«Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Пӑва районӗнчи Элшелте халӑх тырра хӑйех авӑртать — ҫутӑпа ӗҫлекен армана лавккаран туяннӑ та килтех ним мар ҫӑнӑх туса хураҫҫӗ. Унччен кӳршӗ ялсене ҫӳренӗ — тырӑ тиесе темиҫе ҫухрӑм таран кайма тивнӗ.
Петр Тихоновпа Михаил Петруськин каласа панипе хальхи арманҫӑн ӗҫӗ кӑткӑс мар — пӗр витре тырӑ яр та ҫӑнӑх тухасса ҫеҫ кӗтсе тӑр. Арманӗ хӑватлӑ пулсан ку ӗҫ пӗрре те вӑраха тӑлӑлмасть иккен.
«Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Тутарстанра «Чӑваш пики» конкурс тапхӑрӗ пырать. Пӑва районӗнчи Рункӑ ялӗнче ҫак районти чи хитре, ҫепӗҫ те пултаруллӑ, чи хӳхӗм те тӑрӑшуллӑ хӗрсем Пӑва тӑрӑхӗнчи «Чӑваш пики» ята тивӗҫлӗ пулас тесе тупӑшрӗҫ. Ӗлӗк чипер хӗрсене ӗҫре, вӑйӑра суйланӑ. Хальхи саманара пикесене конкурссенче суйлаҫҫӗ. Теветкелленсе сцена ҫине тухнӑ хӗрсем пурте хӑйне кура илемлӗ, ҫепӗҫ. Хӑйсене тыткалани, утти, кулни-калаҫни те вӗсен килӗшӳллӗ. Жюри вӗсене тӗрлӗ енлӗ хакларӗ: илемлӗхӗпе, пултарулӑхӗпе, чӑваш халӑхӗн тутлӑ апачӗсене мӗнлерех пӗҫернипе, литература тата йӑла-йӗрке пӗлӗвӗсемпе.
Хӑшӗ юрӑпа каласа пачӗ хӑйӗн ҫинчен, теприн ҫинчен унӑн вӗрентекенӗ пӗлтерчӗ, хальхи технологи пулӑшӑвӗпе те усӑ курчӗҫ, чӑваш фольклор тӗсӗпе усӑ курса та хӑйсем ҫинчен каласа пама пултарчӗҫ вӗсем.
Виҫӗ тӗслӗ тумпа хӑйсене кӑтартрӗҫ чиперккесем. Юлашкинчен шурӑ туй кӗпи тӑхӑнса тухнӑ хӗрсене курсан нумай каччӑн чӗри тухса тарасла тӑпӑртатрӗ-тӗр. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесем парса саламланӑ вӑхӑтра Рункӑ Культура ҫуртӗнчи оркестрӑн сасси ытти чухнехинчен савӑнӑҫлӑрах та уҫҫӑнрах янӑрарӗ.
Тутарстанри Пӑва районӗнчи Элшел ял тӑрӑхӗ мӗн пур чӑваш тӗнчишӗн историлле пӗлтерӗшлӗ вырӑн шутланать. Авалхи Аслӑ Пӑлхар патшалӑхне мӑнкун-тутар уртисем аркатнӑ тапхӑртанах упранса юлнӑ чӑвашсен (Элшел таврашӗсем хӑйсене сӑвар йӑхӗнчен тесе шутлаҫҫӗ) хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗрки, юрри-кӗвви, сӑмахлӑхӗ, пурнӑҫ йӗрки 1896-1907 ҫулсенче Элшел шкулӗнче учитель пулса ӗҫленӗ Тӗрлемес чӑвашне Григорий Тимофеева питӗ тӗлӗнтернӗ. Пулас паллӑ ҫыравҫӑ-этнограф хӑй курни, илтнине, сӑнанине пуҫтарса «Тӑхӑрьял» кӗнеке ҫырса хӑварнӑ.
Ку енчи халӑх паянхи кун та йӑх-несӗл тымарне, ӑс-хакӑл пуянлӑхне чыслӑн упрама, килес ӑрӑва мӑн аслашшӗ-асламӑшӗсен кун-ҫул пурнӑҫне хаклама вӗрентсе ҫитӗнтерет. Ҫав ӗмӗт-кӑмӑлсемпех иртнӗ шӑматкун, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, Элшелте Тӑхӑрьял музейӗ уҫӑлчӗ.
Чӳкӗн 13-мӗшӗнче Пӑва районӗнчи Пӳркел ялӗнчи Культура керменне ирех халӑх пуҫтарӑнма пуҫларӗ. Кунта ҫав кун ҫакӑнта ҫуралса ӳснӗ чӑвашсен чаплӑ ҫыравҫине, куҫаруҫине, публицистне, экономистне, обществӑлла деятельне Д.П.Петров-Юмана Асӑну хӑми уҫрӗҫ. Пӑва тӑрӑхӗнчен тухнӑ чаплӑ ҫынсене ҫакӑн пек Асӑну хӑмисем уҫни йӑлана кӗрсе пырать. Нумаях та пулмасть Хирти Кушкӑра Н.Симунова, Ҫӗнӗ Мертлӗре А.Кӑлкана, Альшихре Н.Петровскаяна, Раккассинче В.Урташа, Пӳркелӗнче В.Ухлине ҫавӑн пек чыс тунӑ хыҫҫӑн пӳркелсем кӑҫал Мӗтри Юман 125 ҫул тултарнине халалласа тепӗр пӗчӗк палӑк уҫма вӑй ҫитерчӗҫ. Мул енӗпе ҫак ӗҫре «Вамин-Буа» агрофирма пулӑшрӗ.
Ҫӗнтерӳ Кунне 65 хут уявлас умӗн кӗнеке лавккисене ҫӗнӗ кӗнеке ҫитрӗ — «Алӑкран тухрӑм — тайӑлтӑм...» юрӑсен пуххи. Ӑна пухса кӑлараканӗ — Светлана Лаврентьева. Кӗнекене пӗлтӗр пуш-ҫертме уйӑхӗсенче ирттернӗ Республикӑри вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче юрлакан юрӑсен I фестиваль тӑрӑх хатӗрленӗ.
Кӗнекене тури, анатри тата анат енчи чӑвашсен салтак юррисем кӗнӗ. Ҫавӑн пекех унта тӑлӑха юлнисен, упӑшкисене ҫухатнисен юррисем те пур. Юрӑсене республикӑри 14 районта, Тутарстанӑн Пӑва районӗнче, Сарӑту облаҫӗнчи Пасар Карапулак районӗнче ҫырса илнӗ.
Кӗнекепе Чӑваш наци музейӗнче ҫӑвӑн 5-мӗшӗнче паллаштарчӗҫ. Унта Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн Министрӗ Роза Лизакова, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Михаил Кондратьев тата ыттисем пулчӗҫ. «Уяв», «Валинке» тата Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин студенчӗсем кӗнекене кӗнӗ юрӑсене шӑрантарчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |