчĕç. Укçа çук. Шыраман вырăн хăвармарăм. Кивĕ пальто, кĕрĕк кĕсйисене пăлхатрăм, лапша-кĕрпе хутаççине пăтратрăм — çук. Аптранипе сакайне анса тăпрас çинче те упалентĕм, кăмакана пăхрăм. Ну, ниçта та çук. Ашăм çунса тухать. Ачасенчен аван мар. Пĕр кана ятлакаларĕç те — чарăнчĕç. "Укçа пуç мар, анне, ан кулян", - терĕç. Çав кун ачасем мунча хутрĕç. Мунча кĕме кайсан манăн укçа сикрĕ-тухрĕ. Ăçта пулнă тетĕр-и? "Швейцари банкĕнче" - тет хăш-пĕри. Пурте пĕлеççĕ ăна. Ну, ытла тĕплĕ пытарса хунă икке-ен! Кăкăр умне ĕнтĕ, ăçта пултăр? Таçта та пăхнă, чи çывăх тĕле уçса пăхма асра та çук.

Тăхăр вуннăмĕш çулсенче ĕç укçи пама пăрахрĕç. Ас тăватăр пуль-ха? Укçа вырăнне ун-кун тавар тыттаратчĕç пире. Таварне ик-виçĕ хут хаклатса сутатчĕç. Юрăхсăртараххи çеç лекетчĕ пире: солянка, кăшманпа туни, вир кĕрпи, хурарах çăнăхран тунă лапша, çӳп-çаплă хура тул кĕрпи, повидло тата ытти. Пĕррехинче кӳршĕ-аршăпа пухăнса района кайрăмăр. Пире кашнинех пĕрер кило лапша, сахăр, вир кĕрпи, солянка, виç çĕр грамм халва, пĕр кило кăлпасси, виçшер чăх тукмакĕ пачĕç. Эх, мансах кайнă. Тата пурне те пĕрер кĕленче "çутти"! Ну питĕ хĕпĕртерĕмĕр уншăн. Тулли сумкăсемпе яла таврăнтăмăр. Автобусран ансан пурте килелле утатпăр. Манăн чĕлхе кĕçĕтет та-ха:

— Тавай пуçласа пĕрер черкке ĕçер! — тетĕп. — "Преми" илнĕ ятпа. Нихăшĕ те шарламасть, малаллах утаççĕ.

— Атьăр хамăр пата! Хамăнне ĕçтеретĕп, — тетĕп. — Ăçта каймасть...

Кăна илтсен хăшĕсем чарăнса тăчĕç. Куçĕсем çуталаççĕ.

— Мĕн тумалла-ши вара, кĕмелле-ши, е кĕмелле мар-ши? — кӳршĕ хĕрарăмне куçран пахать Наçтук кума. — Пĕрре те ĕçес килмест халь манăн.

— Аван та мар-ха капла, — теççĕ хĕрарăмсем. Кăмăлĕ те пур хăйсен, кĕресси те килет, хытти те пур.

— Мĕн аван марри унта? Кĕрĕр! — йыхăратăп пурне те.

— Юрĕ, эппин, тепрехинче пирĕнтен тухĕ, — текелерĕç.

Пӳрте кĕтĕмĕр. Сумкăра мĕн пуррине йăлт сĕтел çине кăлартăм, кăлпасси касса хутăм. Малтанхи черкке хыççăн ним те тĕкĕнмерĕç-ха. Хăю çитмерĕ курăнать. Иккĕмĕшне ĕçнĕ хыççăн пăртак хăюланчĕç. Кăлпассипе çăкăр çиме тытăнтăмăр. Кушакки те çавăнтах çӳрет, ман ура тавра явкаланать. Пĕр татăкне илсе алăк патнелле утрăм. Ман хыçран ниçта кайса кĕрейми çухăрса чупать. Ара, вăл та тахçанах кăлпасси тутине маннă ĕнтĕ. Хурса патăм хайхи, вăл пур шăршлакаласа пăхрĕ те пăрăнса кайрĕ. Тутанса та пăхмарĕ пĕрех хут. Вăл кăмăлсăрланнине курсан хăвăртрах чăх тукмакĕсене ăшалама лартса ятăм. Виççĕмĕш черккене ĕçнĕ хыççăн кăлпасси шăрши те юлмарĕ. Пурте выçса çитнĕ мар-и... Кĕçех солянкăна ăшталантарма пуçларăмăр. Ĕçсен пурте каять тата. Ăна та туххăмрах пушатрăмăр. Кĕçех пĕр çатма аш лартса патăм.

— Ай, тутлă-ă-ă! — тет Наçтук кума. — Кăна киле çитсен манăн та ăшаласа çиес-ха.

— Ах, çак Хветли апата тутлă тума пĕлет-çке, — çие-çие мухтаççĕ мана.

Ман каллех чĕлхе чарăнмасть, пăртак ĕçнĕ те:

— Кун пек саккускăпа тепрер черкке пулсан лайăхчĕ те...

— Эй! Мансах кайнă! — ура çине чалтах сиксе тăчĕ манăн кума çакна илтсен. — Ара ман утă кĕртмеллеччĕ вĕ-ĕт! Çапса пăрахать ĕнтĕ старик.

— Эй, килте çухатрĕç пуль, — ыттисем те тапранчĕç ун хыççăн.

Наçтук кума сĕтел хушшинчен чăмла-чăмла тухать, хăвăртрах сумкине илсе килне кайма васкать.

— Ай, спаççип сана, Хветли, — тет, кӳршĕ. — Хăна турăн тăк — турăн.

Чăл-пар саланчĕç килнĕ çынсем. Пӳртре кушакпа иксĕмĕрех тăрса юлтăмăр тата сĕтел çинче чăх тукмакĕн шăммисем выртса юлчĕç. Вĕсем кайнине чӳречерен пăхса тăтăм. Сумкисене çакнă та утса ка-а-йрĕç. Юрать ытларах ĕçмен-ха. Ытларах ĕçнĕ пулсан... Ытларах ĕçнĕ пулсан пĕлетĕр-и мĕн пулатчĕ. Пĕлместăр паллах. Ун пек чухне эпĕ мĕн пуррине ĕçтерсе-çитерсе янипе çеç çырлахмастăп çав. Юрласа-ташланипе анчах ăш канмасть. Манăн хăнасене питĕ савăнтарас килет. Ан тив, хĕпĕртеччĕр-иç. Вăт, пĕлетĕр-и? Манăн анне арчи пур. Пысăк арча. Унта анне ĕлĕк, эпир ача чухне, сахăр, кĕлентĕр таврашĕ тытатчĕ. Пире, ачасене, шкула кайнă чухне пĕрер катăк сахăр паратчĕç. Çав арча халь манăн тăп-тулли. Унта анне Чурачăк пасарĕнчен çăмарталла туяннă çитсă, саппун пайтах. Вĕсем пурăннă чухне питĕ тирпейлĕ пулнă. Кашни япалине майласа, типтерлесе, якатса арчана пуçтарса хунă. Эпĕ вара — салатаканни. Ӳсĕрĕлсе кайсан çав арчана уçатăп та пуçлатăп валеçме. Пĕрне — тутăр, тепĕрне — çитсă, тепĕрне

— кофта, тепĕрне — май çыххи, чăлха. Эх, курасчĕ сирĕн. Мĕнле хĕпĕртеççĕ вĕсем! Наçтук кумана мĕн чухлĕ паратăн — çавăн чухле илет, тăранмасть. Арчаналла татах пăхать.

— Санăн çут калуш пулаканччĕ те, кума? — тет вăл саппун аркине хутлатса. — Калуш шăтса кайрĕ, выльăхсем патне тухма кирлĕччĕ.

— На сана çут калуш! — тетĕп. — Урăх мĕн кирлĕ?

— Наççа, çитĕ сана, — чараççĕ ăна ыттисем. — Совĕçе пĕл.

— Кама пумаçи халат кирлĕ? — туртса кăларатăп эпĕ.

— Мана! Мана!

— Аялти кĕпе кирлĕ мар-и?

— Кирлĕ! Мана "простоййи" кирлĕ, çурăма тарлаттармасть, — тавлашмалла кармашаççĕ хĕрарăмсем.

— Ай, Хветли! Кăмăлу санăн...

— Мана ачасем хуларан тата килсе параççĕ. Панă чухне илĕр, — тетĕп. — Эп хыт кукар мар.

— Çитĕ, çитĕ — текелесе манăн арчана вăйпах хупаççĕ.

— Тавай, тепрер черкке ĕçер, туссем! — чунра çăмăл пулса каять манăн тăруках.

— Ачасемшĕн ĕçер. Вĕсен сывлăхĕшĕн.

— Ваттисемшĕн ĕçмен паян. Ваттисемшĕн! — тет пĕри.

— Юратушăн ĕçмен, атьăр юратушăн шаккаса ĕçер.

— Санăн халь те шухăш пĕтмен-и, — шӳтлесе илеççĕ хĕрарăмсем хăйсен хушшинче. Ĕçнĕ çынсем темерĕн, сăлтавсăрах кулаççĕ, шавлаççĕ...

— Тавай, Хветли, саншăн. Ырă кăмăлушăн! — черккесене çĕклеççĕ пурте. — Эс пулсан пурнатпăр эпир.

Ку сăмахсене илтсен мана урăх нимĕн те кирлĕ мар, тута хăлха патнех çитет. Унччен те пулмасть тăпăртик-тăпăртик сикетĕп, саркаланса юрлатăп:

 

Ыр вырăс пек ывăлăм пур,

Ыр майра пек хĕрĕм пур.

Мĕншĕн манăн савнас мар,

Ма юрлас мар, ташлас мар...

 

...Ирхине пуç чукун пек. Кĕтӳ ямалла, чутах çывăрса юлман. Аран-аран упаленкелесе тăтăм, кил хушшине тухрăм. Пуç пăравус пек кашлать. Ирхине сулхăн. Çӳçенкелесе тухатăп. Выльăхсем çăрса пĕтернĕ, калушсăр кĕме май çук. Урари калуш шăтнă, унтан тислĕк шыв сăрхăнса кĕрет. Выльăхсем çĕр çĕмĕреççĕ. Лапчăнса ларнă тирĕк пылчăк çинче йăваланса выртать, шывне ĕçсе янă. Сурăхĕсем кĕтсе ывăннă курăнать. Алăк уçнă-уçман сывлăмлă курăк çийĕн тапса сикрĕç. Вĕсем хыççăн ытти сурăх та анаталла кĕпĕртетрĕ. Урам тăрăх тарăхнă кĕтӳç чупса анса кайрĕ, пушшипе темиçе хутчен те шартлаттарчĕ. Хапха алăкне хăвăртрах хупса хутăм. Çынран намăс. Манăн пит-куç тăртаннă, тутăр чалăшса ларнă. Саппун умĕ хуп-хура.

— Эй, камăн сурăхĕсем тараççĕ? — çиллессĕн кăшкăрать кĕтӳçĕ.

— Хитре Хветлин! — илтĕнчĕ сасă урамран. Эпĕ танк хытса тăтăм. Ай, ваçка-а-а! Мĕн терĕ? Хам çине пăхма та хăрушă-çке! Чисти пахчари катемпи. Епле "Хитре Хветли" пулам кун хыççăн? Намăс пулса кайрĕ. Кĕлет умĕнчи каска çине лартăм та шухăша путрăм. Пуçăмра та тĕссĕр тутăр, çийĕмре те çĕтĕк хура халат. Саппунĕ пирки каларăм ĕнтĕ... "Çитет!" — терĕм. Чышкăсене чăмăртарăм. Паянтан пуçласа...

Халĕ эпĕ эрех-сăрана... "ни-ни-ни!" Куршĕ-аршă манпа ытлашши калаçсах каймасть. Вĕсене манашкал хăна тăваканĕ çукрах пулмалла çав. "Хăйне мăнна хурать" — тесе пăшăлтатаççĕ. Эпĕ иртсе кайнă чухне чалăшшăн пăхаççĕ. "Барби" пукане пекех мар та, аптрамасть! Ытти пуканерен кая мар тăхăнса çӳретĕп. Анне пек тирпейлĕ пурăнатăп. "Сыпкăм" та ĕçместĕп. Кĕвĕçекенсене... кĕве ан çитĕр. Хăвăрах шухăшлăр-ха. Кĕвĕçекен пулма-сан пурăнма та хавас мар. Кам валли капăрланас?

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Матвей Тихомиров. (2015-01-15 07:26:51):

Яланах çапла, ватăла пуçласан кăна тăна кĕретпĕр... Эй Тур-ту-р,

 

Лидия Сарина нумай пурăн ... Маттур

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: