Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Кӳршӗре

Кӳршӗре
Онлайн-тӗлпулу афиши
Онлайн-тӗлпулу афиши

Анатолий Юман сӑвӑҫ пурӑннӑ пулсан авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 90 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Шел те, 2018 ҫулта вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине кӳршӗ тӑрӑхра онлайн-тӗлпулу ирттерсе паллӑ тӑвӗҫ. Хутшӑнас кӑмӑллисене юпан 28-мӗшӗнче 15:00 сехетре кӗтеҫҫӗ.

«Misanec» информаци порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх мероприятие Чӗмпӗрпе Шупашкарти вулавӑш ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех онлайн-тӗлпулура таврапӗлӳҫӗсемпе литераторсем те пулӗҫ.

Мероприятие «Анатолий Юман — писатель, публицист, переводчик» (чӑв. Анатолий Юман — ҫыравҫӑ, публицист, куҫаруҫӑ) ят панӑ. Онлайн-тӗлпулӑва хутшӑнакансем унӑн пурнӑҫне аса илӗҫ, пултарулӑхне сӳтсе явӗҫ, сӑввисене вулӗҫ.

Анатолий Юман — паллӑ чӑваш сӑвӑҫи, публицист. Ҫавӑн пекех вӑл куҫаруҫӑ та: венгр, поляк, белоруҫ сӑвӑҫисен хайлавӗсене сахал мар чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн мӗнпурӗ 50 ытла кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Анатолий Юман РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑнлӑ районӗн (Чӗмпӗр облаҫӗ) хисеплӗ гражданинӗ, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ преми лауреачӗ.

 

Кӳршӗре

ЧР цифра министрӗн ҫумӗ Анна Иванова, «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина тата унӑн ҫумӗ Дмитрий Моисеев ӗнер «Татмедиа» Тутарстанра чӑвашла тухса тӑракан хаҫат ӗҫченӗсем валли ирттернӗ семинара хутшӑннӑ.

"Эпӗ "Татмедиа" ӗҫӗ-хӗлӗ вӑйлӑ пулнине Сочие кайсан та палӑртнӑччӗ. Анчах халӗ сирӗн пултарулӑх лаҫҫинче пулнӑ май ҫакна тепре каламасӑр пултараймастӑп. Эсир чӑннипех те вӑйлӑ! Сирӗн хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан пуҫарӑвӑрсем регионта пурӑнакан халӑхсен тӑван чӗлхине, культурине хисепленипе килӗшсе тӑраҫҫӗ. Чи кирли - эсир ӑҫталла талпӑнни паллӑ", - ҫулҫӳрев хыҫҫӑнхи шухӑшӗсене Татьяна Вашуркина "Контактра" халӑх тетелӗнчи страницинче ҫырнӑ. Вӑл ҫулҫӳрев ӑнӑҫлӑ иртнине, унта издательство ҫурчӗн коммерци аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупнине палӑртнӑ.

Тутарстанра чӑвашла 5 хаҫат тухса тӑрать. Чӑваш Енри делегаци вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Дмитрий Моисеев журналистсем валли ӑсталӑх класӗ ирттернӗ.

 

Кӳршӗре

Чулхула облаҫӗнчи Семенов районне кӗрекен Аристово ялне илсе каякан ҫул ҫинче йывӑҫ кӗпер йӑтӑнса аннӑ. Кун пирки «Кстати…» телеканал пӗлтерет.

Йывӑҫ кӗпер — ытти ҫӗрпе ҫыхӑнтаракан пӗртен-пӗр ҫул. Вӑл юрӑхсӑра тухни ҫинчен ял халӑхӗ тахҫанах пӗлтернӗ пулнӑ. Икӗ ҫул каялла суд та иртнӗ, вӑл йышӑну тунӑ тӑрӑх Чулхула облаҫӗн автомобиль ҫулӗсен Тӗп управленийӗн кивви вырӑнне ҫӗнӗ кӗпер тумалла пулнӑ. Анчах самай вӑхӑт иртнӗ пулин те ял халӑхне Ухтыш урлӑ каҫса ҫӳреме ҫӗнӗ кӗпер туса паман.

Темиҫе кун каялла вара пӗренесем тиенӗ йывӑр машшин айӗнче ҫав кӗпер хуҫӑлса аннӑ. Кӗперӗн пӗренисем ҫӗрсе кайнӑ иккен. Апла-и, капла-и, ял халӑхне кӗпер питӗ кирлӗ — вӗсен газ ҫук, килӗсене вутӑ хутса ӑшӑтаҫҫӗ. Ҫитмӗл ытла киле ҫитмӗл хут ытла хутлама тивет. Чи йывӑр виҫене кӑтартакан паллӑ та кӗпер умӗнче пулман. Авариллӗ кӗпере кӑтартакан палла вара вӑрман турттаракан машшина пула кӗпер хуҫӑлсан кӑна килсе лартнӑ.

Хальлӗхе хуҫӑлнӑ пӗренесем вырӑнне ҫӗннисем хурса кӗпере сапланӑ. Ҫӗннине хӑҫан тӑвасси паллах мар. Проекчӗ кӑна хатӗр иккен, вӑл та пулин экспертиза витӗр тухайман-ха…

 

Кӳршӗре
Чулхулари автобус. nn.ru сайт сӑнӗ
Чулхулари автобус. nn.ru сайт сӑнӗ

«Нижний Новгород Онлайн» портал Чулхулари пӗр водительпе калаҫнӑ. Автобус рулӗ умӗнче 30 ҫул патнелле ларакан ҫын Чулхула облаҫӗн тӗп хулинче пассажирсене турттарас ӗҫри чи пысӑк ҫитменлӗхсем ҫинчен каласа панӑ.

Автобус водителӗсене ытларах енӗпе ӗҫ укҫин виҫи тивӗҫтермест иккен. Норма тӑрӑх уйӑхне 176 сехет ӗҫлемелле, анчах 50 пин пулин те ӗҫлесе илес тесе водительсем руль умӗнче 250–300 сехет те ирттереҫҫӗ.

Чулхулари тепӗр ҫитменлӗх: рейсра автобуссен йышӗ кирлинчен сахалрах пулни. Интервью илнӗ водитель каланӑ тӑрӑх, унӑн маршрутӗнче 10 автобус ӗҫлемелле, анчах чи лайӑх вӑхӑтра та ҫиччӗшӗ ҫеҫ ҫула тухаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне тӑваттӑн ӗҫлени те пулкалать имӗш. Ҫакӑ саппас пайсем ҫуккипе ҫыхӑннӑ. Автобус гарантире пулсан саппас пайне савут ярса парать, ытти чухне вара вӗсене туянма пассажирсене турттаракан предприятийӗн укҫа ҫук. Паркра 130–135 автобус, анчах рейссене ҫӗртен сахалрах тухаҫҫӗ.

Водительсене уйрӑмах ватӑ ҫынсем питӗ килӗшмеҫҫӗ иккен — вӗсене тӳлевсӗр турттарма тивет. Парка таврӑннӑ хыҫҫӑн миҫе проезднойлӑ ҫынна е пенсионера турттарнине пӗрре те шута илмеҫҫӗ имӗш.

Малалла...

 

Кӳршӗре

Паян Чӗмпӗр облаҫӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Автоаварире нумай ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, фура вӑхӑтра чарӑнса ӗлкӗреймен, малта тӑракан микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Автобус умӗнче тепӗр йывӑр тиевлӗ машина пулнӑ. Ҫавна май пассажир транспортне икӗ пысӑк машина хӗстерсе лартнӑ.

Аварире 16 ҫын вилнӗ. Мерседес салонӗнче 20 ҫынна яхӑн ҫын пулма пултарнӑ. Транспорт харпӑр ҫыннӑн шутланнӑ. Пырса тӑрӑннӑ фура водителӗ вилнӗ.

Малтан автобусра Кӑркӑсстан ҫыннисем пулнине пӗлтернӗ. Анчах кайран ку информаци тӗрӗс маррине каланӑ.

 

Кӳршӗре
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, кӳршӗ Чулхула облаҫне вӑрманти пысӑк пушара сӳнтерме кайнӑ. Пӗтӗмпе 45 ҫын, 8 техника ҫула тухнӑ.

Воротынец районӗнчи пушар ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ҫуннӑ лаптӑк 3300 гектара ҫитнӗ. Хальхи вӑхӑтра 800 гектар ҫунать. Ҫулӑм кӳршӗ Мари Элти вӑрман ҫине те куҫнӑ. Унта 300 гектар вӑрман ҫунма пуҫланӑ.

Ҫӑлавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра ҫулӑм ялсене ҫитес хӑрушлӑх ҫук.

 

Кӳршӗре
veterinary.lenobl.ru сайтри сӑн
veterinary.lenobl.ru сайтри сӑн

ЧР патшалӑх ветеринари служби кӳршӗ регионсенче сыснасен Африка мурӗ пуррине тупса палӑртнӑ. Апла ҫак чир пирӗн регионпа юнашарах

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, сыснасем, хир сыснисем Африка мурӗпе чирленӗ тӗслӗхсене Тутарстанра тата Чӗмпӗр облаҫӗнче тупса палӑртнӑ. Ҫавӑнпа сысна усракан ҫынсене, хуҫалӑхсене йӗркене пӑхӑнма ыйтаҫҫӗ. Ҫак регионсенчен выльӑх тата вӗсен апатне кӳрсе килмелле мар. Хир сысни пурӑнма пултаракан вӑрмансене ҫӳреме тӑхтамалла. Выльӑх тӑрук вилсен е чирлесен ветеринарсене пӗлтермелле. Выльӑх туяннӑ чухне сутаканран ятарлӑ документсем ыйтмалла.

Ҫавӑн пекех ЧР патшалӑх ветеринари служби выльӑха маркировка тума сӗнет.

 

Кӳршӗре
Айӑпланакан хӗр. «Кстати…» телеканал тунӑ сюжетри сӑн
Айӑпланакан хӗр. «Кстати…» телеканал тунӑ сюжетри сӑн

Чулхула облаҫӗнче 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Балахна хулинче пӗр хӗр светофорӑн хӗрлӗ ҫути ҫине пӑхмасӑр ҫул тӑваткалне вӗҫтерсе тухнӑ. Кунта вӑл симӗс ҫутӑ ҫине тухнӑ тепӗр машшинпа ҫапӑннӑ.

Инкекре симӗс ҫутӑ ҫине тухнӑ машшин водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унӑн икӗ ача тӑрса юлнӑ. Хӗрлӗ ҫутӑ ҫине ҫӗр километра яхӑн хӑвӑртлӑхпа (курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх) вӗҫтерсе тухнӑ хӗре айӑплас тӗлӗшпе суда тӑсаҫҫӗ. Сӑлтавне вара хӗрӗн амӑшӗ судьяра ӗҫленинче кураҫҫӗ. Хӗрӗ хӑй те Балахнари судра ӗҫленӗ.

«Кстати…» телекӑларӑм каласа панӑ тӑрӑх, суда тӗрлӗ майпа тӑсма хӑтланаҫҫӗ. Сӑмахран хӗр сыв маррипе сӑлтавласа. Ҫавӑн пекех хӗр айӑпне сирес, е ӑна пӗчӗклетме тӑрӑшни сисӗнет. Шар курнӑ ен каласа панӑ тӑрӑх чи малтан хӗре хӳтӗлесе инкекре Максим Рыбакова хӑйне айӑпласшӑн пулнӑ — вӑл имӗш инкек ан тухтӑр тесе нимӗн те туман. Хальхи вӑхӑтра айӑпланакан ен Максим Рыбаков вилнине лешӗ пиҫиххипе ҫыхӑнманнипе сӑлтавласшӑн. Имӗш Кристина Короткова ҫӗр ҫухрӑмпа хӑваласа светофор ҫинче хӗрлӗ ҫутӑна пӑхмасӑр ҫул тӑваткалне вӗҫсе тухни мар ҫынна вӗлернӗ — ҫакӑ имӗш Максим пуҫӗпе асфальт ҫине пырса тӑрӑннӑран пулса иртнӗ.

Малалла...

 

Кӳршӗре
«Кстати…» репортажри сӑн
«Кстати…» репортажри сӑн

Чулхула облаҫӗнчи Сосновское поселокра хӗрӗ амӑшне сарая пурӑнма хӑваласа янӑ. Кун пирки кӳршӗ тӑрӑхра тухакан «Кстати…» телепрограмма каласа панӑ.

Татьяна Кузьминична чи малтанах аслӑ хӗрӗпе тата кӗрӳшӗпе пӗрле Макасово ялта пурӑннӑ. Анчах та хӗрӗн ҫемьипе хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн унӑн Сосновски поселока куҫма тивнӗ. Кунта унӑн хваттер пулнӑ, хваттерте кӗҫӗн хӗрӗ пурӑннӑ. Поселока куҫса килнӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн хӗрӗ аппӑшӗ хваттер пайне ан кӗрейтӗр тесе амӑшне пурлӑха хӑйӗн ҫине ҫырма ыйтнӑ. Амӑшӗ хваттере кӗҫӗн хӗрне парнеленӗ хыҫҫӑн хӗрӗ ӑна хваттере кӗртми пулнӑ. 69 ҫула ҫитнӗ хӗрарӑм суд урлӑ ӑна хваттере яма ирӗк ыйтнӑ, анчах ӗҫ ӑнман. Суд шучӗпе Татьяна Кузминичнӑн Макасово ялӗнче пурлӑх пур, прописка тӑрӑх вӑл унта тӑрать.

Хальхи вӑхӑтра карчӑк Сосновски поселокра вырнаҫнӑ сарайра пурӑнать. Кӗҫӗн хӗрӗ ултавпа туртса илнӗ хваттерӗн чӳречисем шӑп та лӑп сарай енне тухаҫҫӗ. Татьяна Кузминична урай ҫинчех ҫывӑрать, йӗри-тавра йӗкехӳресем чупаҫҫӗ. Унӑн малтан апат-ҫимӗҫ упрамашкӑн холодильник те пулнӑ, анчах хӗрӗ электричество пралукне татнӑ хыҫҫӑн вӑл ӗҫлемест.

Репортаж тухнӑ вӑхӑтра аслӑ хӗрӗ кӑнтӑрта каннӑ, кӗҫӗн хӗрӗ упӑшкипе пӗрле журналистсемпе калаҫасшӑн пулман.

Малалла...

 

Кӳршӗре
suvargazeta.ru сайтри сӑн
suvargazeta.ru сайтри сӑн

Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче Пыл сӑпасӗн фестивальне ирттерӗҫ. Унта хӑнасене ҫӗршыври регионсенчен кӑна мар, СССР йышӗнче пулнӑ республикӑсенчен те кӗтеҫҫӗ.

Уяв ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Пӗтӗм расхута «Звениговский» аш-какай комбиначӗн хуҫи Иван Казанков хӑйӗн ҫине илӗ. Уявра дегустацисем, куравсем, концертсем, конкурссем, ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ.

Аса илтерер: Сиктӗрме-Хусанкайра нумаях пулмасть чӑвашсем «Уява» пухӑннӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/80756
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...29
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.07.2024 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр - ку усӑллӑ ҫыхӑну йӗркелеме, шанчӑкла туссем тупма май парӗ. Пуҫри таракансене йӗркелеме ан тӑрӑшӑр - кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Халӗ кӑмӑл вара аван, мӗншӗн тесен ҫӑлтӑрсем лайӑх хыпар килессе е кӑмӑллӑ тӗлпулу пуласса шантараҫҫӗ.

Утӑ, 27

1932
92
«Кол­хозник ҫулӗ» (халӗ «Тӑван Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1988
36
Ефимова Серафима Мироновна, Чӑваш Радиовӗн пӗрремӗш дикторӗсен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын