Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш халӑх сайчӗн малашлӑхӗ пирки: ҫӗртме уйӑхӗ…

Аçтахар Плотников06.06.2022 21:123089 хут пӑхнӑ

Ятарлӑ операци пуҫланнӑ хыҫҫӑн акӑ тепӗр уйӑх иртсе кайрӗ. Ӑна мӗнле пӗтӗмлетме пулать, малашлӑхра мӗнлерех улшӑнусем?

Пӗрремӗшӗ. Иртнӗ уйӑхра эсир самай пулӑшрӑр. 9 573 тенкӗлӗх пулӑшу кӳтӗр. Малтанхи уйӑхрисемпе хушсан пурӗ 55 373 тенкӗ пулать. Ҫак укҫаран паянхи куна 47 400 тенкӗ тӑкакланӑ. Иртнӗ уйӑхра 5 пин вырӑсла-чӑвашла словарьшӗн тӳлерӗмӗр, 5 100 — Александр Гринӑн 3-мӗш томӗшӗн, 7 пин — Николай Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххисен кӗнекин 3-мӗш томӗшӗн. Пурӗ 17 100 пулса тухать.

Иккӗмӗшӗ. Иртнӗ уйӑхра эпир планланинчен те нумайрах ӗҫ турӑмӑр. Ашмарин словарӗн 3-мӗш томне те туллин турӑмӑр (2/3 пайне ҫеҫ мар), тата унсӑр пуҫне Петр Осиповӑн «Элкей таврашӗнче» романа та йӗркелесе ҫитертӗмӗр (корпуса кӗртеймен те ҫавӑнпа укҫине тӳлемен-ха). Халь вара малалли пайӗпе ӗҫлес шутлӑ. Унсӑр пуҫне Александр Гринӑн 5-мӗш томӗпе те ӗҫ пӗтнипе танах (ҫур кӗнекене кӗртнӗ ҫеҫ мар, мӑшӑрласа та пӗтернӗ!) — кӑшт кӑна юлнӑ. Унта ӗҫлекене 5100 куҫарса памалла пулӗ. Ҫавӑн пекех эпир Юлия Силэмӑн «Юр ҫинчи кӑвайт» повеҫне юсаса корпуса кӗртрӗмӗр. Ҫывӑх вӑхӑтра ӑнах Литература кӗтесне те вырнаҫтарӑпӑр. Ӑна туса пӗтернӗ хыҫҫӑн «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» романпа ӗҫлеме тытӑнса (ку ӗҫе хам тӑватӑп та ҫавна май тӑкаксен шутне кӗртмен). Николай Максимовӑн «Тапӑ» романӗпе ӗҫ темскер хӑвӑртах каймасть. Анчах ҫавах ун пирки те манса кайман, ӗҫе илнӗ ҫынпа кулленех ҫыхӑну тытатпӑр.

Виҫҫӗмӗшӗ. Хӑвӑрах куратӑр — ӗҫсем пайтах. Халь тата ҫу кунӗсем ҫитнӗрен хуҫалӑх ӗҫӗсем те хушӑнса пыраҫҫӗ. Кӑҫал хуҫалӑхра тумалли ӗҫсене самаях планласа хунӑччӗ, анчах шел те, хаксем хӑпарни, тупӑш сахаланни ҫав плансене самай кӗскетрӗ. Иртнӗ уйӑхра тупӑш кӑшт ӳсрӗ пулин те хуҫалӑх валли уйӑрмалӑх нимех те пухӑнаймарӗ темелле. 10 пин пек юлчӗ-ха, анчах ӑна та ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫлекенсене куҫарса памалла пулӗ (хастар ӗҫлерӗҫ ҫав иртнӗ уйӑхра!).

Пӗтӗмлетсе каласан. Пӗтӗмлетсен — лару-тӑру ҫӑмӑлланчӗ пулин те анчах ҫавах та сирӗн пулӑшусӑр малалла кайма йывӑртарах. Ҫавна май ку хутӗнче те укҫа куҫармалли мелсене вырнаҫтаратӑп. Эсир кӳнӗ пулӑшу чӑваш халӑхне кайӗ. Эсир пулӑшни чӑваш чӗлхине тӗнче тетелӗнче (интернетра ӗнтӗ) анлӑрах сарӑлма май парӗ.

Укҫа куҫармалли мелӗсем малтанхисемех:

Сбербанк: 4276 7500 2767 1261;

Альфа-банк: 4790 8723 2696 4291;

СБП урлӑ куҫарас текенсем валли: +7(905)027-61-37 (тӗп редактор телефонӗ);

Qiwi: ASTAHAR никнейм;

Ю-мани: 4100 1106 9561 50.

 

Пурне те хисеп туса, «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ Николай Плотников

 

Хушни

Укҫа куҫарса пулӑшакансем:

  1. Ч.Б.Б. — 350 тенкӗ
  2. В.Г.Т. — 500 тенкӗ

Хушни 2

2022.06.08. Паян ӗҫлекенсене 10 100 куҫарса патӑм. 57 500 пурӗ тӑкакланӑ пулать. Эсир унччен ярса панӑ 55 373 ҫумне 850 хушсан 56 223 пулать. Тепӗр май каласан, эсир ярса панӑ укҫана пӗтӗмпех ӗҫе ятӑмӑр.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем