Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йӳçĕ кулăКатӑлнӑ уйӑхЧипер АннаТантăшсемПурнӑҫ утравӗсемХĕллехи каçсенчеТаркăн

Тĕлĕнтермĕш


Пирĕн вăйă кулăшла.

Тĕлĕнтермĕш пит нумай.

Йытă ташлать чăвашла

Купăсне каланă май.

Ик уран çӳрет така.

Шăхличне калать ĕне.

Кролик ватă кушака

Сунара пыма чĕнет.

Слон йăваннă месерле,

Кăчи-мачи хуçкалать.

Вĕрлĕк тăрăх вĕçесле

Бегемот ав куçкалать.

Пулă сĕтĕрнĕ çуна,

Лашана ярăнтарать.

Тилĕ тупнă та çунат

Çерçирен вĕçсе тарать...

Аленка теттисем


Хушка кушак, путек,

Сар кĕпеллĕ пукане —

Харăс темиçе тетте

Хучĕ вăл сĕтел çине.

 

Итлемеççĕ теттесем.

Кушак ӳкрĕ урайне.

— Эп сана, Мăр-мăр! — тесе

Вăл кăнтарчĕ пӳрнине.

 

Пукане çыхасшăн мар

Сар çеçкеллĕ тутăрне.

— Пултаратăн вĕт шăнма, —

Тет Аленка теттине.

 

Упине, çăмламасне,

Ташлама хушать вĕçрен.

Леш силлет вара пуçне

Пружинсем пушаниччен.

 

Попугай, кăвак сăмса,

Аптратать Аленкăна,

Ни тăмасть вăл çакăнса,

Йăванма пĕлет кăна.

 

— Лар кунта! — пукан çине

Хучĕ вăрăм сăмсине.

Попугай теттесене

Тӳнтерет, персе анать.

 

— Ан пăс эс хитре вăййа, —

Тет Аленка вĕрентсе.

Ашкăнчăк попугая

Тăратать вăл кĕтесе.

Турник çинче


Турник лартрĕç картишне.

Ирсерен эп ун çине

Хăпаратăп

Е анатăп,

Вылянап çине-çине.

 

Тĕлĕнеççĕ кӳршĕсем,

Савăнаççĕ ял-йышсем.

— Пирĕн Юрик —

Физкультурник! —

Теççĕ кăмăллăн вĕсем.

Ӳкĕнетĕп


Ӳкĕнетĕп, савни, ӳкĕнетĕп

Ас илсе манайми каçсене.

Кая юлтăм пулсан та, пĕлетĕп

Ун чухне тĕрĕс мар пулнине.

 

Халиччен никама та савманччĕ,

Юратманччĕ сана куриччен.

Çывăха никама та яманччĕ,

Савнă тусăм, санпа пуличчен.

 

Малтанхи юрату шĕл-кăварĕ

Çавăрайрĕ пулас пуçăма!

Кĕвĕçӳ çавăнпах пуль васкарĕ

Хĕсĕнсе вырнаçма чунăма.

 

Тумламран пуçланать вăйлă çумăр,

Кĕвĕçӳ çуралать ним çукран.

Чĕрене кăкăрта питĕ тăвăр

Çамрăкла пит айван пулнăран.

 

Ӳкĕнетĕп, савни, ӳкĕнетĕп,

Майĕ çук иртнине тавăрма.

Йăнăш турăм ун чух, эп пĕлетĕп.

Каçарсам, пултарсан каçарма!

Кăшланă çĕр


Çурхи тулă пучах кăларнă вăхăтра пăр çунине ваттисем те ас тумаççĕ. Хальхинче пăрлă çумăр пĕр кĕтмен çĕртен килсе çапрĕ. Ешерсе аталанакан çăра калчана кăвакарчăн çăмарти пысăкăш чăмăрккасем хуçкаласа тăрмаларĕç, татрĕç, тулласа тăкрĕç.

Лаша кĕтĕвĕ таптаса кайнă пек выртса юлнă хире курсан, куçа куççуль килсе капланчĕ, тута кушăрхаса типрĕ: юратса тунă пĕтĕм ĕç çичĕ-сакăр минутра сая кайса пăчланчĕ.

Çапла çав вăл: пĕрре ăнмасан, тепринче те ăнмасть. Юнашар пусăрах, ав, кукуруза ӳсет, унран инçех те мар сахăр кăшманĕ ашкăрать. Вĕсем çине пăр пачах та лекмен.

Алла усса ларнипе нимĕн те пулмасть. Аптăранă енне эпĕ каллех ĕнтĕ трактор çине хăпарса ларатăп. Ĕнер пĕр касă çуса иртнĕ пăрлă çумăр хыççăн тусан самаях пусăрăннă, çĕртме пуссинче культиватор çĕççисем те çăмăллăн шăваççĕ.

Трактор моторĕ пĕр тикĕссĕн кĕрлет. Хир тавра темиçе хут çаврăнсан, эпĕ тулă пуссинче темĕнле çын тăнине асăрхарăм.

«Каллех колхоз председателĕ пулчĕ-ши? — шухăшласа илтĕм эпĕ. Трактора чарса ун патнелле çывхартăм. — Пĕр-ик сăмах перкелесе илер хуть, чун уçăлтăр, вара ăна та мана та çăмăлтарах пулĕ».

Малалла

Ик автан


Икĕ пĕчĕк сар автан

Тытăннă вăрçма паян:

Эх, сăхаççĕ, эх, чаваççĕ

Пĕр-пĕрне куçран-пуçран.

 

Илтĕм те патак — пĕрне

Хăваларăм кил енне...

— Мĕн пустуй çапăçмалла?

Тус-юлташлă пулмалла.

Марине


Пысăк хуйхă Маринен:

Пукани сыв мар иккен.

Сунаслать те сунаслать,

Пит вĕри, аран сывлать.

 

Пултаруллă Марине:

Хăй вăл эмеллет тусне,

Ма тесессĕн Марине

Юратать пуканине.

Ĕмĕтленĕр!


Ĕмĕтленĕр, туссем, ĕмĕтленĕр,

Çутă шанчăкпалан çирĕпленĕр!

Тăвалла пурнăç çулĕ пулсан та

Малаллах талпăнма ан ӳркенĕр!

 

Ан çухатăр, туссем, ан çухатăр

Çынлăха, çул çинче ан хăварăр!

Сăрт çине маларах хăпарсан та

Юлнине ал памашкăн ан манăр!

 

Ан вăтанăр туссем, ан вăтанăр,

Ырă ĕç тунинчен ан вăтанăр!

Яри кун ĕçлесе ывăнсан та

Кашни ир ĕмĕтпе çеç вăранăр!

 

Çирĕп пулăр туссем, ан çухалăр,

Пĕр-пĕрне тем пулсан та каçарăр!

Тус-юлташ ăнсăртран йăнăшсан та

Хăвăртан васкасах ан хăвалăр!

 

Ĕмĕтленĕр, туссем, ĕмĕтленĕр,

Турă панă пилпе çирĕпленĕр!

Çирĕмре, аллăра, çитмĕлре те

Çут тĕнче ыррипе-çке киленĕр!

Ĕмĕтĕм


Саркайăк пек, пĕрре кăна

Çунатăма сарасчĕ.

Санăн умна хуллен кăна

Вĕçсе пырса ларасчĕ!

Çил ачипе ăмăртмалла

Сар çӳçӳпе вылясчĕ!

Çак юррăма юрла-юрла

Юратнине каласчĕ!

 

Çăл шывĕ пек шăнкăртатса

Санăн умна туласчĕ.

Сипетлĕ шывăма ăсса

Ĕçсе пăхма парасчĕ!

Çăлкуçăм тĕкĕрĕ çинче

Сана анчах курасчĕ.

Шыв юххипе инçе-инçе

Юнашарах юхасчĕ!

 

Хĕп-хĕрлĕ кĕлчечек пулса

Сан пахчунта шăтасчĕ!

Сăн-сапатна куллен курса

Вăтанса çеç ларасчĕ!

Сан куçусен авăрĕнче

Яланлăхах путасчĕ.

Юратнă тус ытамĕнче

Ĕмĕрлĕхе юласчĕ!

 

Черченкĕ юр пĕрчи пулса

Туту çине ларасчĕ.

Пĕр вăтанми хыт чуптуса

Ирĕлсе çеç каясчĕ!

Вĕри чĕрӳ ăшне тулса

Ĕмĕрлĕхе юласчĕ.

Чĕрӳйĕн таппине туйса

Телейлĕ çеç пуласчĕ!

Хăнăху кирлĕ çав…


Семён Иванччă чăвашах ĕнтĕ. Ашшĕ те чăваш, амăшĕ те чăваш пулнă. Хăй астăвасса, ялта та чăвашлах калаçса ӳснĕ, вылянă, савăннă. Чăвашлах йытă хăваланă. Анчах паян ăна кĕртмен инкек пырса çапрĕ. Шĕкĕр хуларан корреспондентсем килнĕ те хăйсен репортажĕ валли интервью пама ыйтрĕç. Вырăсла пулсан юрĕччĕ-ха, ку тĕлĕшпе вăл аптракан марччĕ-ха. Анчах та чăвашла кăларăм валли чăвашлах каласа пама ыйтрĕç.

Семён Иванччă чăвашах ĕнтĕ. Хăй çуралнă тăван ялĕнчех пурăнать. Анчах вăхăчĕ халь ĕлĕкхи пек мар-çке. Янрамасть тăван ялĕнче чăваш чĕлхи. Ачисем чăвашла пĕлкелеççĕ пулин те вĕсенчен вăл юлашки вăхăтра нихçан пĕр чăваш сăмахĕ те илтмен-ха. Çук, вăрçкаланă чухне тухса каять вĕсен, анчах ытларах чухне вырăсла пуплеççĕ. Мăнукĕсем пирки каласси те çук: хуларан килсен вĕсемпе чăвашла калаçас шухăш та çук Семён Иванччăн. Пач пĕлмеççĕ те, çавăнпа ним те ăнланмаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăш чухне вăрçнăран пуль, пĕр «кутран лекет» тенине кăна пĕлеççĕ.

Семён Иванччă чăвашах ĕнтĕ. Çавăнпа ĕнтĕ хулана тухса кайман, хăйĕн тăван тăрăхĕнчех тĕпленнĕ, ял администрацире кăлава пулса ĕçлет. Унти ăшă вырăна йышăнас тесен чăвашла пĕлмелле тет-и... Те ĕçлет темелле ĕнтĕ, те тăрмашать темелле... Хăçан мĕнле. Ак, паянхи куна илес пулсан, хур курать темелле пуль. Пĕр ăçтиçук подрядчикăн ялта çул сармаллаччĕ те, вăл, аккаяннăй, çырма урлă пурăнакан Кулине инке патне сарса çитермен. Кинемей пĕчченех пурăнать тесе-ши, те çул сарма уйăрнă укçана перекетлес тесе-ши... Укçи те пысăках мар ĕнтĕ... Ял халăххи те, ăна, Семён Иванччăна, ура хурас тесех ĕнтĕ, çак япала пирки шĕкĕр хулана систернĕ. Такам килсе çӳрет пуль ĕнтĕ Кулине инке патне. Ак, кĕçех автансăр яла ăсанать те — пӳрчĕ те пушанса юлать. Пит кирлĕ пуль ĕнтĕ ун ачи-пăчине çак таçти шăтăкра вырнаçнă ялти çурт... Çук вĕт, элекленĕ апăршасем! Телевидени таранах хыпар çитнĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 45 46 47 48 49 50 51 52 53 ... 796