Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Наркотик ӑҫта сутнине пӗлтер

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 17.03.2014 13:47 | 1706 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Паянтан пуҫласа республикӑра «Вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтер» наркотика хирӗҫле уйӑхлӑх иртет. Ӑна республика прокуратури правӑна сыхлакан тата патшалӑхӑн влаҫ, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле йӗркелет.

Ҫак вӑхӑтра пур ҫӗрте те анонимлӑ ҫырусемпе шнкӑравсене йышӑнма майсем туса панӑ. Республика прокуратурине, сӑмахран, ирхи 9 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен 8 (8352) 39-20-12 номерпе, талӑкӗпех вара 62-48-49 номерпе пӗлтерме юрать. 8-937-013-93-41 номер ҫине СМС-хыпар та яма юрать. Е тата prokur@cap.ru адреспа электронлӑ ҫыру шӑрҫалама пулать. Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен управленин номерӗ — 8 (8352) 23-01-00, республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин — 8 (8352) 24-16-55 е 02.

Наркотик сутакансем пирки хыпара пухма ял-хуласенче ятарлӑ ещӗксем вырнаҫтарнӑ. Шупашкарта, акӑ, вӗсене «Каскад» тата «МТВ-центр» суту-илӳ центрӗсенче, «Шупашкар» пасар территорийӗнче, республика прокуратуринче, хула администрацийӗнче, Юстици ҫуртӗнче, Тӗп вокзалта, «Салют» культура ҫуртӗнче, «Ача-пӑча тӗнчи» лавкка умӗнчи пӗлтерӳсем ҫакмалли хӑма патӗнче ҫакнӑ. Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче ещӗксене ытти вырӑнта та сарасшӑн. Ещӗке пыракан ҫырусене прокуратури ҫыннисем тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Хӗрӳ лини ҫине, СМС-хыпарпа е электрон адреспа килекен хыпарсене те шута илӗҫ.

#наркотиксем, #Шупашкар, #Каскад, #МТВ-Центр

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.03.17 23:46
Ку «Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер» наркотика хирĕçле уйăхлăха вырăссем валли çеç иртереççĕ пулĕ, сăнӳкерчĕкне курсан.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем