Раҫҫейре
![]() Никита Ульянов вӗренекен аслӑ шкул И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика уйрӑмӗн студенчӗ Никита Ульянова Раҫҫей шайӗнче асӑрханӑ. Каччӑ журналист материалӗсен тата интернет-проектсен «Молодёжь и наука» (чӑв. Ҫамрӑксем тата ӑслӑлӑх) Пӗтӗм тӗнчери VI конкурсӗнче «Видеоматериалы» (чӑв. Видеоматериалсем) номинацире палӑрнӑ. Ҫук-ха, палӑрнӑ кӑна та мар, иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ӗҫсене Раҫҫейри, Германири, Эстонири журналистсенчен тӑракан сумлӑ комисси хакланӑ. Вӗсем Никитӑн «Химия и пытливый ум» видеофильмне пысӑка хурса йышӑннӑ. Унта каччӑ ЧПУн химикӑпа фармацевтика факультечӗн ҫамрӑк ӑсчахӗсем, вӗсен талпӑнулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чӑваш Енри аслӑ шкулӑн студенчӗ сумлӑ конкурсра диплома тата кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре пирус хакне ӳстерме палӑртнӑ. Унӑн хакӗ сахал мар хӑпарӗ — 2,5 хут! Кун пирки «Известия» хаҫат порталӗнче хыпар тухнӑ. РФ Шалти ӗҫсен министерстви расчет тунӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, 2017 ҫулта пирус акцизӗ ӳсме пултарӗ. — Хальлӗхе 1000 пирусшӑн акциз ставки 1 680 тенкӗ. Ку хисепе 2 123 тенкӗ таран хӑпартма палӑртнӑ. Ҫапла майпа пирус хакӗ пӗр пачкӑшӑн 220 тенкӗ ӳсме пултарать, — тенӗ РФ шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Аркадий Гостев. Сӑмах май, халӗ пӗр пачка пирус вӑтамран 90 тенкӗ тӑрать. Хакне хӑпартсан пирус туртакан сахалланать тесе шухашлатӑр пулӗ-ха. Анчах ведомство Раҫҫейре суя пирус нумайланасран пӑшӑрханать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Темиҫе ҫул каялла иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ҫуралакан ачасемшӗн Амашӗн капиталне пама тытӑнчӗҫ. Ӑна кашни ҫулах индексациленӗ. Юлашки ҫулсенче вара унӑн виҫи ӳсмен. Нумаях пулмасть РФ Президенчӗ Владимир Путин саккуна алӑ пуснӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулччен Амӑшӗн капиталне индексацилемӗҫ. Ку саккун ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Унччен Амӑшӗн капиталӗ инфляци ӳснине кура хӑпарнӑ. Унӑн виҫине федераци саккунӗ палӑртнӑ. Халӗ капитал виҫи – 453026 тенкӗ. Эппин, 2020 ҫулччен ҫавӑн чухлех юлӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Нумаях пулмасть «Пятница» телеканалпа пыракан «Магаззино» кӑларӑм ертӳҫи Шупашкарта та пулнӑччӗ. Ҫак кунсенче «Магаззино мадамӗ – 2016» конкурс ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: ку конкурсра Шупашкарти Тӗп пасарта ӗҫлекен сутуҫӑ Альбина Прохорова ҫӗнтернӗ. Вӑл конкурсра 6146 сасӑ пухса мала тухнӑ. Конкурса сасӑлав мелӗпе пӗтӗмлетнӗ. Альбина Прохоровӑна пысӑк парне кӗтет. Ӑна ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗшӗн ҫулталӑкри шалу чухлӗ укҫа тата Мальдивӑра канмашкӑн путевка парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑҫал ҫуркунне Шупашкарта пурӑнакан 6-ри Викӑна Димитровградри ҫемье хӑйӗн хӳттине илнӗ. Вика унччен хулара ача ҫуртӗнче пурӑннӑ. Унӑн амӑшӗ эрех ӗҫнӗ, ҫавӑнпа ӑна амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Викӑна Димитровградри суту-илӳ тытӑмӗнче ӗҫлекен 37-ри Ирина усрава илнӗ. Ҫемьере тепӗр хӗрача, 9-тискер, пур. Вика ҫав хулара шкула ҫӳренӗ, вӑл ыттисемпе лайӑхах хутшӑннӑ. Раштавӑн 13-мӗшӗнче вара вӗрентекен ачан кӗлетки ҫинче кӑвак вырӑнсем пуррине курнӑ. Вика хӑйне айӑплӑ туйнӑ. Амӑшӗ хӑш чухне тарӑхать-мӗн. Пӗррехинче ӑна калпак ҫӗтнӗшӗн ҫапнӑ. Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Вика градусник ҫӗмӗрнӗ, куншӑн ӑна амӑшӗ хӗненӗ. Халӗ Вика реабилитаци центрӗнче. Ӑна илсе кайнӑ чухне амӑшӗ хӑнк та туман, ӑшӑ тумтир парса яман. Хӗрарӑм хӑйне «тетя Ира» тесе чӗнтернӗ-мӗн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑм эфира тухать. Унта чӑвашсем те хутшӑнӗҫ. Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗнче пурӑнакан Николай Фомиряков тата Анна Пуганина Леонид Якубовича тӗлӗнтересшӗн. Кӑларӑма раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӳкерӗҫ. Вӗсем унта Хӗл Мучин тата Юр Пикен тумне тӑхӑнса каясшӑн. Николай халӑх инструменчӗсем каласа кӑтартасшӑн. Вӑл унта чӑвашла калаҫӗ. Николай — инженер-электрик, халӗ тивӗҫлӗ канура. Анна Пуганина Юр Пике пулӗ. Вӗсем кӑларӑмра наци тӗррипе илемлетнӗ тума пӗрремӗш хутчен тӑхӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре «Ҫемье – 2016» конкурс иртнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: унта Чӑваш Енри ҫемье ҫӗнтернӗ. Вӗсем — Надеждинсем. Вӗсем хӑйсен виҫӗ ачисӗр пуҫне хӳтте илнӗ тепӗр шӑпӑрлана ура ҫине тӑратаҫҫӗ. Малтанах вӗсем ача ҫуртӗнчен йӗкӗреше илме шухӑшланӑ. Анчах Даун чирӗпе нушаланакан Димӑна курсан ӑна килӗштернӗ. Волонтерсем ача кӗҫех 4 ҫул тултарассине пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн ӑна психоневрологи интернатне куҫарӗччӗҫ, 18 ҫул тултарсан ваттисен ҫуртне ярӗчӗҫ. Анчах халӗ вӑл ҫемьере, Надеждинсем патӗнче, ӳсет. Халӗ Дима ташӑ студине ҫӳрет, конкурссене те хутшӑннӑ. Надеждинсем кӑҫал «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье» фестивальте ҫӗнтернӗ. Унтан Раҫҫей шайӗнчи конкурса лекнӗ. Унтан та вӗсем ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Нумаях пулмасть Етӗрне районӗнчи Урпаш шкулӗнче вӗреннӗ Ксюша Максимова районти ӑмӑртӑва хутшӑннӑ чухне комӑна кӗрсе ӳкни, вӑл 10 уйӑх выртнӑ хыҫҫӑн вилни пирки пӗлтернӗччӗ. РФ спорт министрӗ Виталий Мутко ачасем вӑй-хал культурин урокӗнче час-часах вилнин сӑлтавне уҫӑмлатма хушнӑ. Юлашки темиҫе уйӑхра кунашкал тӗслӗх тӑтӑшах пулнӑ-мӗн. Ксюша Максимова та, ав, спорт ӑмӑртӑвӗнче хӑйне япӑх туйнӑ, кайран комӑра выртнӑ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 15-мӗшӗччен Раҫҫейре вӑй-хал культурин урокӗнче 9 ача вилнӗ: Пушкӑртстанра, Кемӗр тата Владимир облаҫӗнче, Мускав ҫывӑхӗнче. Чылай тӗслӗхре тухтӑрсен йӑнӑшӗ пур: вӗсем урока каймашкӑн ача мӗнле ушкӑна кӗнине тӗрӗс мар палӑртнӑ. Е ашшӗ-амӑшӗ ачин чир-чӗрӗ пирки пӗлтермест. Мутко ку тӗлӗшпе нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тишкерӳ тума хушу панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Дмитрий Медведев премьер-министр ирттерекен селектор канашлӑвӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер Ӗренпурта РФ Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев ертсе пынипе иртнӗ селектор канашлӑвне хутшӑннӑ. Ҫӗршывра сывлӑха сыхлассипе туса ирттермелли ӗҫсене сӳтсе явнӑ май пирӗн республика ертӳҫи реабилитаци технологийӗсене усӑ курни кипкери ачасем вилессине чакарни пирки доклад тунӑ. Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, сывлӑх сыхлавӗ валли уйӑракан укҫан чӗрӗк пайӗ ытла ачасемпе амӑшӗсен сывлӑхне ҫирӗплетме оборудованипе ытти пурлӑха туянма, кадрсемпе тивӗҫтерме каять. Пӗчӗк ачасем вилесси вӑтамран юлашки 15 ҫул хушши чакса пырать. Пӗлтӗр, ав, пирӗн тӑрӑхра Раҫҫейринчен те пӗчӗк пулнӑ: шӑпӑрлансем вилессин коэффициенчӗ Раҫҫейре пин ача пуҫне 6,5; Федерацин Атӑлҫи округӗнче 6,1 пулнӑ; Чӑваш енре вара ку кӑтарту — 3,3. Юлашкинчен асӑннӑ цифра аталаннӑ ҫӗршывсенчи пек. Докладпа тухса калаҫнӑ Михаил Игнатьев ача-пӑча пульницисене тӑвассипе тата юсаса ҫӗнетессипе ҫӗнӗ программа хатӗрлеме сӗнсе хӑварнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ асӑрханӑ тӑрӑх, нумайӑшӗ паян — 1960–1980-мӗш ҫулсенче хӑпартнӑскерсем, вӗсем хальхи пурнӑҫ ыйтнипе килӗшсе тӑмаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Дмитрий Воробьев доцент Ҫак кунсенче Мускавра иртнӗ Non/Fiction ӑс-тӑн литературин 18-мӗш ярмӑрккинче кӑҫалхи преми лауреачӗсене палӑртнӑ. Ҫавсен хушшинче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн философи тата право кафедрин доценчӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Дмитрий Воробьев та ҫӗнтернӗ. Ӑна «Куҫару» номинацире Швеци тата Норвегин хальхи вӑхӑтри прозипе поэзине куҫарнӑшӑн палӑртнӑ. 1978 ҫулта ҫирӗплетнӗ премипе литературӑра палӑрнисене хавхалантараҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна Ленинградри самиздатӑн «Часы» литература журналӗ ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ултӑ номинацире: «Поэзи», «Проза», «Гуманитари тӗпчевӗ», «Литература умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн», «Литература проекчӗсем/Критика», «Куҫару». Преми виҫи 1 тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |