
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн хастарӗсем хӗлле ҫул-йӗре еплерехйӗркене кӗртнине тӗрӗсленӗ. Ҫулсене Шупашкар районӗнче пӑртан та юртан лайӑх тасатнине палӑртнӑ. Муркаш районӗнчи ҫул-йӗр пирки вара апла калаймӑн. Ҫил-тӑман вӑйлӑ кустарнӑранпа икӗ эрне иртнӗ пулин те ку тӑрӑхра пӑра катса пӗтермен, юра турттарса тухман. М-7 автоҫул ҫинчен вырӑнти ҫулсем ҫине пӑрӑнса кӗнӗ ҫӗрте кӗрт 2 метр ҫӳллӗшех купаланнӑ.
«Ҫул-йӗр тӗрӗслевӗ» проект ертӳҫи Илья Власов палӑртнӑ тӑрӑх, хӗллехи уйӑхсенче ҫула кирлӗ пек пӑхса тӑманшӑн подряд организацийӗ тӗлӗшпе суд ӗҫӗ пуҫарнӑ, тӗпчев пырать.
Унсӑр пуҫне Халӑх фрончӗн хастарӗсем Муркаш районӗнчи «Атӑл» — Мӑн Сӗнтӗр — Шашкар пристанӗ ҫулӑн икӗ ҫухрӑма тӑсӑлакан пайӗнче пысӑк лакӑмсенех асӑрханӑ.

«Юнармия» ача-пӑчапа ҫамрӑксен пӗтӗм ҫӗршыври юхӑмӗн 8 уйрӑмӗ ту хысакӗ ҫине улӑхассипе тупӑшнӑ. Республикӑри ҫак ӑмӑрту «Кошка» (чӑв. Кушак) центрта иртнӗ.
Тупӑшӑва Шупашкарти 18-мӗш шкулти, Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет Союзӗн Геройӗн М.М. Кузнецов ячӗллӗ кадет лицейӗнчи, Канашри 6-мӗш шкулти, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнчи, Канаш районӗнчи Янкӑлч, Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулти, Комсомольскинчи 2-мӗш шкулти ачасем хутшӑннӑ.
Унта 14 ҫултан пуҫласа 17-чченхи юнармеецсем тупӑшнӑ. Яшсемпе пикесенчен Комсомольскинчи Стас Курицынпа Эльза Кузнецова мала тухнӑ. Ушкӑнпа та Комсомольскинчи 2-мӗш шкул командине ҫитекен пулман, иккӗмӗш вырӑнта — Шупашкарти 18-мӗш шкул, виҫҫӗмӗшӗнче — Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул.

Паян Муркаш районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ иртнӗ. Унта чылай ыйту пӑхса тухнӑ, ҫав шутра — пурлӑхпа ҫыхӑннисене те. Кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусене Муркаш район администрацийӗнче пӗлтерӗшлӗ тесе хаклаҫҫӗ. Кун пирки унтисем район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ.
Депутатсем муниципалитет пурлӑхне Мӑн Сӗнтӗр тата Оринин ял тӑрӑхӗсене парасси ҫинчен калакан йышӑну проектне ҫирӗплетнӗ. Кунсӑр пуҫне Арҫынсен Шупашкарти Ҫветтуй Троицки православи мӑнастирне пурлӑх парас ыйтӑва та тишкернӗ. Вырӑс православи чиркӗвӗн Епархине икӗ чиркӳ ҫурчӗ тата вите пама йышӑннӑ. Мӑн Сӗнтер тата Оринин ял тӑрӑхӗсене шыв башнисене Муркаш район администрацийӗн харпӑрлӑхӗнчен куҫарса панӑ. Малашне вӗсемшӗн вырӑнтисем яваплӑ пулӗҫ.

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче паян пӗр уйрӑм хуҫалӑхра чӑваш юписен комплексне уҫрӗҫ. Чаплӑ уява Евгений Ерагин-Ешентей мӑчавӑр ертсе пычӗ. Кил хуҫин йӑхне пиллерӗҫ, ытлӑ-ҫитлӗ, сывлӑхлӑ пулма сунчӗҫ.
Кил хуҫи, Туринке Юрий Данилович (хӑй каланӑ тӑрӑх Маргарита Туринке унӑн аппӑшӗ пулать) ҫак юпасен комплексне уҫма мӗн сӑлтавлани пирки каласа пачӗ. Пӗрремӗшӗ — мӑнукӗсемпе ачисене тӑван халӑх культурипе ҫыхӑнтарас тени. «Шел те, хӑй вӑхӑтӗнче ҫакӑн ҫинчен ытлашшиех пуҫ ватман ҫав. Ҫамрӑк чухне, ҫулланса ҫитсен те ытларах ҫемьене тӑрантарасси пирки шухӑшланӑ, ачасене чӑвашлӑх ҫулӗ ҫине тӑратмалли пирки сахал шутланӑ тата вӑхӑт тупайман. Ачана та чӑвашла калаҫма вӗрентеймерӗм. Халь тин, 50 урлӑ каҫсан ҫеҫ, тӑван чӗлхе тата тӑван халӑх культурин пӗлтерӗшне туйса илтӗм. Ҫак юпасен комплексӗ вӗсен чунӗсенче чӑвашлӑха вӑратасса шанса тӑратӑп. Мӑнуксене те тӑван чӗлхене вӗрентесех тетӗп», — пӗлтерчӗ кил хуҫи. Иккӗмӗш сӑлтавӗ — Ҫӗрпӳри этнокомплексри юпана пупсем хистенипе кӑларса пӑрахтарни (хальхи вӑхӑтра Ҫӗрпӳри юпана тепӗр чӑваш укҫалла туянса хӑйӗн картишне лартнӑ).

Пулла кайнӑ арҫынна темиҫе кун каяллах шырама пуҫланӑ. Шел те, ҫак кунсенче унӑн виллине тупнӑ. Кун пирки арҫыннӑн хӗрӗ Ксения пӗлтерет.
Шупашкарта пурӑнакан Вадим Филиппов Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗ ҫывӑхӗнчи утрава икӗ кунлӑха пулла кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхине вӑл арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ. Каҫхине вара ҫыхӑнӑва тухман.
Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вӗсем утрав ҫине арҫынна шырама кайнӑ. Унта вӑлтине, киммине тупнӑ, утрава пӑхса ҫаврӑннӑ, анчах тӑванне тупайман. Кун хыҫҫӑн вӗсем полицие шӑнкӑравланӑ.
Каярахпа ҫав арҫынна вӑлта выртнӑ ҫӗртен инҫех мар тупнӑ. Анчах вӑл сывламан ӗнтӗ. Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, ашшӗ путса вилнӗ.

Чӑваш Енре Ҫамрӑк моряксен XIV пуххи иртнӗ. Унта шкул ачисен 39 команди пуҫтарӑннӑ. Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчен, Йӗпреҫ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Елчӗк районӗсенчен 100 ытла ҫамрӑк армеец пуҫтарӑннӑ. Вӗсем аслӑ тата кӗҫӗн ушкӑнсене пайланса малти вырӑнсене йышӑнассишӗн ӑмӑртнӑ. Хамӑр тӑрӑхри маттур ачасемпе пӗрлех Чикмери (Мари Эл) «Паллада» парус клубӗн пайташӗсем те хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва ДОСААФӑн Шупашкарти пӗрлешӗвӗ тата ЧР Вӗренӳ министерствин «ЮНИТЭКС» центрӗ йӗркеленӗ. Пӗрремӗш вырӑна аслӑраххисенчен Шупашкарти 37-мӗш шкулти ачасем тухнӑ, иккӗмӗшне — республикӑн тӗп хулинчи 6-мӗш шкултисем, виҫҫӗмӗшне — хулари 3-мӗш тата Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗртисем. Кӗҫӗннисенчен мӑн сӗнтӗрсем мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти 37-мӗш шкултисем, виҫҫӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑхри ачасем.

Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче А.Г.Николаев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Калайкасси шкулӗнче районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен V фестивалӗ иртнӗ. Ӑна йӗркелекенӗ — А.М. Степанов вӗрентекен. Кӑҫал та фестивале сӑмах каласа Александр Марсович хӑй уҫнӑ.
Пухӑннисене Шатракассинчи тӗп шкулти О.А. Вишнева О.А. вӗрентекен ӗҫри опычӗпе паллаштарнӑ, ӑстаҫӑ урокӗ ирттернӗ. Ытти вӗрентекенсем уҫӑ уроксем тата класс тулашӗнчи ӗҫсем кӑтартнӑ. Ярапайкассинчи вӑтам шкул вӗрентекенӗ А.Г. Димитриева 6-мӗш класс ачисемпе ҫӗнӗ вӗренӳ технологийӗсене тӗпе хурса «Паллӑ ячӗсен ҫӗршывӗнче» вӑйӑ-ӑмӑрту йӗркеленӗ. Мӑн Сӗнтӗр вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем Н.В. Варюхина тата В.В. Сапожникова 7-мӗш, 8-мӗш классемпе «Ҫулталӑк кӗнеки» тата «Атӑл» темӑсемпе уҫӑ уроксем ирттернӗ. 6-мӗш классем Шурча шкулӗн вӗрентекенӗ Н.М. Тюрина ертсе пынипе «Паллӑ ячӗсен тӗнчинче» темӑпа пӗтӗмлетӳ урокӗнче ӗҫленӗ. Сыпайкассинчи шкул вӗрентекенӗ Н.Н. Яковлева «Туслӑх тата чӑн-чӑн тус» класс сехечӗ ирттернӗ.
Фестивальте 1-мӗш вырӑн Алевтина Димитриева (Ярапайкассинчи вӑтам шкул), 2-мӗшне Валентина Сапожникова Валентина (Мӑн Сӗнтӗр вӑтам шкул), 3-мӗшне Нина Тюрина Нина (Шурчари тӗп шкул) йышӑннӑ.

Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче Муркаш тӑрӑхӗнчи Ярапайкасси ялӗнче «Сӗтев» хаҫат никӗслевҫи Эдуард Мочалов пуҫарнӑ «Пысӑк футбол» турнирӗ пуҫланчӗ. Шел пулин те, шӑпа туртнӑ Элӗк районӗнчи футбол ушкӑнӗ турнира тем сӑлтава пула килеймен. Ун пирки турнира йӗркелекенӗ ӑмӑрту пуҫланиччен пӗр сехет малтан пӗлтернӗ. «Анчах та вӗсем малалла хутшӑнасси пирки шантарчӗҫ», — пӗлтерет ӑмӑртӑва йӗркелекенӗ. Турнир пуҫаруҫи вӗсен пирки штраф санкцийӗ пирки шутлать.
«Пысӑк футбол» турнира вара «Мӑн Сӗнтӗр» тата «Кӳстерек» футбол ушкӑнӗсем пуҫларӗҫ. «Мӑн Сӗнтӗр» футбол ушкӑнӗ 5:0 шутпа вӑйя ҫӗнсе илчӗ.
Ҫӗртме 26-мӗшӗнче футбол турнирӗ Муркаш районӗнчи Рыкакасси футбол уйӗнче иртмелле. Пуҫламӑшӗ 16:00 сехетре.
Сӑнсем (12)
Валерий Александрович Иванковскин «Сӗнтӗр ен. Ҫулсем, пулӑмсем, ҫынсем» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Вӑлах «Чӑваш халӑх кунталакӗ» (2011), «Терапи: медицина тӗнчинчи терапи терминӗсем» (2013) авторӗ.
Валерий Иванковский Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте ҫуралса ӳснӗ. «Сӗнтӗр ен. Ҫулсем, пулӑмсем, ҫынсем» кӗнекинче вӑл истори, чӗлхе культури, Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Унта ял тӑрӑхӗнчи ялсем пирки, ял хуҫалӑх, промышленноҫ предприятийӗсем, культура, вӗренӳ, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем ҫинчен кӗскен каласа панӑ.
Кӗнекере ҫав тӑрӑхри паллӑ ҫынсене пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Вӗсем ял хуҫалӑхӗнче, промышленноҫра, вӗренӳре, культурӑра, сывлӑх сыхлавӗнче тата ытти тытӑмра палӑрнӑ.
Кӗнеке 100 экземплярпа тухнӑ. Валерий Александрович тин пиҫсе тухнӑ кӗнекене Муркашри вулавӑша, Мӑн Сӗнтӗрти вулавӑша парнеленӗ.
Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнчен аслӑ вӑрҫа 791 ҫын хутшӑннӑ, 354 салтак тӑван килне таврӑнайман, хыпарсӑр ҫухалнӑ е хаяр ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Вӑрҫӑра пуҫне хунисене асӑнса 1974 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнче Кӑкшӑмри Культура ҫурчӗ умӗнче палӑк ҫӗкленчӗ, унтанпа чылай ҫул иртрӗ, халӗ палӑк тавра пӗлӗтелле кармашакан чӑрӑшсем ӳсеҫҫӗ, йӗри-тавра ҫулленех чечексем ешереҫҫӗ.
Вӑрҫӑран таврӑннисем хальхи вӑхӑтра Ефим Никифорович Атласов, Михаил Артемьевич Васильев, Гурий Петрович Петров, Арсений Мартынович Мартынов тата хулара пурӑнакан Мефодий Иванович Ивановпа Василий Семенович Семенов Ҫӗнтерӳ кунне кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Кӑкшӑмсем паттӑрсене манмаҫҫӗ. Мефодий Иванович Иванов ветеран вӑрҫӑ пӗтнӗренпе 70 ҫул ҫывхарнӑ ятпа Кӑкшӑмри пӗр кӳлӗ хӗррипе «Асӑну аллеи» йӗркеленӗ, 70 ҫамрӑк хыр лартса хӑварнӑ. Сӑмах май вӑл ертсе пынипе унччен те Анат урам хыҫӗнчи Ермекҫи ятлӑ вырӑнтан пуҫласа ҫырма айккипе чылай хыр лартса хӑварнӑ, вӗсем ҫак ҫулсенче самаях вӑй илнӗ.
Районта ял тӑрӑхӗсенчи художествӑ коллективӗсем кӳршӗри ялсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарасси йӑлана кӗнӗ.
