Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çул хыççăн çулХĕн-хур айĕнчеКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеСар ачапа сарă хĕрПулас кинсемТаркăнАча чухнехи

Асамат кĕперĕ


Кăн-Кăвак тӳпе пĕр сассăр

Уçрĕ кантăкне.

Уярне пăхса тăмасăр

Тăкрĕ çумăрне!

Асамат кĕперĕ тухрĕ

Кӳршĕ ял енне.

Ман валли çулне пуль хыврĕ

Савнă тус патне!

 

Ан васка, тӳпе, тархасшăн

Кантăкна хупма.

Савнине-çке эп курасшăн,

Юрамасть юлма!

Асамат кĕперĕ тăвăр,

Каçаятăп-ши?

Савнă тус килтех-çке пултăр,

Ĕлкĕрейĕп-ши?

 

Асамат кĕперĕ пултăр

Пĕр самант кăна!

Ăшă çумăрĕ те çутăр

Васкатса мана!

Сан патна часах çитетĕп,

Кĕтсе ил, савни!

Чунăмпа шанса пĕлетĕп:

Эс — телей парни!

Асамат кĕперĕ сӳниччен


Ашă çумăр кăшт çуса иртсен

Асамат çӳл тӳпене тĕрлет.

Асамат кĕперĕ айĕнчен

Савнипе тухассăм ман килет!

 

Сарă кун тĕнчи пире кĕтет

Асамат кĕперен леш енче.

Çав çĕршыв пурах, чĕре сисет:

Çăтмахри пек ытарми тĕнче!

 

Сарă кун çĕршывĕн алăкне

Савнипе уçасчĕ яриех!

Чунтанах савса-çке пĕр-пĕрне

Çавăнта пурнасчĕ ĕмĕрех!

 

Асамат кĕперĕ, тăхтасам

Çухалмашкăн янкăр тӳперен!

Савнă тусăм, ман пата тухсам

Асамат кĕперĕ сӳниччен!

Тĕтре


Сĕт евĕр çап-çара тĕтре

Упаленет ирпе çĕртре.

Упаленет вăл, пĕтĕрнет,

Питрен ачашшăн сĕртĕнет.

Кĕçех хĕвел курăнмалла —

Тĕтре тарать çырманалла.

Шыв пек юхать, тĕлĕнмелле,

Унпа пĕве хăть пĕвеле.

Ман пуянлăх


Каçал таврашĕнче вăрман

Пур ман.

Хумпа илем кӳрет пите

Кĕтне.

Çилпе çаврăнкалать аран

Арман,

Хитре курнать хăй сăнĕпе

Тӳпе.

Хăй ăшшипе кĕрет хĕвел

Хĕве.

Каçпа шур уйăх çутатать,

Тата

Ачаш çил вĕркелет вĕл-вел,

Пин-пин çеçке эс улăхран

Татан.

Хĕрсем пирте питех хитре —

Питрен.

Ĕçре курас пулсан енчен —

Ĕçчен!

Ĕç хыççăн вăйăран клубра

Вара

Яшсем ташлаççĕ çурçĕрччен,

Ирччен.

Тăван тавралăхăм, сана,

Сăнна

Асран кăларас çук нихçан.

Ан ман!

Тӳме


Пĕр эрне ĕнтĕ эпĕ пальтон çӳлти пĕр тӳми пушанса кайнине куратăп. Манас марччĕ-ха, паян хытарасчĕ. Паяна ыран пусать, ырана — виçмине.

Киленсе лараттăм паян хĕвеллĕ паркра, савăнаттăм çывхарса килекен çур тивлечĕпе. Кăптăрт! çеç татăлса кайрĕ тӳме, ура çумнех кусса анчĕ. Çĕклерĕм. Çухалнă пулсан савăнаттăм: çав кирлĕ-ха сана, тирпейсĕре! Малашне кашни кăлтăках асăрха. Пĕчĕк çитменлĕхрен пысăкки çуралать. Ан манса кай.

Çĕклерĕм те тӳмене, пуçа шухăшсем капланчĕç. Этем те тӳме пек туйăнчĕ мана. Куншăн ăшра хама хам вăрçатăп-ха: ытлă та килĕшӳсĕр ку танлаштару. Кам ĕнтĕ чĕрĕ япалана чунсăр япалапа танлаштартăр?

— Тăхта, тăхта, — хирĕçлет шухăш. — Этем те çутçанталăк çĕлесе панă тӳмех. Кашниннех хăйĕн вырăнĕ пур, кашниех мĕнле те пулин ĕç тăвать.

— Тупрăн тупăшмалли, — иккĕленет шухăш.

— Тăхта, — хистет тепĕр шухăшĕ, çиеле тухса. — Этем те тепĕр чух тӳме пек пушанать, ăна пĕр-пĕр усал йăла чирĕ ерет. Пушанать, тухать хăй виçинчен. Пĕри, ав, çемйине пăрахать, тепри ĕçкĕпе çапкаланса çӳресе вăхăтне сая ярать, виççĕмĕшĕ чире персе наянланса пурăнать тата ытти те, тата ытти те… Ун пек хăтланма ăçта вĕсен сăлтавĕ? Паллах, ăс тӳми пушаннинче! Ăна вăхăтра хытарманнинче!

Малалла

Аса ил эс мана


Каçсерен тӳпене çутă уйăх тухсан,

Шăпчăксем ăмăртса юрăсем пуçласан,

Улăхри чечексем сывлăмпа тăрансан —

Аса ил эс мана, аса ил!

 

Шăпчăксен юррипе ыйхуна çухатсан,

Иртейми тунсăхпа чун-чĕрӳ тулайсан,

Аякри савнине манаймарăн пулсан —

Аса ил эс мана, аса ил!

 

Иккĕн ларнă çĕрте пĕр-пĕччен ларнă чух,

Çăлтăр пек куçусем куççульпе тулнă чух,

Укăлча еннелле тинкерсе пăхнă чух —

Аса ил эс мана, аса ил!

 

Вĕрене çулçипе пирĕн сак витĕнсен,

Укăлча умĕнчи пилеше вут тивсен,

Кайăк-хур сассисем тӳперен илтĕнсен —

Кĕтсе ил эс мана! Кĕтсе ил!

Верук-чиперук


Ир тăрать те çăвăнать,

Типтерлет çӳçне Верук,

Садике пуçтарăнать

Пирĕн Верук-чиперук.

 

Пичĕ-куçĕ тап-таса,

Хăй ялан çӳрет кулса,

Ун юратнă япали:

Супăнь, щетка, ал шăлли.

Эс пытан, эп пытанатăп


Эс пытан,

Эп пытанатăп.

Эс каятăн,

Эп каятăп.

Эс чупатăн,

Эп чупатăп.

Эс шыраканни пулатăн.

Сан куçна халь хупмалла,

Халь эс ан пăх кунталла.

Эп тарса халь пытанатăп,

Пытансан çеç сас паратăп.

Вăйă


Ку — каять,

Ку — чупать,

Ку тарать те, ку юлать.

Эп таратăп,

Эс те тар,

Ку тытаканни пулать.

Стариксем


I

Эсĕ, Филипп Петрович, тем каласан та мана пур пĕрех турра ĕнентерейместĕн. Çĕр çине çăлтăр катăкĕ ӳкнĕ теччĕр — ĕненетĕп, Марс çинчен мăйракаллă этем аннă теччĕр — пулма пултарĕ тетĕп. Эс пурнăçран юлса пынин сăлтавĕ вăл хаçат вуламаннинче, — хирĕçлет хĕрлĕ çӳçлĕ Иван мучи. Хăй хĕвел çутинчен хупланас тесе, куçĕ тĕлне ал тупанĕпе картлать. Йĕрсемпе касăлса пĕтнĕ пысăк пӳрнисем сисĕнмеллех чĕтренеççĕ. Мĕн тăвăн, çап-ха вут тукмаккине хĕрĕх çул хушши! Теприн пулсан, пӳрнисем чĕтреме мар, пĕверĕ те татăлса анмалла. Вăрман ĕçĕ çăмăл мар. Эй, ăçтан ĕнтĕ çирĕм-вăтăр çул каяллине паянхипе танлаштаратăн! Халь электропăчки те, тракторĕ те, лебедки те пур. Ĕлĕк вăл пĕтĕмпех ал вăйĕпе ĕçленĕ. Çавна пулах ĕнтĕ Иван Сергеевичăн аллисем халĕ те кĕпе çумалли тукмак пекех, хул мускулĕсем те тумтир витĕрех палăраççĕ. Пĕвĕ çӳллĕ, хул пуççийĕсем сарлака — пĕр аршăн та пулать пуль. Хура куç шăрçине хăмăр ункă кăшăлланă. Сайра сухалне яка хырнă. Шурă кĕпи те, тикĕтленĕ сăран атти те Иван Сергеевич тирпейлĕхе пăрахманни çинчен калаççĕ.

— Тăхта, тăхта… Вăй чактăр ак, эсĕ те ĕненме пуçлатăн. Камăн çĕр çинче пурăнас килмест? Этемĕн кăна мар, хурт-кăпшанкăн та. Библире мĕн каланă? — чăркăшма пуçлать Филипп Петрович. Анчах каласа пĕтĕреймест. Иван Сергеевич хирĕçлесе те хурать:

Малалла

■ Страницăсем: 1... 41 42 43 44 45 46 47 48 49 ... 796