Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеТанатаТаркăнВăхăт таппиИлле ТăхтиСалампиПолк ывӑлӗ

Ĕне муклатать


Урамра ĕне тăрать,

Чарăнмасăр муклатать:

— Мук! Мук! Му-ук!

Алăк уç, Куçук!

Илсе килтĕм сан валли

Ăшă сĕт витре тулли.

Йĕппипе çиппи


Тутăхман йĕппи пулсассăн

Тупăнать çиппи.

Çӳпçине туса хурсассăн —

Пулатех хуппи!

 

Сар пики чунтан савсассăн

Саватех каччи.

Юрату турри парсассăн —

Пулатех ачи!

 

Ывăлсем-хĕрсем чупсассăн

Пӳрт тулли ялан,

Пĕр-пĕрне чунтан савсассăн —

Пурăнма аван!

 

Татăлман çиппи пулсассăн

Çухалмасть йĕппи.

Çӳпçине чипер хупсассăн

Пăсăлмасть хуппи!

 

Уйрăлми, пĕрле упранччĕр

Çиппипе йĕппи.

Яланах çынсем калаччĕр —

«Çӳпçипе хуппи!»

Еплерех-ши манас?


Çурхи каç тӳпене тулли уйăх тухсан,

Ытарми шăпчăксем юррине пуçласан,

Укăлча еннелле çул тытатăп пĕччен.

Яланхи вырăнта, тен, мана эс кĕтен?

 

Яштака хурăнсем пуç таяççĕ мана,

Çеçкери çĕмĕртсем хумхатаççĕ чуна.

Шур пĕркенчĕк пекех çĕмĕртсен çеçкисем:

Сăнарна санăнне ас илтерчĕç вĕсем!

 

Юлашки хут санпа юнашар пулнине,

Чĕрене çунтарса çут куççуль юхнине

Манаймастăп, савни, асăмрах уйрăлу...

Кӳреймерĕ телей санпа ман тĕлпулу!

 

Сан хĕрӳ кăмăлна юраймарăм пулас,

Чун-чĕрӳн уççине тупаймарăм пулас.

Яланхи вырăна миçе хут çул хывас?

Сан таса сăнарна еплерех-ши манас?

 

Çурхи каç тӳпене тулли уйăх тухсан,

Ытарми шăпчăксем юррине пуçласан

Укăлча еннелле çул тытатăп куллен

Тен, унта эс мана тахçанах пуль кĕтен?

Епле манайăн


Сип-симĕс тутăрне çыхатчĕ шурă хурăн,

Çуратчĕ çĕмĕрт шап-шурă çеçкине.

Хĕрӳллĕ чунсене чĕнетчĕ савнă вырăн

Пĕрле кĕтмешкĕн шуçăм килнине.

 

Асамлă тӳпене тухатчĕ çутă уйăх,

Сапатчĕ кĕмĕл ĕшеннĕ çĕр çине.

Утаттăмăр пĕрле мерчен пек сывлăм тăрăх

Çулне туймасăр çутă кӳл хĕрне.

 

Шап-шурă çеçкине шыва тăкатчĕ çĕмĕрт,

Пуçлатчĕ шăпчăк илемлĕ юррине.

Савнийĕм çумĕнче çунат саратчĕ ĕмĕт,

Чĕрем шанатчĕ туслăх пуррине...

 

Сип-симĕс тутăрне çыхать пуль шура хурăн,

Çурать пуль çĕмĕрт шап-шурă çеçкине.

Паян та чунăма чĕнет-çке савнă вырăн...

Епле манайăн иртнĕ кунсене!?

Çеçпĕл çыxxи


Кăнтăрлахи апат хыççăн уçăлса çӳретĕп.

Кану.

Хĕвелпе тан тăрса ĕçленĕ хыççăн пуç ĕшенет. Шухăшсем такăрланă çулпа чупаççĕ, чĕлхе вĕçне çĕтĕлсе пĕтнĕ кивĕ сăмахсемпе кивĕ çаврăнăшсем çеç килеççĕ. Пирус тĕтĕмĕпе тулнă пӳлĕм те пулăшмасть, çăварта йуçек кăна. Кӳршĕсем пĕр харăсах çичĕ сысна вĕтеççĕ тейĕн. Сывлатăн-сывлатăн та çак йӳçеке тарăхса каятăн: ара, эс мещен мар вĕт, эсрелĕ, тух çынсем патне, уçăл, сывла çурхи сывлăшпа. Канма килнĕ эс — кан. Тухтăрсене те анатăп тесе шантарнă. Епле-ха вĕсене улталама халу çитет? Кан, кан… Ялта час-часах пулаймастăн. Шлакпа тусан сывлăшне çулталăк сывланă хыççăн уçăлтар ӳпкене, тасат кислородпа!

Пахчана тухатăп. Ура айĕнче çĕр лăчăртатать. Сăнатăп хам алпа лартнă улмуççисене. Хăрман-ши? Шăши кăшламан-ши? Турачĕсене юр хуçман-ши? Çук, сывах. Канăçсăр анне пурне те асăрхать çав. Ашшĕ килĕ-çурчĕ пирки ывăлĕн хумханма сăлтавĕ çук. Анне пулсан… Анне пулсан, пурте сывă, анне пулсан, каллех эп вун ултă çулхи çамрăк.

Манăн юратнă вырăн — кӳлĕ. Пулă тытмастăп-ха халь, шел вĕсене, карпсем вăлча сапайман. Пурăнччăр. Кукуруза тăватă çеçкене ларсан, хăйсемех вăлтана аван хыпаççĕ. Халь иртерех. Унсăрах пур кунта йăпанмалли. Пĕр мăшăр ăтăр вăл. Пĕлтĕр кăна çукчĕ. Таçтан килсе ернĕ кăçал. Йăвине те халь çеç туса пĕтернĕ: чаваласа кăларнă нӳрĕ çĕре кӳлле сирпĕте-сирпĕте антарнă. Чее те çав мурсем: шăтăкĕ хăва тĕми хушшинех тухать, Туп ĕнтĕ ăна. Тискер кайăк чее те, этем тата чеерех. Тупрăм вĕсене. Малтан хăратчĕç манран, курсанах шыва чăматчĕç. Халь вара, эпĕ хăйсене тивменнине кура, хăрама пăрахрĕç. Шыва кастарса çеç ишеççĕ, ачи-пăчи патне васкаççĕ. Чылайччен сăнаса ларатăп эпĕ вĕсене. Вĕсен çирĕп туслăхне ăмсанатăп…

Малалла

Машăпа автан


— Куккурук-кук! мĕн тени?

Ыйтрĕ пĕчĕк Маша.

— Вăл пире ыр кун сунни,

Ăнлантарчĕ ашшĕ.

 

— Апла эпĕр те ăна

Ыр сунса илер-и? —

Маша хăй те автана:

— Куккурук-кук! — терĕ.

Ик ăнлавлă сăмахсем


Çакрăм вучаха ХУРАН.

Шăллăм, эс кăвайт ХУРАН.

Сана, шăллăм, миçе ХУТ

Эп каларăм: ме шур ХУТ.

Ыйхăран паян ТĂМАН

Шур сухаллă çил-ТĂМАН.

Эсĕ мар-и халь, АНТУН,

Ашкăнатăн? Çук, АН ТУН.

Лартăм вулама, ÇЫРМА,

Урамах чĕнет ÇЫРМА.

 

* * *

Çил тулта кĕрлет кĕр-КĔР,

Çывхарсах пырать-мĕн КĔР

Шăллăм, халĕ мĕн ТĂВАР?

Çук пĕр чĕптĕм те ТĂВАР.

Пур татах та сăмахсем,

Икĕ ăнлавлăскерсем.

Вĕсене пĕрле шырар,

Малалла вăййа тăсар.

Кунта аксаччĕ пĕлтĕр КАНТĂР,

Кăçал акмарăмăр, çĕр КАНТĂР.

Вутăшпи


Анăçпа шурăмпуç тĕл пулайнă чухне

Тунсăха пусарма тухрăм кӳлĕ хĕрне.

Хум çинче чӳхенсе çутă уйăх шăвать,

Хăвасем хушшинче сарă кайăк юрлать.

 

Пырса лартăм хуллен пушă кимĕ çине,

Итлесе çырана çутă хум çапнине.

Сисеймерĕм пулас ыйăха путнине...

Çутă кӳл хĕрринче пĕччен мар пулнине!

 

Кĕчĕ юрă сасси хăлхана ăнсăртран...

Никама та кунта эп курма шутламан.

Тинкерсе пăхайсан куртăм пĕр пикене!

Ал тăссан çитмелле! Вăл хывать кĕпине!

 

Шурăмпуç çутинче куртăм унăн ӳтне,

Сывлама чарăнса ӳкрĕм кимĕ тĕпне!

Вутăшпи пек пике çивĕтне салатсан

Çухататтăм тăна ман енне çаврăнсан!

 

Ытарми сассипе юррине шăратса

Вăл кĕрейрĕ шыва акăш евĕр утса!

Çакăн пек саманта нихăçан та курман...

Вутăшпи курасса ниепле шутламан!

 

Çак каçран пуçласа еплерех пурăнас?

Мĕн сăлтавĕ тупса ун умне курăнас?

Вутăшпи пек пике асăмран тухаймасть

Кăварланнă чĕре канăçне тупаймасть!

Виç сăмах


Салхуллă хĕр тĕпелĕ,

Çурта хуллен çунать.

Пуш-пушă ун сĕтелĕ:

Шур хут татки кăна.

 

Тумлам-тумлам куççулĕ

Юхать шур хут çине.

Ытла та тунсăх пулĕ

Савнийĕ çук чухне!

 

Унта çырса вăл хунă

Мĕн пурĕ виç сăмах:

«Санах саватăп, тусăм!»

Асамлă виç сăмах!

 

Салхуллă хĕр куççулĕ

Тумлать шур хут çине.

— Инçе савнийĕн çулĕ

Çитмешкĕн ун патне!

 

Çурта çунса кĕç пĕтĕ,

Хĕр çутĕ çĕннине.

Епле пулсан та кĕтĕ

Юратнă савнине!

Пăрпа пĕрлешнĕ çыран


Эпир санпа пăр пĕрлештернĕ çырансем пек… Пирĕн кун-çулăмăр çапла пулчĕ, улшăнмарĕ тек. Хĕвеллĕ те илемлĕ çуркунне килет-и, çуллахи сап-сарă кунсем чĕкеç çунаттине вĕçсе çитеççĕ-и — эпир иксĕмĕр те тĕнче панă савăнăçпа икĕ тĕрлĕ усă курма тăрăшатпăр, эпир пĕр-пĕрин çинчен манатпăр.

Мана урăх илем илĕртет, сана — урăххи. Тĕрĕссипе калас пулсан, эс манăн чĕрере çук та. Ан тав, малтанах пулнă эс, эп ун чухне сан чĕрӳне те, сан кăмăлна та пĕлмен, çавăнпах хам ăшра вырăн панă. Малтанах эп сан пата пыл хурчĕ нектар шăршине сиссе вĕçнĕ пек вĕçрĕм, эс мана хитре чечек пек илĕртрĕн, хăвна татма чĕнтĕн…

Халь сана пĕлетĕп. Черченке те çепĕç эс, ачаш та вăйсăр. Çиелти хитрелĕх ăшри хитрелĕхе кăтартмасть-мĕн.

Йывăрлăхсем килччĕр кăна, куçусем кăштах тĕтреленччĕр, утас çулу пылчăклантăр çеç — эс каллех хам çумра. Эп çынна тĕртсе яма хăнăхман, эп çынна тĕртсе яма вĕренмен, сана та хĕрхенетĕп, сана та ачашлатăп. Пĕлетĕп: ăшă кунсем çитсессĕнех сан урăх пурнăç пуçланать. Эс каллех кунтан каятăн.

Кăçалхи çуркунне хĕрӳ те хастар. Ак, уйсенчи шывсем пăтранса та кăпăкланса çырмана васкарĕç, эпир малтанхи хут çӳренĕ кӳлле юха-юха кĕчĕç…

Малалла

■ Страницăсем: 1... 38 39 40 41 42 43 44 45 46 ... 796