Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: 17-ри шкул ачинчен спайс туртса илнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 06.04.2014 11:47 | 1296 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Наркотик сиенӗ пирки шкул ачисене ӑнлантараҫҫӗ-ха, анчах чӑваш ҫыртса пӑхмасӑр ӗненмест темелле-ши… Ку тӗслӗхре шӑпах ҫавӑн пек пулса тухнӑ. «Шурӑ вилӗм» сутакансемпе тӳре-шара май килне таран кӗрешет, анчах чи малтанах ҫыннӑн хӑйӗн наркотик сиенӗ пирки ӑнланмалла. Ҫамрӑк чухне вара, шухӑ вӑхӑтра, усалли хыҫҫӑн каясси те инҫех мар.

Йӗпреҫ районӗнчи пӗр шкулта ӑс пухакан 17 ҫулти арҫын ача тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 10-мӗш класра вӗренекенскере наркотик хутӑшне саккунсӑр майпа туяннӑшӑн тата упранӑшӑн айӑплаҫҫӗ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи пӗр шкулта учительсем арҫын ачан йӑлтӑркка хутлӑ чӗркем пулнине асӑрханӑ. Унта спайс пулни ҫиеле тухнӑ. Кун пирки ҫийӗнчех йӗрке хуралне пӗлтернӗ. Арҫын ачаран 0,3 грамм наркотик хутӑшӗ туртса илнӗ.

17 ҫулти арҫын ача каланӑ тӑрӑх, спайса вӑл Шупашкарта палламан ҫынсенчен тӗнче тетелӗ урлӑ туяннӑ. Лешсем каярахпа спайс ӑҫта пулнине пӗлтерсе электрон ҫыру янӑ. Шкулта вӗренекенскер кӑтартнӑ вырӑнтан наркотик хутӑшне кайса илнӗ.

Халӗ следстви пырать. Ӗҫ-пуҫа тӗпӗ-йӗрӗпе тӗпчеҫҫӗ.

#ҫамрӑксем, #наркотиксем, #Йӗпреҫ районӗ, #пӑтӑрмахсем, #шкулсем

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.07 08:42
"Следстви версийĕ" вырăнне чăвашла е чăваш чĕлхипе пĕртăван чĕлхери сăмахсемпе çырма сĕнетĕп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем