Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТантăшсемӐшӑ ҫумӑрАтте пилĕЮманлăхра çапла пулнăЯл калавĕПĕчĕк патшалăхСинкер

Ĕмме пăрахтарни


Пĕрре Петĕр амăшĕ

Ута тухса кайнă-мĕн.

Пăхать аслă амăшĕ —

Петĕр питĕ çиесшĕн:

Макăрса та пăхать ку,

Юнтарса та пăхать ку,

Чĕчĕ памаç те кăна —

Чăмламсем çех хыптараç.

Чăмлак кирли куштана?

Эккей! Пĕртте чухламаç!

Чăмламсене ман Петĕр...

Луччĕ куçне ан лектĕр!

Пит пăхмасть те уйламасть.

Амăш чĕчĕ хыптармасть.

— Анне! — тет ку аптраса.

Асламăшĕ: — Çук вăл, — тет.

Кайран хайхи аптраса

Асламăшне ĕмет, тет.

Асламăшĕ ĕмтерместь:

— Манăн мумму пур ав! — тет.

Петĕр пĕртте ĕненместь:

— Чĕчĕ, чĕчĕ, чĕчĕ! — тет.

Асламăшĕ чĕччине

Хура çăмпа аврать те:

— Курмастна-мĕн муммуне?

 

Ан тыт, асту, тухать те

Çиет сана халех, — тет.

Петри каллах ĕненместь;

— Чĕчĕ, чĕчĕ, чĕчĕ! — тет,

Муммуран та шикленместь.

Асламăшĕ чăмласа

Сухан хурса тухать те:

— Анне, чĕччĕ хуртланса

Кайнă, — тесе калать те

Пĕрех сурать чĕччине.

Петĕр, кăна илтсессĕн,

Тин чĕчĕрен хăпать-мĕн...

Атте-анне юратнипе


Атте-анне юратнă пек

Пире никам та юратман.

Атте-анне юратнипе

Эпир ниçта та хур пулман.

 

Эпир ăçта-ăçта пулман,

Атте-анне ятне яман.

Çитес çĕрсем татах та пур

Тӳсес кунсем татах та пур.

Атте-ачне юратнипе

Йывăррине çăмăл тăвар,

Атте-аннемĕр пек пулар.

 

Тăван çĕршыв юратнă пек

Пире ниçта та юратман.

Тăван çĕршыв юратнипе

Пире тăшман хăратайман.

 

Эпир ăçта-ăçта пулман,

Тăван çĕршыв, сана манман.

Çитес çĕрсем татах та пур

Туссем-йышсем ютра та пур.

Ютри туса тăван тăвар,

Çĕршыв-аннемĕр пек пулар!

Сывлăшран — хаяр шĕвек


Ыйхине çухатрĕ Кулине кинемей. Пĕр эрне ĕнтĕ чăлăм куç хупаймасть. Эре, çĕрулми кăлармалла-çке, вăйлă çумăр хыççăн çĕр шанк хытса ларчĕ, кĕреçе те кĕмест.

Эппин, аншарли юхтармалла та... Карчăк-кăрчамас лаççа кĕрсе кĕçех хуран çакса та ячĕ. Валашкари шывĕ ăшăнсан ун вырăнне сиввине ярса пӳрте кĕрсе кайрĕ. Чашăк-тирĕк çурĕ вăл, урай сĕрчĕ. Çур сехетсенчен лаççа тухрĕ. Вутти лайăх çунать-ха, анчах темшĕн аншарлийĕ юхмасть. Кун пеккине халиччен курманччĕ вăл.

Вутпа аппаланса кӳршĕ хĕрарăмĕ Кĕтерне лаççа кĕрсе тăнине те асăрхамарĕ Кулине.

— Пӳрт алăкĕ çинче çăра çакăнса тăрать те пахчана тухса пăхам-ха терĕм. Пурăнать-и-ха ку, нимĕн те пулман-ши тесе.

— Çăра çакмасан такам та кĕрсе кайĕ терĕм те... Ара иртнĕ шăматкун сĕтел çинчи хĕвел çаврăнăш çăвне шăхăртса та кайрĕç.

— Мĕн ĕçлетĕн ара?

— Ĕçлесси-мĕнни. Эрех юхмасть вĕт-ха.

— Кӳр, хам пăхам. Пăрăхĕ тулса ларман-ши? Йĕркеллех. Эсĕ чустине татах хатĕрле-ха, кунта хуран йĕри-тавра сахал сĕрнĕ пулас.

— Чусти хатĕр-ха.

— Сĕрес умĕн хуранне уçса пăхас мар-и? — сĕнчĕ Кĕтерне.

— Мĕн пăхмалли пур ара унта? Икĕ витре пăрака ярса йĕркеллех сĕрсе тухрăм. Паян кăна эрех юхтармастăп вĕт эпĕ, — терĕ Кулине кӳренерех.

Малалла

Тăванран та тăван


Эс, çуралнă çĕршыв, тăванран та тăван, —

Тăванран уйрăлан — уйрăлмастăн санран.

Эп ăçта — çавăнта эс пыран,

Юррăмсем çук çĕрте эсĕ юрă пулан,

Пурнăç йӳçĕ пулсан — эсĕ тутлă тăван,

Эс, тăванăм, çĕршыв, тăванран та тăван.

 

Эс, çуралнă çĕршыв, тăванран та тăван, —

Килйышран уйрăлан — уйрăлмастăн санран.

Эп ăçта — çавăнта эс пыран,

Тăвансем çук çĕрте эс тăванăм пулан,

Çулĕ йывăр пулсан — эсĕ çăмăл тăван,

Эс, тăванăм, çĕршыв, тăванран та тăван.

 

Эс, çуралнă çĕршыв, тăванран та тăван,

Салтак турăн пулсан — эсĕ паттăр тăван, —

Эп ăçта — çавăнта эс пыран,

Юнăм юхрĕ пулсан — ху юнна эс паран,

Пурнăç татнă çынна çĕнĕрен çын тăван,

Эс, тăванăм, çĕршыз, тăванран та тăван.

 

Эс çуралнă çĕршыв, тăванран та тăван.

Çĕрпеле уйрăлсан та, уйрăлмастпăр санран,

Эп ăста — çавăнта эс — пыран,

Çăлтăрсем тӳпинче эсĕ çăлтăр пулан,

Çăлтăр çулĕ паран — пурнăç çулĕ тăван,

Эс, тăванăм, çĕршыв, тăванран та тăван.

Гаврила Державин


Отечества и дым и сладок, и приятен.

Г. Державин

 

Час-час ас илӳпе иртет ав сăвăç кунĕ

Çут Волхов хĕрринче, юратнă Званкăра.

Кунта лăштах канать халь ун явапсăр чунĕ,

Итлет вăл куккука чăпар уçланкăра.

 

«Килеççĕ куç умне каллех ачалăх, яшлăх,

Тăван атте-анне, Хусан та Ĕрĕмпур.

Ан тив, мана питех курма тивмен ачашлăх,

Хам ӳснĕ тапхăра ман тав тăвассăм пур.

 

Юрать-ха нимĕçле мана вĕрентрĕ нимĕç,

Çыра-çыра илни иртмерĕ нимсĕрех.

Кайран мана шăпах вăл пачĕ тулăх çимĕç,

Ытти чĕлхесене вĕрентĕм чиперех.

 

Ĕрĕмпурта чухнех мĕн чул юмах та сăвă

Вĕрентĕм нимĕçле, куçартăм вырăсла!

Гимназие кĕрсен хавхалантарчĕ çавă

Татах та ытларах çырмашăн хамăрла.

 

Гимназире вара лартаттăмăр трагеди,

Вулаттăм монолог мăнаçлă сасăпа.

Çыраттăм сăвăсем кас-кассăн тĕлĕкре те

Ача вăййи майлах айван ăсталăхпа.

 

Пулас килетчĕ ман юмахри пек чăн паттăр,

Малалла

Чике старике улталани


Ачамсене Иринăна, Алинăна, Алексее халаллатăп

 

Пĕр карчăкпа старик пурăннă. Вĕсен Урине ятлă хĕр пулнă. Хĕр ача питĕ чипер – кăн-кăвак куçлă, сап-сарă çӳçлĕ, илемлĕ çаврака питлĕ пулнă. Вăл кунĕпе çепĕç чĕлхипе чĕвĕлтетсе карчăкпа старике савăнтарнă. Ашшĕ-амăшĕ хĕрне питĕ юратнă, унăн кăмăлне тултарма тăрăшнă, вăл мĕн ыйтнă çавна илсе панă. Ун çинче ялан илемлĕ çи-пуç пулнă.

Анчах Урине ĕç ĕçлеме пĕртте юратман тет. Ăна ачашласа çеç усранă тет, пĕр ĕçе те хăнăхтарман тет. Çапла вăл юлхав хĕр пулса çитĕннĕ.

Вĕсен ялĕ çумĕнче пысăк вăрман сарăлса выртнă. Унта тĕрлĕ чĕр чун, кайăк-кĕшĕк йышлă пулнă. Кунтах вăрман хуçи - Чике старик пурăннă. Вăл йĕркелĕхе-типтерлĕхе юратнă. Вĕсене вăрманти йĕркене пăхăнса пурăнма вĕрентнĕ.

— Пурăнма йывăрлансах пырать. Вăрманĕ те ĕлĕкхи мар, çыннисем те. Мана пĕччене йĕркене сыхласа пурăнма пĕртте çăмăл мар. Вăрмана пĕр шелсĕр кассаççĕ, чĕр чунсене вĕлереççĕ, кайăксен йăвисене аркатаççĕ, кĕçех вăрманта нимĕн те тăрса юлмасть. Вĕсене мĕн пур ӳсен тăран куççульпех йĕнине еплерех ăнлантарса пама пулать-ши, пĕлместĕп. Чечеке татсан, вăл куççульпе йĕнине ниушлĕ курмаççĕ! Мана пулăшакан тупăнсан еплерех аванччĕ те.

Малалла

Çуркуннехи çĕр


Пĕлĕт çинчи çăлтăрсем

Тем нек лайăх çутатаç;

Шурти ешел курăксем

Тем пек ыррăн курăнаç;

 

Вăрман çинчи уйăх та

Çĕре ыррăн çутатать;

Юман çинчи шăнчăк та

Тем пек лайăх янăртать

 

Çапах маншăн çут тĕнче

Çĕртте лайăх курăнмасть;

Çапах çынсем хушшинче

Пĕртте аван туйăнмасть.

Пирĕн ял


Икĕ çырма хушшинче

Эпир ӳснĕ ял ларать,

Аслă урам варринче

Чиркӳ тăрри курăнать.

 

Ялăн икĕ айккипе

Хурăн çулĕ çаврăнать,

Икĕ çырма тăрăшпе

Йăмра ушкăнь чашкăрать.

 

Уйри калча тăррисем

Вĕçен çилпе хумханаç;

Вĕсем çинче тăрисем

Тырра курса савăнаç.

 

Ешĕл калча хыçĕнче

Хура вăрман хумханать;

Хура вăрман умĕнче

Çĕрти прахот шăхăрать.

 

Яла кĕрсен тĕлĕнен:

«Тĕлĕк мар-ши ку ман?» тен.

Пĕтĕм кил-çурт, юмах пек,

Ешĕл çулçă та чечек.

Хурăн юрри


К. асăнса

Эпир иккĕн пĕр тĕпрен шăтса тухнă туратсен хуллисем пек пултăмăр. Пĕчиккĕ чух пĕр-пĕрне ытла та пит хавасчĕ эпир: пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнеттĕмĕр, çулçăсемпе çапкаланаттăмăр.

Кайран-кайран иксĕмĕр те пĕр-пĕринчен сирле пуçларăмăр: эс те ӳсен — ак аяккалла каян, эп те ӳсеп — тепĕр еннелле каяп; тепĕр енне каймасан та юрамасчĕ манăн — эс таран. Эпĕ пĕр шит сан еннелле тăсăлсан, эсĕ икĕ шит, пушшех аякка таран манран.

Çапах хамăр пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каламан эпир. Тата пăртак ӳссен, пирĕн иксĕмĕрĕн те туратсем тухрĕç; сан тураттусем ман туратсене перне пуçларĕç. Çил тухсан, час-часах пирĕн туратсем явăнсах каятчĕç. Ман çулçăсем сан çулçусемпе çыпçăнма пăхатчĕç, — анчах эсĕ вĕсене сире-сире яраттăн, ху пăрăнса: е тата, пĕр енчен кулă, хуçăлса каяс пек, манран таçта, хĕнпе, авăнса тараттăн.

Çил иртсе кайсан — каллех екки яраттăмăр. Тӳлек чухне, тен, — пĕлме çук, çил чухне те-и, — пит юрататтăн эс мана. Çапах ху пăрăнма тăрăшаттăн. Эпĕ те сисеттĕм ăна, çапах выляс, пурнас килетчĕ. Сунман-темĕн эпĕ эсĕ ман пантан каясса! Пĕлместĕп. Пит аван пекчĕ мана санпа.

Малалла

Киленсе çиеççĕ...


Киленсе çиеççĕ,

васкамаççĕ тек.

Арĕсем ĕçлеççĕ,

арăмсем килтех.

 

Раккине ĕçеççĕ

кунтисем сахал,

мăйăхли пит йышлă,

тĕл пулмасть сухал.

 

Чĕлĕмне туртаççĕ

чейне ĕçнĕ май.

Саррисем пăт-пат та

çыррисем нумай.

 

Ват çынна итлеççĕ,

çамрăка чараç.

Кăвапа кăтартмĕ

кунти хĕр-упраç.

 

Ачисем те сывă,

йышлă çĕн хунав,

тăван çĕр, чĕлхешĕн

хатĕр пуç хума.

 

Тĕлĕнсе çӳретĕп,

тĕлĕк пуль ку теп.

Чăвашра пач урăх.

Мĕн шанса кĕтеп?

 

Эпĕр питĕ чирлĕ,

чăвашсем чирлех.

Тăван çĕр, чĕлхешĕн

тăрăшни кирлех.

 

11.09.2007. Анкара. Каç.

■ Страницăсем: 1... 728 729 730 731 732 733 734 735 736 ... 796