Иртнӗ кану кунӗнче Елчӗкри ипподромра ҫуллахи сезон хупӑннӑ ятпа лаша спорчӗн уявӗ иртнӗ. Унта Елчӗк, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Вӑрмар, Комсомольски, Пӑва (Тутарстан) районӗсенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи лаша спортне юратакансем хӑйсен урхамахӗсемпе ӑмӑртнӑ.
Лашасене чуптарни — куракансем чӑннипех юратакан, кӗтекен ӑмӑртусенчен пӗри. Кӗрхи ӗҫсен хӗрӳ тапхӑрӗ пырать пулин те ипподрома хальхинче те халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Пӗчӗк урапа кӳлнӗ рысаксен чупӑвне 12 экипаж хутшӑннӑ. Вӗсем икӗ ҫаврӑмлӑ, 1600 метрлӑ дистанцире мӑшӑрӑн чупса тупӑшнӑ. Унта чи лайӑх вӑхӑт кӑтартнӑ 5 экипаж ҫӗнтерӳҫӗ ята ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. И.Галимзянов (Пӑва) тытса пыракан «Пульман» рысак финиша чи малтан ҫитнӗ. Анчах Чӗмпӗртен килнӗ тӗп судья, Раҫҫей категориллӗ судья В.Марков «Пульман» юрттӑн чупмалли дистанцире сиккипе чупнине асӑрханӑ. Ҫавӑнпа ӑна пӗрремӗш мар, иккӗмӗш вырӑна хӑварнӑ. Шупашкартан килнӗ В.Краснов тытса пыракан «Сахалин» ятлӑ урхамах та ӑмӑрту йӗркисене пӑснине курмасӑр иртмен, ӑна виҫҫӗмӗш вырӑна тухнине палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Шупашкартан килнӗ А.Каргина лекнӗ. Вӑл тытса пыракан «Пафос» рысак дистанцие пӗр тикӗс, ӑмӑрту правилисене пӑсмасӑр чупса тухнӑ.
Тӗп ушкӑн ӑмӑртиччен мӑшӑрӑн чупса 5-10-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ урхамахсем хушшинче хавхалантару чупӑвӗ те илӗртӳллӗ иртнӗ. Кунта та тӗп судья тимлӗ пулнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи П.Сидоров тытса пыракан «Кедр» рысак ҫӗнтернине палӑртнӑ. Юланутҫӑсен ӑмӑртӑвне хальхинче виҫҫӗн хутшӑннӑ. Иккӗшӗ Комсомольски районӗнчи Шурут ялӗнчен тата «Комбайн» ЯХПКран. Пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене хӑнасем ҫӗнсе илнӑ, Г.Ельцов «Алика» лашапа ӑмӑртса виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Лаша спорчӗн ӑмӑртӑвне Ҫӗнӗ Эйпеҫре пурӑнакан, таса ӑратлӑ лашасем ӗрчетекен А.Осипов пуҫарнипе тата район администрацийӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Ӑмӑрту вӗҫленсен район пуҫлӑхӗ, районти Депутатсен пухӑвӗн председателӗ Р.Молодова, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Л.Левый ӑна тата ӑмӑртӑва хутшӑннӑ участниксене тав тунӑ, ҫӗнтерӳҫӗсене парнесем парса чысланӑ. Лаша спорчӗн ӑмӑртӑвӗ вӑхӑтӗнче Шупашкартан килнӗ С.Павлов ертсе пыракан артистсем, районти «Варкӑш» тата «Мерчен» ансамбльсем куракансене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.