
Паян Шупашкарта пурӑнакан Любовь Горская «Ҫурт-йӗр лотерейинче» виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер выляса илни пирки пӗлнӗ. Вӑл 3 миллион тенкӗ тӑрать.
«Унччен ҫур ҫул лотерейӑна хутшӑнмарӑм. Киоска килсен сутуҫӑсем эпӗ мӗншӗн ҫавӑн пек нумай вӑхӑт пулманни пирки кӑсӑкланчӗҫ. Эпӗ вӗсене хальхинче пысӑк парне патне килнине каларӑм», - аса илнӗ хӗрарӑм. Ун чухне вӑл 1 билет ҫеҫ туяннӑ. Анчах эфира хӑй курман, билета тепӗр кун тӗрӗсленӗ.
Хӗрарӑм хваттер вырӑнне укҫа илессине пӗлтернӗ. Вӑл ӑна ывӑлне парӗ. Любовь малтан хими предприятийӗнче ӗҫленӗ, училищӗре вӗрентнӗ. Халӗ вӑл дачӑра канать, мӑнукӗсен ачисене пӑхать.

Кӑшӑлвирусран прививка тунисен йышӗнче лотерея ирттерме тытӑннӑ. Паянхи куна 500 ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ. Кун пирки «РИА «Новости» пӗлтерет.
Лотерейӑра ҫӗнтернӗ сертификатсен номерӗсене «Бонус за здоровье» официаллӑ сайтра пӗлме май пур. Укҫа выляса илни пирки Патшалӑх пулӑшӑвӗсен пӗрлехи порталӗнче те пӗлме май пур.
Ҫӗнтерӳҫӗсене мӗнле майпа палӑртаҫҫӗ-ха? Компьютер списокран хӑй суйлать. Лотерея юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче тепӗр хутчен иртӗ. Пӗтӗмпе 1 пин ҫын 100-шер пин тенке тивӗҫӗ.

Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансене кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑшӑн укҫа тӳлеме йышӑннӑ. Анчах пурне те мар. Пурӗ 1000 ҫынна. Вӗсен 18 ҫултан аслӑрах пулмалла. Телейлисене 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ. Вӗсене компьютер суйлӗ. Йышӑнӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен палӑртӗҫ. Укҫана «МИР» банк картти ҫине куҫарса парӗҫ.
Укҫана Вакцинациленнисен ятарлӑ номерне ҫырса пыракан пӗрлехи регистр тӑрӑх выляттарӗҫ. Лотерея операторӗ — «Гознак» акционер обществи. Укҫана бонусзаздоровье.рф сайтра выляттарӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсен списокӗпе унта тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ паллашма май килӗ, Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлехи порталӗ урлӑ та хыпарлӗҫ. Укҫана лотерея хыҫҫӑн 6 уйӑх хушшинче куҫарса пама шантараҫҫӗ.

Мускава вахта мелӗпе ӗҫлеме ҫӳрекен арҫын лотерейӑра укҫа выляса илнӗ. Кун пирки «Столото» пӗлтерет.
Шупашкарта пурӑнакан Дмитрий Шевнин виҫӗ ҫул ӗнтӗ лотерея вылять. Билет туяннӑ чухне яланах ӑна ӑнасса шанать. Хальхинче ӑнӑҫу чӑнах та ун енче пулнӑ. Вӑл лотерейӑра 706 пин те 577 тенкӗ выляса илнӗ.
Дмитрий укҫа выляса илнине пӗлсен питӗ тӗлӗнне, ҫав вӑхӑтрах савӑннӑ. Ара, вӑл ҫакна тахҫантанпах кӗтнӗ вӗт.
Дмитрий ку укҫа-тенке хваттер тяннӑ ҫӗре ярасшӑн.

Чӑваш Енре пурӑнакан тепӗр ҫын миллионера тухнӑ. «Столото» пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 5 миллион ытла тенкӗ выляса илнӗ. Анчах хальлӗхе укҫана илес ыйтупа килмен-ха.
Паян «Спортлотора» пирӗн ентеше ӑннӑ. Вӑл 28, 8, 21, 13, 34, 4 хисепсене пӗлсе суперпарнене, 5030476 тенкӗ, выляса илнӗ. «Столото» пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын укҫа патне килмен. Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: вӑл билета киоскра 400 тенкӗпе туяннӑ.
Сӑмах май, кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан ҫын лотерейӑра 4,2 миллион ытла тенкӗ выляса илнӗ.

Чӑваш Енре ҫуралнӑ Вячеслав Павлов Мускавра хуралҫӑра вахта мелӗпе ӗҫлет. Нумаях пулмасть вӑл 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Вӑл Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн лотерея вылянӑ.
Ҫав вӑхӑтра вӑл Мускавра ӗҫре пулнӑ. Билетсене вӑл кайран сарӑм урлӑ тӗрӗсленӗ. Хисепсене курсан питӗ тӗлӗннӗ. Вӑл 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ-ҫке-ха.
Ҫӗнӗ ҫулта вара Вячеслав шампань эрехӗ ӗҫнӗ чухне ӗмӗтне хут ҫине ҫырнӑ, ӑна ҫунтарнӑ, кӗлне бокала янӑ та ӗҫсе янӑ. Ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ! Ку укҫапа вӑл ҫурт лартма ӗмӗтленет халӗ.

Шупашкарта пурӑнакан Светлана Павловӑшӑн ку чӑн-чӑн асамлӑх пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пӗрремӗш кунхинех вӑл лотерея выляса 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ.
Светлана Шупашкарти электроаппарат савутӗнче ӗҫлет. Ҫӗнӗ ҫул умӗн киле таврӑннӑ чухне вӑл лотерея билечӗ туяннӑ. Вӑл унта унччен те хутшӑннӑ-ха. Хальхинче вӑл 50 билет туяннӑ.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче вӑл кӑларӑм хыҫҫӑн сайтра билет ҫинчи хисепсене тӗрӗсленӗ. 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ иккен!
Светлана выляса илнӗ укҫапа ипотекӑн пӗр пайне саплаштарӗ.

Пасар пӗрле те телей уйрӑм тенӗ. Лотерея билечӗ те ҫавӑн пекех. Кама нимӗн те тухмасть, кама ӑнать.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм почта уйрӑмӗнче виҫӗ билет туяннӑ. Виҫҫӗшӗ те телейлӗ лекнӗ. Вӗсенчен пӗринпе хӗрарӑма хула тулашӗнчи пӳрт тивӗҫнӗ е аллӑн 500 пин тенкӗ илейӗ.
Хӑшӗсем асӑрханӑ тӑрӑх, телейлисем — ӑнсӑртран туяннисем. Ӳкӗте кӗртнипе е ӑҫта каймасть вак укҫа тенипе илнисем.
Сӑмах май каласан, кӑҫал Раҫҫей почтин Чӑваш Енри уйрӑмӗсенче 570 пине яхӑн лотерея билечӗ сутнӑ. Ку вӑл унчченхи ҫулхинчен 10 процент нумайрах. Вӗсемпе ҫынсем 29 миллион тенкӗ ытла выляса илнӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакан Елена Зубова лотерейӑра ҫурт выляса илнӗ. 48 ҫулта ывӑлне ҫуратнӑ хӗрарӑмшӑн ку питӗ пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Вӑл машина туянма ӗмӗтленнӗ, ҫавӑнпа ҫурт вырӑнне укҫа илес тенӗ.
Ку ҫапла пулса иртнӗ. Елена пенси илме кайнӑ. Унта ӑна вак укҫа парайман, лотерея билечӗ илме сӗннӗ. Ҫапла вӑл виҫӗ билет туяннӑ. Вӗсем тӳрех ывалӗпе тупӑшӑва кайнӑ, билет пирки маннӑ та. Кайран аса илсен тӗрӗслеме шутланӑ. Ҫурт выляса илнӗ иккен! Тепӗр икӗ билечӗ 100 тата 500 тенкӗ выляса илнӗ.
Халӗ Елена лотерейӑра выляса илнӗ укҫапа машина туяннӑ. Унпа ывӑлне ӑмӑртусене илсе ҫӳрет.

Алла Селизова тухтӑрта ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Вӑл Хулари тӗп пульницӑра хирург пулнӑ. Нумаях пулмасть Алла Селизова лотерея выляса 600 пин тенкӗ тӑракан коттеджа тивӗҫнӗ.
Хӗрарӑм унччен те лотерейӑна хутшӑннӑ, 2 пин тенкӗ е сахалрах выляса илнӗ. Хальхинче вара ӑна питех те ӑннӑ.
Ҫав кун вӑл лотерейӑна телевизорпа пӑхнӑ. Хисепсем пӗр килнине курсан малтанах ҫухалса кайнӑ, кайран тепре тӗрӗсленӗ те савӑннӑ.
Вӑл коттеджа илмен, ӑна куншӑн укҫа панӑ.
