Раҫҫейре
![]() «Раҫҫейри хула. Наци суйлавӗ – 2016» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Палӑртма питӗ кӑмӑллӑ: Шупашкар илӗртӳллӗ хуласен йышне кӗнӗ. Вӑл танлаштарӑмри пиллӗкмӗш йӗркене йышӑннӑ. Шупашкаршӑн 137 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Малти пиллӗкмӗш йӗркене Магас, Кострома, Владикавказ, Владивосток хулисем кӗнӗ. Танлаштарӑмри юлашки йӗркесене Кемӗр, Ӗренпур, Пермь хулисем йышӑннӑ. Ку хуласемшӗн 1 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Халӗ 2017 ҫулти чи илӗртӳллӗ хуласене палӑртас тӗллевпе сасӑлав ирттерме пуҫланӑ. Шупашкар унта виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать, уншӑн 4811 ҫын сасӑланӑ. Малта – Владивосток тата Владикавказ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри хаҫатсем кӑҫал та «Золотой фонд прессы—2017» (чӑв. Прессӑн ылтӑн фончӗ—2017) Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтерсе пахалӑх паллине тивӗҫнӗ. Прессӑн ылтӑн фондне ҫӗршыври ертсе пыракан аслӑ шкулсен журналистика факультечӗн пайташӗсем хаклаҫҫӗ. Пахалӑх паллине виҫӗ степеньпе параҫҫӗ. Маларах каланӑ экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӗрремӗш степеньлӗ пахалӑх паллине Чӑваш Енри икӗ журнал: «Агромаш» тата «Моя Империя» — тивӗҫ. II степеньлӗ пахалӑх паллине пирӗн республикӑра тухса тӑракан ҫичӗ хаҫата пама йышӑннӑ: «Советская Чувашия», «Республика», «Грани», Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн», Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ», Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ». Ҫӗрпӳ районӗнчи «Цивильский вестник» III степеньлӗ журнала тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри мусӑкҫӑ Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрне Дима Билана ҫӗнӗ проект хута яма пулӑшнӑ. Унӑн тизерӗ тӗнче тетелӗнче пур ӗнтӗ. Кӗҫех клип премьери пулӗ. Ҫӗнӗ проект валли юрра Шупашкарти мусӑкҫӑ Антон Шаплин хатӗрленӗ. Вӑл унӑн анонсне халӑх тетелне вырнаҫтарма ӗлкӗрнӗ. Юрӑ «Монстры в твоей голове» (чӑв. Сан пуҫӑнти хӑратмӑшсем) ятлӑ. Мистика клипӗн премьери кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулӗ. Паллӑ юрӑҫ Дима Билан ҫӗнӗ клиппа фаначӗсене тӗлӗнтересшӗн. Унӑн пултарулӑхне кӑмӑллакансем ҫакна чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре эрех акцизӗ хӑпарни пирки lenta.ru портал пӗлтерет. Налук кодексне тӳрлетӳсем кӗртнӗ. Влаҫ йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, эрех акцизӗ 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хӑпарнӑ, мӗншӗн тесен Налук кодексне тӳрлетӳсем кӗртнӗ. Ют ҫӗршыв продукцийӗнчен хатӗрленӗ 1 литр шампань эрехӗ 36 тенкӗпе танлашӗ. Ку, 2016 ҫулхипе танлаштарсан, 10 тенкӗ хаклӑрах. Раҫҫей иҫӗм ҫырлинчен хатӗрленӗ шампань эрехӗн акцизӗн ставки 1 литрӗ 14 тенке ҫитнӗ. Ют ҫӗршыв производствин хӗрлӗ эрехӗн акцизӗ 18 тенкӗпе танлашнӑ. Сидр, пуаре, медовуха 21 тенке ҫитнӗ. Унччен вӑл 20 тенкӗ пулнӑ. 9 процентран ытларах спиртлӑ шӗвекшӗн 523 тенкӗ кӑларса хумалла. Малтан вӑл 500 тенкӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ТУ-154 самолет Хура тинӗсе ӳкни пирки, унта чӑваш каччи Максим Иванов пулни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Ӗнер ҫакӑ паллӑ пулнӑ: Александров ячӗллӗ ансамбль ҫемйисене 1 миллион тенкӗ парӗҫ. Ку укҫана Социаллӑ страхлав фончӗ уйӑрӗ. Самолетра пулнӑ ҫынсен ҫемйисене, Сывлӑш кодексӗпе килӗшӳллӗн, 2 миллион тенкӗ парӗҫ. Социаллӑ страхлав фончӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, самолетра пулнӑ 92 ҫынран 72-шӗ хӑйсене страхланӑ. Страхлав укҫине арӑмӗ е упӑшки, ҫул ҫитмен ачисем илме пултарӗҫ. Аса илтерер: Максим Иванов Пушкӑртстанра ҫуралнӑ чӑваш, арӑмӗ Чӑваш Енри Шупашкар районӗнчи Шупашкаркассинчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Танлаштарӑм» информаци коммуникацийӗсен центрӗ регион пуҫлӑхӗсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Унта 85 ертӳҫӗ кӗнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей регионӗсен пуҫлӑхӗсен йышӗнче 16-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл пӗрремӗш ушкӑна лекнӗ. Вӑл вара 25 ертӳҫӗрен тӑрать. Танлаштарӑма Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Якушев, Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов чи малти вырӑнсене йышӑннӑ. Чи хыҫалти йӗркесене вара Алтай тӑрӑхӗнчи, Карели тата Бурят республикисенчи ертӳҫӗсем йышӑннӑ. Палӑртса хӑварар: танлаштарӑма куҫӑн мар майпа анкетировани ирттерсе хатӗрленӗ. Эксперт обществисем ирттернӗ ыйтӑма та шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раштавӑн 28-мӗшӗнче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев регионти тата вырӑнти хыснасене 2017–2019 ҫулсенче укҫа-тенкӗпе тивӗҫтересси пирки канашлу ирттернӗ. Кӑҫал Чӑваш Ен хӑйне лайӑх партнер пек кӑтартнӑ. Ҫавна май республикӑна ҫитес ҫул федераци хыснинчен 1,5 миллиард тенкӗ килӗ. Дмитрий Медведев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫултанпа грантсем ӳсӗҫ. Вӑл 20 миллиард тенкӗпе танлашӗ. Анчах ӑна хӑйсене налук потенциалне ӳстерес енӗпе лайӑх кӑтартнӑ регионсене ҫеҫ парӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсене 900,8 миллион тенкӗлӗх панӑ. Ҫитес ҫул вара ку 993,6 миллион тенкӗпе танлашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Иркутск облаҫӗнче ҫынсем «фанфурик» ӗҫсе вилни ҫынсене сисчӗвлентернӗ. Тӳре-шара та ку тӗлӗшпу йышӑнусем тунӑ. «Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре спирт хутӑшне сутма чарнӑ. Ку тӗлӗшпе саккун йышӑннӑ. Ҫакна РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев йышӑннӑ. Унпа пӗрле патшалӑх тӗп санитари тухтӑрӗ Анна Попова документа алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫейре ӑша яма юраман спирт шӗвекӗсене, унта этил спирчӗ 25 процентран ытларах пулсан, вӑхӑтлӑха сутма чарнӑ. Анчах ку йышӑну парфюмерипе машина чӳречине тасатмалли шӗвеке пырса тивмест. Ку йышӑну 30 кун вӑйра пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Максим Ивановпа ҫулталӑк каялла «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» паллаштарнӑччӗ... Хура тинӗсе ӳкнӗ РФ Хӳтӗлев министерствин ТУ-154 самолетӗнче Шупашкарта спектакль лартнӑ режиссер та пулнӑ. Аса илтеретпӗр, ҫав инкекре журналистсем, Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем, ҫар ҫыннисем вилнӗ. Пысӑк хуйхӑ пирки ҫӗршыв Президенчӗ паян Хурлану кунӗ тесе йышӑннӑ. Инкеке лекнӗ самолетра хрантсус композиторӗ Морис Равель кӗвӗленӗ «Дитя и волшебство» лирикӑлла фантазие Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче лартнӑ Максим Иванов режиссер пулнӑ. «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» ҫулталӑк каялла ун пирки Дмитрий Моисеев ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл — чӑваш каччи. Пушкӑртстанри Ӗпхӳ хулинче ҫуралса ӳснӗскер Мускаври ГИТИСран пӗлтӗр вӗренсе тухнӑ. Максим Иванов ӗҫне куракан патне ҫулталӑк каялла Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫитернӗччӗ. «Дитя и волшебство» проект — Раҫҫейӗн Культура министерстви ҫамрӑк режиссерсене пулӑшассишӗн ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗскерччӗ. |
Раҫҫейре
![]() РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн, ыран, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Раҫҫейре хурлану кунӗ пулӗ. Ку Хура тинӗсре РФ Хӳтӗлев министерствин ТУ-154 самолечӗ ӳкнипе ҫыхӑннӑ. Самолетра 92 ҫын пулнӑ. Ҫав йышра — журналистсем, Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем, ҫар ҫыннисем пулнӑ. Халӑхра Лиза тухтӑр ятпа палӑрнӑ Елизавета Глинка та «Тӗрӗслӗхшӗн пулӑшу» фонд пуҫлӑхӗ) унтах пулнӑ. Ыран Чӑваш Енре Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Анчах вӗсем пулӗҫ-и? Хальлӗхе паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |