Республикӑри тӗллевлӗ инвестици программине пурнӑҫлама кӑҫал 67 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Тупраран пысӑк пайӗ, 25 миллион тенкӗ, Чӑваш патшалӑх филармонине лекӗ.
Кунсӑр пуҫне патшалӑх субсидийӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне 15 миллион тенкӗ тивӗҫӗ, Трактор тӑвакансен культура керменне — 5 миллион, А.Г. Николаев летчик-космонавтӑн мемориал комплексне — 7 миллион, А.Г. Николаев паркне — 7 миллион, Чӑваш патшалӑх пукане театрне — 10 миллион.
Халӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх истори архивӗн ҫуртне тӗплӗн юсаҫҫӗ.
Чӑваш ҫамрӑксен театрне уйрӑм ҫурта куҫарасси пирки хальлӗхе ӗмӗтленме те тӑмасть-тӗр.
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн ветеранӗ Зоя Никонорова 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Зоя Сергеевна Элӗк районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче ҫуралнӑ. 1954 ҫулта ӑна Пукане театрӗн труппине илнӗ. Вӑл ЧР тава тивӗҫлӗ артисткин Елизавета Орловӑн ушкӑнӗнче ӗҫленӗ. Вӑл уншӑн вӗрентекен вырӑнӗнче. Зоя Сергеевнӑн пултарулӑхӗ ҫамрӑк чухнех вӑйлӑ пулнӑ, ҫавӑнпах вӑл тӗп сӑнарсене вылянӑ. Чи пӗрремӗш ролӗ — «Песня Сарпике» спектакльти Сарпике. Унтан «Иван — крестьянский сын» спектакльти Дуньӑпа Феона, «Аленушкин концерт» спектакльти Аленушка…
1967 ҫулта Зоя Никонорова хӑйӗн пурнӑҫне телекуравпа ҫыхӑнтарнӑ. Унта та вӑл ачасемпе ӗҫленӗ. Вӑл режиссер, режиссер пулӑшуҫи пулнӑ, ача-пӑча спектаклӗсем лартнӑ. Хӑй те хӑш чухне вылянӑ.
Телекуравра ӗҫленӗ май Зоя Сергеевна Чӑваш радиовӗпе ҫыхӑну тытнӑ. Вӑл «Шӑнкӑрав» кӑларӑма 18 ҫул ертсе пынӑ. «Асанне юмахӗ» кӑларӑма та ачасене юратса хатӗрленӗ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче Зоя Никонорва тивӗҫлӗ канура пулсан та Пукане театрне таврӑннӑ. Кунта хальхинче педагогра ӗҫленӗ.
Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче «Хыпар» издательство ҫурчӗн ҫамрӑк корреспонденчӗсен слечӗ иртрӗ. Унта республикӑри тӗрлӗ районтан пухӑннӑ 100 яхӑн ача хутшӑнчӗ.
Пухӑннисене фойере пукане театрӗн артисчӗсем кӗтсе илчӗҫ, ачасемпе тӗрлӗ вӑйӑ ирттерчӗҫ. Ҫамрӑк журналистсене ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Валентина Андреева, «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Алексей Леонтьев, Чӑваш наци телерадиокоипанийӗн директорӗ Александр Магарин, «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев, ЧР Вӗренӳ министерствин пай пуҫлӑхӗ Инесса Ядранская хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пухӑннисене хаҫат-журналпа малашне те туслӑ ҫыхӑну тытма чӗнсе каларӗҫ.
Алексей Леонтьев чи пултаруллисене ачасемпе ҫамрӑксен кӑларӑмӗсемпе туслӑ ҫыхӑну тытнӑшӑн «Хыпар» издательство ҫурчӗн тав хутне пачӗ. «Тантӑшпа» «Тетте» редакторӗ Владимир Федоров та хаҫат корреспонденчӗсен малашне те хаҫата интереслӗ материалсемпе пуянлатасса, хаҫатпа журнал тусӗсем хутшӑнасса шанать. «Самант» редакторӗ Владимир Степанов журнал ирттернӗ «Тӑван культура» — Раҫҫей культурин тӗпренчӗкӗ» викторина ҫӗнтерӳҫисене Хисеп хучӗпе чысларӗ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ наци ӳнерне яланах пысӑк тимлӗх уйӑрать. Ӳсекен ӑру чӑваш пукане ӳнерӗ урлӑ (фольклор, автор юмахӗсем, хальхи чӑваш драматургӗсен пьесисем) хайӗн тӑван тӑрӑхӗ пирки нумайрах пӗлет, чӑваш халӑхӗн чӗлхипе, литературипе, йӑлипе ҫывӑхрах паллашать. Чӑваш пукане театрӗ ҫулсерен «Чӑваш чӗлхин эрнине» хутшӑнать, ачасене чӑваш культурипе паллаштарма тӑрӑшать.
Хальхинче Пукане театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Чӑваш чӗлхин эрни умӗн наци постановкисене лартнӑ. Ака уйӑхӗн 15–18-мӗшӗсенче репертуарта чӑваш авторӗсен спектаклӗсем пулнӑ: Г.Азамӑн «Мулкач — ҫӗнтерӳҫӗ», Е.Лисинӑн «Хупах хӑлха Илюк». Ҫак кунсенче театр представленийӗсем Шупашкарти ача пахчисенче, вӑтам шкулсенче пулнӑ. Чӑваш чӗлхин эрнинче вара Пукане театрӗ пӗчӗк куракансене ҫӗнӗ спектакльпе савӑнтарӗ. Вӑл — «Атя, тилӗ, яра пар!» ятлӑ. Ӑна куракан епле йышӑннине хакламашкӑн спектакле икӗ ача пахчинче лартнӑ ӗнтӗ. Хулари 1-мӗш клиника пульницинче те унпа паллашни пирки ӗнер кӑна эпир сире пӗлтертӗмӗр. Эппин, премьера сцена ҫине куракансен сӗнӗвӗсене шута илсе тухӗ.
Ака уйӑхӗн 22–26-мӗшӗсенче Пукане театрӗ Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисене, вӑтам шкулсене ҫитӗ.
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Хулари 1-мӗш клиника пульницин реабилитаци уйрӑмӗ ҫумӗнче «Ӳнер терапийӗ» реабилитаци пӳлӗмне ӳҫнӑ. Ӑна ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ тата «Чӑваш Республикинчи хӗрарӑмсен канашӗ» общество организацийӗ йӗркеленӗ.
Ҫак пӳлӗме уҫма Хулари 1-мӗш клиника пульницин тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн директорӗ тата «Ӳнер терапийӗ» проект ертӳҫи Елизавета Абрамова хутшӑннӑ. Пукане театрӗ реабилитаци уйрӑмне чирлисен шухӑшлавне, хусканӑвне йӗркене кӗртме пулӑшакан практика материалӗ парнеленӗ.
Ҫӳлерех асӑннӑ пульницӑн реабилитаци уйрӑмӗнче инсультпа аптӑранӑ, пуҫа сиенлетнӗ ҫынсем сипленеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кунта нерв тытӑмӗн чирӗпе нушаланакансем, хусканупа тӗрев енчен сывӑ маррисем пур. Уҫӑлнӑ пӳлӗмре вӗсем валли тӗрлӗ заняти иртӗ: ӳкерӳ, графика, живопиҫ, музыка, юмах вулани…
Ӳнер чирлӗ ҫынсене хӑвӑртрах сывалма пулӑшнине ҫирӗплетнӗ. Проект ертӳҫисем пӳлӗмри занятисем ҫынсене психологи тӗлӗшӗнчен сывалма пулӑшасса шанаҫҫӗ, хаваслӑх туйӑмӗ вара чире парӑнтарма хӗтӗртӗ.
Пӳлӗме уҫнӑ кун Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Атя, тилӗ, яра пар!
Паян пӗтӗм тӗнчипех Театр кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑваш Енре паян профессилле 6 театр ӗҫлет. Раҫҫейре тата чикӗ леш енче ят-сум ҫӗнсе илнӗ коллектив шутне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне кӗртеҫҫӗ. Вӑл Пӗтӗм тӗнчери опера тата балет фестивалӗсене ҫулсерен йӗркелет. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗсем те ҫынсене хӑйсем патне асамлӑхпа илӗртеҫҫӗ. Пукане театрӗ пирки те лайӑххине кӑна калама пулать. Вӑл коллектив ачасене кӑна мар, аслисене те хӑйӗн ӑслӑ та ӑста пуканисемпе тыткӑнлать. Вырӑс драма тата Ҫӗнӗ Шупашкарти драмӑн сӑнавлӑ театрӗсем те куракансене савӑнтараҫҫӗ.
Паян вара Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри театр конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗн» «хуҫи» — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Нина Яковлева. Ӑна вӑл «Мунча кунӗ» спектакльти амӑшӗн ролӗшӗн тивӗҫнӗ. Арҫын рольне оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Иван Снигирев Отелло сӑнарӗнче чи лайӑх калӑпланӑ тесе йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех ытти номинанта та чысланӑ.
Паян, пушӑн 17-мӗшӗнче, Куславккари «Пчелка» ача пахчине Шупашкартан хӑнасем ҫитнӗ. Ахальлисем мар: Пукане театрӗ!
Пӗчӗккисем «Люблю ромашки» (чӑв. «Салтак тӳмми чечекне юрататӑп») спектакль курнӑ. Ачасем постановка сӑнарӗсемпе пӗрле савӑннӑ, хурланнӑ.
Пукане постановкисем пӗчӗккисене савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ. Ара, ача теттепе выляса ӳсет-ҫке. Тетте «чӗрӗлни» вара шӑпӑрланшӑн — чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш. Пӗчӗккисем хӑйсене юмаха лекнӗн туйнӑ. Ҫак ача пахчин шӑпӑрланӗсем Пукане театрӗн спектаклӗсемпе уйӑхсерен киленеҫҫӗ. Вӗсем артистсене татах хӑнана кӗтеҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче гастрольте пулнӑ. Ентешӗмӗрсене унта Чӗмпӗрти ӗҫтешӗсем чӗннӗ. Гастроле СССР халӑх артистки Валентина Леонтьева ячӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗн пукане театрӗ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.
Камсем пулнӑ-ха унта? Чӑваш халӑх артисчӗ Петр Клементьев, Светлана Кокшина, Юлия Мельник, Лариса Антонова, Ираида Васильева тава тивӗҫлӗ артисткӑсем, Алина Каликова артистка, ӳнер постановкин заведующийӗ Елена Белоусова, ҫутӑ ӳнерҫи Олег Ильин, сасӑ режиссёрӗ Павел Яргунин. Ушкӑна Юрий Филиппов (театрӑн ӳнер ертӳҫи, тава тивӗҫлӗ артист) ертсе пынӑ.
Чӑваш артисчӗсем Чӗмпӗр сцени ҫине нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тухнӑ. Ирхи сеансра вӗсем «Тайны Снеговика» (чӑв. Юр кӗлеткин вӑрттӑнлӑхӗ) спектакль кӑтартнӑ. Каҫхине куракансем «14 писем к Богу» (чӑв. Турӑ патне янӑ 14 ҫыру) постановкӑпа киленнӗ. Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче вара Юр кӗлетке ҫинчен лартнӑ спектакле Димитровград ҫыннисем курнӑ.
Чӑваш артисчӗсене курма чылаййӑн пынӑ. Пӗр спектакль хаваслӑ, тепри — шухӑша яраканни пулнӑ. Куракансем иккӗшне те ӑшшӑн йышӑннӑ, спектакль вӗҫленсен чылайччен алӑ ҫупнӑ.
Чылай вӑхӑт юсавра пулнӑ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ пысӑк зала уҫма хатӗрленет. Кун пирки республикӑн Культура министерстви пӗлтерет.
Театра юсама 2012 ҫулта 8 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Ҫав укҫана ӑшӑтмалли тытӑма, канализаци, шыв пӑрӑхӗсене, ҫивиттие ылмаштарма янӑ. Кӑҫал та юсав ӗҫӗсем малалла пынӑ май пысӑк зала юсаса пӗтернӗ. Ҫак тӗллевпе хыснаран 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. «Кӗмӗл» курав залне те пысӑклатма май панӑ.
Ҫапах та театра пӗтӗмӗшле ҫӗнетсе пӗтермен-ха — ӑна ҫитес ҫул та юсӗҫ. Ҫак тӗллевпе Чӑваш Ен хыснинче 2014 ҫул валли тепӗр 10 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Апла пулин те вӑл тупра та ҫитмест. Мӗнпур ӗҫе тӗплӗн пурнӑҫлама 32 миллион тенкӗ кирлӗ иккен.
Театр ӗҫӗ пирки калаҫнӑ чух эпӗ, паллах, специалист пек хаклама пултараймастӑп — ун валли ман ятарлӑ пӗлӳ ҫук-ҫке. Анчах куракан евӗр хаклама ирӗк пур-тӑр. Ку вӑл Пукане театрӗн Сургут тӑрӑхӗнче иртнӗ гастролӗ пирки пӗлтерес умӗнхи хӑйне евӗр ум сӑмах вырӑнне тейӗпӗр ӗнтӗ. Тепӗр умсӑмах та пултӑр-ха эппин. Шел те, пукане театрне ятарласа хӑҫан кайнине те манма ӗлкӗрнӗ эпӗ. Анчах хӑш-пӗр уявра вӗсем вылянине курма май килет те унти артистсемпе режиссерсен пултарулӑхӗ пирки иккӗленӳ ҫук. Ӗҫе чунпа тунӑн туйӑнаҫҫӗ мана унта. Е юратса темеллеччӗ-ши?..
Ҫак кунсенче чӑваш пуканисен инҫе ҫӗрти гастролӗ вӗҫленнӗ. Сургут тӑрӑхӗнче артистсем 10 спектакль кӑтартнӑ. Унти ыркӑмӑллӑх фончӗ тата ачасен реабилитаци центрӗ пулӑшнипе сусӑр ачасем валли тӳлевсӗр спектакльсем лартса панӑ. Кашни спектакле Сургут хулипе вӑл тӑрӑхри куракансем ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ. Вӑл енчи артистсем вара иртнӗ уйӑхӑн 11–16-мӗшӗсенче Шупашкарта гастрольпе пулнӑччӗ.
Сӑнсем (7)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |