Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 21 ҫул хушшинче тӑван чӗлхене упрама мӗн туса ирттернӗ

  07.09.2026 13:59 | 2161 хут пӑхнӑ

Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗ кун тесе авӑнӑн 7-мӗшне йышӑннӑ. Ҫапла май паян ҫак икӗ проекта хута янӑранпа 21 ҫул ҫитет. «Чӑваш чӗлхи лабораторине» уйрӑм проект пек эпир каярах пӗлтертӗмӗр пулин те, унта кӗрекен чылай пай ҫав вӑхӑтрах йӗркеленнӗ. Паянхи кун та ӗҫлекен, самай аталаннӑ, «Электронлӑ сӑмахсар» сайтах мӗне тӑрать! Аса илтеретпӗр, «Чӑваш чӗлхи лабораторине» йышне эпир МИХ-па ҫыхӑнман ӗҫсене уйӑрса кӑларнӑ. МИХ тытса тӑрасси питӗ яваплӑ ӗҫ, ҫавна май «Чӑваш чӗлхи лабораторине» тумалла пулчӗ те.

Малалла...

 

«Сасӑла» проектӑн уйӑхри ӗҫӗ

  12.05.2023 22:34 | 4851 хут пӑхнӑ

Шӑп та уйӑх каялла, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» ҫӗнӗ хатӗр хушӑнма тытӑнчӗ: пуплевӗшсене сасӑламалли меслет. Ку функционал ҫӗнӗ велосипед шутласа кӑларни мар ӗнтӗ — ак ӗнтӗ миҫе ҫул Mozilla Common Voice проект пурнӑҫланать. «Сасӑла» функционал та ҫав ӗҫех тӑвать: сасӑсен йышне, текстпа ҫыхӑнтарнӑ чӑвашла сасӑсене пухать.

Mozilla Common Voice проектран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

Mozilla Firefox браузера тӑвакан ушкӑн тӗрлӗ чӗлхепе сасӑ пухас ӗҫе тахҫанах пуҫӑннӑччӗ.

Малалла...

 

2022 ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗ

  31.12.2022 09:01 | 4895 хут пӑхнӑ

Акӑ, ҫак ҫӑмӑлах мар ҫулталӑк вӗҫленсе те пырать. Вӑл вӗҫнелле шуса пынӑ май, яланхи пекех эпир ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвне тӑватпӑр.

Пӗлтӗр эпир 2022 ҫула пысӑк шанӑҫпа кӗтсе илеттӗмӗр. Шел те малашлӑх епле пулассине пӗлеймен ҫав. Пӗртен-пӗр савӑнӑҫлӑ хыпар: кӑшӑлвирус пире ытлашши пӑшӑрхантарма пӑрахрӗ. Ҫук, вӑл пӗтмен-ха, сысна грипӗпе пӗрле пирӗн хушӑрах явӑнса ҫӳрет, анчах 2022 ҫул кӑтартса панӑ тӑрӑх ҫав чир ытлашшиех хӑрушах мар иккен, унтан хӑрушши те пур. Ҫавна май ун пирки шухӑшлама пӑрахрӑмӑр.

Малалла...

 

Чӑваш халӑх сайчӗн малашлӑхӗ пирки: ҫӗртме уйӑхӗ…

  06.06.2022 21:12 | 4611 хут пӑхнӑ

Ятарлӑ операци пуҫланнӑ хыҫҫӑн акӑ тепӗр уйӑх иртсе кайрӗ. Ӑна мӗнле пӗтӗмлетме пулать, малашлӑхра мӗнлерех улшӑнусем?

Пӗрремӗшӗ. Иртнӗ уйӑхра эсир самай пулӑшрӑр. 9 573 тенкӗлӗх пулӑшу кӳтӗр. Малтанхи уйӑхрисемпе хушсан пурӗ 55 373 тенкӗ пулать. Ҫак укҫаран паянхи куна 47 400 тенкӗ тӑкакланӑ. Иртнӗ уйӑхра 5 пин вырӑсла-чӑвашла словарьшӗн тӳлерӗмӗр, 5 100 — Александр Гринӑн 3-мӗш томӗшӗн, 7 пин — Николай Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххисен кӗнекин 3-мӗш томӗшӗн. Пурӗ 17 100 пулса тухать.

Малалла...

 

Миллионлӑ ӗҫ

  15.10.2021 18:02 | 5778 хут пӑхнӑ

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ юпан 14-мӗшӗнче чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне 1 миллионран ирттерчӗ. Ку ӗҫ мӗнле пулса пыни пирки, тата чӗлхе тӗпчевӗн паянхи ыйтӑвӗсем пирки сӑмах хускатасшӑн. Сирӗншӗн, вулакансемшӗн, тата чӑваш чӗлхи шӑпишӗн кӑшт та пулин пӑшӑрханакансемшӗн, ӑнланмалларах пулӗ тетӗп.

Мӑшӑрлас ӗҫ пирки пӗтӗмӗшле каласа пани

Ҫак ӗҫе эпир 2016 ҫулта пуҫланӑччӗ. Ун чухне «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» те йӗркеленменччӗ-ха… Ӗҫе вӑл вӑхӑтра хутран-ситрен кӑна туса пырсаччӗ, ӗҫ майне мӗнле хӑвӑртлатассине шырасаччӗ.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 22

1898
128
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Пуснаркасси ялӗнче вулама-ҫырма вӗрентекен шкул уҫӑлнӑ.
1933
93
Алексеев Валериан Алексеевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1948
78
Резникова Ирина Борисовна, Чӑваш Республикин халӑх артистки, эстрада юрӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...