Тунтикун пирӗн Элтепӗр Михаил Игнатьев Австри элчипе Клестиль-Лёффлерпа тӗл пулнӑ. Калаҫура вӗсем тӗрлӗ ыйтусем ҫӗкленӗ — Австри пирӗн респуликӑна мӗнле пулӑшма пултарасси пирки, Чӑваш Ен инҫетри ҫӗршыва мӗнпе илӗртме пултарасси пирки. Чӑвашра кӑларакан продукцие Австри ҫӗршывне кӑларма пулашасси ҫинчен тата республикӑна укҫа-тенкӗ хывма сӗннисӗр пуҫне пирӗн Элтепӗр республика ҫӗрӗсене Австри фермерӗсене 49 ҫуллӑха тара пама сӗнни те пулнӑ.
Ку пирӗн вӑхӑт пулӑмӗ-ши е пуҫлӑхсен айванлӑхӗ-ши? Ӗмӗр-ӗмер хушши, пин-пин ҫул хушшинче ҫӗр ӗҫне юратса ҫитӗннӗ халӑх чӑнах та ҫӗр ҫинче ӗҫлеме маннӑ-ши? Шупашкар тӑрӑхри фермӑсене сӗт сӑвакансене инҫетри Елчӗк районӗсенчен йыхӑрни пирки сас-хура тахҫанах ҫӳретччӗ-ха, халӗ вара ял хуҫалӑхри йывӑрлӑхсем чӑн пулни Австри элчи таранах ҫитнӗ курӑнать.
Тен, Австри фермерӗсене чӗнсе аппаланас вырӑнне республикӑраи арканнӑ колхоз-совхозсене чӗртме тытӑнмалла? Вара ял халахӗ те Мускава ҫӳреме пӑрахӗ, ялсем те ача сассипе тулма пуҫлӗҫ?
Михаил Игнатьев Элтепӗр ӗнер «Чӑваш Республикинче усламҫӑсен ӗҫӗнче ҫӑмӑллӑх кӳмелли ӗҫсем ҫинчен» хушӑва алӑ пуснӑ. Ун тӑрӑх услам тӑвакансене хавхалантарас тӗлӗшпе хисеп ячӗсен шутне «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ усламҫи» ята та кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех пирӗн тӑрӑхра усламҫӑсен прависене хӳтӗлемелли ӗҫе тӑвакансен институтне йӗркелеме пуҫланӑ.
Чӑваш Ен Элтепӗрӗн администрацийӗ шухӑшӗпе ҫак утӑмсем республикӑра ҫӗнӗ производствӑсем йӗркелеме, пысӑк ӗҫ укҫиллӗ вырӑнсем тума май парӗ.
Паян ирхине, кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче, пирӗнтен паллӑ историк Димитриев Василий Димитриевич уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалах гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче иртӗ. 10 сехетре илсе килӗҫ, 13 сехетре тӑван ялне пытарма кайӗҫ.
Димитриев Василий Димитриевич — паллӑ чӑваш историкӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1970). Вӑл 1924 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралнӑ.
1948 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. 1955 ҫулта Мускав патшалӑх университетӗнче асперантурӑра вӗренсе тухсан Чӑваш ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн (хальхи ЧГПӐИ) директор ҫумӗ, ӑслӑлӑх ҫыруҫи (1948–1968), директорӗ (1968–1988) пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах, 1967–1988 ҫулсенче, вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче профессор пулнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫат ҫулталӑк хушшинче палӑрнӑ ҫынна суйлать. Кун пирки «Вконтакте» халӑх тетелӗнче вырнаҫнӑ вӗсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.
Кандидатсене эсир те тӑратма пултаратӑр — вӗсен йышне раштавӑн 31-мӗшӗччен кӗртме пулать. Раштавӑн 31-мӗшӗнче вара вӗсенчен пӗр кун хушшинче сасӑлав мелӗпе ҫулталӑк ҫыннине палӑртма шутлаҫҫӗ.
Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра ҫак ҫынсене тӑратнӑччӗ: Александр Блинов, Геннадий Иванов-Орков, Эдуард Фомин, Эктор Алос и Фонт, Кейт Линдси, Арцём Федорiнчик, Олег Цыпленков, Алексей Ефремов, Надежда Лисовая, Дмитрий Мадуров, Русалина Селентай, Илья Иванов, Николай Лукианов (список кӗртнипе йӗркеленӗ).
Раштавӑн 16–19-мӗшӗсенче Турцири Истамбулта Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 15-мӗш Аслӑ пухӑвӗ-курултайӗ иртӗ. Чӑваш Республикинчен унта Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн делегацийӗ хутшӑнать, паян вӗсем ҫула тухрӗҫ.
Кӑҫал Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пухӑвне ирттерме пуҫлани 20 ҫул ҫитет, ҫавӑнпа та курултай кунӗсенче ҫак уява та паллӑ тӑвӗҫ. Унсӑр пуҫне ҫамрӑк журналистсен тата тӗрӗк хӗрарӑмӗсен пӗрлешӗвне йӗркелеме палӑртнӑ. 2012 ҫулхи пухӑва пӗрремӗш хут Монголинчи тата калмӑксен делегацийӗсем явӑҫаҫҫӗ. Яланхи пекех курултай ӗҫне 1999 ҫулта Шупашкарта йӗркеленнӗ Пӗтӗм тӗнчери финн-угор ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗ те хутшӑнать.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑри ҫынсен кӑҫалхи кӑрлачпа авӑн уйӑхӗсенчи вӑтам ӗҫ укҫи 16 503,90 тенкӗпе танлашнӑ. Атӑлҫи федераллӑ округри тӑрӑхсемпе танлаштарас пулсан ҫак кӑтарту Мӑкшӑпа (13 816,70) Мари Эл (15 405, 10) республикӑрисенчен тата Киров облаҫринчен (16 078,90) пысӑкрах. Чи пысӑк вӑтам ӗҫ укҫи вара — Тутарстанра, вӑл 22 295,80 тенкӗпе танлашать.
Ыттисенчен ытларах республикӑра укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнче (23 916 тенкӗ) ӗҫлекенсем, ҫурт-йӗр тӑвакансем (19 914) пулнине кӑтартать Чӑвашстат. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан ӗҫ укҫи пӗтӗмӗшле 12,4% ӳснӗ. Ҫак кӑтарту Перӗм енӗпе Чулхула облаҫӗнче сахал пулнине пӗлтернӗ — 7,4% тата 7,5% кӑна. Пенза облеҫӗпе Тутарстанра вара — самай ӳснӗ: 13,9 тата 13,2%.
Вӑхӑтра тӳлемен ӗҫ укҫи калӑпӑшӗ паянхи куна 62 245 пин тенкӗпе танлашать иккен, кӑрлач уйӑхӗпе пӑхсан 21,4% чакнӑ.
Пӗлме: 1970 ҫулта Чӑваш Енри вӑтам ӗҫ укҫи 87 тенкӗпе танлашнӑ, вӑл вӑхӑтрах Мари Элте 96 тенкӗ, Мӑкшӑ Республикинче — 91 тенкӗ тӳленӗ. 1975 ҫулхи кӑтартусем: Чӑваш Енре — 113 тенкӗ, Мари Элпе Мӑкшӑ республикисенче — 124 тата 122 тенкӗ. 1985 ҫулта вӑтам ӗҫ укҫи 160 тенке ҫитнӗ, маларах асӑннӑ республикӑсенче — 168 тата 169 тенкӗне.
Самарти Атӑлҫи патшалӑх социаллӑ-гуманитари академийӗ нумай пулмасть «Ейӗкпе Атӑлҫи хушшинчи халӑхсем: этнос кун-ҫулӗ тата культури» ятлӑ электронлӑ информаципе тӗпчев хатӗрне туса ҫитернӗ. Унти хӑш-пӗр пайпа халь nup.pgsa.ru сайтра паллашма пулать.
Пӗлӳ пухмачӑн тӗп пайне Екатерина Ягафовӑн материалӗсем йышӑнаҫҫӗ — 1993-2008 ҫулсенче вӑл Чӑваш Енри, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Удмуртири, ҫавӑн пекех Киров, Пенза, Самар, Ӗремпур, Чӗмпӗр, Сарӑту облаҫӗсенчи ялсенче тӗпчев ҫулҫӳревӗнче ҫӳренӗ, чӑваш, ҫармӑс, ирҫепе макшӑ, удмурт, тутар, вырӑс халӑхӗсен йӑлисене тишкерсе чылай материал пухнӑ.
Пӗлӳ пухмачне пурӗ 20 сехет ытла сасӑ материалӗ, 10 сехет ытла курӑмҫыру, 1 300 сӑнӳкерчӗк кӗнӗ, вӗсенче халӑхсен историйӗ, йӑли-йӗрки, паянхи пурнӑҫ сӑнланса юлнӑ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн председательне Юрий Попова нумай пулмасть сӗнӳ ярса панӑ — чӑваш хастарӗсен ушкӑнӗ республикӑн чиккисене ҫӗнӗрен пӑхса тухма канаш панӑ. Ушкӑна кӗрекен Илья Алексеев каласа панӑ тӑрӑх вӗсен проекчӗпе килӗшӳллӗн Тутарстанпа Мари Эл ҫӗрӗсемсӗр пуҫне чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан Чӗмпӗр облаҫӗн вырӑнӗсем кӗмелле. Ҫавӑн пекех Чулхула облаҫӗн Пильна районӗ шутне кӗрекен хӑш-пӗр лаптӑксене те куҫарма сӗннӗ. Сӗнӗве федераци шайӗнче пӑхса тухма ыйтнӑ.
Ҫавӑн пекех проектпа килӗшӳллӗн Пӑрачкавпа Улатӑр районӗсен ҫӗрӗсене республикӑран илсен аван пулмалла пек.
Сӗнӗвӗн тулли тексчӗпе «Ирӗклӗ сӑмах» сайтӗнче паллашма пулать.
«Аталану-2012» ӑмӑртӑва йӗркелекенсем унӑн пӗтӗмлетӗвӗсене пӗлтерчӗҫ. Раҫҫей шайӗнче иртекен конкурса пурӗ 561 ача хутшӑннӑ иккен. Чӑваш Республикисӗр пуҫне ӑмӑртура ытти 13 тӑрӑхри ачасене те курма пулнӑ — Тутарстанпа Пушкӑртстан ачисем уйрӑмах йышлӑ пулни курӑнать. Ҫавӑн пекех чӑвашла конкуссене хутшӑнсах кайман тӑрӑхсенчи ачасене — Мурманск, Ӑренпур, Пенза облаҫӗсенчисене — курни хавхалантарать.
8-9 классем хушшинче мала тухнӑ ачасем: Плотникова Татьяна (Чӑваш Ен, Тӑвай районӗ); Иванов Алексей (Чӑваш Ен, Ҫӗнӗ Шупашкар); Сергеев Владимир (Чӑваш Ен, Шӑмӑршӑ районӗ); Куракова Валентина, Чӑваш Ен, Сӗнтӗрвӑрри районӗ); Глухов Андрей (Пушкӑртстан, Авӑркас районӗ); Яковлева Дарья (Чӑваш Ен, Шупашкар); Фарафонова Анастасия (Чӑваш Ен, Шупашкар); Ярушева Ангелина (Тутарстан, Аксу районӗ); Мельникова Татьяна (Чӑваш Ен, Вӑрмар районӗ); Илларионов Стас (Чӑваш Ен, Красноармейски районӗ); Ульянов Кирилл (Чӑваш Ен, Шупашкар); Борисова Динара (Чӑваш Ен, Комсомольски районӗ); Серебряков Сергей (Чӑваш Ен, Етӗрне районӗ); Яковлева Анастасия (Чӑваш Ен, Муркаш районӗ); Сайкин Ростислав (Тутарстан, Пӑва районӗ).
Ҫамрӑк ҫемьесене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес тӗллевпе Чӑваш Ен федераци хыснинчен 70 млн тенкӗ хушма субсиди илӗ. Ку укҫапа кӑҫалах 380 ҫамрӑк мӑшӑр усӑ курма пултарӗ.
Чӑваш Ен Элтепӗрӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх федераци субъекчӗсене панӑ хушма субсиди 378,4 млн тенкӗпе танлашать. Пирӗн республикӑна вара ытти регионсенчен ытларах панӑ. Сӑмахран, Кострома облаҫӗпе Карачай-Черкес Республикине 38,4 миллионшар тивнӗ, ытти субъекта — тата та сахалрах.
2006 ҫултанпа, федерацин «Ҫурт-йӗр» ятарлӑ программин «Ҫамрӑк ҫемьесене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси» хушма проекчӗ ӗҫлеме тытӑннӑранпа, республикӑра 3 357 ҫамрӑк ҫемье патшалӑх пулӑшӑвне илнӗ, ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |