Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.1 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Паллашу

  26.09.2008 20:14 | 5223 хут пӑхнӑ
Чӑваш халӑх сайчӗ пурри мана питӗ савӑнтарать. Чӑвашсем те (вак халӑх пулсан та)ытти пысӑк халӑхсем пекех ҫӳллӗ шайра пулнине кӑтартмасть-и-ха ҫакӑ? Маттур ҫамрӑксем, яланах ҫапла пулӑр!
 

Гы-гы-гы!!! Чӑваш хӗрарӑмне еврей пулма чарнӑ.

  26.09.2008 12:06 | 5499 хут пӑхнӑ
Чӑваш хӗрарӑмӗ ЗАГСа хӑйӗн нацилӗхне "еврей" нацилӗлӗхӗ ҫине куҫарма ыйтнӑ. Ку япала авӑн уйӑхӗнче Муркашра пулса иртнӗ. ЗАГС ӗҫченӗсем ку латисӗр хӗрарӑма еврей пулма еврей пулса ҫуралмаллине, чӑвашран ҫуралнӑ хыҫҫӑн еврей пулса тӑмаҫҫӗ тесе пӗлтернӗ, ӑна тӗрлӗ фактсемпе ҫирӗплетнӗ. ДУРДОМ!!! Произведите меня в немцы, позор моей нации!
 

Ҫамрӑксен ҫулталӑкӗ

  22.09.2008 14:04 | 5672 хут пӑхнӑ
Паян Медведев 2009 ҫул — Ҫамрӑксен ҫулталӑкӗ пуласи ҫинчен хушу алӑ пуснӑ. Кӑҫал вара — Ҫемье ҫулталӑкӗ.

2009 ҫул Чӑваш Енре мӗн ҫулталӑкӗ пулӗ-ши? Чӑваш чӗлхи ҫулталӑкӗ пулсан тем пек лайӑхччӗ! Николай Васильевич, енчен те чӑнах та чӑваш чӗлхишӗн ҫунать пулсан* — ман шутпа Чӑваш чӗлхин ҫулталӑкӗ пуласси пирки пӗлтермелле.

Ҫапла пултӑрах!
__
* — ман шанас килет. Ахальтен мар пулӗ пӗр пухура вӑл сцена умне тухса калаҫакан ҫынсене вырӑсла кӑна сӑмах каланишӗн хурланӑ.
 

Тексты песен

  20.09.2008 16:30 | 5704 хут пӑхнӑ
Уважаемый Admin!!!Благодарю Вас!!!Сама к сожалению песни переписать не могу, так как нет совершенного знания языка.Перевод на русский язык в принципе не нужен, НО если Вас не затруднит, было бы интересно с ним ознакомиться. Еще раз огромное Вам спасибо!!! И спасибо, что Вы есть!!!
 

текст песен

  20.09.2008 16:23 | 5563 хут пӑхнӑ
Уважаемые друзья!!! Помогите пожалуйста, кто сможет. Мне очень нужны тексты песен С.Матвеевой "Эс ман турӑ", "Хӗр юрри", "Юрлап сире", "Сӑпка юрри" и ансамбля "Ҫавал" - "Анне юрри". Благодарю.
 

"Хыҫалти парта"

  19.09.2008 13:13 | 5032 хут пӑхнӑ
"Хыҫалти парта" хаҫата регистрациме панӑ. Хаҫат иккӗмӗш сывлӑш илчӗ теме те пулать. Халӗ черетлӗ номер хатӗрпе пӗрех. Номерте: "Шкул ачи валли ҫуллахи ӗҫ" (Шкул ачи каникулта ӗҫлесе илме пултарат-и? тӗпчев), "Куҫ курман ачасен интернатӗнчен репортаж", "Хӑвӑн несӗлсене шыра" чӗнӳ" тата ытти кӑсӑклӑ материал. Хаҫат А4 форматпа, 16 полоса. Ҫитес вӑхӑтра хаҫата кашни эрнере республика шайӗнче салатма пуҫламалла. Хаҫата сарнин механизмӗ РОНОсем урлӑ пулмалла тесе шутлатӑп. Ҫак ӗҫре ентешлӗхсем пулӑшма пултараҫҫӗ. Вӗсене валли вара "Хыҫалти парта" хаҫатра вкладыш хурасшӑн.

Малалла...

 

Уксах Тимур

  12.09.2008 08:46 | 6272 хут пӑхнӑ
Паян ӗҫе килтӗм те пӗлтерӳсен хӑми ҫинче «Конный цырк «Тамерлан» пултарулӑхне кайса курма йыхравлан хута куртӑм. Тӗпрен илсен вӑл чӑваш халӑхӗн тӑшманӗ — тутар-монголсем касса пӗтереймен чылай чӑваша пӗтерекенӗ. Атӑлҫи Пӑлхар тӑрӑхне килсен вӑл кунта самай сӑтӑр тунӑ, самай халӑха тӗп тунӑ. Ӑна вара чыслаҫҫӗ! «Дневной дозор» кинорах ӑна епле чаплӑн кӑтартнӑ! Гитлера, сӑмахран, эпир хурлатпӑр пулсан, Уксах Тимура вара темшӗн чапа кӑларасшӑн. Тепӗр тесен Аттил та Европӑри чылай халӑх патне хурлӑх илсе килнӗ — эпир вара ӑна чыслатпӑр. Интереслӗ, вӑхӑт иртсен Гитлера та ҫаплах чыслама пуҫлӗҫ-ши?
 

тексты песен

  11.09.2008 11:28 | 9892 хут пӑхнӑ
Здравствуйте, дорогие!!! Помогите пожалуйста. Мне очень нужны тексты песен ансамбля "Ҫавал" - "Анне юрри" и песни С.Матвеевой - "Хер юрри". Огромное спасибо!!!
 

МОСКВА!!! Г А С Т Р О Л И!!! Чувашского государственного академического драматического театра им. К.В. Иванова на сцене театра Содружество акт

  09.09.2008 11:47 | 6430 хут пӑхнӑ
УВАЖАЕМЫЕ ЗЕМЛЯКИ И ГОСТИ СТОЛИЦЫ РФ!!!
С 03 по 05 октября 2008 года,
при поддержке Московской Чувашской Национально-культурной Автономии, на сцене театра Содружество актеров Таганки, выступят заслуженные артисты Чувашского государственного академического драматического театра им. К.В.Иванова.

03 октября 2008 г. в 19:00час.
спектакль "ЯЛТА" (В ДЕРЕВНЕ) Ф.Павлов
музыкальная драма в 2-ч частях

04 октября 2008 г. в 19:00час. А.Н. Островский
спектакль "ШУХӐ ВЫРӐНТА" (НА БОЙКОМ МЕСТЕ)
Комедия в 2-х частях

05 октября 2008 г.

Малалла...

 

Тулашӗ хитре те шалашӗ йӳҫӗ

  01.09.2008 18:02 | 6603 хут пӑхнӑ
Шӑматкун, ҫурлан 30-мӗшӗнче ҫӗнӗ наци вулавӑшне кайса курас терӗм. Пӗр сӑлтавӗ, паллах, — ҫӗнӗ ҫурпа паллашасси, шалтан ӑна епле илемлетнине курасси. Тепӗр сӑлтавсем те пурччӗ — чӑвашла вулавӑш валли ҫӗнӗ хайлавсем ӳкерсе илесси тата Волгин кӗнекин хуплашкине («Кӗнекесем» уйрӑмра вӑл ҫеҫ тӑлӑххӑн, хуплашкасӑр тӑрать) ҫапса илесси. Паспорта та манса каймарӑм — унсӑр вулавҫӑ билетне памаҫҫӗ.
Шалта та самай илемлетнӗ иккен! Анчах та, кӗнекисене пурне те куҫарманнине пула никам та ҫуккӑччӗ — стойка хыҫӗнче тӑракан йышӑнакансӑр пуҫне урӑх никам та ҫук.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 334, 335, 336, 337, 338, [339], 340, 341, 342, 343, 344, ... 391
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ сирӗн унччен ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе савӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Юлашки уйӑхсенче тӗллев патне талпӑннӑ тӑк халӗ кӑтарту курӑнӗ, Анчах эрне пуҫламӑшӗнче таврарисене сӑнӑр — тен, такам хӑй те пӗлмесӗр сирӗн ӗҫе чарса пырать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вӑя тӑкакламалла: спорт пулӑшӗ.

Утӑ, 06

1897
129
Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1939
87
Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1939
87
«Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1996
30
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2005
21
Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...