
Якутскра тухса тӑракан «Чолбон» журналта чӑваш ҫыравҫин калавӗ саха чӗлхипе пичетленсе тухнӑ. Кунта сӑмах Дмитрий Моисеев пирки пырать.
Автор халах тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, журналӑн ҫӗнӗ номерне унӑн тӗп редакторӗ, Раҫҫей писателӗсен союзӗн правлени членӗ Гаврил Андросов номерне ярса панӑ.
«Журналта манӑн пӗрремӗш кӗнекене кӗнӗ «Пушар хыҫҫӑн» калав саха чӗлхипе пичетленнӗ. Вырӑсларан сахалла хайлава Лилия Иванова куҫарнӑ. Чӗререн тав тӑватӑп», — хыпарланӑ ҫыравҫӑ.

Питӗрте пурӑнакан чӑвашсем Кӗр сӑрине пуҫтарӑнӗҫ. Уява чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Питӗрти Loft Stori залӗнче ирттерӗҫ.
Хӑнасене 14 сехет те 30 минута пыма чӗнеҫҫӗ. Уяв каҫӗ 15 сехетре пуҫланӗ. Вал 18 сехет те 30 минтучен пырӗ. Унта чӑваш юрри-ташши, чӗлхи янӑрӗ, авалхи ырӑ йӑла-йӗркене аса илӗҫ.

Паян, чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ тӳлевсӗр концерта йыхравлать. Вӑл Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче иртӗ.
«Юрла кӑна, юрла» концерт программинче тӑван халӑхӑмӑр композиторӗсен хайлавӗсем пулӗҫ.
Ансамбль историйӗнче коллективӑн ертӳҫисем Ф.М. Лукин тата А.Г. Орлов-Шуҫӑм, дирижер-хормейстерӗ Г.С. Лебедев тарӑн йӗр хӑварнӑ. Вокалпа хор хайлавӗсем енчен А.Г. Васильев самай пуянлатнӑ. Хальхи вӑхӑтри репертуарта вара А.Н. Никитин, Л.В. Чекушкина, А.А. Осипов хайлавӗҫем чылай.
Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

Пушкӑртстанри чӑвашсен «Урал сасси» хаҫатне кӑларса тӑма тытӑннӑранпа кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче 35 ҫул ҫитнӗ. Ӗнер вара «Хыпар» издательство ҫуртӗнче асӑннӑ каларӑм редакторӗ Юрий Михайлов пулнӑ.
«Пелепейри информаци центрӗн «Урал сасси» хаҫат редакторӗ Юрий Николаевич Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ пулин те, чӗререн хисеплесе ентешех тесе калас килет манӑн ӑна. Юрий Николаевич Пушкӑртстанра ытларах та пурӑнать, вӑл унта ҫамрӑклах тӗпленнӗ», — хыпарланӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Пушкӑрт ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, «Хыпар» издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторӗ Елена Атаманова.
«Урал сасси» хаҫат хӑйӗн сумлӑ юбюилейне «хыпарҫӑсене» йыхравлама Шупашкара килнӗ.

Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракансен алҫырӑвӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ чӑваш ҫыравҫисене преми парса кӑҫал та хавалантарма йышӑннӑ.
Шкул ҫулне ҫитменнисемпе кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ «Акуш» алҫырушӑн Николай Ларионова 50 пин тенкӗ лекӗ. Вӑтам шкул ҫулӗсенчи ачасем валли Римма Прокопьева ҫырнӑ «Пӗчӗкки» тата аслӑ ҫулсенчи ачасем валли Владимир Степанов «Ӑннӑ та ӑнман кун» алҫырусемшӗн 75-шер пин тенкӗ парӗҫ.

Питӗр хулинчи «Выборгская сторона» (чӑв. Выборг тӑрӑхӗ) клубра Алиса Шарпаева художник-модельерӑн «Современные украшения женского костюма» (чӑв. Хӗрарӑм тумӗн хальхи вӑхӑтри эрешӗсем) куравӗ иккӗмӗш эрне ӗҫлет иккен.
Унта чӑвашсем пуҫа тӑхӑнакан тӗрлӗ хатӗрпе, саппунсемпе, тутӑрсемпе, мӑй ҫыххипе, тӗрлӗ эрешпе паллашма пулать.
Алиса Семёновна Питӗрти чӑвашсен культура обществин хастар членӗсенчен пӗри.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Республикӑри кинематографистсен союзӗн ертӳҫи, «Сувар-фильм» телевидеокомпани президенчӗ, Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Олег Цыпленков 65 ҫул тултарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: Олег Цыпленков — чӑваш тӗнчин хастарӗ, Чӑваш Енри кинематографистсен союзӗн ертӳҫи ҫеҫ мар, вӑл «Чунҫӳрев» йӗркелекенӗ те.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ултияр Цыпленковӑн фотокуравӗ уҫӑлнӑ. Курава унӑн ҫавра кунне те халалланӑ. Кун пирки Лидия Филиппова журналист мессенджерсенчи ушкӑнсенчен пӗринче пӗлтернӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑксем чӑвашла эрешлӗ татуировкӑсем тутарма юратаҫҫӗ. Кун пирки Телеграмри «Чувашский край» (чӑв. Чӑваш тӑрӑхӗ) каналта пӗлтернӗ.
Ӳт ҫине (ал-ура, мӑй тата ытти те) ҫине илемлӗ ӳкерчӗксем ӳкерсе хураҫҫӗ: эрешсем, элемсем, орнаментсем, рунӑсем... Пӗр-пӗр сӑмаха чӑвашла та ҫырса хураҫҫӗ.

Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑваш диаспорин ачисем Шупашкара пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем валли кӑҫал та «Эткер» этнокультура уйлӑхӗ ӗҫлӗ.
Ачасене хальхинче ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) санаторийӗнче утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикине Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Самар, Тӗмен тата Чулхула облаҫӗсенчи 37 ача килсе ҫитмелле. Вӗсем — чӑваш челхипе тата культурипе тӗрлӗ олимпиадӑра тата конкурсра ҫӗнтернӗскерсем, чӑваш чӗлхине вӗрентекен шкулсенчи чи пултаруллӑ ачасем. Вӗсемпе пӗрле хамӑр регионти маттур арҫын ачасемпе хӗрачасем те канӗҫ.
Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Красноармейски районӗнчи краеведени музейӗнче Культура ҫулталӑкне халалласа «Асамлӑ тӗрӗ-ҫӗвӗ тӗнчинче ӑсталаннӑ Трак ен ҫи-пуҫӗ» темӑпа ал ӑстисен куравӗ уҫӑлчӗ. Чаплӑ курав тесен те йӑнӑш пулмӗ. Курава тӑратнӑ кашни экспонат куҫа илӗртет, чунра ырӑ туйӑм ҫуратать. Курса киленме те, пӑхса тӑранма та май ҫук. Асатте-асаннесен авалхи ҫи-пуҫӗнчен пуҫласа паянхи илемлӗ тумтир таранах паллашма пулать унта. Ҫавсене йӑлтах халӑх алли ӑсталанӑ, тӗрлӗрен тӗрӗ-эрешпе илемлетнӗ. Мӗн чухлӗ ӑсталӑх, пултарулӑх, тӑрӑшулӑх, чӑтӑмлӑх, хастарлӑх, ыркӑмӑллӑх, чунлӑх палӑрса тӑрать ҫав япаласенче. Кашни япали – пысӑк пуянлӑх. Харпӑр хӑй илемлетсе ӑсталанӑ ӗҫсене нимӗнле укҫапа та виҫме май ҫук. Вӗсене ӑшӑ куҫпа та чунпа ҫеҫ хаклама пулать. Кашни япалинех юратса тунӑ. Ҫавӑнпа илемлӗ те вӗсем, ҫавӑнпа чуна тыткӑнлаҫҫӗ те.
Музей ӗҫченӗ Валентина Аркадьевна Тихонова Трак енри ал ӑстисемпе калаҫса, кашни япалишӗн яваплӑха хӑй ҫине илсе ҫак курава йӗркелеме пултарнӑ. Экспонатсене пӗлсе вырнаҫтарнӑ вӑл: эстетика тӗлӗшӗнчен те паха, содержани енчен те пуян.
