
Чулхула чӑвашӗсем наци культурисен фестивальне хутшӑннӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Алина Артемьева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ.
Чулхула облаҫӗнчи Канавинск районӗнчи «Мы вместе!» (чӑв. Эпир пӗрле) VII фестиваль Маргарита Назарова ячӗллӗ Чулхулари циркра иртнӗ.
Кӑҫалхи фестивале Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятие Чулхула тӑрӑхӗнчи 2 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Фестивале вӑрҫӑ ветеранӗсем те курма пынӑ. Халӑха савӑнтарма 15 наци диаспорин, общество организацийӗсен пайташӗсем пуҫтарӑннӑ. «Чулхулари чӑвашсен наципе культура автономийӗ» общество организацийӗн «Чулхула чãвашēсем» фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ.
Алина Артемьева пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль вырӑнти циркӑн асра юлмалли программипе вӗҫленнӗ.

Пушкӑртстанри чӑваш хӗрӗ «МИСС INTERNATIONAL – UFA» конкурсра хӑйӗ пултарулӑхӗпе тата тӑван халӑхӑмӑр культурипе паллаштарӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикин тӗп хулинче иртӗ. Унта 12 халӑх хӗрӗ хутшӑнӗ.
З.Г. Исмаилов ячӗллӗ Ӗпхӳри ӳнер институтӗнче вокал ӑсталӑхне алла илекен Екатерина Емельянова чӑваш халӑх юррисене илемлӗ шӑрантарать иккен. Вӑл фольклора та юратать. Екатерина амӑшӗпе асламӑшӗ чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнине итлесе ӳснӗ. Амӑшӗпе иккӗшӗ Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи чӑвашсен фольклорне пухаҫҫӗ. Ҫакна вӗсем аслӑ ӑрурисем ҫак тӗнчерен кайсан вӗсенче упраннӑ халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗрки, юрри-сӑвви ҫӗр ҫинчен ан ҫухалтӑр тесе хӑйсен кӑмӑлӗпе пуҫӑннӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулленех тӗрлӗ конкурс, смотр тата фестиваль чылай иртет. Культура ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пынине халалласа раштавӑн 13-мӗшӗнче районти Культура керменӗнче «Иксӗлми Чутай ҫӑлкуҫӗсем» фольклор фестивалӗ пулса иртрӗ. Фестивале хутшӑнакансем Чутай халӑхӗн ӗлӗкхи юрри-ташшипе куракансем умне тухрӗҫ. Фольклор уявне районта тӑххӑрмӗш хут ирттереҫҫӗ, кӑҫал та районти пур ял тӑрӑхӗнчи артистсем те хаваспах хӑйсен пултарулӑхӗпе халӑха савӑнтарчӗҫ.
Кашни ял тӑрӑхӗнче фольклор ушкӑнӗ чӑмӑртаннӑ, вӗсем ҫулленех районта иртекен пур мероприятие те хастар хутшӑнаҫҫӗ: «Шупуҫ» (Кив Атикасси ял тӑрӑхӗ), «Шанчӑк» (районти ветерансен коллективӗ), «Сӑр таппи» (Пантьӑк ял тӑрӑхӗ), «Хӑнатар» (Тралькасси ял тӑрӑхӗ), «Ҫартмас» (Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗ), «Этмен» (Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗ), «Айхол» (Атнар ял тӑрӑхӗ), «Хӑмӑш» (Питӗркасси ял тӑрӑхӗ), «Урпаш» (Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗ), «Артанас» (Акчикасси ял тӑрӑхӗ), «Шокӑль» (культурӑпа кану центрӗ) тата «Шуҫӑм» (Штанаш ял тӑрӑхӗ).
Жюри пайташӗсем — районти культура пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов, Хӗрлӗ Чутайри ачасен ӳнер шкулӗн преподавателӗ Валентина Грачева, райадминистрацин культурӑпа, спорт тата архив уйрӑмӗн тӗп специалист-эксперчӗ Алина Михуткина — фестивале хутшӑннӑ пур ушкӑна та диплом парса чысларӗҫ.
