Кăшланă çĕр
Çурхи тулă пучах кăларнă вăхăтра пăр çунине ваттисем те ас тумаççĕ. Хальхинче пăрлă çумăр пĕр кĕтмен çĕртен килсе çапрĕ. Ешерсе аталанакан çăра калчана кăвакарчăн çăмарти пысăкăш чăмăрккасем хуçкаласа тăрмаларĕç, татрĕç, тулласа тăкрĕç.
Лаша кĕтĕвĕ таптаса кайнă пек выртса юлнă хире курсан, куçа куççуль килсе капланчĕ, тута кушăрхаса типрĕ: юратса тунă пĕтĕм ĕç çичĕ-сакăр минутра сая кайса пăчланчĕ.
Çапла çав вăл: пĕрре ăнмасан, тепринче те ăнмасть. Юнашар пусăрах, ав, кукуруза ӳсет, унран инçех те мар сахăр кăшманĕ ашкăрать. Вĕсем çине пăр пачах та лекмен.
Алла усса ларнипе нимĕн те пулмасть. Аптăранă енне эпĕ каллех ĕнтĕ трактор çине хăпарса ларатăп. Ĕнер пĕр касă çуса иртнĕ пăрлă çумăр хыççăн тусан самаях пусăрăннă, çĕртме пуссинче культиватор çĕççисем те çăмăллăн шăваççĕ.
Трактор моторĕ пĕр тикĕссĕн кĕрлет. Хир тавра темиçе хут çаврăнсан, эпĕ тулă пуссинче темĕнле çын тăнине асăрхарăм.
«Каллех колхоз председателĕ пулчĕ-ши? — шухăшласа илтĕм эпĕ. Трактора чарса ун патнелле çывхартăм. — Пĕр-ик сăмах перкелесе илер хуть, чун уçăлтăр, вара ăна та мана та çăмăлтарах пулĕ».
Председатель мар-мĕн, ку Тукасра пурăнакан Çтаппан мучи пулчĕ. Тĕшмĕшлĕрех Çтаппан мучи эпĕ çывхарнă-çывхарман ятлаçма, çухрашма тытăнчĕ:
— Çĕртен мăшкăллатăн, антихрис чĕппи! Эс çӳлти турă курмасть тетĕн-им?
Ман чĕрене ахаль те хуйхă пусса тăрать, çĕрле те канлĕ çывăраймарăм, вăл пур татах хăйĕн христосĕсемпе чуна тарăхтарса çӳрет.
— Каятăн-тăк — кай, атту турру-качкупах çапса пăрахатăп е трактор айне хуратăп.
Мучишĕн ман сăмахсем çунакан кăвайт çине краççын сапнă пекех пулчĕç.
— Ах, эсĕ, путсĕр! Ах, путсĕрскер! — çухăрса ячĕ Çтаппан мучи. — Эсĕ ман çине алă йăтма-и? Эп хам ĕмĕре çак çĕр çинче ирттернĕ. Ăна хам тарпа шăварнă чухлĕ эсĕ шыв ĕçсе курман. Чĕлхӳ хăртăр сан çак сăмахсемшĕн, çылăхсăр çынна хăртнăшăн аллу-уру типсе лартăр.
Ман пăрăнса утмаллаччĕ. Мĕн çыхланмалла-ха çав эрчемеспе? Ятлаçать-ятлаçать те каять, эпĕ пур, ăна пушшех хирĕçтерсе ятăм:
— Ан янăраш. Эпĕ те акатуйра шăхлич каласа ӳсмен.
Эпĕ мучие тĕксе калас теменччĕ, хам сисмесĕрех çапла пулса тухрĕ. Çамрăк чухне Çтаппан мучи акатуйсенче шăхлич каласа, шăпăрпа выляса халăха култарнă тетчĕç. Кам пĕлет, тен, вăл та ĕмĕр-ĕмĕр тăсăлакан хуйхă-суйхăран хăтăласшăн çулталăкра пĕрре те пулин савăнма тăрăшнă-тăр?
Мучин пичĕ сасартăк кăвакарса кайрĕ. Вăл хĕлле те, çулла та улăштармасăр тăхăнса çӳрекен, хăлхисенчи çăмĕ çаралнă çĕлĕкне çĕре хывса печĕ те лачлаттарса сурчĕ. Ашкăнчăк çил кăшăлласа кастарнă çӳçне арпаштарчĕ, хĕсĕк те тĕссĕр куçĕсем йытăпа тĕл пулнă кушакăнни пек тĕлкĕшрĕç, шап-шурă сухалĕ вĕттĕн силленсе чĕтре пуçларĕ.
Эпĕ пĕр-ик утăм каялла чакрăм. Ват çынна кӳрентернĕшĕн кăштах шиклентĕм пулас çав.
— Эсĕ арлан тăпри кăларнăшăн турă тавăрчĕ… Эсех айăплă! — чĕтрерĕ ун сасси. Вăл сасартăк чĕркуççи çине кукленсе çĕре пĕшкĕнчĕ. Хăлхана ылханса каланă сăмахсем çитсе кĕчĕç.
Эпĕ çаврăнса утрăм. Çак самантра темшĕн ман ума вун ултă çул каяллахи Çтаппан мучин сăнĕ тухса тăчĕ, çурăк чан пек сасси хăлхара янăраса кайрĕ: «Эсех айăплă» тени. «Эсех вăрланă!» тенĕ пек туйăнчĕ.
Эпĕ васкамасăр хирелле утрăм. Пуçри сапаланчăк шухăшсем йĕркеленсе пычĕç, аса илӳсем шăвăнса тухрĕç.
…Кĕпесĕрех çуралнă пулĕ эпĕ, кĕпесĕрех. Ку тарана çитсе те аттене курман эпĕ. Ăна кулак пули эп çураличченех хура çĕр айне пытарнă, анне те хам вун виççĕре чухне сасартăк вилсе кайрĕ. Ял çыннисем каланă тăрăх, ăна «хирĕç вăрăннă» терĕç, тухтăрсем касса пăхнă хыççăн «пӳрлĕ аппендицит» тесе пĕлтерчĕç. 1942 çулхи август уйăхĕнче вара çуралнă килĕмре пĕр-пĕччен тăрса юлтăм.
Çĕршыва тав — выçă лартмарĕ мана, ытти ачасенчен кая ӳстермерĕ. Кил-çурт таврашĕ кăна çĕтĕк сăхман евĕрлĕччĕ. Икĕ чӳречеллĕ, улăм витнĕ пĕчĕк пӳрт, тăршшĕ пурччĕ пулин те, урлăшĕ — эп халь тăсăлса выртас пулсан пĕр стенине пуç, теприне ура перĕнмелле. Сарай çинче мăян кашласа ӳсетчĕ — хуть те силослăх çулса ил. Çумăр çусан витене чей тĕслĕ шыв шăпăртатса анатчĕ.
Картиш алăкĕ вĕрлĕкчĕ: çулталăкра виçĕ хутчен урамалла, çичĕ хутчен кил хушшинелле тайăлатчĕ; çӳçе юпасем çумне эпĕ тавраллах тĕкĕсем çапса тултарнăччĕ. Юрать, урлă выртакана тăрăх çавăрма пултарнă та, анне те çакăншăн савăнатчĕ. Арçын арçынах, сак ваклать те вут тăвать тенĕ пек пулнă ĕнтĕ эпĕ вун виçĕ çулта.
Чухăн çын — çаратасран, йĕпеннĕ çын — çумăртан хăрамасть, теççĕ. Пирĕн те хăрамалли пулман.
Аннепе пурăннă чух хама эп ирĕкре вĕçсе çӳрекен хăлат пекех туяттăм. Вăрçă çулĕсем пулнăран-ши, этемлĕх çине килсе тиеннĕ нушапа хуйхă-суйхă та пит йывăррăнах туйăнмастчĕ. Шкултан чупса çитнĕ çĕре апат хатĕрччĕ. Шеремет анни, тен, хăй те тăраниччен çиместчĕ пулĕ, анчах ман валли яланах сĕт те, çăмарта та туянатчĕ.
Вăл çĕре кĕни маншăн хăрах çуната касса янă пекех туйăнчĕ, эпĕ сасартăк пăшалпа персе ӳкернĕ вĕçен кайăк пек çĕр çине персе антăм.
Çын хуйхи ыттисемшĕн çурхи шыв пек кăна. Килет те капланса — мĕн пур тĕнчене тапратнăн туйăнать.
Малтан пирĕн килтен те çын татăлма пĕлместчĕ; кĕпе-йĕмсене те çуса паратчĕç, вутне те кӳршĕсемех хутса çунтаратчĕç, апат та пĕçерсе çитеретчĕç.
Вун виçĕ çулхи ача ним пĕлмиех пĕчĕккĕ мар ĕнтĕ. Хамах ăнланма пуçларăм: пурăнмалла. Пĕччен пулсан та, йывăр пулсан та, пурăнмалла.
Унчченех маншăн тырă вырасси, çĕр улми купаласси е лаша кӳлсе кĕлте турттарасси йывăр пулман. Ялта ĕçе хăнăхман ачасене сăмах тĕксе илме те шеллесех каймаççĕ, кĕçех кахал ят та çыпăçма пултарать. Тен, çавăнпах-и, эпĕ нихçан та ĕçрен-мĕнрен пăрăнмастăм.
Анне вилсен, шкула çӳреме пăрахрăм. Килти ĕçсене те хамах пуçтарма пуçларăм. Çĕрле çеç выртса-тăма хăрушăрах, кĕç-вĕç тĕпел кукринчен анне кăштăртатса тухассăн туйăнатчĕ.
Кĕркунне эпĕ пуçласа хам тĕллĕн вутта кайрăм. Çулĕ начар, ырă хуçа кун пек çанталăкра йыттине те урама кăларас çук. Килте пĕр турпас татăкĕ те пулмасан; никам та çӳлтен пăрахса памасть ĕнтĕ.
Типĕ шĕшкĕ çапписем хуçса тиерĕм те каялла килме хатĕрлентĕм. Çак вăхăтра шăпах таçтан муртан хĕрĕнкĕ лесник йăраланса тухрĕ. Ятлаçнине те, тем те пĕр усал сăмахсем каланине те халь лайăххăн ас тумастăп эп. Вăл манăн пурта, юлашки пурта, туртса илчĕ. Эп макăрни çине çаврăнса та пăхмарĕ, каласан та ӳкĕте кĕмерĕ. Çавăн чух, тен, пĕрремĕш хут эп çын хуйхи йывăç çинчи пек пулнине ăнлантăм пулĕ.
Киле çитесси тепĕр виçĕ çухрăм пек çеç юлнăччĕ — сасартăк тĕнĕл хуçăлса кайрĕ. Урапа кустăрмине лав çине йăтса хутăм та макăра-макăра лашана хăвалатăп. Вăл пĕр аллă-утмăл утăм тăвать те чарăнать, ывăннипе хăй йывăррăн хăшăлтатса хашкать. Сумкăри юлашки çăкăр татăкне те çитерсе пăхатăп, мăйĕнчен те çупăрлатăп, тĕрлĕ ачаш сăмахсем те каласа йăпататăп. Хам ăна вăйăм çитнĕ таран туртаран туртса пулăшатăп. Малти урисем çине кукленсе туртать мĕскĕн лаша, чĕркуççипе упаленет. Эпир киле сĕтĕрĕнсе çитнĕ çĕре тул та çутăлчĕ: хам лĕпĕр-лĕпĕр пылчăк, лаша, чăм шыва ӳкнĕскер, тĕтре пек пăсланать. Тăварса ятăм та, вăл лăштăрах тăсăлса выртрĕ, чĕтрет хăй, сив чир ернĕ тейĕн.
Ухмах пулнă çав. Тăварса хăварас та киле утас пулнă. Кам илсе кайтăр-ха çав шĕшкĕ çаппи тиенĕ урапана? Мĕскĕн лаша пĕтĕмпех хăратса пăрахрĕ мана. Эп кӳрше чупрăм. Вĕсем ăна тăратса уттарса çӳрерĕç, сĕт пачĕç, кайран выльăх тухтăрĕ патне çавăтса кайрăмăр. «Ывăннă», — терĕ вăл.
Киле çитсен тинех эпĕ хам ĕнер иртенпе те пĕр хĕлхем апат çименнине аса илтĕм. Хырăм чĕпĕтсе ыратма пуçларĕ. Çăкăр та çук, кăвас та хуман. Вучахха вут чĕртсе çĕр улми çакса ятăм та кăшт çеç кравать çине пуçа хунăччĕ — çывăрса кайнă. Çунакан вут пуççи урайне ӳкнине те, кăмака умĕнчи тĕрлĕ çӳп-çапа тивсе илнине те туйман эпĕ; мана хама та, пĕтĕмпе халран кайнăскерне, кӳршĕри Павăл мучи йăтса тухнă. Çапла сӳнчĕ тĕтĕм. Тахçан атте хăй аллипе хăпартнă пӳртрен кăмакапа çунса ĕннĕ мăрье çеç ларса юлчĕç.
Килти мĕн пур выльăх-чĕрлĕхсене колхоза кайса панă хыççăн эпĕ анне йăмăкĕ патне, Мархва аппа килне, пурăнма куçрăм. Унта та çăмăл марччĕ: пилĕк ача — пĕринчен пĕри пĕчĕк, асли те вуннăра кăна, çитменнине тата эпĕ хутшăнтăм.
Ман тантăшсем урамра шăннă тислĕк тапса «мăкăрла» выляççĕ, эпĕ вара е юр хыратăп, е вут çуратăп, е витесене тасататăп — урамалла сăмсана çеç алăкран кăларатăп.
Йывăр пулсан та вăхăт хăй сукмакĕпелех шăвать. Хĕлле те, çуркунне те иртсе кайрĕ. Иккĕмĕш çул эпĕ ака турăм, колхозри пĕр ĕçрен те юлмарăм.
Хĕрĕх виççĕмĕш çулта пирĕн уй-хирте тырă начар ӳсрĕ. Ун чухне колхозра комбайнсем мар, жнейка та çукчĕ, йăлтах çурлапа вырма тиветчĕ. Тырра тăкса ярас мар тесе, ватти-вĕттипех çĕр выртса выраттăмăр. Мĕнле чăтнă, хам та халь ăнланса илейместĕп, анчах пĕрре те ывăннине туйман. Ун чухне эпир хамăра фронтри пекех туйнă пулĕ çав.
Тырă вырма Çтаппан мучи те тухкалатчĕ. Вĕсем килĕнче карчăкĕпе иккĕшех пурăнатчĕç. Аслă ывăлĕпе кине вăрçă пуçлансанах фронта тухса кайнăччĕ; кĕçĕнни вара темĕнле çар заводĕнче ĕçлетчĕ. Вĕсем аслă ывăлĕн анкартине тырă акатчĕç, хăйсенне çĕр улми лартатчĕç. Тыррине те, çĕр улмине те хаклă хакпа сутатчĕç. Карчăкĕ те хытăччĕ ун, анчах Çтаппан мучи хăй пушшех те хыт кукарччĕ. Укçи те кăвакарсах кайнă тетчĕç унăнне. Мĕн калăн, ĕмĕчĕ-шухăшĕпе кивĕ тĕнчерен юлнăскер ĕнтĕ. Шăпах çак Çтаппан мучи лаптăкĕ манпа юнашар лекрĕ. Кăнтăрлахи апат вăхăчĕ çитсен вăл сасартăк пĕтĕм уя çеç те мар, икĕ çухрăмри яла та илтĕнмелле çухăрса ячĕ:
— Ман çăкăра вăрланă!
Çынсем те, эпĕ те ун патне чупса пытăмăр. Вăл çаплах çухăрашать. Кайран мучи çурлине илчĕ те ман пата çывхарчĕ.
— Эс вăрланă ăна, выçлăх, эсĕ! Паçăр çĕмел купаланçи туса çӳреттĕн!
Манăн тӳрех чĕлхе çĕтсе ларчĕ, ним калама та пĕлмерĕм. Сăмса умĕнче сенĕк вĕçĕ пек шĕвĕр çурла вылять, старикĕн куçĕсем кикен тымарри çинĕ чухнехи пек алчăраса кайнă, тути хĕррисем кăпăкланнă, сив чир ернĕ чухнехи пек чĕтреççĕ.
— Эпĕ илмен, мучи, — аран-аран çăвар уçрăм эпĕ.
Ман сас ытла та вăйсăр, ĕненмелле мар тухрĕ пулас, вăл мана хул пуççинчен çурла туртăшĕпе туртса çапрĕ.
— Эсех, йытă çури, эсĕ, эсĕ!..
Ăшăмра сасартăк хам та пĕлмен çилĕ капланса хăпарчĕ:
— Эпĕ мар тенĕ сана! Эпĕ мар! — кăшкăрса ятăм.
— Эсех! Турра асăн, çĕр çăтманскер! Ахалĕн ĕненместĕп.
— Ху асăн!
— А-а, апла эппин! Ĕненместĕн! Таса пулсан, ме, çĕр кăшла, вăрланă пулсан вăл сана халех çăтса ярать.
Старик ман çине пĕр ывăç тăпра сапрĕ.
Ухмах пулнă çав, ухмах, хамăн тасалăха кăтартас тесе, çĕр ывăçласа илтĕм те ăна çăвар туллин чăмла пуçларăм. Шăл айĕнче хăйăр кăчăртатать, вăл пĕтĕм кĕлеткене йĕппе йĕпленĕ пек лĕклентерсе çӳçентерет. Юрать, çынсем чарчĕç. Çав хушăрах Санька бригадир Çтаппан мучие пăсăрлантарма пуçларĕ. Вăл хăй те манран пĕр виçĕ çул кăна аслăччĕ, шкулта вĕренетчĕ, анчах çын çитменнипе вăл иккĕмĕш çу каникул вăхăтĕнче бригадирта ĕçлетчĕ.
Эпĕ кайран çĕр çине выртсах ĕсĕклесе йĕтĕм. Хам вăйсăрришĕн, хама çын вырăнне хуманнишĕн кулянса макăртăм. Хăлхана Санька сăмахĕсем çеç хутран-ситрен пыра-пыра кĕчĕç.
— Анна инкесен йытти паçăр пĕр сумка сĕтĕрсе çӳретчĕ, эс ун вырăнне тăлăх-туратран мăшкăллатăн. Путсĕр!
Асăрханă-и эсир уйра ларакан пĕччен йывăçа? Ăна хĕвел те çунтарать, çил те типĕтет, тăвăл та кĕç-вĕç хуçас пек авать, силлет, аслати те ăнах çапать. Вăрманта вара пачах урăхла, унта вĕсем нумаййăн. Пĕр-пĕрин кăкри çине те таянаççĕ, хăрушă вăхăтра пĕр-пĕрне ыталаççĕ. Ан тив, унта та кĕрешӳ пытăр, анчах çав кĕрешӳ çăмăлтарах. Мана çынсем пăрахман, çапах та çĕр кăшланă хыççăн темшĕн эп хама çав уйри йывăç майлă туйрăм.
Кĕркунне мана Санькăпа юлташĕсем каллех шкула илсе кайрĕç, ялти комсомолецсем кĕнекесем туянса пачĕç. Эпĕ çиччĕмĕш класран вĕренсе тухнă çул вăрçă чарăнчĕ, фронтран хĕвел çинче тĕссĕрленнĕ гимнастерка тăхăннă салтаксем таврăна пуçларĕç, анчах пирĕн йысна çаплах хăй çинчен нимĕн те хыпарламарĕ. Мускава çырса ятăмăр та, фронтра пуç хунă тесе пĕлтерчĕç.
Эпĕ, вун улттăрискер, çаплипех çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлерĕм. Хама ун чухне ӳссе çитнĕ арçын пекех туяттăм. Ывăнма та пĕлмен çав. Халь ĕнтĕ ман Мархва аппа ачисем çинчен те шухăшлама лекетчĕ, вĕсене вĕрентмеллеччĕ.
Тăтăшах çумăр çунă чух, ниçта та ĕçе каймасан, тухса ларатăп та çенĕк картлашки çине, шухăша каятăп. Çынсен, ав, килĕ-çурчĕсем пур. Ман вара? Каллех аннене пытарса килнĕ чух çынсем каланă сăмахсем аса килеççĕ:
— Мĕтри килĕнче тĕтĕм сӳнчĕ ĕнтĕ…
Çав вăхăтра ман пĕтĕм ял илтĕнмелле кăшкăрас килетчĕ: «Çук, сӳнмен! Вăл каллех çĕкленĕ ак!»
Телей пĕччен, хуйхă-суйхă мăшăррăн килет, теççĕ. Вăрçă пĕтнĕ хыççăн икĕ çул уяр çанталăк тăчĕ. Пирĕн колхозăн кĕллĕ тăпри, çурхи çумăрсемпе пирченĕскер, хăма пек хытса кайнăччĕ. Тухатăн та хире, мăнтарăн, тăвăн çĕр кăкринчен юлашки нӳрĕк мăкăрланса пăсланнăн туйăнать: аталанакан çеçкесем типеççĕ, тулакан тырă пĕрчисем хĕртнĕ çатма çинчи пек вĕтеленсе çунаççĕ. Пухса кĕртсен вăрлăхлăх хăваратăн та, патшалăха парсан ĕç кунĕ çине валеçме ик çĕр грамран ытла та юлмасть. Ĕлĕкхи хресчен вырăнĕнче пулас пулсан, выçсах вилмелле. Халăхпа пĕрле хăрушă мар, çĕршер пуç шухăшлать те майне тупать…
Ĕçрен хăраман этем нихçан та тĕрĕс çул çинчен пăрăнмасть. Вун саккăрта чухне манăн ята асăнмасăр пĕр пуху та иртмен, яланах ырланă. Комсомолецсен пухăвĕсенче те мана тиркесе калаçни пулман. Колхоз мана кĕлет пачĕ, комсомолецсем пӳрт хăпартма пулăшрĕç. Каллех атте пӳрчĕ вырăнĕнчен тӳпенелле тĕтĕм вĕрен яврĕ. Çапла çын пултăм эпĕ.
Кĕркунне мана колхоз правленийĕпе комсомол организацийĕ трактористсен курсне вĕренме ячĕç. Çурăм хыçне кутамкка çавăрса хуратăп та кашни тунтикун ир пӳрте питĕрсе çирĕм çухрăмри район центрне тухса утатăп. Кунта çăмăл марччĕ: ыттисем двигатель çинчен те часах ăнланатчĕç, эп пур, пăрăва кĕнеке вулама хушнă пек, тĕмсĕлсе ларатăп. Тепĕр чух мана шӳтшĕнех МТС мастерскойне компресси илме чуптаратчĕç, хам вара коленчатăй валпа газ пайлакан вала та пĕр-пĕринчен уйăраймастăмччĕ. Аттепе анне мана ăспа ытти çынсенчен катăк тунă тесе те эп сахал мар куляннă. Занятисенче хуравлама тесе, учебниксене листи-листипе пăхмасăр калама вĕренеттĕм. Çынсем доминолла, шашкăлла выляççĕ, эпĕ кĕнеке умĕнче, гипс статуйă пек, ним тапранмасăр лараттăм.
Çуркунне вĕренсе пĕтертĕм. Малтанах прицепщикре ĕçлеме тиврĕ. Кĕркунне трактор çине ларма ĕлкĕртĕм çеç — Совет Çарне кайма ят тухрĕ. Пӳрт кантăкĕсене хăмапа çапса лартрăм, алăксене питĕртĕм. Колхоз клубĕнче пуху пухсах ăсатрĕç мана.
Салтак шинелĕ тăхăнсан вара хама тинех ӳссе çитнĕ арçын пек туйрăм: çавăн чухне ĕнтĕ пирвайхи хут сухал хыртăм.
Сисмесĕрех виçĕ çул иртсе кайрĕ: кулянмалли те, савăнмалли те пулнă ку хушăра. Мана шанса панă танк темле лачака урлă та каçнă, темле сăртран та хăпарнă. Киле каймалли вăхăт та çитрĕ. Анчах кам патне таврăнас-ха ман? Арăм пур-и, ача-и? Çар чаçĕн хапхинчен чăматана йăтса тухсан, хама эп самантлăха йăваран хăваласа кăларнă кайăк пек туйрăм. Вĕçсе хăпарать те вăл тӳпене, çаврăнать, çаврăнать, анчах калле анма хăрать.
Эпе хамăр чаç тăнă Украинăри пĕр облаçрах пурăнма юлтăм, пĕр районти МТСа ĕçлеме кĕтĕм.
Пурăнасса эпĕ пĕр-пĕччен карчăк патĕнче пурăнаттăм. Хăй вăл, утмăлалла çывхарнă пулин те, самаях çирĕнчĕ, тăн-тăн карчăкчĕ. Хури-шуррине те ĕмĕрĕнче пайтах курнă: вăрçăра упăшкине, икĕ ывăлне çухатнă. Культурăллă карчăкчĕ ĕнтĕ: вăтăр çул ытла шкулта ĕçленĕ. Ахальтен мар мана тăван анне пекех туйăнатчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...