Александр Алексеевич Галкин 1928 çулхи нарăсăн 12-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Чулкаçра çуралнă. Ялти пуçламăш, Юнтапари тулли мар вăтам шкулсенче, Калининăри педучилищĕре, Шупашкарти педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Шкулта чухнех поэзи техĕмне туйнăскер, училищĕре тимленĕ çулсенче çав туйăма хут çине ӳкерме тытăннă. Ку туйăм институтра татах та ытларах вăй илнĕ — вăл çине тăрсах сăвăсем ярăмланă, тутар писателĕн Кави Наджмин «Çурхи çилсем» романне ушкăнпа куçарас ĕçе хутшăннă. Вăл 1953 çулта, çамрăк çыравçă шăпах институтран вĕренсе тухнă тĕле, çутă кун курнă. Литературăри пултарулăхне кура А. Галкина çийĕнчех Чăваш кĕнеке издательствине ĕçе илнĕ. Çак вăхăтран пуçласа поэт 47 çул ытла пичет ĕçĕнче вăй хунă.
Александр Галкин — нумай енлĕ çыравçă. Вăл — лирик та, прозаик та, юптаруçă та, тăлмачă та.
Поэт хайлавĕсене 30 чĕлхене куçарнă, ун хайлавĕсемпе чăваш композиторĕсем 200 яхăн юрă кĕвĕленĕ. Çав вăхăтрах А.Галкин обществăллă ĕçсенчен те ютшăнса тăман. Ăна темиçе хут та Чăваш АССР писателĕсен союзĕн правлени членне, Шупашкар хулин Ленин район совечĕн депутатне суйланă.
Чăваш литературине аталантарас тĕлĕшпе чылай вăй хунăшăн тата обществăллă ĕçре пысăк активлăх кăтартнăшăн поэта 1977 çулта «Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», 1997 çулта «Чăваш Респубпикин халăх поэчĕ» хисеплĕ ятсемпе чысланă.
А.А. Галкин 2002 çулта вилнĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...