Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: студентсем

Сывлӑх

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗ, медицина факультетӗнче реаниматолога вӗренекенскер, пандеми пуҫлансан медбратра ӗҫлеме пуҫланӑ. Дежурствӑран пушӑ вӑхӑтра Висраил Хаманаев Чӑваш Енре пурӑнакансене лезгинка ташлама вӗрентет.

Студент «Дети гор» ансамбль йӗркелесе янӑ, ӑна хӑйех ертсе пырать. Ун патӗнче чӑвашсем те, эрменсем те, аварсем те, чеченсем те, азербайджансем те ташлаҫҫӗ.

Занятисем хыҫҫӑн Висраил пульницӑна 12 сехетлӗхе дежурствӑна васкать. Кӑҫал кӗркунне вӑл экзаменсем тытать, ун хыҫҫӑн ординатурӑна куҫӗ. Ӑна вӑл ӑҫта ирттерессине хальлӗхе палӑртман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76677
 

Вӗренӳ

Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсене, пӗрремӗш компонентпа вакцинациленменнисене, экзамена, аслӑ шкула кӗртме пӑрахӗҫ. Унашкаллисене дистанци мелӗпе вӗренме ярӗҫ.

Кун пирки аслӑ шкулӑн ректорӗ хушу кӑларнӑ-мӗн. Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен вара иккӗмӗш компонентпа вакцинациленменнисене кӗртме пӑрахӗҫ.

Анчах хальлӗхе университетра ку хыпара ҫирӗплетсе калаймаҫҫӗ, хушӑва татӑклӑн йышӑнман-мӗн. Студентсем экзаменсене дистанци мелӗпе те тытма пултараҫҫӗ иккен.

 

Сывлӑх
gazetanovoros.ru сайтри сӑн
gazetanovoros.ru сайтри сӑн

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсене кӑшӑлвирусран прививка тунӑшӑн укҫа параҫҫӗ. Кун пирки университет «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.

Вакцинациленнисене 1500 пин тенкӗпе хавхалантарма йышӑннӑ. Ку укҫана тӳлевлӗ вӗренекен студентсем те илееҫҫӗ. 1500 тенке ку вӗренӳ ҫулӗнче пӗр хутчен илме май пур. Студент билечӗ тата вакцинациленнине ӗнентерекен сертификат ҫеҫ кӑтартмалла.

Кирлӗ документсене тӑратнӑ стедентсене укҫана стипендипе пӗрле парӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74825
 

Пӑтӑрмахсем

Египетран Чӑваш Ене вӗренме килнӗ студент тӗнче тетелӗнче лавкка уҫса наркотик сутнӑ. Ӑна пулӑшакансем те пулнӑ. ЧР прокуратури виҫӗ ҫын тӗлӗшпе айӑплав алӑ пуснӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, студент лавккана пӗлтӗр уҫнӑ. Ҫак ӗҫе вӑл Египетран килнӗ тепӗр ҫынна тата пирӗн республикӑри хӗре явӑҫтарнӑ. Вӗсем вӑл каланипе наркотике вӑрттӑн вырӑнсем урлӑ сутнӑ.

Ҫак ӗҫе йӗрке хуралҫисем чарса лартнӑ. Вӗсем пурӑнакан вырӑна ухтарсан 300 грамм наркотик тупнӑ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе кӗҫех Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.

 

Хулара

Паян Шупашкара Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ ҫитнӗ. Вӑл кунта нумаях пулмӗ, паянах, 16 сехетре, тапранса малалла кайӗ.

«Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Хусанта, Шупашкарта тата Муромра куҫса ҫӳрекен музея шкул ачисем тата студентсем ҫеҫ кӗме пултарни пирки пӗлтернӗ. Ушкӑнсене вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин управленийӗн органӗсен йӗркелемелле.

Паян экспозиципе ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та паллашнӑ. Унпа пӗрле транспорт министрӗ Владимир Осипов, журналистсем пулнӑ. Паян пуйӑс патӗнче черет пулнӑ. Ушкӑнсене 12-шер ҫын кӗртнӗ.

Пуйӑса лекес тесен маларах ҫырӑнмалла пулнӑ.

 

Раҫҫейре
 stihi.ru сайтри сӑн
stihi.ru сайтри сӑн

Ҫу уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче шкул ачисем те, студентсем те каникула кайӗҫ. Кун пирки РФ вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Дмитрий Афанасьев тата ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ.

Аслӑ шкулсенче каникул пирки хушу хатӗрлеҫҫӗ. Ҫапах канасси пирки аслӑ шкул ертӳлӗхӗ татӑклӑн калӗ.

Шкул ачисем те каникула кайма пултараҫҫӗ. Ҫутӗҫ министерстви ҫапла сӗннӗ. Ача пахчисенче дежурнӑй ушкӑнсем ҫеҫ ӗҫлӗҫ.

Аса илтерер: Владимир Путин президент ҫу уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче канасси пирки хушу кӑларнӑ.

 

Культура

Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче нарӑс уйӑхӗн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 15 сехетре республикӑри паллӑ литература критикӗпе, публицистпа, филологи ӑслӑлӑхсен кандидачӗпе Атнер Хусанкайпа тӗлпулу иртӗ.

Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, калаҫӑва библиотекӑн 150 ҫулхи юбилейне халалланӑ. Мероприятие йӗркелекенӗсем — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн студенчӗсем Татьяна Андреевӑпа Ираида Иванова.

Атнер Петрович кӗнеке пурнӑҫра мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен каласа кӑтартӗ, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗпе ҫеҫ мар, ҫӗршыври тата тӗнчери вулавӑшсемпе ҫыхӑннӑ аса илӳсемпе паллаштарӗ.

Калаҫупа Наци вулавӑшӗн Ютубри каналӗнче паллашма май килӗ.

 

Вӗренӳ
ЧПУ тунӑ сӑн
ЧПУ тунӑ сӑн

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн 2-мӗш общежитийӗнче халӗ хӑтлӑ та таса, ҫутӑ та тирпейлӗ. Паян юсаса ҫӗнетнӗ общежитие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.

Вӑл 2019 ҫулхи кӗркуннерен реконструкцире пулнӑ. Ӑна кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче туса пӗтермелле пулнӑ. Ӗҫе вара маларах вӗҫленӗ.

Реконструкци 158 миллион тенке кайса ларнӑ. 139,6 миллион тенки – федераци хыснинчен. 18,4 миллион тенки – ЧПУ хыснинчи мар нухрат.

Унччен общежити 5 хутлӑ пулнӑ, халӗ вара – 6. Реконструкиц вӑхӑтӗнче 1 хут ҫӳллӗрех тунӑ. Ҫавна май унти лапам 2 пин тӑваткал метр ытларах пулса тӑнӑ. Халӗ лифт та пур.

Перепланировка тунӑ май пурӑнмалли вырӑнсен шучӗ 1,5 хут ӳснӗ. Халӗ 163 пӳлӗм, унта 320 ҫын вырнаҫаять. Кашни пӳлӗмре тӗнче тетелне кӗме май пур. Пӳлӗмсем пысӑкланнӑ, кашни студент пуҫне – 7,5 тӑваткал метр.

Общежитире медицина факультетӗнче вӗренекен 320 студент пурӑнӗ. Вӗсенчен 80-шӗ – ют ҫӗршыврисем.

 

Сывлӑх

Паян кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперштабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Роспотребнадзор унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем кӑшӑлвируспа чирленӗ.

Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре вӗренӳ организацийӗсенче кӑшӑлвируспа чирленӗ 14 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Шупашкарта – 9, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 11, Канашра 2, районсенче 2 тӗслӗх.

Ҫавӑн пекех ача пахчисенче те чирлекенсем пур. Ултӑ шкулта, виҫӗ техникум-колледжра кӑшӑлвируспа аптӑранӑ ҫынсене тупса палӑртнӑ. Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче виҫӗ студент инфекциленнӗ.

 

Сывлӑх
mk-tuva.ru сайтри сӑн
mk-tuva.ru сайтри сӑн

Пульницӑсенче практика тухакан студентсене 7-10 пин тенкӗ тӳлӗҫ. Кун пирки хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Ку, паллах, кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ. Чирлекенсем нумайран тухтӑрсем ӗлкӗреймеҫҫӗ, ҫитмеҫҫӗ. Ҫавна май ку ӗҫе медицина факультетӗнче вӗренекен студентсене явӑҫтарма шутланӑ. Чӳк-раштав уйӑхӗсенче пульницӑсенче практика тухакан студентсене укҫа тӳлӗҫ.

Професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ учрежденийӗнчи ҫамрӑксене – 7 пин тенкӗ, аслӑ шкулта ӑс пухакан студентсене 10 пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Палӑртмалла: пульницӑсене 668 студента практикӑна янӑ, вӗсенчен 359-шӗ – И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетӗнче вӗренекенсем. 309 студент – Шупашкарти медицина колледжӗнчен.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 26
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне хӑвӑра аталантарма, карьерӑра хӑпарма майсем туса парӗ. Сирӗн лидер пулас килет — лару-тӑру та сирӗн майлӑ пулса пырӗ. Анчах ҫынпа хутшӑннӑ чухне ытлашши кӑнттам ан пулӑр. Ӗҫре хӑвӑрӑн пултарулӑха кӑтартма пултаратӑр. Анчах хӑвӑр ҫине ытлашши нумай ӗҫ ан илӗр. Харпӑр пурнӑҫра ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнӑва йӗркелеме май пулӗ. Вӑй-хал халӗ сирӗн нумай, анчах ӑна кирлӗ ҫӗре ямалла: спорт: вӗренӳ, пултарулӑх.

Юпа, 03

1926
99
Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1985
40
Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2018
7
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи