Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Сана паян сăвăласа саватăп
Ем-ешĕл çулçă çуркунне калаçнă пек.
Никам сисмен чухне сапаласа хăварнăн
Тивлет çипсем тип-тикĕс тӳпене.
Тумлам-тумлам çу савнăçне ĕçтерĕп —
Иксĕлейми вăл чечекленĕ куçсенче.
Эс кирлине телейĕм ĕнентерчĕ
Пĕрле пурнас кунсен илемĕнче.
Сана ыталаса аллăмсене кантарăп.
Анать хĕвел çумна тĕшĕрĕнме.
Нумай вылянă шевлисен ыйхи пылак та тарăн,
Ачашланса çăмхаланаççĕ чĕрӳнте.
Юратăвăм, савса çитереймесĕр
Рехетленет ир шуçăмĕ çӳçӳсенче
Аташтарса кунпа каçа, сӳнмесĕр
Тăраççĕ çăлтăрсем пуç тӳпинче.
Ачашлăху пылак улма-çырлаллă,
Тата-тата упрам-и сăввăмра?
Ăнман чухне те пулăн эс тупраллă
Паян çапла юратнине кура.
Çĕр çине паян хĕвел, тен, анчĕ?
Папкаланчĕ ĕмĕт-ас илӳ.
Атăл пăрĕ харăсах тапранчĕ,
Мари енĕ те сарать ейӳ.
Ан васка, хĕвелĕм, кăшт тăрсамччĕ,
пурнăçа манне ан пар шăнма.
Чĕремре тапранчĕ, пăр тапранчĕ,
те кайса пĕтет вăл – паллă мар…
Эп сана тем пекех ыр сунатăп.
Вăхăт иртрĕ, эс ман асăмра.
Савăк мар пурнăçу, эп туятăп.
Хăш чухне, тен, ырри сахалрах.
Эсĕ пур. Эп те пур. Тĕлĕнетĕп.
Эс манран аякра çав-çавах.
Çĕр çинчех эс. Çакна эп пĕлетĕп.
Эп — кăвак тӳпере час-часах.
Сив сăмах пăр пекех. Ас илсессĕн
Тĕнчере сан пек çын пуррине,
Кăн-кăвак пĕлĕтрен кĕç ӳкессĕн
Туйăнать. Ах, шанап ырринех.
Чĕререн нихăçан та тухмаççĕ
Эс каланă хитре сăмахсем.
Çӳçĕмрен, куçăмран ачашлаççĕ
Таçтан çитнĕ вĕри саламсем...
Соня питĕ чипер: сăнĕ-пичĕ чечек пек, пĕвĕ яштака. Чĕлхи çеç вăрăм та вичкĕн. Ашшĕ-амăшĕ тахçанах качча парасшăн хĕрне, Соня та çавăн çинченех ĕмĕтленет. Анчах сăмахран ӳксе юлман пикерен шикленеççĕ пулас йĕкĕтсем.
— Хĕрĕм, юмăç патне каймалла сан. Кăçал мĕнле те пулин качча тухмаллах, — хушрĕ ăна амăшĕ.
Нимĕн тума та çук, уттарчĕ Соня юмăç патне.
— Тепĕр çитмĕл те çичĕ кунран мăшăрлă пулатăн, çемье çавăратăн, — савăнтарчĕ ăна Варвари кинеми. — Санран 500 тенкĕ.
— 500 тенкĕ? — аллине шарт çапрĕ Соня. Анчах нимĕн тума та çук, кăларса тьптармах тиврĕ укçа. Кĕçех хĕрсех туя хатĕрленме тытăнчĕç.
Вăхăт сиккипех чупать. Çитмĕл çичĕ кун вăртах вĕçсе иртрĕ. Качча каяймарĕ хĕр. Тарăхса, вирхĕнсе çитрĕ Соня юмăç патне.
— Варвари инке! Ма суйрăн, ма улталаса 500 тенкĕ илтĕн?! Халех тавăрса пар укçана! — пăсăрлантарчĕ хĕр.
— Хĕрĕм, пустуях ан шавла-ха, — хĕре çурăмĕнчен лăпкаса калаçрĕ юмăç, — эпĕ пĕртте суйман. Сан пата Каçăр Микула çураçма пынă-и? Мĕншĕн хирĕçлерĕн? Уншăн эпĕ айăплă-и? Çук.
— Çав эрех пичкине эсĕ хĕтĕртсе янă пулĕ-ха. Ун пек пьянчука тухиччен хĕрлех ватăлса ларам! Укçана тавăрса пар та — ĕçĕ пĕтнĕ. Турткаланса тăратăн тăк — суда паратăп.
Малалла
Шавлать хаяр тĕнче,
леш вĕçĕнче,
ку вĕçĕнче шавлать,
йăшăлтатать,
чашăлтатать,
кашлать те патлатать.
Тĕттĕм.
Сасартăк тӳпене çурса
вут-хĕлхем сирпĕнет.
Шартарнă куçăм куриччен
çиçĕм çутнă тĕнче
лаштах ишĕлет –
аслати çĕмĕрет.
Тĕттĕм.
Яр-р уçăлчĕ тĕнче чаршавĕ –
сăрт-ту, вăрман тухать ума,
мăн чулсене çавăрттарса
хумсем
кумаççĕ,
хысак çинчен сике-сике
авăрсене чăмаççĕ.
Çĕр чĕтретсе те кĕрлесе
хуса çитрĕ çутта
пĕр хĕрхенӳсĕр аслати.
Çиçĕм çутнă тĕнче
каллех
арканчĕ,
хура сĕме
путланчĕ.
Тĕттĕм.
Куçа шартарчĕ
çиçĕм.
Шур тĕтре
хуралса, хуралса пычĕ те
ман умра
хаяр та хăрушă тĕнче
кĕрлеме пуçларĕ.
Çак тавра
хаклă сасă илтетĕп,
çывăх сасă илтетĕп.
Ах, ытла та хăюсăр вăл,
имшер те йăлăнчăк
çав сасă:
«Эй, вут амăшĕ,
эсĕ çырлах, эсĕ каçар, эсĕ хĕрхен.
Малалла
Пирĕн Атăл сарлака,
Тăсăлать вăл аякка,
Шыв çыранĕ чăнкăран
Нихăçан та ан хăра.
Пырса курăр-ха пĕрре
Тараватлă Чĕмпĕре.
Виçĕ ярăмлă кĕпер
Курăнать епле чипер,
Пăрахут ишсе иртет,
Хумĕ çырана çитет.
Пырса курăр-ха пĕрре
Чĕнтĕрленĕ Чĕмпĕре.
Атăл хĕррине çитсем,
Ытарма çук пикисем,
Пуринчен илемлисем —
Чăвашла тумланнисем.
Пырса курăр-ха пĕрре
Ытарма çук Чĕмпĕре.
Пытармаççĕ кашниех
Юрлама юратнине,
Кăмăл пур тăк чăвашла
Вăтанмасăрах ташла.
Пырса курăр-ха пĕрре
Чăвашланнă Чĕмпĕре.
Пирĕн чаплă хулара
Пупĕ те чăваш, ара,
Чăвашсен чиркĕвĕнче
Чăвашлах тăвать венчет.
Пырса курăр-ха пĕрре
Кĕлтумашкăн Чĕмпĕре.
Хусантан, Шупашкартан,
Самартан, Саратовран,
Çывăхри Ялавăртан
Кăмăлтан, чунтан-вартан
Пысăк туй тума пĕрре,
Йыхравлатпăр Чĕмпĕре.
Туйĕ туй пек пултăр-и,
Тутлă-çке чăваш сăри,
Малалла
— Ывăлăм, кил-ха, сан валли ятарласа кучченеç туянтăм, — терĕ хăнана килнĕ асламăшĕ мăнукне канфетпа сăйласа. Хĕпĕртенĕ ача тăрăст-тăрăст! сикет.
— Кур-ха, асаннӳ сана мĕнле юратать! — тет амăшĕ. — Матвей, мĕн каламаллаччĕ-ха?
— Тавтапуç!
Канфетсене çавăркаласа пăхать ача. Канфет хучĕ çине ытла та илемлĕ кайăксем ӳкернĕ. Çуначĕсене сарнă, халь-халь вĕçсе каяс пек. Ячĕ те хăй евĕрлĕ: «Птица дивная» — «Тĕлĕнмелле кайăк». Арçын ачан сăнĕ тĕксĕмленет. Унччен та пулмасть, канфетсене сĕтел çине пырса хурать.
— Матвей, мĕн пулчĕ? — ывăлне куçран тинкерет амăшĕ.
— Нимĕн те.
— Пĕчĕкскерĕм, — юратнă мăнукне пуçран шăлать асламăшĕ. — Сана эпĕ илсе килнĕ кучченеç килĕшмерĕ-и? Çисе пăхсам ĕнтĕ тĕлĕнтермĕш кайăка! Вăл питĕ тутлă.
Матвей çав-çавах пуçне пăрать.
— Тутлă пуль те...
— Апла мĕншĕн тиркетĕн-ха, ывăлăм?
— Асанне, — терĕ ача пăшăрханса. — Эпĕ кайăксене питĕ-питĕ шеллетĕп.
Чăваш елĕм, савнă Чăваш ел,
уйрăлас самант та çитрĕ пулĕ,
илĕртсе çуталчĕ чукун çулĕ,
тен, тепри карттусĕпе те сулĕ,
тутăр çеç вĕлкешеймесĕр юлĕ...
Эсĕ уншăн пач та ан хĕрел.
Ху манпа пулаймăн. Çавă шел.
Ман пурччĕ чунăмра хитре чечек...
Кăклатăп тенĕччĕ — хăртассăм килнĕччĕ.
Эс килтĕн те чи ăшă хĕвел пек,
Каллех сенкер çеçке çурмашкăн килĕшрĕм.
Таçта çил-тăвăл пĕлĕте çĕтет,
Кĕр куççульне, ав, вĕтĕр-вĕтĕр пĕтĕрнĕ —
Йĕре-йĕре сап-сар тĕнче пĕтет.
Йăл куллăмра асап е шанчăк?
Пĕлмĕттĕм!
Чун хытарса ирттертĕм ĕмĕрсем:
Уру айне сар çулçăлла ӳкесшĕнччĕ.
Тĕнче тытан телейсĕр тĕссемпе
Хама валли кунпа каçа ӳкернĕччĕ.
Кĕркуннехи хĕвеллĕ тĕл пулу —
Хитре çеçке çурма хистенĕ вăрттăнлăх.
Çын ăнланман çак ултава пула
Кĕтни — кĕске, асапăм — пурнăç вăрăмăш.
«Ыран» тени савăнăçа çĕтет,
Тĕл пуласси — ялан инçе те килсĕр-çке.
Тепрехинче хĕл сиввипе эс килĕн те,
Хĕвелсĕр те çеçке çурмашкăн килĕшĕп.
Ватрухин киленсех телевизор курса выртатчĕ. Кĕтмен çĕртен ăна такам уринчен тĕкрĕ. Ун умĕнче çур çулхи ывăлĕ тăра парать. «Ара, тин кăна сăпкараччĕ вĕт-ха вăл!» — чутах кравать çинчен ӳкмерĕ арçын.
— Атте! Шыв илсе килсе пар-ха, ĕçес килет.
Хăйĕн урисене хăй туймасăр кухньăналла ыткăнчĕ Ватрухин. Ывăлĕ шыва чаплаттарса ĕçсе ячĕ те:
— Спаççипă! — терĕ. — Халĕ хамăн пӳлĕме каям-ха.
Ватрухин хăпăл-хапăл арăмĕ патне вăшлатрĕ.
— Оля! Унта... Унта... Пирĕн Андрюша!..
Хăраса ӳкнĕ Оля ывăлĕн пӳлĕмне ыткăнса кĕчĕ. Пĕчĕк Андрей урайĕнче плюш упа çурине енчен енне çавăркаласа ларать.
— Анне, вăл чĕрĕ мар вĕт? Эппин, мĕншĕн чĕрĕ пек йынăшать-ха вăл?
Амăшĕ урайне лак ларать.
— Эсир мĕскер? — кӳренет Андрюша. — Чĕнмесĕр çӳресе йăлăхрăм эпĕ! Никампа калаçма çук.
— Вăт ку тĕлĕнтермĕш! — аран аран çăварне уçрĕ Оля.
— Феномен! Çук-çук! Мĕнле калатчĕç-ха? Э-э-э... вундеркинд, вăт, — килĕшрĕ арăмĕпе Ватрухин.
— Халь мĕн тăвăпăр ĕнтĕ, — ыйтрĕ Оля упăшкинчен.
— Шкула вырнаçтарăпăр... Ятарлă шкула. Тен, вăл математик? Андрюш кала-ха, ик хут иккĕ миçе пулать?
Малалла
■ Страницăсем: 1... 733 734 735 736 737 738 739 740 741 ... 796
|
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...