
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Александра Афанасьева лотерея выляса 600 пин тенке тивӗҫнӗ.
Александра билета кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче туяннӑ. Лотерея вылявне вӑл телевизорпа пӑхнӑ. Ӑна ӑннӑ – 600 пин тенкӗ выляса илнӗ. Ку ӑнӑҫу хӑйне евӗр кун – 20.02.2020 – пулнӑ.
Выляв вӑхӑтӗнче пӗр билет ҫинче пӗр хисеп ҫеҫ тухмасӑр юлнӑ. Александра «59» тухтӑр тесе ӗмӗтленнӗ. Ҫапла пулнӑ та. Вӑл савӑннипе кӑшкӑрсах янӑ.
Александра – бухгалтер. Хальлӗхе вӑл декретра, икӗ ывӑлне пӑхать. Лотерея йӗркелӳҫисем ӑна укҫапа автомобиль хушшинче суйлама ыйтса вал пӗрремӗшне илнӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Русккое лото» кӑларӑмӑн Ҫӗнӗ ҫулхи тиражӗ пулнӑ. Унта укҫа ытти чухнехинчен нумайрах выляттарнӑ.
Мускав хулинче пурӑнакан ҫын тӗп парнене, чи пысӑк укҫана, выляса илнӗ. Тепӗр 99 ҫын 1-ер миллион тенкӗллӗ пулнӑ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан ҫын та пур.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ ҫулхи тиражӑн приз фончӗ 3,5 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫак лотерейӑра 23,8 миллион ҫын укҫа выляса илнӗ.

Чӑваш Енри пӗр ҫемье лотерейӑра выляса илнӗ. Вӗсем 700 пин тенкӗ тӑракан автомобиль илме пултараҫҫӗ.
Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче камсем ҫуралнӑ тетӗр-? Николайпа Марина Шуряковсем. Вӗсене мӗнле маркӑллӑ автомобиль лекесси хальлӗхе паллӑ мар.
Николай каланӑ тӑрӑх, вӑл выляса илни пирки пӗлсен тӳрех компьютер патне чупнӑ. «Мӗн чухлӗ выляса илнине пӗлсен видеотрансляци ятӑм. Ҫав вӑхӑтрах арӑма эпир лотерея выляса илни пирки кӑшкӑртӑм», - тенӗ вӑл.
Шуряковсем машина пирки тахҫанах ӗмӗтленнӗ, анчах укҫи ҫитмен. Тинех ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ вӗсен.

Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан арҫын лотерейӑра 860 пин тенкӗ выляса илнӗ. Анчах вӑл укҫана илеймен – «ҫывӑрса» юлнӑ.
Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл билета кӗркунне туяннӑ, тираж вылявӗ авӑнӑн 9-мӗшӗнче эфира тухнӑ. Вӑл вара кун пирки манса кайнӑ – ара, ялта ӗҫ нумай вӗт.
Билет кайран ӑнсӑртран тупӑннӑ – кӗнеке хушшинчен тухса ӳкнӗ. Ҫавӑн чухне тин арҫын сайта кӗрсе тӗрӗслеме шутланӑ. 860 пин тенкӗ выляса илнӗ иккен! Вӑл билет ҫинче кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ, анчах ӑна кая юлнине пӗлтернӗ.
Йӗркепе килӗшӳллӗн, выляса илнӗ билет хуҫин ҫур ҫулта вырӑна ҫитмелле. Ҫак вӑхӑт иртнӗ пулсан сӑлтавне палӑртса заявлени ҫырма май пур. Арҫын ҫапла тунӑ, анчах лотерея йӗркелӳҫисем унӑн укҫа патне килме чӑрмантаракан сӑлтав пулманнине палӑртнӑ. Арҫын пӗрех парӑнасшӑн мар – юристран пулӑшу ыйтнӑ.
Юлашкинчен калани: ку хыпар "Про Город" хаҫатра шӳтлӗ пулнӑ, Кулӑш кунӗпе ҫыхӑннӑ.

Чӑваш Енре пурӑнакан Васильевсем лотерея выляса 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Ку укҫапа вӗсем хулара хӗрӗсем валли хваттер туянасшӑн.
Петрпа Ирина Васильевсем виҫӗ хӗр ҫитӗнтернӗ: Елена, Наталья, Мария. Кил хуҫ хӗрарӑмӗ шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентет. Шӑпах вӑл билет туяннӑ та.
«Эпӗ Шупашкара Мария вӗренекен колледжа ашшӗ-амӑшӗн пухӑвне кайрӑм. Вокзал ҫывӑхӗнче лотерея киоскӗ куртӑм. Сутуҫӑ пӗр билет кӑна юлнине пӗлтерчӗ. Малтанах туянасшӑн марччӗ, ҫапах туянтӑм. Автобуса лартӑм та кун пирки пӗр эрнелӗхе манса кайрӑм», - аса илнӗ Ирина Васильева.
Лотерея вылявне телевизорпа вӑл пӑхман та. Кайран билета сайтра тӗрӗсленӗ. 1 миллион тенкӗ выляса илнине курсан ӗненмен те.

Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 14 сехетре НТВ телеканалпа «Пирӗн патра выляса илеҫҫӗ» кӑларӑм эфира тухнӑ. Унта 288-мӗш «Ҫурт-йӗр лотерейине» выляттарнӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енре пурӑнакан икӗ ҫынна лотерейӑра питех те ӑннӑ. Тӑваттӑмӗш турта пирӗн республикӑра туяннӑ икӗ билет вылянӑ. Телеертӳҫӗсем вӗсем тинӗс хӗрринче хваттер выляса илнине пӗлтернӗ.
Сӑмах май, хальхинче лотерейӑра 10 хваттер тата суперпарне выляттарнӑ. Аса илтерер: кӑҫал нарӑс уй ӑхӗнче те Чӑваш Енре пурӑнакан ҫын лотерейӑра 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ.

Воронеж облаҫӗнче пурӑнакан Наталья Власова лотерейӑра 506 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Кунашкалли историре – пӗрремӗш хут. Кун пек суммӑна унччен те выляттарнӑ-ха, анчах вӑл пӗр ҫынна ҫеҫ пӗрремӗш хут лекнӗ.
Наталья Власова тивӗҫлӗ канура. Вӑл страхлав компанийӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ. Хӗрарӑм йывӑҫ пӳртре пурӑнать. Хӗрӗ Наталья та ӗҫ укҫи нумай илмест – 11 пин тенкӗ ҫеҫ.
Наталья Власова ачисене пулӑшма ӗмӗтленнӗ. Выляса илнӗ укҫапа вӑл ҫакна тума пултарӗ халӗ. Укҫан пӗр пайне ыркӑмӑллӑх фондне парасшӑн. Хальлӗхе билета экспертиза тӑваҫҫӗ. Ку ӗҫ 1 уйӑха тӑсӑлӗ. Унтан выляса илнӗ укҫа банк счечӗ ҫине куҫма тытӑнӗ.

Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ Игнатьевсене лотерейӑра ӑнӑҫнӑ. Вӗсем хваттер выляса илнӗ!
Валентина Ивановна Игнатьева «Столото» билетне 6 штук туяннӑ. Тӗлӗнмелле те, вӗсенчен виҫҫӗшӗ телей илсе килнӗ. Аслӑ ывӑлӗ Сергей билетсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн хваттер выляса илнине ӑнланнӑ.
Ку Валентина Ивановнӑн пӗрремӗш ӑнӑҫӑвӗ мар. 1985 ҫулта та вӑл лотерейӑра хаклӑ парне – мопед – выляса илнӗ. Хальхинче те вӑл ахальтен хутшӑнма кӑмӑл туман. Вӑл хаҫатра лотерейӑра выляса илнӗ ҫынсен историйӗсемпе паллашнӑ. Кун хыҫҫӑн хӑй те билет туянма шухӑшланӑ.
Валентина Ивановна хваттер вырӑнне укҫа илме палӑртнӑ. Унпа пысӑк ҫемйи валли парнесем туянӗ.

Нумаях пулмасть НТВ телеканалпа пыракан «Русское лото» кӑларӑмра пирӗн ентеш лотерея выляса илнӗ. Кӑрлач уйӑхӗнчи юлашки вӑйӑ 1164 тиражпа иртнӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр ҫын лотерейӑра пӗр миллион тенкӗ выляса илнӗ. Пӗрремӗш турта виҫӗ билет вылянӑ. 140 пин тенке Волгоград, Липецк, Мускав тӑрӑхӗнче пурӑнакансем тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш турта Новосибирск облаҫӗнчи билет вылянӑ. Вӑл 1 миллион тенкӗ илнӗ. Виҫҫӗмӗш турта Питӗрти тата Ӗренпур облаҫӗнчи ҫынсене пӗрер миллион тенкӗ лекнӗ.
Чӑваш Енри ҫыннӑн билечӗ пиллӗкмӗш турта вылянӑ. Унпа пӗрлех Чулхула, Мускав тата Свердловск облаҫӗсенчи билетсем ҫӗнтернӗ.
Пӗтӗмпе 450242 билет вылянӑ. Вӗсенчен 10-шӗ 1 миллион тенке тивӗҫнӗ.

Юпа уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан, 15 ҫулти Дария Перевезенева лотерейӑра 857 пин тенкӗ выляса илнӗ. Вӗсем ҫак билета ҫемйипе пӗрле туяннӑ. Лотерея выляттарнӑ кун ҫемье пуҫӗ телевизор умӗнче ларнӑ, тухнӑ хисепсене чӗрсе пынӑ. Ыттисем хӑйсен ӗҫӗсемпе кайнӑ.
Ҫемье пуҫӗн мӑшӑрӗ чи малтанах ӗненмен. Тӗнче тетелне кӗрсе хисепсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ӗненме тивнӗ. Унччен ҫемье 50-200 тенкӗ ҫеҫ выляса илме пултарнӑ.
Дария киле таврӑнсан ашшӗпе амӑшӗ хӗрне тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ. Ара, билета вӑл туяннӑ та. Укҫана ашшӗпе амӑшӗ Мускава кайса илнӗ. Перевезенцевсем выляса илнӗ тупӑшпа хваттере лайӑхлатнӑ.
