Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: наркотиксем

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре ҫынсем паллӑ мар наркотикпе сиенленни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Усал япала тӗрлӗ региона пырса тивнӗ. Тухтӑрсем патне ытларах чух ҫамрӑксем лекеҫҫӗ иккен.

Аса илтеретпӗр, ҫав хатӗр наркотиксен йышне унччен кӗмен пулнӑ.

Чӑваш Енӗн тӗп наркологӗ Ирина Булыгина каланӑ тӑрӑх, темӗнле япалапа сиенленнисем пирӗн патра чи малтан авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пульницӑна лекнӗ. Кайран вӗсен йышӗ ӳссе пынӑ. Ҫак темиҫе кунта тӗрлӗ япалапа наркӑмӑшланнисем пирки шур халатлисене 46 хутчен чӗнсе илнӗ, ҫав шутран 20 хутӗнче вӗсем пӗр пекрех асапланнӑ, тепӗр майлӑ каласан, паллӑ мар япалапа сиенленнӗ пек туйӑннӑ.

Бусыгина ӗнентернӗ тӑрӑх, наркотикпе сиенленессине чарас тата унпа наркӑмӑшланнисене сиплес тесе яваплӑ тытӑмсем, Шалти ӗҫсен министерстви, наркотиксемпе кӗрешекенсем, тухтӑрсем пурте пӗр шухӑшлӑн кар тӑнӑ. Ҫавӑнпах халӗ тухтӑрсем патне ҫав сӑлтавпа лекекенсен йышӗ чакма пуҫланӑ.

 

Сывлӑх

Киров наркологӗсем улта ҫын паллӑ мар наркотик хутӑшне пула вилнине пӗлтереҫҫӗ. Халӗ стационарта 150 ҫын сипленет. Раҫҫей наркологӗсем чан ҫапаҫҫӗ. Кунашкал тӗслӗх Чӑваш Енре те пур-мӗн.

Чӑваш Енри тӗп нарколог Ирина Булыгина каланӑ тӑрӑх, ытларикунран пуҫласа ҫакнашкал наркӑмӑшланнӑ ҫынсем килме пуҫланӑ. Ку препаратсем сывлӑхшӑн сиенлине аса илтернӗ.

Сипленме килнӗ 7 ҫын — ҫамрӑксем, 18–25 ҫулсенчисем. Вӗсенчен нихашӗ те ҫав хутӑша ӑша янине астумасть. Чӑваш Енӗн тӗп токсикологӗ Александра Прохоровская каланӑ тӑрӑх, реанимацире пӗр ҫамрӑк выртать-мӗн.

Тухтӑрсем наркӑмӑшланнисене ҫӑлас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Мӗн пур органа сиплеме тивет-мӗн. Чи интересли — ку хутӑш паллӑ наркотиксен хутӑшне кӗмест. Сиенлӗскер наркотик ҫаврӑнӑшне нумаях пулмасть кӗнӗ-тӗр.

Халӗ ӑна кӳрсе килекенсене тупса палӑртас тӗллевпе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче
Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче

Ку пӑтӑрмах Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Унта хӑй вӑхӑтӗнче пурӑннӑскер ача ҫуртӗнче пурӑнакан виҫӗ ачана наркотик сутнӑ. Хутӑша туртнипе иккӗшӗ ҫавӑнтах тӑн ҫухатнӑ.

Ача ҫуртӗнче пурӑнаканскерсем хӑйсене йӗркеллех тытманнине прокуратурӑра ӗҫлекен водитель асӑрханӑ. Вӗсем виҫҫӗн пулнӑ, иккӗшӗ тӑн ҫухатнӑ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ.

Ку факт пирки прокуратура тӗрӗслев йӗркеленӗ. Наркотик туртнӑ ачасене наркӑмӑша ача ҫуртӗнче маларах пурӑннӑ 17-ри каччӑ сутнӑ иккен. Урок пуҫланас умӗн. Наркотикӑн пӗтӗмӗшле виҫи 0,77 грампа танлашнӑ. Наркотикпа суту-илӳ тӑвакан ача тӗлӗшпе нумаях пулмасть суд пулса иртнӗ. Каччӑна пилӗк ҫуллӑха юсанмалли колоние ямалла тунӑ.

Прокуратура Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн ячӗпе представлени шӑрҫаланӑ. Ӑна пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн 11 ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен ҫирӗп явап тыттарнӑ. Ҫав йыша ача ҫурчӗн директорӗпе унӑн воспиатни енпӗе ӗҫлекен ҫумӗ те лекнӗ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре наркотик хутӑшӗсемпе тата психотроплӑ япаласемпе туслисем валли реабилитаци центрӗ уҫӑлма пултарать. Ҫак ыйтӑва ӗнер наркотикпа кӗрешекен комисси ларӑвӗнче сӳтса явнӑ.

ЧР Элтеперӗн администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑлҫи федераци округӗнчи 14 регионта кунашкал центр пур ӗнтӗ. 3 субъектра ҫеҫ уҫӑлман-мӗн. Ҫав шутра — Чӑваш Енре те. ЧР Сывлӑх министерстви наркотик хутӑшӗсемпе тата психотроплӑ япаласемпе айкашакансене сиплемелли реабилитаци центрне Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр ҫумӗнче уҫма палӑртать.

Общество организацийӗсем вара наркоманипе кӗрешмелли ҫӗнӗ методикӑсем шухӑшласа кӑларма, ӑна пурнӑҫа кӗртме пулӑшӗҫ. Хальлӗхе вара наркомансене республикӑри наркологи диспансерӗнче сиплеҫҫӗ.

 

Вӗренӳ Тест тухмалли хатӗр
Тест тухмалли хатӗр

Нумаях пулмасть Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем наркотиксемпе усӑ курнипе курманнине тестпа тӗрӗсленӗ.

«Тест ирттернин тӗллевӗ — вӗренекен ҫамрӑксем наркотикпа усӑ курнине тупса палӑртасси», — тесе пӗлтерет «Каҫал Ен» хаҫат.

Теста наркотикпа усӑ курнин сиенӗ ҫинчен вӗренекенсене шухӑшласа пӑхма сӗнес тӗллевпе те ирттернӗ-мӗн. Тест 5 тӗрлӗ наркотика тупса палӑртаять иккен.

Тӗрӗслев вӗренекенсем наркотикпа усӑ курманнине кӑтартса панӑ.

Аса илтеретпӗр, 15 ҫултан аслӑраххисен тест витӗр тухма ҫырса ирӗк памалла, 14 ҫултисем валли ашшӗ-амӑшӗ килӗшни кирлӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Тунтикунтанпа республикӑра «Мӑкӑнь–2014» операци пуҫланнӑ. Ӑна ҫав культурӑна акса-лартакансене тупса палӑртас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Ҫапла, пахчара мӑкӑнь ӳстерсен йӗрке хуралҫисен куҫне ҫакланма пулать. Наркотиклӑ ӳсентӑран шутланаканскере ҫав усал йӑлапа туслисем те ним мар иленӗҫ. Йӗркеллӗ пурӑннӑ ҫӗртен шухӑшламалли тупас мар тесен пахчара мӑкӑнь кашлама памалла мар. Ҫын пахчинче ӳснине курсан йӗрке хуралҫисене пӗлтерме хушаҫҫӗ.

Мӑкӑньпе ҫыхӑннӑ акци утӑ уйӑхӗн вӗҫӗччен пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.mvd.ru/news/item/2207212/
 

Пӑтӑрмахсем

Наркотик сиенӗ пирки шкул ачисене ӑнлантараҫҫӗ-ха, анчах чӑваш ҫыртса пӑхмасӑр ӗненмест темелле-ши… Ку тӗслӗхре шӑпах ҫавӑн пек пулса тухнӑ. «Шурӑ вилӗм» сутакансемпе тӳре-шара май килне таран кӗрешет, анчах чи малтанах ҫыннӑн хӑйӗн наркотик сиенӗ пирки ӑнланмалла. Ҫамрӑк чухне вара, шухӑ вӑхӑтра, усалли хыҫҫӑн каясси те инҫех мар.

Йӗпреҫ районӗнчи пӗр шкулта ӑс пухакан 17 ҫулти арҫын ача тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 10-мӗш класра вӗренекенскере наркотик хутӑшне саккунсӑр майпа туяннӑшӑн тата упранӑшӑн айӑплаҫҫӗ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи пӗр шкулта учительсем арҫын ачан йӑлтӑркка хутлӑ чӗркем пулнине асӑрханӑ. Унта спайс пулни ҫиеле тухнӑ. Кун пирки ҫийӗнчех йӗрке хуралне пӗлтернӗ. Арҫын ачаран 0,3 грамм наркотик хутӑшӗ туртса илнӗ.

17 ҫулти арҫын ача каланӑ тӑрӑх, спайса вӑл Шупашкарта палламан ҫынсенчен тӗнче тетелӗ урлӑ туяннӑ. Лешсем каярахпа спайс ӑҫта пулнине пӗлтерсе электрон ҫыру янӑ. Шкулта вӗренекенскер кӑтартнӑ вырӑнтан наркотик хутӑшне кайса илнӗ.

Халӗ следстви пырать.

Малалла...

 

Республикӑра

Паянтан пуҫласа республикӑра «Вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтер» наркотика хирӗҫле уйӑхлӑх иртет. Ӑна республика прокуратури правӑна сыхлакан тата патшалӑхӑн влаҫ, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле йӗркелет.

Ҫак вӑхӑтра пур ҫӗрте те анонимлӑ ҫырусемпе шнкӑравсене йышӑнма майсем туса панӑ. Республика прокуратурине, сӑмахран, ирхи 9 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен 8 (8352) 39-20-12 номерпе, талӑкӗпех вара 62-48-49 номерпе пӗлтерме юрать. 8-937-013-93-41 номер ҫине СМС-хыпар та яма юрать. Е тата prokur@cap.ru адреспа электронлӑ ҫыру шӑрҫалама пулать. Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен управленин номерӗ — 8 (8352) 23-01-00, республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин — 8 (8352) 24-16-55 е 02.

Наркотик сутакансем пирки хыпара пухма ял-хуласенче ятарлӑ ещӗксем вырнаҫтарнӑ. Шупашкарта, акӑ, вӗсене «Каскад» тата «МТВ-центр» суту-илӳ центрӗсенче, «Шупашкар» пасар территорийӗнче, республика прокуратуринче, хула администрацийӗнче, Юстици ҫуртӗнче, Тӗп вокзалта, «Салют» культура ҫуртӗнче, «Ача-пӑча тӗнчи» лавкка умӗнчи пӗлтерӳсем ҫакмалли хӑма патӗнче ҫакнӑ. Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче ещӗксене ытти вырӑнта та сарасшӑн. Ещӗке пыракан ҫырусене прокуратури ҫыннисем тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑрӗҫ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Эпир пӗчӗк чухне пире мӑкӑнь шывӗ ӗҫтерсе ҫывӑратса янине анне халь те калать-ха. Кайран, ӳсерехпе, ун вӑррине епле юратса ҫиеттӗмӗр. Халӗ ӳсмест вӑл пахчара. Те вӑрӑ сапиччен тӑпӑлтарнипе пӗтрӗ вӑл — пӗлместӗп. Тепӗр тесен, паян ӑна пахчара ӳстерме юрамасть. Ӑна пухакансене вара йӗрке хуралҫисем ярса илеҫҫӗ. Ара, унтан наркотик хатӗрлеме пулать иккен те…

Тӑвай районӗнче пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче Канашран килнӗ 25 ҫулти ача йӗрке хуралҫисене ҫакланнӑ. Ҫынсен пахчине кӗре-кӗре тухакан ҫамрӑка ялти пӗр ҫын асӑрханӑ. Ку вӑл ыр шутпах ҫӳремест тесе йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Лешсем часах вырӑна килсе ҫитеҫҫӗ. Хутаҫпа ҫырма тӑрӑх пыраканскер полицейскисене курсан тарма пикенет. Анчах пӗрех ҫакланать. Наркотикпа айкашма каччӑ уйӑх каялла тытӑннине пӗлтернӗ. Астармӑшӗ ӑша кӗрет те ӗнтӗ, пахча тӑрӑх мӑкӑнь шыраса ҫӳренӗ.

Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть каччӑ тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Ӑна саккунлӑ мар майпа наркотиклӑ япалана илнӗ тата упранӑ тесе айӑпланӑ. Каччӑ ӳкӗннине, ӗҫленине, ун пирки аван характеристика пулнине кура, Турра шӗкӗр, ытлашши кӑрах явап тыттарман — 15 пин тенкӗ штрафланипе ҫырлахнӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 27

1911
113
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1918
106
РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.
1950
74
Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
46
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи