Ырантан, раштавӑн 1-мӗшӗнчен, Шупашкарта Хӗл мучин почти ӗҫлеме тытӑнӗ. Йӑлана кӗнӗ конкурса 14 ҫул тултарман ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Ачасем ҫырура хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем пирки, ырӑ ӗҫсем туни ҫинчен ҫырса кӑтартма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене палӑртаяҫҫӗ: вӗсем Хӗл мучипе Юр пике пулнӑ тӑк мӗн тӑвӗччӗҫ?
Ҫырӑвӑн чӗлхине, унӑн содержанине хаклӗҫ. Вӗсене ӳкерчӗксемпе, аппликацисемпе, мишурапа, хӑюпа, вӗтӗ шӑрҫапа илемлетме юрать. Ҫырӑва ӑҫта ямалла?
Хӗл мучин почти Шупашкарти пур вулавӑшра те ӗҫлет. Раштавӑн 18-мӗшӗнчен пуҫласа вара Хӗл мучин тӗп почтине ҫыру ҫырма юрать. Вӑл хальхи пултарулӑхӑн «Ҫеҫпӗл» академийӗнче уҫӑлӗ.
Конкурса ҫырусене раштавӑн 24-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене раштавӑн 27-мӗшӗнче академире 14 сехетре чыслӗҫ (Шупашкар, Мускав проспекчӗ, 33-мӗш ҫурт).
Пӑтӑрмахла ку ӗҫ Канаш районӗнчи пӗр ялта пулса иртнӗ. Унти ҫыхӑну уйрӑмне ертсе пыракан 24 ҫулти хӗрарӑм почта уйрӑмӗнче укҫа тухманнине пенси укҫипе саплаштарнӑ. Хӑйӗнпе мар. Ҫамрӑкскерӗн хӑйӗн тухман-ха ун пекки. Пӗр ялта пурӑнакан ватӑн шучӗпе.
«Хӗрхеннипе саплаштарас тенӗ-ши вара лешӗ е тӑванӗ пулман-ши?» — тесе шухӑшлас килӗ те вулаканӑн. Ҫук ҫав. Никам та мар. Ют ҫын кӑна.
Тӗрӗссипе, хайхи ватӑ хӑй пенсине почта уйрӑмӗн пуҫлӑхне тыттарман. Лешӗ хут ҫинче пенси тӳленӗ пек кӑтартнӑ та укҫине паман. 9624 тенке вӑл почтӑра укҫа тухманнине саплаштарма янӑ. Ҫавӑн пек правурланнӑшӑн халӗ хӗрарӑм тыткаларӑшне судра пӑхса тухӗҫ. Ӗҫне пуҫиле майпах пуҫарнӑ. Халӗ ӑна вырӑнти прокуратура суда ҫитернӗ.
Почта тем тӗрлӗ конверт та кӑларса пӑхать-ха. Ку хыпар вара пире, чӑвашсене, чӑнипех савӑнтарать.
Паллӑ режиссер тата драматург Леонид Родионов ҫуралнӑранпа нумаях пулмасть 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май «Марка» издательство центрӗ, Раҫҫей почтин Чӑваш Енри филиалӗ сӗннипе Леонид Родионовӑн сӑнӳкерчӗкӗпе конверт кӑларнӑ иккен. ӑна вӑл 500 пин экземплярпа пичетленӗ. «Пӗр пайӗ республикӑри почта уйрӑмӗсене ҫитнӗ те ӗнтӗ, ыттисем тӗнче тӑрӑх саланӗҫ, ентешӗмӗр ҫинчен тӗрлӗ халӑх ҫыннине пӗлтерӗҫ», — тесе хыпарлать кун пирки «Хыпар» хаҫат сайчӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫур ӗмӗр ӗҫленӗ вӑхӑтра Леонид Родионов 130 ытла спектакль лартнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл хӑй те пьесӑсем ҫырнӑ, куракан патне ҫитернӗ.
Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Раҫҫейре юридици пӗлтерӗшлӗ корреспонденци валли электрон форматпа ятарлӑ тытӑм ӗҫлесе каймалла.
Вӑл пӗлтерӗшлӗ документсемшӗн хӑйне евӗр e-mail. Унпа организацисем те, ҫынсем те усӑ курма пултарӗҫ. Унпа усӑ курнӑ чухне электрон мелпе алӑ пусӗҫ. Вӑл тулли документ шутланӗ. Тӗслӗхрен, унпа судра та усӑ курма пултарӗҫ.
Ҫапла майпа ҫынсене тӗрлӗ документ ярса пама май пулӗ: суда каймалли повестка, штраф пирки пӗлтерни тата ытти те. Ҫыру ҫыннӑн харпӑр электрон пӳлӗмне килӗ.
Тытӑма Роскомнадзор тӗрӗслесе тӑрӗ. Электрон ҫырусене вара Раҫҫей Почти илсе ҫитерӗ. Тытӑма патшалӑх сайчӗсемпе ҫыхӑнтарӗҫ.
Проекта нарӑс уйӑхӗнче пуҫарма шутлаҫҫӗ. Ӑна халӗ тӗрӗсленӗ ӗнтӗ. Хӑш-пӗр япалана ҫеҫ тумалли юлнӑ. Раҫҫей Почти кун валли 1 уйӑха яхӑн ҫеҫ кирлӗ тесе шутлать.
Юпан 9-11-мӗшӗсенче Чӑваш Енре иртекен «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлӑва тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак уяв тӗлне вӑй-хал культурине халалланӑ открыткӑсем тухӗҫ. Ҫавна май «Спортпа туслӑ Чӑваш Ен» конкурс ирттереҫҫӗ. Унта кашниех хатшӑнма пултарать.
Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, совет тапхӑрӗнче спорт почта открыткисенче тӑтӑшах тӗл пулнӑ. Раҫҫейре вара ку пӗрремӗш хут пулӗ.
Почта ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем Раҫҫее Шупашкар спорт хули пулма тивӗҫлине кӑтартасшӑн. Ӗҫсене авӑнӑн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Финала тухнисем хӑйсем ӳкернӗ 100 открыткӑна тивӗҫӗҫ.
Палӑртмалла: вӑл «Чун чӗререн!» конкурспа килӗшӳллӗн иртет. Проект тӗллевӗ — открыткӑсенче чӑваш культурин хӑйнеевӗрлӗхне, йӑли-йӗркине, ӳнер пултарулӑхне кӑтартасси.
Кирек епле уяв умӗн те пӗр-пӗр объект уҫма тӑрӑшаҫҫӗ те, Шупашкар 545 ҫул ҫитнине уявланӑ май тӗп хуламӑрта ҫӗнӗ почта уйрӑмӗ уҫӑлнӑ. 24-мӗш номерлӗскерте таможня тӗрӗслевӗн вӑхӑтлӑх зони вырнаҫнӑ.
Таможньӑн тӗрӗслев зони вырнаҫнӑ почта уйрӑмӗсем Шупашкарта тек ҫуккине шута илсен вӑл ыттисенчен уйрӑлса тӑни каламасӑрах паллӑ.
Халӑхсем хушшинчи посылкӑсене пӑхтарас тесен ӑна илекенсен маларах тавара вӑхӑтлӑх упрамалли склада, вӑл вара Шупашкра хӗрринче вырнаҫнӑ, ҫитме тивнӗ. Ӳлӗмрен клиентсем кӑмӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ. Ҫак шухӑша Раҫҫей почтин Чӑваш Енри пуҫлӑхӗ Владимир Тимофеев палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ уйрӑма уҫнӑ май ҫӗнӗ почта открыткисене те кӑтартнӑ. Шупашкарӑн 550 ҫулхине, Чӑваш АССРӗн 100 ҫулхине халалласа Раҫҫейӗн почти вырӑнти тематикӑллӑ открыткӑсем, конвертсем тата маркӑсем кӑларма палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн художество музейӗпе, ӳнер шкулӗсемпе тата республикӑра пурӑнакансемпе пӗр шухӑшлӑ пулса кӑҫал кӑна маркӑсӑр 50 тӗрлӗ открытка кӑларнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытнӑй ҫыхӑну уйрӑмӗн почтальонӗ Наталья Степанова «2014-мӗш ҫулхи чи лайӑх почтальон» професи ӑсталӑхӗн пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ӗнер, Раҫҫей почтин кунӗ умӗн, Мускавра пӗтӗмлетнӗ. Малти икӗ вырӑна Калининградпа Иркутск облаҫӗсенчи почтальонсем тухнӑ.
«2014-мӗш ҫулхи чи лайӑх почтальон» конкурс виҫӗ тапхӑрпа иртнӗ. Малтанах регионсенче, кайран округсенче, унтан — Раҫҫей шайӗнче. Ӑмӑртӑва хутшӑннисем хӑйсен квалификацийӗпе пӗрлех этемри чи лайӑх енсене те кӑтартнине пӗлтерет Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерстви. Ара, почтальонсен ӗҫре ҫынпа калаҫма та пӗлмелле, начар кӑмӑл-туйӑма та ирӗке ямалла мар. Финала тухнисене Раҫҫей почтин гендиректорӗ Дмитрий Страшнов ертсе пыракан тӳресем хакланӑ.
Калининград облаҫӗнчи ҫӗнтерӳҫе УАЗ «Патриот» автомобиль парнеленӗ. Опытнӑй ҫыхӑну уйрӑмӗн почтальонне Наталья Степанована тата ытти финалиста скутер парнеленӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫыннӑн Тӑван Ҫӗршувӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне хӑйӗн ячӗпе тав сӑмахӗ калама май пур. «Раҫҫей почти» «Ентешсем тав туни» ятпа Пӗтӗм Раҫҫей акцине ирттерет. Кун пирки Муркаш район администрацийӗ пӗлтерет.
Тӑван Ҫӗршувӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен — вӑл шутра фронтовиксен те, тыл ӗҫченӗсен те йышӗ ҫул иртнӗҫемӗн сахалрах та сахалрах. Хальхи вӑхӑтра республикӑра кун пек 20 509 ветеран пурӑнать.
Пирӗн тивӗҫ — кун пек ҫынсене савӑнӑҫ саманчӗ парнелесси, тав сӑмахӗ ҫырса открытка ярса парасси. Сӑмахӗсем ансат: «Хисеплӗ ветеран! Ҫӗнтерӳшӗн Пысӑк тав Сире! Эпир Сирӗн паттӑрлӑха асра тытапӑр, Сирӗнпе мухтанатпӑр!» Хыҫҫӑн открыткӑна почта ещӗкне яма ан манӑр. Эсир ветеранӑн ятне те, ӑҫта пурӑннине те пӗлместӗр пулӗ. Анчах шанма пултаратӑр: «Раҫҫей почти» сирӗн салам сӑмахӗсене ветеран патне ҫитерӗ.
Ветерана эсир ҫавӑн пекех почта ҫыхӑнӑвӗн операторӗ, почтальон урлӑ та саламлама пултаратӑр, открыткӑпа пӗрле парне те туянса пама май пур. Почтальонсем сирӗн открыткӑсемпе парнесене Раҫҫей Президенчӗн саламӗпе пӗрле ветерана ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ҫитерсе парӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра ҫынсем хыпар-хӑнара тӗнче уҫлӑхӗнче пӗлме кӑмӑллаҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Ҫапах та хаҫат-журнал ҫырӑнса илекенсем те пур-ха. Вӑт вӗсем валли шӑпах ырӑ хыпар. Ҫак уйӑх вӗҫлениччен хӑш-пӗр хаҫата унчченхи хаксемпе ҫырӑнма пулать тесе пӗлтерет республикӑн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерстви.
Йӳнӗпе, кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫул валли ҫырӑнтарнӑ хаксемпе, кӑҫалхи иккӗмӗш ҫул ҫул валли пичет кӑларӑмӗсемлӗ пулас тесен почтальон патне васкамалла. Ҫапла, теприсем патне васкамалла. Атту хӑш-пӗр почтальона кӑнтӑрла хунарпа шырасан тупаймӑн теҫҫӗ ҫынсем. Ара, хӑшӗсем ӗлӗкхилле пысӑк сумкӑпа мӗкӗрленсе ҫӳресшӗнех мар. Шупашкар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан кинемей каласа панӑ тӑрӑх, район хаҫатне ҫырӑнас тесе почтальон хаҫат валеҫнӗ чух виҫӗ хутчен сиксе тухнӑ вӑл урама. Лешӗ кашнинчех тарса ӗлкӗрет имӗш. Ҫук-ха, тарсах-ха мар. Тепрехинче тесе калать иккен. Ара, автобуспа ҫӳрекенскер черетлӗ рейсран юласран шикленнипе васкать иккен. Пӗринче тата вӑл халь тин ҫырӑнма кая юлнӑ тесе те тыттарнӑ. Парӑнман кинемей аптӑранӑ енне ҫырӑнтару уйрӑмне кайсах ҫырӑнса килтӗм тенӗччӗ.
Ҫутӑ счетчикӗсен кӑтартӑвне вӑхӑтра пӗлтермесен йӑпӑр-япӑр хаклӑ хакпа шутласа панине эсир сиснех-тӗр. Апла ан пултӑр тесен кӑтартӑва кашни уйӑхӑн 23–25-мӗшӗсенче Чӑвашэнергосбыт компанине пӗлтермелле. Шӑнкӑравласа та калама юрать. Карас телефонӗпе СМС-ҫыру ярса та, элеткрон ҫыру шӑрҫаласа та. Ятарлӑ формата пӑхӑнса ҫырмалла та ӗҫӗ те пӗтнӗ темелле. Ку вӑл ҫамрӑксемшӗн питӗ ансатӑн туйӑнать-ха. Анчах аслӑ ӑрури ҫынсене ӑна-кӑна тӗшмӗртме ҫӑмӑлах-тӑр ҫав. Ара, вӗсен вӑхӑтӗнче хальхи вӑхӑтри технологисем пулман-ҫке.
Те эпир асӑннӑ йышши саманта шута илсе, те урӑх сӑлтавпа, анчах ҫутӑ «хуҫисем» счетчик кӑтартӑвне почта уйрӑмӗсенче те йышӑнмалла тунӑ. Кун валли вӗсем республикӑри 323 ҫыхӑну уйрӑмӗнче ятарлӑ ещӗксем вырнаҫтарнӑ. Лицевой счет номерне, ят-шыва, ӑҫта пурӑннине тата счетчик мӗн чухлӗ кӑтартнине ҫырса ҫав ещӗке чӑмтармалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |