Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шӗнерпуҫ

Ял пурнӑҫӗ

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта старостӑсен районти слечӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара, депутатсем хутшӑннӑ.

Слетра тухса калаҫакансем старостӑсен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Вӗсем халӑхра хисеплӗ ҫынсем тесе палӑртнӑ. Ҫавсем ял ҫыннисемпе ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем патне «кӗпер» хывакансем, хӑйсен тивӗҫне чунтан пурнӑҫлакансем ӗҫе кӑмӑлтан пурнӑҫлаҫҫӗ тесе шухӑшлать иккен, сӑмахран, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.И. Григорьев.

Кукашни ял тӑрӑхне кӗрекен Макаҫкасси старости Е.М. Федоров, Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи Ҫичӗпӳрт старости В.Н. Кузьмин тата ыттисем хӑйсен ӗҫне епле йӗркеленипе паллаштарнӑ.

Чӑваш Енӗн Муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ С.А. Николаев вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен старостӑсен институчӗн ӗҫ-хӗлне активлатмаллине палӑртнӑ. С.А. Николаев старостӑсен слечӗсем ытти районта та иртнине асӑнса хӑварнӑ май республикӑра та ун йышши мероприятие йӗркелес шухӑшлине пӗлтернӗ.

Сӑнсем (40)

 

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче юр кӳлеписен конкурсӗ иртнӗ. Чи кӑсӑкли — Шӗнерпуҫ ял каччисем юртан танк ӑсталани.

Чӑннине аса илтерекен юр кӳлепене калӑплама Шупашкарти ҫыхӑну техникумӗнче вӗренекен Виталий Кириллов шухӑш тытнӑ. Ҫак ӗҫре ӑна унӑн юлташӗсем Сергей Шемаринпа Сергей Журавлев, ашшӗ Владимир Витальевич тата шӑллӗ Алексей пулӑшнӑ.

Юр танка ял ҫыннисем кӑна мар, кӳршӗ ялсенчен те курма килеҫҫӗ.

Сӑнсем (7)

 

Ҫутӑ тавӑраҫҫӗ
Ҫутӑ тавӑраҫҫӗ

Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл иртнӗ хыҫҫӑн самай шар курнӑ ял тӑрӑхӗсенче — Октябрьски, Шӗнерпуҫ, Карапаш тата Аксарин ял тӑрӑхӗсенче — паянтан пуҫласа хытарнӑ йӗрке пуҫарнӑ. Асаилтеретпӗр, утӑн 17-мӗшӗнче иртнӗ ҫил-тӑвалпа пӑр ку тӑрӑхри ҫурт-йӗрсене самай аркатнӑ: 300 ҫурт сиенленнӗ, 6 вӗренӳ учрежденийӗн ҫурчӗ кӑштах арканнӑ, 2 культура ҫурчӗ сиен тӳснӗ, пӗр ял тӑрӑхӗн ҫурчӗ шар курнӑ. Пахча-ҫимӗҫ пурӗ 539 гектарта аманнӑ. Малтанлӑха пӑхса тухнӑ тӑрӑх ҫутҫанталӑк 200 миллион тенкӗлӗх сиен кӳнӗ.

Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл кӳнӗ сиене паян кун та юсаҫҫӗ — пур яла та тенӗ пекех ҫутӑ панӑ. Октябрьски пуҫне — кунти подстанцие ҫутҫанталӑк вӑйӗсем аркатнӑ, ҫавӑнпа та куҫса ҫӳрекен подстанципе ҫыхӑнтарӗҫ.

 

Кӳкеҫри культура центрӗнче акан 17-мӗшӗнче «Шупашкар район пики-2012» конкурс иртрӗ. Унта 7 ял тӑрӑхӗ хӑйсен маттурӗсемпе паллаштарчӗ.

Чӑваш тӗрриллӗ кӗпесем тӑхӑннӑ 7 пике сцена ҫине тухсан залра темччен алӑ ҫупрӗҫ. «Чӑн та, пирӗн хӗрсемех хитре ҫав. Чӑваш кӗпи тата та илӗртӳллӗ, йӑрӑс пӳллӗ кӑтартать. Ах, чипер», — арҫынсем пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла калани те илтӗнчӗ. Хӗрсем конкурс заданийӗсенче — «Паллашу карточки», «Интеллектуаллӑ конкурс», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш наци апачӗ», «Чӑваш стилӗ» — тупӑшма пуҫ­ласан куракансем вӗсен ӑс-тӑнӗнчен те, пултарулӑхӗнчен те тӗлӗнчӗҫ. «Кун пек хӗрсемпе Шупашкар районӗ чӑн-чӑнах мухтанма пултарать», — терӗҫ залра ларакансем.

Жюри членӗсен хаклавӗнчен вара ҫакӑ курӑнчӗ: Ҫӗньялти Диана Павлова «Ҫепӗҫ пике», Ишек тӑрӑхӗнчи Лидия Одинцова «Ӑслӑ пике», Тутаркассинчи Светлана Федорова «Пултаруллӑ пике», Шӗнерпуҫ тӑрӑхӗнчи Татьяна Васильева «Сӑпайлӑ пике» пулса тӑчӗҫ. Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗнчи Ксения Федорова вара «Шупашкар район пики-2012» титула ҫӗнсе илчӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне ансатах пулмӗ, анчах халӗ хӑвӑра алла илсе кая хӑварнӑ ӗҫсене пурнӑҫлама тытӑнни пӗлтерӗшлӗ. Юратура ӑнӑҫлах мар. Пӗччен Сурӑхсен хӑйсен статусӗпе киленмелле, ӑна улаштарасишӗн талпӑнмалла мар. Ҫемьеллисен вара пӗрлехи ытйусене татса памалла.

Раштав, 04

1934
91
Рябчиков Владимир Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ машин тӑваканӗ ҫуралнӑ
1965
60
Мустаев Олег Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть