Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: 2022 ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗ

Аçтахар Плотников31.12.2022 09:013097 хут пӑхнӑ

Акӑ, ҫак ҫӑмӑлах мар ҫулталӑк вӗҫленсе те пырать. Вӑл вӗҫнелле шуса пынӑ май, яланхи пекех эпир ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвне тӑватпӑр.

Пӗлтӗр эпир 2022 ҫула пысӑк шанӑҫпа кӗтсе илеттӗмӗр. Шел те малашлӑх епле пулассине пӗлеймен ҫав. Пӗртен-пӗр савӑнӑҫлӑ хыпар: кӑшӑлвирус пире ытлашши пӑшӑрхантарма пӑрахрӗ. Ҫук, вӑл пӗтмен-ха, сысна грипӗпе пӗрле пирӗн хушӑрах явӑнса ҫӳрет, анчах 2022 ҫул кӑтартса панӑ тӑрӑх ҫав чир ытлашшиех хӑрушах мар иккен, унтан хӑрушши те пур. Ҫавна май ун пирки шухӑшлама пӑрахрӑмӑр. Тематика улшӑнчӗ те вӑл пире хӑратма пӑрахрӗ.

2022 ҫулталӑк питӗ пӑшӑрхантараканскер пулчӗ. Пирӗн калаҫӑва «ятарлӑ ҫар операцийӗ» (чӑн-чӑн терминне МИХсене асӑнма чарса хучӗҫ), «мобилизаци» сӑмахсем кӗчӗҫ. Унтан та хӑрушраххи — «ядерлӑ хӗҫ-пӑшал» текенни. Иртсе пыракан ҫулталӑкра миҫе МИХ хупӑнмарӗ пуль? Тӗрӗссипе каласан — вӗсене хупрӗҫ темелле пуль. Шухӑшлатӑн та, чӑн тӗллевӗ Раҫҫӗйпе юнашар вырнаҫнӑ патшалӑхпа хирӗҫесси мар, 2024 ҫулталӑкра иртмелли суйлав валли информаци уйне тасатасси пырать тейӗн. Кунашкал лару-тӑрура «Чӑваш халӑх сайчӗ» хӑйне нейтраллӑ тытма тӑрӑшрӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пирӗн тӗллев чи малтан ҫав-ҫавах чӑваш культурине пропагандӑласси-ҫке, «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» урлӑ чӑваш чӗлхине интернетра аталантарасси. Тӗрӗс турӑмӑр-ши? Йӑнӑшмарӑмӑр-ши? МИХӑн тӗп редакторӗ пулнӑ май, хуравне халь те калама пӗлместӗп.

2022 ҫулталӑкри ӗҫсем

2022 ҫулта тумалли плансем пысӑкчӗ. Шел те, палӑртман-шутламан йывӑрлӑхсем вӗсене пурнӑҫлама чӑрмантарчӗҫ. «Чӑваш халӑх сайчӗ» хӑйӗн ҫулӗпе майӗпен аталанса пычӗ пулсан, кунта нимӗнле пысӑк йывӑрлӑхсем те курмарӑмӑр пулсан, «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн» ӗҫне кӑҫалхи пулӑмсем самай ура хучӗҫ. Тупӑшсем чакнӑран планланинчен самай сахалрах турӑмӑр. Унсӑр пуҫне хаксем ӳсни те палӑртнӑ ӗҫсене тума чӑрмантарчӗ.

Ҫавах та, ӳсӗмсемсӗр мар. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» сӑмахсен йышӗ 14 миллионтан иртрӗ, куҫарнӑ сӑмахсен йышӗ — 10 миллионтан (пӗлтӗр эпир 1 миллион ытла куҫарнӑ пуплевӗш хатӗрлерӗмӗр пулин те, куҫарнӑ сӑмахсен йышӗ 10 миллиона ҫитейменччӗ). «Атӑл.Тӑлмач» сайтри куҫаруҫӑна ҫӗнетрӗмӗр. Унӑн пахалӑхӗ самай ӳсрӗ.

Енчен те маларах эпир «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсемпе пуянлатма тӑрӑшаттӑмӑр пулсан, кӑҫал вара корпусри пахалӑха ӳстерес тӗлӗшпе вӑй хутӑмӑр. Калӑпӑр, кӑҫалхи текстсен йышех 1 пинрен иртрӗ! Уйрӑмах хаҫат-журнал статйисемпе пуянлатма тӑрӑшрӑмӑр. Тата пирӗн унта ҫӗнӗ тӗс те хушӑнчӗ — гороскоп тексчӗсем. «Чӑваш халӑх сайтӗнчен» илнӗ гороскопсене пухрӑмӑр та мӗнпурӗ 10 пин ытла мӑшӑр пулчӗ. Вӑл мӑшӑрсем куҫаруҫӑ валли питӗ паха пулчӗҫ вара.

«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» 1 миллион мӑшӑр пухнӑ хыҫҫӑн эпир ку ӗҫе пӑрахман-ха. Хальхи вӑхӑтра эпир ытларах енӗпе чӑвашларан вырӑсла куҫарнӑ материалсемпе пуянлатас ӗҫе туса пыратпӑр. Куҫаруҫӑн пахалӑхӗ пысӑк пултӑр тесен вӗсене сахалран та пӗр 200 пин пухмаллах. Ку ӗҫе тума вара ҫӑмӑлах мар. Шел те, чӑвашларан вырӑсла куҫарнӑ кӗнекесем сахал мар пулин те, вӗсем ытларах пайӗпе ҫӗнӗ хайлавсем пулса тӑнӑ. Вырӑсла куҫарӑвӗсем чӑвашлипе тӳр килмеҫҫӗ. Содержани тӗлӗшпе пӗрешкелех те пуль вӗсем, анчах чылайӑшӗнче чӑвашла хитре те илемлӗ пуплевӗшсене вырӑсла тӳрремӗн куҫарман. Вӗсем расна. Ҫавна май вӗсене мӑшӑрлама май ҫук. Зоя Романова тата хӑш-пӗр ытти куҫаруҫӑн ӗҫӗсемпе ҫеҫ усӑ курма май пур. Вӗсемпе майӗпен ӗҫлетпӗр те. Калӑпӑр, хальхи вӑхӑтра Хӗветӗр Уярӑн «Танатипе», «Таркӑнне» мӑшӑрлатпӑр. Ҫавӑн пекех Анатолий Емельянов, Герасим Харлампьев хайлавӗсене хатӗрлесе хунӑ.

2022 ҫулта пирӗн ҫӗнелнӗ проектсенчен пӗри вӑл — «Электронлӑ сӑмахсарсен» сайчӗ. Александр Тимофеев пулӑшнипе эпир ку сайт дизайнне хальхилле турӑмӑр, унпа мобиллӗ хатӗрсем ҫинче усӑ курассине ҫӑмӑллатрӑмӑр. Вӑл кӑна мар, сайт ҫӗнӗ словарьсемпе пуянланчӗ. Вӗсенчен пӗри: 1971 ҫулта тухнӑ вырӑсла-чӑвашла пысӑк калӑпӑшлӑ словарь. Тепри — Николай Ашмарин пухнӑ сӑмах пуххинчи 3-мӗш томӗ. Ҫапла май хальхи вӑхӑтра «Электронлӑ сӑмахсарта» ҫак словарӗн тулли варианчӗ вырнаҫнӑ. Виҫҫӗмӗшӗ: ҫулталӑк вӗҫнелле ӑсталама пуҫланӑ онлайн топонимика словарӗ (унпа ӗҫлеме пуҫланӑ кӑна-ха).

2022 ҫулталӑкӑн пӗр палли — чылайӑшӗ телеграмланма пуҫлани. Эпир те ку утӑмран юлмарӑмӑр. Телеграм валли, калӑпӑр, ятарлӑ стикерсем ӑсталарӑмӑр. Телеграмра хамӑр канала аталантарма пуҫӑнтӑмӑр. Ҫырӑнакансем чылаях мар пулин те вӗсен йышӗ майӗпен ӳссе пыни кӑмӑллӑ. Сӑмах май, сайта кӗрекенсем те йышланчӗҫ. Хальхи вӑхӑтра кунне 700-900 ҫын кӗрет! Ку тӗлӗшпе чӑвашла версийӗ вырӑслинчен те ирттерет. Апла пирӗн журналистсем вулакансен кӑмӑлне тивӗҫтереҫҫӗ.

Пурте телеграмланма пуҫланӑ хыҫҫӑн эпир тепӗр проекта та вӑй пама тӑрӑшрӑмӑр — унта «Ҫӗнӗ Капкӑн» канал уҫма хӑтлантӑмӑр. Шел те, ҫырӑнакансем пулмарӗҫ ҫав. Ҫырӑнсассӑн та канала пӑрахса каякансем йышлӑ пулни алла устарчӗ. Те, кулӑш вӑхӑчӗ пулмарӗ... Те вулакансен кӑмӑлне тивӗҫтереймерӗмӗр. Ҫавах та, пирӗн шутпа, Иван Мучи пуҫарса янӑ «Капкӑна» чӗртме майсем шырамаллах. Халӑх пулӑшсан тупӑпӑрах пуль тетпӗр.

2022 ҫулти ӗҫсен пӗтӗмлетӗвне тишкерсен вӗсем сахалах та мар пулни курӑнать (хӑш-пӗрисене асӑнмасӑр та хӑвартӑм). Ҫулталӑкӗ йывӑр пулчӗ пулин те ҫавах, иккен, нумай ӗҫ тума ӗлкӗртӗмӗр. 2022 ҫула пӗтӗмлетнӗ май ҫакӑ кӑмӑла самай ҫӗклет, килес ҫул йывӑр килес пулсан та, ку ытлашшиех хӑратмасть. Ҫитӗнӳсем тата та пысӑкрах пулас шанӑҫӗ ҫуралать. Чи кирли — алӑ усмалла мар кӑна!

2023 ҫул мӗнлерех пулӗ?

2023 ҫулталӑк кӑҫалхинчен йывӑртарах пуласси куҫкӗрет паллӑ. Раҫҫей Федерацийӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ санкцисен витӗмне эпир халь ытлашшиех асӑрхамастпӑр пулин те, ку малашне те аплах пулмӗ пуль. Вӗсен витӗмӗ вӑйлӑрах та вӑйлӑрах курӑнма пуҫлӗ. Унсӑр пуҫне, халӑх чӑтӑмлӑ тесе, ирӗклӗхсене тата та вӑйлӑрах хӗсме пуҫлӗҫ. Ӗҫлеме йывӑртарах пулӗ. 2022 ҫулталӑкра хӗснисене ача вӑййи пек аса иле пуҫлӑпӑр… Кӑмӑла ҫирӗплетсе, алӑ усманни кӑна 2023 ҫулталӑка тивӗҫлӗ ирттерме вӑй-хал парӗ.

Апла пулин те ҫутӑ малашлӑха шанас килет. Тӗрӗслӗх ҫав-ҫавах ҫӗнтерессе. Ҫапла пултӑрччӗ те! 2022 ҫулталӑк илсе килнӗ йывӑрлӑхсем унтах тӑрса юлччӑр, 2023 ҫула ан куҫччӑр! Укҫи-тенки пире валли апатланма кӑна мар (ҫын вӑл апат пирки кӑна шухӑшлакан выльӑх мар-ҫке!), малалла аталанмалӑх та юлтӑрччӗ! 2023 ҫул валли планланӑ ӗҫсене туса ҫитерме майсем тупӑнса пыччӑр! Тата, чи кирли — ӗмӗтленме пӑрахас марччӗ! Ыррине шанма! Вара мӗнпур йывӑрлӑхсене ҫӗнме пултарӑпӑр!

Хамӑра хамӑр валли вӑй-хал сунса Сире пурне те Ҫӗнӗ 2023 ҫул ячӗпе саламлатпӑр! Ҫӗнӗ ҫулалла ҫирӗп утӑмсемпе утар!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Мучи ачи // 3460.48.2794
2022.12.31 16:15

Хамёр пётсен те шанёс сунмест. Тапасланар, эппин...
Home2023 // 1891.87.9868
2022.12.31 22:52
Только что послушал предсказание Мета Сенситив. Он сказал что следующий год будет год прыжков. Это отличный год чтобы переехать, поменять в корне образ жизни. Весь привычный уклад будет ломаться. Переходный год в новую реальность.
(((Можно покопаться в его видео на Ютубе и оказалось что он предсказал короновирус. И это не скомпиленный зад. числ...
2023 год это год. Jumping. Год кролика
Надо прыгать, делать революции в своей жизни
Он свои предсказания основывает на инсайтах.
Евразиец // 1855.68.3619
2023.01.01 12:40
Мучи ачи, "шаннă кайăк йăвара пулман", - тенĕ ĕлĕххи чăвашсем. Хальхи вăхăтра мучисем çуккă, çавăнпа ачисем те çук. Çак вăхăтри чăвашсем чăвашсене мар, хăйсене чăвашсем хушшинче ытларах юратаççĕ. Хăйсем валли ят тăвасшĕн, çавăнпа та тĕрĕс критикăна юратмаççĕ. Мăнкăмăллă, ытларах "Эпир кам"? теме юратаççĕ. Ватăлсан вара, хăйсем хыççăн вăхт юлнине туйаççĕ, хăйсем çинех ÿкĕнеççĕ. Не случайно истинные христиане говорят, "чем древнее миф, тем чище представление о Боге". Выходит, чем больше промежуток познания, тем больше узнаешь, что ты ничего не знаешь.
Тимӗр Акташ // 3162.84.7948
2023.01.01 16:56
Кӑҫал февраль уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пирӗн Зоя Романова паллӑ куҫаруҫӑн юбилей палӑртмаллах.
Agabazar // 3360.24.4419
2023.01.01 17:36
Agabazar
«Нейтраллăх» пирки шахвăртса каланă. Мĕн те пулин ытлашши персе ярасран хăратпăр темелле те — ĕçĕ те пĕтнĕ. Кирлĕ мар темĕнлĕ «нейтраллăх» пирки калаçма.
Крикин // 4003.76.5173
2023.02.02 18:55
Евразиец . парахар-ха ухмахла япаласем сырма ! Менле мучи ( асатте, кукаси ) сук-ха хале ? Чаваш сыннине юратмастар пулсан меншен секенетер сак сайта ?
Евразиец // 3592.88.7110
2023.02.03 12:08
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.2-мӗш пункт)
Евразиец // 3592.88.7110
2023.02.04 16:02
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.2,1.3,1.9-мӗш пунктсем)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем