Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Том Сойер темтепĕр курса çӳрениСана ҫырма сӑмах ҫитетИрĕк çилПирĕн çулталăкАвăн уйăхĕХура çăкăрКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...

Çăлтăр витĕр çул выртать


Тӳперен пăхать çут уйăх,

Сапалать хăй кĕмĕлне.

Темĕн анлăш çăлтăр уйĕ

Асамлать чун-чĕрене.

 

Лăпкăччĕ ман ял Алманчă.

Çывăрмашкăн выртиччен

Аннепе эпир ларсаччĕ

Калаçса каска çинче.

 

Ват аннен сăмах-юмахĕ

Кĕрсе юлчĕ чĕрене —

Тутăхми мерчен-ахахăн

Хут çине ӳкерĕнет.

 

Ĕмĕрсем хыçа ăсаннă —

Шухăшпа каяр унта.

Ерипен йăлтах ăнланăн,

Илтнине тыт асăнта.

 

Çавал тăрăхĕ. Пĕр хăтлă

Ял — Алманч — ларать унта.

Мăтьшу шывĕ вăй-хăватлăн,

Кĕвĕллĕн шăнкăртатать.

 

Ял хуçи — Армет алманçă —

Хырçă — урăхла алман —

Халăхран пухать мăнаçлăн

Хан валли — ыйтать Хусан.

 

Ял хуçи пуян, тупраллă.

Хăй пуçтарнă ясакран

Хĕстерсе те хăвармалăх

Вăл майне пĕлет аван.

 

Эс унран кивçен илетĕн —

Параймастăн вăхăтра,

Эс вара асап тӳсетĕн —

Памалла сан ытларах.

 

Ун ачи — пĕртен-пĕр ывăл,

Унăн ячĕ — Тутирек.

Малалла

Çухатрăм


Пилеш çырли елле хитре.

Çыртса пăхсан — пит йӳçĕ!

Пĕр эсĕ çеç ман чĕрере.

— Сан ман пекки, тен, виççĕ?

 

Пилешĕн хĕрлĕ çырлине

Тăм ӳкейсен тутанăп.

Чуна вырнаçнă савнине

Эп нихăçан манаймăп.

 

Тухса ларса çăлкуç умне

Шывне ĕçсе пăхасчĕ.

Пĕр пăтратмасăр ун хумне

Санăн сăнна курасчĕ.

 

Çăлкуç шывне тутаннă чух

Унăн хумне пăтратрăм.

Шанса тăрсах юратнă чух

Чун савнине çухатрăм.

Çутă кӳл хĕрринче


Шăплăхпа киленсе çывăрать çут тĕнче,

Тӳпере кĕмĕл уйăх шăвать.

Тутăрне пĕркенсе çутă кӳл хĕрринче

Пĕр-пĕччен сар пике тунсăхлать.

 

Хăвасем хушшинче сарă кайăк юрлать,

Ун сасси таврана илĕртет.

Эх, мĕн-ма сар пике куççульпе макăрать?

Эх, мĕн-ма шăннă евĕр чĕтрет?

 

Ан шăвар, хĕр-пике, куççульпе çереме.

Ан çунтар эс текех чĕрӳне.

Кирлĕ мар пуль сана çакăнта çӳреме.

Тек ан тух çутă кӳл хĕррине!

 

Вăл килмест сан пата! Урăххи унăн пур.

Юратман вăл сана чĕререн.

Çут кӳлле хупласан мамăкпа шурă юр —

Эс пуçла пурăнма çĕнĕрен!

Çурхи туйăм


Иртенпех паян юхать тумла,

Çиле май шаккать вăл кантăкран.

Сивĕ хĕл иртейре пулмалла...

— Аванах хĕл каçрăмăр, тăван!

 

Эсĕ сывă, эпĕ те сывах.

Кил-йышсем те сывă, чиперех.

Çуркунне ытарлă-çке, чăнах!

— Çутçанталăк чĕрĕлет кĕçех.

 

Шыв-шурсем типсе çитсен, тăван,

Санпала-çке тухăпăр хире.

Çĕр чĕнет, кĕтет, хăвах туян!

— Çур аки-сухи кĕтет пире!

 

Тӳперен тăри юрри юхсан

Еплерех киленмĕ-ши чĕре?

Акнă вăрлăхĕ шăтса тухсан

Пулĕ ырлăх, пархатар пире!

 

Этеме мĕн кирлĕ çĕр çинче? —

Çирĕп сывлăх, тăнăç самана!

Кур, тăванăм, чĕрĕлет тĕнче.

Чунсенче çут ĕмĕтсем кăна!

Алимпи


Шăркана ларнă çӳлĕ ыраш хушшипе хĕрпе каччă васкаса утаççĕ. Ыраш пучаххисем, вĕсене ăсатнă пек, пуçĕсене тая-тая юлаççĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр хирте хум хыççăн хум явăнса чупать…

Каччă çурăмĕ çинче йывăр кутамкка пулин те, питĕ васкаççĕ вĕсем, сăнĕ-пичĕсем çинче иккĕшĕ те çав тери шухăша кайса, тимлесе пыни палăрать.

Часах вĕсем хурăнлă çул çине тухрĕç. Кунта çак тăрăхри темиçе ялтан фронта кайма тухнă çынсем пухăнса тăнă. Команда пуçтарăнасса кĕтсе, вĕсем тăванĕсемпе, çывăх тусĕсемпе, ялйышсемпе юлашки хут сывпуллашнă.

Каччăпа хĕр пĕр çӳлĕ те яштака хурăн айĕнче чарăнса тăчĕç.

— Ну, чунăм Алимпи, мĕн калам-ши сана?… Тем пекех тавтапуç ĕнтĕ мана кунта çити ăсатнăшăн, — терĕ каччă, кутамккине çĕре лартса.

Вăл пирусне тивертсе ячĕ. Унтан хĕр çине йăвашшăн пăхса илчĕ те:

— Асăрха-ха çак хурăна — терĕ. — Сан пекех яштака вал, сан пекех илемлĕ, кăтра пуçлă…

— Ма вара? — тĕлĕнчĕ хĕр, темшĕн тăруках хĕрелсе.

— Эпĕ ку хурăна катаранах суйласа илсе утрăм. Акă эпĕ ун çине халех хам ята çырса хуратăп… Çакăнтан иртсе çӳренĕ чух вăл сана яланах мана аса илтертĕр, — терĕ те каччă кĕсйинчен пекĕ кăларчĕ.

Малалла

«Эс — ман телейĕмччĕ…»


Эс — ман телейĕмччĕ,

Халь эс — ман тертĕм çеç.

 

Эс — ман çунатăмччĕ,

Çунат халь — усăнчĕ.

 

Эс ман кăйкăрăмччĕ,

Халь — эс çăханăм çеç.

 

Эп — кайрăм малалла,

Эс — юлăн хыçала.

 

Памарăн аллуна,

Ĕнентĕн тăшмана.

 

Иртсен çурхи вĕçев,

Кĕрхи çитет кĕçех.

 

Çула эп тепĕр хут

Тухап — эс маншăн ют.

 

Чунри чĕнӳ вĕри —

Пулап малти ретри!

Юратар пĕр-пĕрне


Ăш çилĕ вĕрчĕ — ырă-çке чуна,

Çут шыв чĕркĕмĕл евĕр ыткăнать.

Юрлар-ха, юратар-ха пĕр-пĕрне,

Илем кĕртер-ха юлнă кунсене.

 

Васкавлă ишекен шух кимĕлле

Шав ăнтăлатпăр пит инçетелле.

Вĕçетпĕр чарланла — чун, тӳсĕм пар,

Кирек ăçта çитме те ирĕк пар.

 

Ăш çилĕ вĕрчĕ — ырă чĕрене,

Юханшывсем чупаççĕ инçене.

Туссемĕр, юратар-ха пĕр-пĕрне,

Кӳрер хаваслăх чун-чĕресене.

Иксĕмĕр ялан пĕрле


Çĕпĕр аслă-аслă,

Эпĕ тайгара.

Эс итлен хавассăн

Эп юрлан юрра.

 

Эп туйса тăратăп:

Эсĕ — юнашар.

Сан сăнна куратăп,

Аллуна эс пар.

 

Утă халь çулаççĕ

Патăръел енче.

Паккуссем выртаççĕ

Улăх чĕрçинче.

 

Эсĕ те çулатăн,

Эп те юнашар.

Эсĕ вăй паратăн,

Эп те юлам мар.

 

Сар хĕвел илемлĕн

Çĕкленет çӳле.

Иксĕмĕр телейлĕ,

Ма тесен — пĕрле.

 

Çĕпĕр çĕрĕ аслă,

Шăп ларать тайга.

Умăмри пуласлăх

Чĕнет аякка.

Çурхи каç


Сар хĕвел анса пытанчĕ,

Вăхăтне пĕлет!

Çурхи каç темрен вăтанчĕ,

Шăппăн çеç килет.

Тӳпери çап-çутă уйăх,

Кантăкна уçсам!

Эп утас сукмакăм тăрăх

Кĕмĕлне сапсам!

 

Çурхи каç çуратнă туйăм

Васкама хистет.

Чун туять, юратнă тусăм

Тахçанах кĕтет!

Курманни кĕçех пĕр уйăх,

Тунсăхлать чĕре.

Кăтартсам çулне, çут уйăх,

Яланхи çĕре!

 

Яланхи çĕрте кĕтет пуль

Вăрттăн сак пире.

Улмуççи çеçке тăкать пуль

Шуратса çĕре.

Тӳпери çап-çутă уйăх

Кантăкне уçать.

Эп утас сукмакăм тăрăх

Кĕмĕлне сапать!

«2» паллă


Машăна амăшĕ хăй ĕçрен таврăннă çĕре чашăк-тирĕк çума, урайне тасатма хушса хăварчĕ.

— Юрать, — терĕ кăмăллăн хĕр ача.

Санюк аппа килтен тухса кайрĕ кăна — Маша патне пĕр класра вĕренекен Таня чупса килчĕ.

— Маша, атя пуçтарăн часрах, урама тухатпăр. Урокусене каçхине те туса ĕлкĕрĕн. Халĕ вара ачасемпе пытанмалла выльăпăр. Эпĕ куçа хупса сире шыраканни пулăп. Эсир пытанăр, — васкатрĕ вăл тантăшне.

Ачасем каçченех пытанмалла вылярĕç.

Маша киле çав тери ывăнса çитрĕ.

Амăшĕ ĕçрен таврăннăччĕ ĕнтĕ, вăл чашăк-тирĕк çунă, урайне тасатнă, апат пĕçернĕ, выльăхсене пăхнă.

Хĕр ача çимесĕрех çывăрма выртрĕ. Ирхине куçне аран-аран уçрĕ те кăшт-кашт апат çикелесе урокĕсене тумасăрах шкула тухса чупрĕ...

Халĕ дневникĕнче «2» паллă акă — вырăс чĕлхипе.

Ĕлĕкренех паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар тенĕ çав.

■ Страницăсем: 1... 46 47 48 49 50 51 52 53 54 ... 796