Юлташран сивĕнтĕм
Пухăва хатĕрленетпĕр. Акционерсен пухăвне. Манăн та темиçе акци пур. Çавăнпа пулас пуху мана тӳрремĕнех пырса тивет. Унта пирĕн обществăна малашне кам ертсе пырасси паллă пулать. Хальхи директора кăларса пăрахас сас-хура çӳрет. Заводра ăçта кăна çитместĕн — пур çĕрте те çакăн çинчен калаçу. Манашкаллисем, хăйсен аллинче темиçешер акци тытаканнисем эппин, икшер-виçшерĕн пуçтарăнсанах сăмах пуху пирки пуçланать. Килте те, ĕçе кайнă е унтан таврăннă чухне троллейбус-автобусра та çав шухăш пуçран тухмасть. Халăх тем те пĕлет, тем çинчен те калаçать. Çавăн пек чухне ман юлташ, юнашар цехра ĕçлекен Мирон Иванч, сăмах-юмаха хăй аллине илет.
Юлташ тенĕрен, Мирон Иванч пирки çакна каласа парам. Ача чухне эпĕ унпа ялти шкулта пĕрле вĕреннĕ. Мирун вăл вăхăтра та пĕрле вĕренекенсен хушшинче хăйĕн хастарлăхĕпе палăратчĕ: пионерсен пухăвĕсенче сăмах калатчĕ, стена хаçатне çыркаласа тăратчĕ. Тĕрлĕрен уявсенче е яла, шкула килекен хаклă хăнасене кĕтсе илнĕ чухне ăна сăвăллă салам калаттаратчĕç.
Кайран та, институтран вĕренсе тухсан, инженер дипломĕсем илнĕ хыççăн, эпĕ унпа пĕр заводах лекрĕм. Кунта та вăл хăйĕн активлăхĕпе палăрма тытăнчĕ, ăна часах партбюрона суйларĕç. Парти историне вĕренекенсен кружокне ертсе пычĕ. Кĕскен калас-тăк, заводра ăна пĕлмен-палламан çын çук тесен те йăнăш пулмĕ.
Самана улшăнсан, заводран акционер обществи туса хурсан, Мирон Иванч та ман пекех акционер пулса тăчĕ. Завочĕ малтанхи пекех заводах та-ха, анчах ăна акционер обществи теме тытăнтă-мăр...
— Пĕлетĕр-и, мĕн хăтланать пирĕн директор, — терĕ Мирон Иванч Кравцов пĕррехинче эпир, темиçе çын, кăнтăрлахи апат хыççăн пирус туртма пĕрле пухăнсан. — Совеç текенни чĕрне хури тăршшĕ те юлман унăн. Аслă ывăлне икĕ пӳлĕмлĕ хваттер туса панă, ывăлĕ институтран та вĕренсе тухман-ха, авланман та. Кĕçĕн ывăлне, хулари вăтам шкулта юлашки çул вĕренекенскере, хăй çуралса уснĕ ялти шкула куçарнă. Ялти шкултан вĕренсе тухни çинчен аттестат пулсан, института кĕме çăмăлрах-çке. Атăл леш енчи вăрманта виçĕ хутлă дача туса лартнă, малтанхи дачине, Атăлăн ку енчине, пĕрремĕш арăмне парса хăварнă. Заводăн çăмăл автомашинине йӳнĕ хакпа шăллĕне сутни çинчен илтнĕ ĕнтĕ эсир, тĕрĕссипе калас-тăк, сутман, парнеленĕ тес пулать. Халăх пуçлăхне çапла тустаракан-салатакан çынна директорта хăйĕн вырăнĕнчех хăварсан пире Турă каçармĕ...
Директорăн киревсĕр ĕçĕсене сивлесе çапла каланине пуху çывхарса килнĕ май чылай илтме тиврĕ. Директор хăйшĕн çеç тăрăшнине чăтма пулĕччĕ-и, тен — халь пуçлăхсем харпăр хăйшĕн хытă çунни никамшăн та вăрттăнлăх мар — анчах заводĕнче ĕç-пуç япăх пырать-çке: пĕр эрне ĕçлетпĕр, ик эрне канатпăр, ĕçсĕр тăратпăр, хамăр туса кăларакан продукцие туянакан çук, складрах купаланса выртать, ĕç укçине виçшер-тăватшар уйăх памаççĕ — çакă чуна ыраттарать.
Пуху пуласси виçĕ талăк юлнă кун ун ячĕпе ятарласа кăларнă хаçата цехсем тăрăх валеçсе çӳрерĕç. Вăл акционерсене чĕнсе каланипе уçăлать. Унта пирĕн обществăн малашлăхĕ чаплă пуласси çинчен каланă, директор ăна аталантармалли программа туса хатĕрленĕ, завода пулăшакан пуян инвесторсем тупнă, тенĕ. Ĕç укçи парăмне çак уйăхрах татасси çинчен каланă. Çырура пурне те коллектившăн чунне парса тăрăшакан директоршăн сасăлама чĕнсе каланă. Çыру айне вун пиллĕкĕн алă пуснă. Пăхатăп та, куç-пуç чарăлчĕ: вун пилĕк хушамат хушшинче ... Мирон Иванч Кравцов та пур! Хама хам ĕненмесĕр, хушаматсен ретне тепĕр хут вуласа тухатăп — çук, йăнăшмастăп иккен, ман юлташах, ячĕ те, ашшĕ ячĕ те унăнах, цехри должноçĕ те ...
Питĕ хытă тарăхса кайрăм. Мĕнле-ха капла: халăх умĕнче пĕр майлă çаптарать, куç хыçĕнче тепĕр еннелле пăхать? Мĕнле çав териех икĕ питленме пулать? "Намăс-симĕс те çук иккен унăн!" -терĕм сасăпах. Эпĕ харкашакан-çапкалашакан çын мар, çапах та çав вăхăтра Мирун юнашар пулас-тăк, чăтса тăраймасттăмччĕ пуль, тӳпкелесе илеттĕмех ăна.
Тепĕр кунне, ĕçрен киле каяс умĕн, хайхискерне тĕл пултăм. Хам шухăша калама, намăслантарма тăтăм, анчах вăл çăвара уçма та памарĕ:
— Ятлатăн ĕнтĕ мана... Анчах эп айăплă мар.
— Мĕнле айăплă мар? Ху алă пуснă-çке!
— Пусасса пуснă та...
— Чим-ха, чим! Мăйран пăвсах пустармарĕç пуль? Халăх умĕнче мĕн кăна каламарăн директор çинчен, суйлав патне çитсен тепĕр еннелле çаврăнса укрĕн. Икĕ пит эс!
— Эс... эс мĕн пулса иртнине нимĕн те пĕлместĕн, ахалех ятлатăн. Виçĕ сехет хушши калаçрĕ вăл манпа. Виçĕ сехет ӳкĕтлерĕ...
— Кам? Мĕнле виçĕ сехет?
— Директор. Чĕнсе илчĕ те виçĕ сехет хушши калаçрĕ манпа. Ĕçрен кăларса ярассипе хăратрĕ.
— Ĕçрен кăларассипе хăратма виçĕ сехет кирлĕ пулчĕ-и? Ун пеккине калама пилĕк минут та ытлашшипех.
— Çапли çапла-ха... Урăххи çинчен те калаçу пулчĕ, — терĕ Мирун именчĕклĕн. — Директор хамăр коллектива йывăрлăхран кăлармашкăн хальхи лару-тăрура мирлĕн, килĕштерсе пурăнма кирли пирки нумай калаçрĕ. Хăй туса хатĕрленĕ программăпа паллаштарчĕ. Программи мана килĕшрĕ. "Эсĕ чылай хушă агитатор та, пропагандист та пулнă, халĕ те сан сăмахна çынсем итлеççĕ, — терĕ вăл. — Халăх, тĕпрен илсен, ман майлă, эсĕ мана хирĕç пулсан, халăха хирĕç пулатăн. Юрать-и халăха хирĕç пыма? Пуç йĕри-тавра шутласа пăх-ха". Килĕшме тиврĕ. Эп...
Мирун тата тем каласшăнччĕ, анчах ман сутăнчăк сăмахĕсене малалла итлес кăмăл пулмарĕ — алă султăм та çаврăнса утрăм.
Троллейбусра завод управленийĕнче ĕçлекен пĕлĕшĕме тĕл пултăм.
— Сан юлташу Мирон Иванч чĕнсе калани çине мĕншĕн алă пуснине пĕлетĕн-и? — ыйтрĕ вăл.
— Пĕлместĕп! Пĕлес те, илтес те килмест пӳтсĕр çын мĕн хăтланни çинчен!
— Директор ăна правлени йышне кĕртме сăмах панă. Ыранхи пухура сасăламалли бюллетеньре, курăн акă, унăн хушамачĕ те пулать...
Пухура камшăн мĕнле сасăламалли маншăн паллă пулчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...