Чӑваш Енре коммерцилле ҫурт-йӗре тара илме хакланӑ. Кунта сӑмахӑмӑр Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттер пирки пырать.
Аса илтерер, ҫӗршыв Президенчӗ 2002 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫынсене хаклӑ мар хӑтлӑ ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу пахалӑхне лайӑхлатасси ҫинчен указ кӑларнӑччӗ.
Ҫӗршыв ертӳҫин хушӑвне пурнӑҫласа 2008 ҫулта Чӑваш Енре Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондне йӗркеленӗччӗ. Ҫапла вара 2014 ҫулччен 2 пине яхӑн (тӗрӗсрех каласан, 1986) хваттер хута янӑччӗ. Унта коммерци мелӗпе тара кӗрӗшсе пурӑнакансем пӗр тӑваткал метршӑн 55 тенкӗ тӳлеҫҫӗ тата, паллах, коммуналлӑ пулӑшу тӑкакне саплаштараҫҫӗ.
Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра коммерци мелӗпе тара памалли тепӗр ҫурт хӑпартасшӑн. Анчах тара илекенсене пӗр тӑваткал метршӑн 200 тенкӗ тӳлеттересшӗн. Кунсӑр пуҫне унччен кӗрӗшсе пурӑнма пуҫланисен хакне те хӑпартасшӑн. Ҫитес ҫулхи плансемпе ӗнер иртнӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева паллаштарнӑ.
Сӑмах май, капла тӗллевӗллӗ хваттерте ҫулталӑкран кая мар пурӑнакансене хваттере туянма та ирӗк параҫҫӗ.
Чӑваш Енре этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулса ӗҫленӗ, каярах «Правозащитный бастион» (чӑв. Правӑна хӳтӗлекен бастион) ятлӑ коммерцилле мар организаци йӗркеленӗ Юрий Кручинина Раҫҫейӗн Юстици министерстви «За содействие» (чӑв. Пулӑшнӑшӑн) ылтӑн медальпе наградӑлама йышӑннӑ. Кун пирки республикӑри паллӑ юрист Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ.
«Раҫҫей юстицийӗшӗн ӗҫлетӗп! Правӑна сыхлакан ҫак орган адвокат ӗҫне ыттисенчен ытларах пӗлет тата хисеплет», — тесе ҫырнӑ Юрий Кручинин.
Чӑваш Республикин юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ҫӗр пайӗсене арендӑна илнӗшӗн предприятисемпе организацисем е харпӑр хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсем укҫана вӑхӑтра куҫарса паманнине асӑнса хӑварнӑ.
Парӑм виҫи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 344,6 млн тенке ҫитнӗ. Чи пысӑк виҫе ҫаксен: Шупашкар хула администрацийӗн — 262 млн, «Коммуналлӑ технологи» акционерсен обществин — 269,2 млн, «Честр» куҫман пурлӑх енӗпе ӗҫлекен агентствӑн — 38,1 млн, «Одис» отелӗн — 8,7 млн тенкӗ. Муниципалитет пурлӑхӗпе усӑ курнӑшӑн парӑма кӗрсе кайнӑ предприятисен шутӗнче: «Алза» общество — 4,4 млн, «Коммуналлӑ технологи» общество — 2,3 млн тенкӗ. Михаил Игнатьев Элтепер парӑмлисемпе ҫине тӑрса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Чӑваш Енӗн юстици министрӗ Наталья Тимофеева «Правда ПФО» интернет-хаҫатри статьясенчен пӗрин айӗнче комментари хӑваракансен шухӑшне ырламасӑр Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине тавӑҫпа тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ав хута шута илсе йӗрке хуралҫисем «Правда ПФО» интернет-хаҫатран комментаторсен IP-адресӗсене ыйтса ҫырнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн кӑларӑм йӗрке хуралҫисене IP-адрессене пӗлтерме тивӗҫ тенӗччӗ эпир ҫав хыпар тӑрӑх.
Асӑннӑ кӑларӑмра ӗҫлекен Александр Белов журналист Фейсбукра паян ҫӗнӗ хыпар пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, кӑларӑмӑн генеральнӑй директорӗ Василий Гуськов суд йышӑнӑвӗ пулсан ҫеҫ IP-адрессене право хуралҫисене пӗлтерӗҫ.
Тепӗр майлӑ каласан, сӑмах кӳрентернине экспертсем тата суд урлӑ ҫирӗплетсе памалла, кайран ҫеҫ кӳрентерекене шырамалла.
Виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр парасси пирӗн республикӑра малалла пырать. Ку енӗпе хӑш муниципалитетра епле лару-тӑру пулнине ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинчи канашлура тишкернӗ. Хальхинче унта Патӑрьел, Муркаш, Етӗрне районӗсенчи тӑрӑма пӑхса тухнӑ.
Нумай ачаллисенчен чылайӑшӗ у ҫӗр илесшӗн. Ун валли Патӑрьел районӗнче 76 участок кирлӗ, Муркаш районӗнче — 150, Етӗрне районӗнче — 62.
Ҫакна та палӑртмалла: кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне ҫӗр пама республикӑра нумай ачаллӑ 10066 ҫемьене шута илнинчен 6 пине яхӑнне ҫӗр лаптӑкӗ тивӗҫнӗ. Улатӑр, Шӑмӑршӑ районӗсенче черете пӗтернӗ, илес текеннисем унта пурте — ҫӗрлӗ. Канаш районӗнче черетре тӑракансенчен 99 процентне панӑ, Хӗрлӗ Чутайра — 96%, Куславккара — 95%, Пӑрачкавра — 92%.
Ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене Чӑваш Енре хресчентен муниципалитет аллине куҫараҫҫӗ. Кунта сӑмах туртса илни пирки пымасть. Усӑ курман ҫӗр пайӗсене муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарса вӗсене ырӑ алла — ҫӗре юратса ун ҫинче ӗҫлеме хатӗррисене — параҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче видеоҫыхӑну мелӗпе ирттернӗ канашлура та ҫак ыйтӑва хускатнӑ. Унта ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тата ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева хутшӑннӑ. Вӗсен мунициаплитетсен пуҫлӑхӗсемпе канашланӑ.
Усӑ курман ҫӗр пайӗсене республикӑра 200 пин гектара яхӑн шута илнӗ, вӗсенчен 97 процентне муниципалитетсен харпӑрлӑхне регистрациленӗ. Канаш, Етӗрне, Элӗк, Тӑвай, Шӑмӑршӑ, Елчӗк. Куславкка, Комсомольски, Пӑрачкав, Шупашкар районӗсенче вӗсене регистрацилесе пӗтернӗ. Хӗрлӗ Чутай тата Красноармейски районӗсенче ку енӗпе вӑрахӑн тимлеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви Шупашкар районӗнче усӑ курман пурлӑх пуррине тупса палӑртнӑ. «Халӑх инвентаризацийӗ» акцие ирттернӗ май министерство ӗҫченӗсем иртнӗ эрне вӗҫӗнче асӑннӑ муниципалитетра тӗрӗслев йӗркеленӗ.
Районти обьектсем тӑрӑх кайиччен министерство ӗҫченӗсем Шупашкар райадминистраци пуҫлӑхӗпе Владимир Димитриевпа тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен вырӑнти специалистсемпе тӗл пулса калаҫнӑ, куҫман пурлӑхпа тата ҫӗрпе тухӑҫлӑ усӑ курмаллине сӳтсе явнӑ.
Ведомство тата район специалисчӗсем муниципалитетра усӑ усӑ курман 7 обьекта асӑрханӑ. Хуҫасӑрланса та юхӑнса выртаканскерсене тивӗҫлипе усӑ курас ыйтупа халӗ районти тата ял тӑрӑхӗсенчи специалистсем пуҫ ватаҫҫӗ.
Усӑ курман пурлӑх пирки ЧР Юстици министерстви (8352) 64-21-44 номерпе е mio@cap.ru, mio4@cap.ru электрон адрессемпе хыпарлама ыйтать.
Ӗнер иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсем Игорь Моляков депутата республикӑн Правительствин Пуҫлӑхӗнчен каҫару ыйттарма йышӑннӑ.
Аса илтерер, ака уйӑхӑн 6-мӗшӗнче иртнӗ сессире Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне тишкерсе отчет тунӑччӗ. Доклада сӳтсе явнӑ чухне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков ишӗлекен ҫурт-йӗртен граждансене куҫарас программӑна епле пурнӑҫланине тишкернӗ май ҫапларах ҫавӑрттарса хунӑччӗ: «Пилӗк миллиард илнӗ, эпӗ ҫирӗплетсе каламастӑп, анчах ҫав 5 миллиарда вӑрласа пӗтермен-ши тесе шикленетӗп».
Ҫав сӑмах халӑха епле витӗм кӳнӗ-ши тесе Чӑваш Енӗн Юстици министерстви Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне Моляков сӑмахӗ обществӑна начар витӗм кӳмен-ши тесе тишкерме ыйтса ҫыру янине эпир пӗлтернӗччӗ.
Ӗнерхи сессире Молякова Иван Моторин премьер-министр умӗнче каҫару ыйтма сӗнсе йышӑну тунӑ.
Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта пирӗн республикӑра ҫынсене 10 млрд тенкӗ ытла кивҫен панӑ. Кредит учрежденийӗсен умӗнчи халӑхӑн парӑмӗ — 81 млрд тенкӗ. Вӑхӑтра тӳлесе татман парӑм 4 млрд тенке ҫитсе кайнӑ. Тӳлейменнине кура 295 ҫынна панкрута кӑларма йышӑннӑ.
Халӑхран кивҫен илнин тата ӑна кивҫен панин ырӑ енӗсемпе тӳнтерлӗхне паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртнӗ право сехетӗнче сӳтсе явнӑ. Унта Чӑваш Республикин Юстици министерствин, Чӑваш Республикин прокуратурин, Шалти ӗҫсен министерствин, Адвокат палатин ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем финанспа кредит организацийӗсен тытӑмӗнчи преступленисемпе, кредиторсем парӑма тавӑрас тӗлӗшпе туса пыракан ӗҫ-хӗлпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Право сехетӗнчи тӗп шухӑш — кивҫен патне кайиччен ҫиччӗ виҫсе пӗрре касмалли.
Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви Атӑл хӗрринче, Шупашкарти нефть базинчен инҫех мар вырнаҫнӑ ҫӗре «ТНК 21» компание аукционсӑрах панӑ тесе шухӑшлакансем пур иккен. Шыв хӗрринчи лаптӑклӑ пулнӑ компанин учредителӗ — «ТУС» хуҫи, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов.
Николай Угаслов 31 миллион тенкӗ тӑракан 16 пин тӑваткал метр лаптӑка аукционта тара илнине ӗнентерет-мӗн, анчах унӑн конкуренчӗсем нимле аукцион та пулманнине палӑртаҫҫӗ иккен. ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин сайтӗнче аукцион иртнине хыпарланине асӑрхаман енне патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха аукционсӑр тыттарнӑ тесе шухӑшлакансем ку ӗҫе тӗпчеме правӑна сыхлакан органсенех ыйтнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |