Ӗнер Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине хальхи технологисемпе усӑ курса вӗрентессипе стажировка иртнӗ. Кун пек вӗрентӗве федерацин патшалӑх вӗренӳ стандартне куҫнӑ май йӗркеленӗ.
Стажировкӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркелени пирки Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров пӗлтерет.
Унта Шупашкар тата Ҫӗрпӳ районӗсен чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем хутшӑннӑ.
И.А. Фомина «Литература юррисем, вӗсенче илемлӗхе курма вӗрентесси», А.В. Волкова «Ҫӗнӗ технологипе усӑ курса «Йывӑҫсем» темӑна вӗрентесси», С.Ю. Ефимова «Ача-пӑча сӑмахлӑхне 5-мӗш класра вӗрентесси», А.В. Ишова «Ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса В. Агеевӑн «Чӑваш вӑййи» ӳкерчӗкне тишкересси, сочинени ҫырасси», Л.Ю. Николаева «Пайӑр ятсене вӗрентнӗ май кулленхи вӗренӳре усӑ куракан ӗҫ-хӗле йӗркелесси», Н.Д. Васильева «Сывлӑха упрас тесен мӗн тумалла?» темӑсемпе ӑсталӑх урокӗсем ирттернӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви республикӑри шкулсенчи пуша вакансисен списокне хатӗрленӗ. Документра пуҫламӑш классен, 5–11-мӗш классен вӗрентекенӗсем ҫителӗксӗрри пирки каланӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ лицейӗнче тата Тутаркасси шкулӗнче 2015-2016 ҫулсенче пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ кирлӗ-мӗн.
Шупашкар районӗнчи сакӑр шкул кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче тӗрлӗ предмет вӗрентекенӗсене йышӑнма хатӗр. Кӳкеҫ лицейӗнче акӑлчан вӗрентекенӗ те кирлӗ. Чӑрӑшкасси пӗлӳ ҫуртӗнче физика вӗрентекенне кӗтеҫҫӗ. Кӑшавӑш шкулӗнче вырӑс тата акӑлчан чӗлхисен вӗрентекенӗ ҫук. Ишлейре вӑй-хал культурин учительне кӗтеҫҫӗ.
Ҫӳлтикасси шкулӗнче 2016–2017 ҫулсем валли математика вӗрентекенӗ ҫук. 2017–2018 ҫулсенче вара Чӑрӑшкасси шкулӗнче обществознани учителӗ кирлӗ. Вакансисен тулли списокӗпе официаллӑ сайтра паллашма пулать.
«Чечек ҫутҫанталӑкӑн пӗр пайӗ шутланать. Вӑл посёлокӑн пӗтӗмӗшле сӑнне уҫса парать», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче.
Тутаркасси ял тӑрӑхӗн ӗҫченӗсем кӑна мар, вырӑнти культурӑпа кану учрежденийӗсенче, вулавӑшра ӗҫлекенсем тата асӑннӑ ялта пурӑнакансем те тӳре-шара шухӑшӗпе килӗшеҫҫӗ курӑнать. Нумаях пулмасть вӗсем пурте пӗрле пулса тата посёлокра пурӑнакансем посёлока хӑтлӑх кӗртме тухнӑ. Хальхинче вӗсем, кӗреҫе-витре алла илнӗскерсем, урамсенче чечек лартнӑ.
Культура ӗҫченӗсем, вулавӑшра ӗҫлекенсем тата ял тӑрӑхӗнче тӑрӑшакансем тем тӗрлине суйланӑ: цинипе кӑвак агератума, шупка хӗрлӗ тата ҫутӑ кӑвак петуни... Вӗсем кӗркунне пуличченех чечекре ларӗҫ, Тутаркассине хитре ҫеҫке айне тӑвӗҫ.
Чӑваш Енре пирӗн республикӑра ырантан ҫанталӑк сулхӑнлатмалла. Каҫхине ӑшах тӑрать пулсан та кӑнтӑрлахи сывлӑш температури 22–27 градуспа танлашмалла. Ыран, юнкун, ҫумӑр та кӑнтӑрла ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗртмен 5-мӗшӗнчен вара сывлӑш температури 22 градус ӑшӑран ытла хӑпармӗ. Канмалли кунсенче вара 15–20 градус кӑна пулӗ. Ун чух кӑштах ҫумӑр та ҫӑвасса пӗлтереҫҫӗ. Сулхӑн ҫанталӑк ҫитес тунтикунччен тытӑнса тӑма пултарать. Ҫанталӑк ҫапларах пулассине Гидрометцентрӑн пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Китарьева пӗлтернӗ.
Ӗнер вара республикӑн ҫурҫӗр енчи тӑрӑхӗсенче — Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Тутаркасси енче — пӑр та ҫуса иртнӗ. Ҫумӑр ҫӑвассин нормине илсен, республикӑн ҫурҫӗр енчи районӗсенче кӑна вӑл ҫителӗклӗ ҫунӑ иккен. Патӑрьел районӗнче уйӑхри виҫен пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ кӑна ҫунӑ.
Ҫуллахи уйӑхсенчи сывлӑш температурипе тата ҫумӑр ҫӑвассипе вӑл ытти ҫулхи вӑтам виҫе евӗрех пулмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ синоптиксем.
Ҫапларах пӗлтерет гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ. Чӑвашла энциклопеди пурри пирки пӗлетӗр пулӗ? Темиҫе ҫул каялла унӑн 4-мӗш томӗ пичетленсе тухнӑччӗ. Каярах институтра ҫав энцилопедийӗн электронлӑ вариантне йӗркеленӗ. Енчен те хут ҫинчи информацие ҫӗнетме тата улӑштарма хӗнтерех пулсан — электронлине институтра ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Тӗрӗс информаци те пухма тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Егоров Пётр Егоровичран ҫыру килнӗ иккен. Ватӑ генерал-майор — вӑл 102 ҫула кайнӑ — хӑй аллипе ҫырса хуравланӑ. Ҫырӑвӗнче вӑл хӑйӗн пирки ҫирӗплетекен фактсене илсе панӑ, кун-ҫулӗнчи паллӑ саманчӗсене уҫса панӑ. Ҫырупа институт сайтӗнче паллашма пулать.
Егоров Пётр Егорович 1913 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1933 ҫулта Балашовори авиаци шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1937–1941 ҫулсенче Амур облаҫӗнчи Свободный, Тында, ҫавӑн пекех Ҫӗнҫӗпӗрпе (выр. Новосибирск) Хабаровск хулисенчи аэропорчӗсенче вӗҫевҫӗ пулнӑ.
Хут купӑс сасси кӳршӗ яла та илтӗнет. Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнчи халӑх ку инструмента питӗ килӗштерет. Унта нумаях пулмасть «Выля, хут купӑс, янра, такмак — 2014» конкурс иртнӗ. Купӑсҫӑсен ӑсталӑхне курма 100 ытла ҫын пухӑннӑ.
Конкурса Шупашкарти И.Васильев, Г.Якимов, Л.Захаров, Н.Андреев, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вениамин Смелов, Шупашкар районӗнчи Николай Николаев тата Валерий Никитин хутшӑннӑ. Купӑсҫӑсем ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Пурте чунтан купӑс каланӑ, ҫынсене савӑнтарнӑ. Залри халӑх купӑсҫӑсемпе пӗрле юрланӑ. Хӑшӗ-пӗри чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ.
Купӑсҫӑсен ӑсталӑхне жюри хакланӑ. Николай Николаев ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. «Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ купӑсҫӑ» номинацире В.Смелов палӑрнӑ. И.Васильев «Купӑсҫӑ — виртуоз» номинацире ҫӗнтернӗ. Л.Захаров «Халӑх юррине чи лайӑх юрлакан» номинацире палӑрнӑ. Нина Федорова — «Такмак чи лайӑх калакан» ята тивӗҫнӗ.
Шупашкар районӗнче Акатуя унчченхи ҫулсенче яланах Кӳкеҫ ҫывӑхӗнчи уҫланкӑра ирттерекенччӗ. Республика кунне Шупашкарта кӑна мар, пӗр-пӗр районта та уявланӑ йӑлапа-ши, Шупашкар районӗсем те ӑна халӗ пӗр-пӗр ял тӑрӑхӗнче йӗркелеме тытӑнчӗҫ. Республика кунӗпе танлаштарсан, икӗ ҫӗрлӗ иртмест вӑл — Акатуй валли суйланӑ ял тӑрӑхӗнче кӑна. Ҫавӑнпа та ку ҫӗнӗлӗхе хурлакансем те ҫук мар. Апла-и, капла-и, пӗлтӗр ӑна Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче ирттернӗччӗ, кӑҫал Ҫӗньял ял тӑрӑхне пуҫтарчӗҫ.
Шупашкареньсен Акатуйӗ ҫӗртмен 14-мӗшӗнче пулчӗ. Унта яланхиллех ял тӑрӑхӗсенчи ӑстасен куравне йӗркеленӗ, саламсем спорт вӑййисем, юрӑ-ташӑ пулнӑ. Тӑван района уявпа саламлама республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пырса ҫитнӗ. Экономика кӑтартӑвӗ кӑҫал Шупашкар районӗнче пӗлтӗрхинчен пысӑкраххине палӑртнӑ вӑл. Аш-пӑш туса илесси, сӑмахран, 19 процент пысӑкланнӑ, сӗт — 4 процент. Пӗрчӗллисен лаптӑкне ҫулсерен ӳстерсе пыраҫҫӗ-мӗн.
Акатуя пухӑннисене «Раҫҫей–2014» автомобиль экспедицине хутшӑнакансем те саламланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулине хӑпартма тытӑнсан, 1964 ҫулта «Химпром» предприятие хута яма пуҫласан санитари зонине кӗнӗ 13 ял Ҫӗр питӗнчен ҫухалнӑ. Халӑхӑн ирӗксӗрех урӑх ҫӗре куҫма тивнӗ. Тосинкасси ялне те ҫакнашкал шӑпа кӗтнӗ. Вӑл 1961 ҫулччен Сӗнтӗрвӑрри районне кӗнӗ.
«Шордан» ентешлӗх пуҫарнипе ҫак ял пулнӑ вырӑнта ял уявне паллӑ тунӑ. Кунта Ҫӗр питӗнчен ҫухалнӑ ытти ялсен ҫыннисем те хутшӑннӑ. Мероприятие Сӗнтӗрвӑрринчи культурӑпа туризм ҫурчӗн халӑх хорне чӗннӗ.
Ял уявӗнче ентешсем тӗл пулса калаҫнӑ, пӗрле асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ, иртнине аса илнӗ…
Петров-Орловсен ҫемйин тӑванӗсем — Патшалӑх Канашӗнче ӗҫлекен Елена Беляева тата чӑваш хорӗн хормейстерӗ Роза Ракова — Тосинкасси ял пурнӑҫне аса илнӗ. Роза Ракова пиччӗшӗсемпе ҫуллахи каникула асламӑшӗ патӗнче ялта ирттернӗ. Кунти ачасемпе калаҫса вӑл чӑваш чӗлхине вӗреннӗ. Елена Беляева пиччӗшӗпе ҫак ялта ашшӗ-амӑшӗпе, асламӑшӗпе пурӑннӑ. Унтан вӗсен Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялне куҫма тивнӗ.
2014–2017-мӗш ҫулсенче республикӑри регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене юсама 4,7 миллиард тенкӗ ытла укҫа уйӑрмалла.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри ялсенчен 98 проценчӗ патне асфальт сарнӑ е вак чулпа хытарнӑ ҫул пырать. Ҫапах та тумаллисем те пур. Кӑҫалхи пирки калас тӑк, программӑна Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсене кӗртнӗ. Строительство объекчӗсен шутӗнче — Вӑрмар районӗнчи «Ҫӳлти Кинчер–Вознесенкасси», асӑннӑ районти Пинер патне, Вӑрнар поселокӗнче Инженер урамӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Вутӑялта, Канаш районӗнчи Малти Ӑнтавӑшра, Красноармейски районӗнчи Яманакри Ҫамрӑксен тата Ҫӗнӗ урамсене ҫул тӑвасси кӗнӗ. Юлашкинчен асӑннӑ Яманакра кӗпер те туса парӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Ҫӗмӗрле район территорийӗпе иртекен «Сӑр» республикӑри автоҫула, Тӑвай районӗнче «Аниш» автоҫул Соломинка юханшыв урлӑ иртнӗ ҫӗрте кӗпер юсамалла. Кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫ шутне Шупашкар тата Ҫӗмӗрле районӗсенче «Шупашкар–Сурски» автоҫулӑн пӗрер пайне, Шупашкар районӗнче «Вятка» ҫултан «Атӑл» ҫул патне тухакан вырӑна, «Никольски–Етӗрне–Калинино» ҫулӑн Етӗрне районӗнчи пайне, Кӳкеҫ–Тутаркасси–Ҫӗнӗ Шупашкар ҫула ҫутатасси те кӗрет.
Паян, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи Энтрияль ял тӑрӑхне кӗрекен Ыхраҫырми (халь Шӑплат ялӗ) ялӗнче ҫуралнӑ чӑваш поэчӗн, прозаикӑн, тӑлмачӑн, литература критикӗн, ӑслӑлӑх ӗҫченӗн, публицистӑн Анатолий Тимофеевӑн-Ыхран пултарулӑхне, ӗҫ-хӗлне сума-суса ҫӗнӗ мемориал хӑми уҫӑлнӑ. Асӑну палӑкне Анатолий Ыхра пурӑннӑ ҫурт-йӗр вырӑнӗнче лартнӑ.
Паянхи митинга Шӑплат ялӑн ҫыннисем, поэтӑн тӑванӗсем, юлташӗсем пухӑннӑ. Мемориал хӑмине уҫнӑ ҫӗрте районти администрацин йӗркелӳ ӗҫне тытса пыракан пайӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов, культура, спорт тата архив ӗҫӗн пуҫлӑхӗ Ирина Дмитриева, Энтрияль тата Арапуҫ ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем — Игорь Яковлевпа Александр Агеев килсе ҫитнӗ. Митингра Анатолий Ыхра пурнӑҫӗпе-пултарулӑхӗ ҫинчен нумай сӑмах хускатнӑ. Ӑшӑ сӑмахсемпе поэта аппӑшӗ — Альбина Сухан, арӑмӗ Дина Тимофеевна тата ывӑлӗ Атнер аса илнӗ. Мемориал хӑми патне асӑнма пуҫтарӑннӑ ҫынсем валли Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ИКЦ ҫумӗнчи «Санар» фолькор ансамблӗ пултарулӑх концертне кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |