Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

паян пӗрремӗш канал валли интервью патӑмӑр

  28.06.2008 19:25 | 7886 хут пӑхнӑ
паян пӗрремӗш канал валли интервью патӑмӑр, мӗн пулса тухнине ыран 20 сехетре курма пулӗ...
 

Эх! Мӗн пулать?!

  26.06.2008 22:12 | 6875 хут пӑхнӑ
Пӗлместӗп ӗнтӗ, те лайӑх хыпар, те начар.

http://lenta.ru/news/2008/06/26/domains/ — 2009 ҫулта пӗрремӗш шайри доменсене регистрацилеме ирӗк парӗҫ. Пӗлместӗп ӗнтӗ, те лайӑх ку, те япӑх. Сӑмахран, .chv регистрацилеме май пулӗ :)

Халӗ халӑхӑн ытларах пайӗ тӳрех пӗлет — домен малтан www-па пуҫланать, .ru-па вӗҫленет. Кайран мӗн пулӗ?
.org, .gov, .ru, .cv доменсенчи чикӗсем юрӑхсӑра тухӗҫ-ши? Сӑмахран, .org доменра коммерциллӗ мар организацисене ҫеҫ, .cv доменра — пӗр патшалӑхри сайтсене ҫеҫ регистрацилеҫҫӗ. Малалла мӗн пулать?

Домен питӗ хаклӑ пулни ҫеҫ чарӗ пулас.

Малалла...

 

«Тантӑш» редакцийӗнче пултӑм

  26.06.2008 10:55 | 6902 хут пӑхнӑ
Эпир конкурс пуҫарнӑччӗ, ҫав конкурс положенийӗ нумай пулмасть «Тантӑшра» пичетленнине каларӗҫ те хаҫата шырама тухрӑм. Ун чухне Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче пулнӑран чи малтан «Студентсен хули» чарӑнура вырнаҫнӑ «Чӑвашпичет» УАО киоскне кайса пӑхрӑм. Хаҫат пур иккен, анчах та вӑл кун тухнӑскер кӑна. Маларах тухнӑ кӑларӑм ҫук, мана вара шӑп та лӑп вӑл кирлӗччӗ.
Тепӗр кунхине вара «Тантӑш» редакцине ҫул тытрӑм. Ку шӑматкун пулчӗ, анчах та вӑл кун Чӑваш Енре ӗҫлетчӗҫ — тунтикуна ҫапла куҫарнӑччӗ.
Тавах редакцине, хаҫатне тупса пачӗҫ, парнелерӗҫ те.

Малалла...

 

Республика кунӗ килӗшмерӗ

  25.06.2008 16:15 | 6639 хут пӑхнӑ
Кану вӑхӑтне (отпуска) илнӗ чухне Республика Кунӗ лектӗр тесех илтӗм. Анчах та ӗнер Шупашкарта тытӑнса тӑмарӑм — хула, Чӑваш Ен килӗшми пулса тӑчӗҫ. Ӑҫта пӑхан — унта вырӑс чӗлхи кӑна. «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ савӑнӑҫлӑн утса тухнине те вӗҫне ҫити ӳкермерӗм. Килӗшмерӗ те каялла кайрӑм. Халӑхӗ те килӗшмерӗ. Бельгинчен килнӗ клоунсем патӗнчен хӑпма пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем хыҫҫӑн кӗтӳ пекех пыраҫҫӗ. Лешӗсен вара параппанпа хытӑ сасӑ кӑларнисӗр пуҫне нимӗн те ҫук. Тӑнлӑраххисем вӗсенчен хӑпрӗҫ — «хӑлха ӳҫсе ҫитрӗ вӗсен параппанӗсене итлесе» тесе айӑккинелле уйрӑлса кайрӗҫ.

Малалла...

 

ЧӐВАШ ЧӖЛХИ: ИРТНИ, ХАЛЬХИ, ПУЛАССИ

  24.06.2008 22:49 | 5846 хут пӑхнӑ
Ҫак темӑпа мана универсситтетра Ираида Геннадьевна соччиненй ҫыртарчӗ. Ытти препотаваттелсене те вуласа патӑм терӗ. Ӑҫта та пулин кӑларма юрӑхлӑ шухӑш пур терӗ. Кун пек каланипе питӗ хавхалантӑм:

Тӳрлетмен вариант :( :

Чӑваш халӑхӗ кам пулнӑ?
Нимӗн те пулман, вӑл никам та пулманах тесен те ытлашши пулмӗ. Чӑваш халӑхӗ патшалӑх пурӑнӑҫӗнче ура айӗнчи тӑпра пулнӑ. Вӑл вырӑс культтурне сӗткен паракан тирӗс-навус пулнӑ.

Юман М., "Сарпике", 1924

Сана шанаканӗ, ҫакна ҫыраканӗ
Ҫӗр айӗнче выртӗ тӑлӑххӑн ун чух,
Хӑй ҫийӗнчи ҫӗрӗ ӑна пусса анӗ,
Сан чапна курмашкӑн тӑма пулас ҫук.

Малалла...

 

Юпа

  20.06.2008 14:18 | 6402 хут пӑхнӑ
Ӗнер, кӗҫӗн ҫимӗкре, Калайкасси ялӗнче юпа лартрӗҫ.
"Аксар" студи пуҫлӑхӗ ҫак ялта ҫӗр илнӗ те чаплӑ лару-тӑрура ҫак мероприятие иртерчӗ. Юпана Эткер ӑста каснӑ. Уява чӑваш хастарӗсем хутшӑнчӗҫ. Сӑнӳкерчӗксене ыран atalanu.ucoz.ru ҫине вырнаҫтарӑп.
 

Иркутская область

  16.06.2008 20:39 | 6607 хут пӑхнӑ
05 Августа 2005 - 13:18
Постоянный URL:
http://www.etnosite.ru/news/1/10825.html

Три чувашских национально-культурных центра откроются в нынешнем году в Иркутской области


Национально-культурная автономия чувашей Иркутской области "Юлташ" планирует открыть три чувашских национально- культурных центра в области. Общественные организации начнут работу в октябре нынешнего года в селах Тогна (Заларинский район), Уян (Куйтунский район) и Джогино (Тайшетский район). Об этом сообщил Телеинформу руководитель национально-культурной автономии чувашей Иркутской области "Юлташ" Александр Иванов.

Малалла...

 

Республикари чи вата шкул?

  08.06.2008 21:27 | 5854 хут пӑхнӑ
Ҫак сайт ҫинче </b>истори<b>ссылкӑпа кӗрсен "Республикӑри чи ватӑ шкул" статьяна вулама пулать. Манӑн автора хурлас килмест, ҫапах та пӗлсе тӑма - Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри вӑтам шкул 1842-мӗш ҫулта уҫӑлнӑ
 

Надежда Осиповӑпа интервью

  05.06.2008 14:53 | 6319 хут пӑхнӑ
Надежда Осипова Самар облаҫӗнчи информаци политики тата обществӑпа ҫыхӑну департамӗнтӗнче этнос ыйтӑвӗсемпе консультант пулса ӗҫлет. Паян унпа интервью atalanu.ucoz.ru сайт синче вулама пулать. Ку блога та лартма май пулатчӗ те анчах та сӑнӳкерчӗке мӗнле вырнаҫтармалла. Хушма ыйтусем пама пултаратӑр. Хуравсене хушса пичетлӗпӗр.
 

Калайкасси шкулӗнче Акатуй

  05.06.2008 14:50 | 6211 хут пӑхнӑ
Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче Акатуй иртрӗ. Тинех ҫитӗнекен ӑрӑва халӑх йӑли-йӗркине аса илтерме пуҫларӗҫ. Шел, ку вӑл мероприяти кӑна тесе шутламалла. Шкул ӗҫлесен ҫак ачасем ку мешехене малалла ял тата ҫемье хутлӑхӗнче ӑна тӑсмӗҫ. Ӳкерчӗксем atalanu.ucoz.ru ҫинче
 
Страницӑсем: 1, ... 338, 339, 340, 341, 342, [343], 344, 345, 346, 347, 348, ... 392
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 17

1932
94
Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1932
94
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ.
1936
90
Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ
1958
68
Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
2003
23
Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
2003
23
Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...