Ӑслӑлӑх
Сӑмах таблицӑн 113-мӗш вырӑнӗ пирки пырать. Ун ятне йышӑнассишӗн Раҫҫей тата Яппун ӑсчахӗсем вунӑ ҫул ытла тупӑшаҫҫӗ. Хими элементне Riken яппун институчӗн тата пирӗн ҫӗршывпа американ ӑсчахӗсен ушкӑнӗ уйрӑмшар уҫнӑ пулать. Вӗсенчен хӑшӗ чи малтанхи хут ҫак элемента кӑларма пултарнине кӑрлач уйӑхӗн вӗҫнелле палӑртасшӑн. Енчен те яппунсен ушкӑнӗ ҫӗнтерӗ пулсан ҫӗнӗ элемента «японий» ят парӗҫ. Хальлӗхе вара вӑл таблицӑра «Унунтрий» ятпа вырнаҫнӑ. Сӑмах май, Раҫҫейри Дубна хулари ӑсчахсем ҫак элемента Анри Беккерель (вӑл радиоактивноҫе уҫнӑ) ячӗпе «Беккерелий» ят пама сӗннӗ. Яппунсем тепӗр темиҫе ят та сӗннӗ: Ёсио Нисин физика халалласа «Нисинаний» теме е Riken институчӗн ячӗпе — «Рикений». Хӑш ята суйласа илессине Пӗтӗм тӗнчери теорилле тата практикӑлла хими союзӗн ларӑвӗнче пӑхса тухса йышӑну тӑвӗҫ. Аса илтеретпӗр, ҫутҫанталӑкра 92-мӗш элемент таран ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ. Ыттисене ҫын ӑҫталанӑ хатӗрпе ҫеҫ тума пулать. 93–100 номерлисене тӗрлӗ реакторсенче кӑларма пулать, 100-тен иртекеннисене вара —частицӑсене хӑвӑртлатакан ятарлӑ хатӗрсенче ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
АПШри NASA космос агентствин ӑслӑлӑх специалисчӗсем ҫирӗплетсе каланӑ тӑрӑх, Марс планета ҫинче пурнӑҫ пур. Ӑсчахсем Хӗрлӗ планета ҫийӗнче организм ӗҫӗшӗн кирлӗ азота тупнӑ. Curiosity космос аппарачӗ пулӑшнипе ӑсчахсем Марс ҫинче пурнӑҫ пуррине ҫирӗплетме пултарнӑ. Космос аппарачӗ Хӗрлӗ планета сийне тӗпченӗ. Ҫӑв шутра Гейл кратер районӗнчи ландшафта та. Ҫапла майпа чӗрӗ планета микрорганизмсемшӗн юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. Унтах азот тупнӑ. Вӑл азот диоксичӗ евӗр. Вӑл вара ӑшӑ чухне нитратсем арканнипе пулнӑ. Пӗр сӑмахпа, нитратсенче чӗрӗ организмсемшӗн кирлӗ азот пур. Нитратсенче хӑйӑрлӑ, тусанлӑ тӑпрара тупнӑ. Ӑна ҫил Гейл кратера хӑваласа кӗртнӗ. Ку вара тахҫан Марс чӗрӗ организмсемшӗн юрӑхлӑ пулнине ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
«Про Город» архивӗнчи сӑн Анатолий Иванов нумаях пулмасть экспедицирен таврӑннӑ. Вӑл Атӑл леш енчи Когояр кӳлӗ патӗнче, Шупашкар районӗнче, пулнӑ. Унччен вӑл ҫак кӳлӗ метеорит ӳкнӗ хыҫҫӑн пулса кайнине пӗлтернӗччӗ. Ку — унӑн шухӑшӗ. Хальхинче те вӑл хӑйӗн шухӑшне ҫирӗплетекен япала тупнӑ-мӗн. Анатолий Северный поселокран инҫех мар тӑватӑ чул тупнӑ. Лайӑхрах сӑнанӑ та — ирӗлнӗ хӑйӑр татӑкӗсем-мӗн. Вӗсене хӑйӑр ӑшӗнче тупнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, импакт-кантӑк пысӑк температура витӗмӗпе хӑйӑртан пулать. Унӑн шухӑшӗпе, ӑна тупни унта метеорит ӳкнине ҫирӗплетме пултарать. Ҫавӑнта пурӑнакан ҫынсем те тахҫан метеорит паллисене тупнӑ теҫҫӗ. 1983 ҫултанпа унта пурӑнакан хӗрарӑм вӑрманта тӗттӗм чие тӗслӗ чулсем пӗрре мар тупнӑ. Вӗсем — чышкӑ пысӑкӑш. Хӑйӗн теорине чӑнах та ӗнентерес тесе ӑсчахӑн метеорит катӑкне тупасшӑн. Анчах йывӑр ку. 15–16-мӗш ӗмӗрсенче патша чӑвашсене, марисене тимӗр ӗҫне ӗҫлеме чарнӑ. Кунта метеорит катӑкӗсем пулнӑ тӑк вӗсене йӑтса кайма пултарнӑ имӗш. Анчах геолог чарӑнса тӑрасшӑн мар. Тепӗр ҫулла вӑл каллех Атӑл леш енне экспедицие каясшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ӑслӑлӑх
Канадӑри Макгилла университечӗн психологӗсемпе нейрофизиологӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ача малтанхи икӗ ҫулӗ хушшинче илтнӗ чӗлхе унӑн нерв тытӑменче те пуҫ миминче те йӗр хӑварать. Малашне вӑл урӑх чӗлхе тавралӑхӗнче пурӑнсан та, ӑна мансан та, пуҫласа илтнӗ чӗлхе ҫав-ҫавах тӑван чӗлхе пек упранать. Кун пирки Nature Communications журналта ятарлӑ статья тухнӑ. «Интерфакс» сайтӗнче ӑна тишкерсе пичетленнӗ статьян куҫарӑвӗпе сире Чӑваш халӑх сайчӗ паллаштарать.
Сӑнав ирттерме ӑсчахсем ачасене виҫӗ ушкӑна пайланӑ: Францире пурӑнса хрантсусла калаҫакансем (10 ача), Франци кил-йышне усрава илнӗ Китайра ҫуралнӑ ачасем (21 ача, Францие куҫса килнӗ чухнехи вӑтам ӳсӗм — 12,8 уйӑх), француз чӗлхине вӗренекен, унпа ирӗклӗн калаҫакан китай ачисем (12 ача). Пурне те фонологи ӗҫне тӗпчекен тест витӗр кӑларнӑ. Ҫак тӗрӗслев ытларах чухне вӑл икӗ пайран тӑрать: кӗске вӑхӑт хушшинче илтнӗ сасӑ-фонемӑсем (пӗр е темиҫе сӑмах) упранассине тата артикуляцилесе тепӗр хут калама пултарассине (вӑл асӑмра хӑварнӑ йӗре ҫухалма памасть) тишкересси. |
Ӑслӑлӑх
Ситнейри (Австрали) медицина шкулӗнче ӗҫлекен специалистсем мӗнле апат ҫинипе пуҫ мими пысӑкӑшӗ хушшинче ҫыхӑну пуррине палӑртнӑ. Ӑсчахсен шучӗпе кашни кун «синтетикӑлла» хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе тӑрансан ку пуҫ мими пысӑкӑшне сиен кӳрет — вӑл пӗчӗкленет. Сывлӑхшӑн япӑх апат гиппокамп калӑпӑшне пӗчӗклетет иккен, лешӗ вара вӗренӳшӗн, асра тытассишӗн яваплӑ тата психика чирӗсенчен сыхлать. Тӗпчеве 60–64 ҫулхи ҫынсем хӑйсен ирӗкӗпе хутшӑннӑ. Пылак шыв, тӑварланӑ апат, ӑшаланӑ аш тата ытти сиенлӗ апат ҫеҫ ҫинӗ ҫынсен сулахай гиппокампӗ сӗтеклӗ ҫимӗҫ ҫиекеннисенчен пӗчӗкрех пулнӑ. Специалистсен шучӗпе мӗнле апат ҫинипе пуҫ мими калӑпӑшӗ хушшинчи ҫыхӑну пур ӳсӗмри ҫынсен те пӗрешкелех. Ку ачасене те пырса тивет. Сӑмах май, арҫынсен гиппокампӗ ҫулсем иртнӗ ҫемӗн пӗчӗкленет, хӗрарӑмсен вара ҫавнашкалах юлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Америкӑн тӗнче уҫлӑхне тӗпчекен наци управленийӗ (NASA) паян ятарлӑ пресс-конференци ирттернӗ. Унта вӗсем ятарлӑ ушкӑна кӗрекен 8 ӑсчах Марс ҫийӗ ҫинчен ӳкнӗ хӗвел пайӑркисене тӗпчесе тунӑ пӗтӗмлетӳпе паллаштарнӑ. Спектрлӑ тӗпчеве Хӗвел тытӑмне кӗрекен ҫиччӗмӗш планета тавра ҫаврӑнакан станципе усӑ курса тунӑ. Пӗтӗмлетӳ ӑсчахсене хавхалантарнӑ — Марс экваторӗ тавра вырнаҫнӑ тусен патӗнчи тӗттӗм хӑйсем минараллӑ тӑвар пулни палӑрнӑ. Вӗсем вара юхакан шывпа ҫеҫ йӗркеленме пултараҫҫӗ. Минераллӑ тӑвар структурисенче гидратсем пурри те палӑрнӑ. Пресс-конференцире пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗпчевпе туллин Nature Geoscience журналта тухнӑ статьяра паллашма пулать. Ӑсчахсен шучӗпе ҫак тӗпчев Марс ҫинче шыв пуррине ӗнентерекен чи пӗлтерӗшлӗ пӗтӗмлетӳ. Ҫиччӗмӗш планета ҫинче шыв пуррине тӑватӑ ҫул каяллах калаҫатчӗҫ. Ҫӗр метр вӑрӑмӑш шыв ҫулӗсем Марс ҫинчи ҫуллахи тапхӑрта йӗркеленеҫҫӗ, хӗлле вара типсе лараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кӳршӗллӗ планета ҫинче пӑр пуррине те ӑсчахсем ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Токио университечӗпе «Рикэн» естествӑлла ӑслӑлӑхсен институчӗн ӑсчахӗсем шыв айӗнчи скважинӑсем тавра питӗ тарӑнра пурӑнакан бактерисене тӗпченӗ. Вӑл вырӑнсенсе шыв чулпа сӗтӗрӗннӗрен электричество пулать. Тарӑнри организмсене кантӑкран ӑсталанӑ савӑта хурса тӗпчевҫӗсем бактерисем ҫине 0,3 вольт хӑватлӑ электричество янӑ. Сӑнакансем хайхи тӗпчекен чӗрӗ организмсем аммиак, кӑмрӑк йӳҫек газне тата шыв кӑларма пуҫланине курнӑ. 8 кун сӑнанӑ хыҫҫӑн бактерисен йышӗ 20% таран ӳснӗ. Ҫав хушӑрах вӗсем хӑйсене валли тӑранмалӑх сахӑр та кӑларнӑ. Ӑсчахсем ҫапла май ҫак бактерисем энергие хими синтезӗнчен кӑна мар, пӗчӗк электричество разрядӗнчен те тупма пултарнине палӑртнӑ. «Рикэн» институчӗн тӗпчев ушкӑнӗн ертӳҫи Рӳхей Накомура ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: «Хӗвел ҫутти ҫук тата тӑранмалли хими элеменчӗсем ҫук вырӑнта та организмсем хӑйсене пурӑнма майсем тупайраҫҫӗ. Пирӗн тӗпчев ҫакна кӑтартрӗ те». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Тимӗр Акташ тунӑ сӑн Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче нумай пулмасть Раҫҫей академи ӑслӑлӑхӗсен академикне, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрне, РФ тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченне Леонид Михалова 80 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет. Ҫавра ҫул тултарнӑ ӑсчаха тӑван тӑрӑхӗнчи тӑванӗсем тата паллӑ ҫыннисем саламланӑ. «Академик Михалов Леонид Михайлович» кӗнеке авторӗсем те — ЧПГӐИ ӑсчахӗсем А.А. Трофимовпа Л.П. Петров — юбиляр пирки темиҫе ӑшӑ сӑмах тухса каларӗҫ. Ҫавӑн пекех салам сӑмахӗсемпе наци вулавӑшне Владимир Алмантай, Евгений Ерагин, Чӑваш Ен халӑх сӑвӑҫи Юрий Сементер ҫитнӗ. Леонид Михайлов мероприятие ҫитнӗ кашни ҫынна тав турӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл хальхи вӑхӑтра тӗрӗк чӗлхисене те тӗпчеме пуҫлани пирки пӗлтерчӗ. Сӑмаха вӗҫленӗ май юбиляр наци вулавӑшне «Деловой немецкий язык» (чӑв. Ӗҫлӗ нимӗҫ чӗлхи) кӗнеке парнелерӗ. Михайлов Леонид Михалович Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Кивӗ Тукай ялӗнче 1935 ҫулта ҫуралнӑ. Шкула медальпе вӗренсе пӗтернӗ. |
Ӑслӑлӑх
Икӗ теҫетке ҫул хушшинче «лазерлӑ» двигатель Альфа-Центавра патне ҫитерме пултарӗ. Кун пирки Санта Барбарӑри Калифорни университетӗнчи ӑсчахсем каланӑ пулать. Вӗсен шухӑшӗпе лазерлӑ излученийӗн хӑвачӗ питӗ вӑйлӑ. Ӑсчахсем Deep-In хӑвӑртлатакан механизм ӑсталанӑ пулать, вӑл нумай-нумай питӗ пӗчӗк лезерсенчен тӑрать. Лазер пайӑркипе усӑ курса космос парӑсӗ ҫине витӗм кӳме пулать иккен. Ҫав витӗмпе вара хальхи космос карапӗсен хӑвӑртлӑхне самай — пин хут таран — ӳстерме пулать имӗш. 4,3 ҫутӑ ҫулталӑкне (выр. световой год) 20 ҫул хушшинче ҫитме май пур имӗш. Ӑсчахсен шухӑшӗпе ку технологипе Марс патне вӗҫнӗ май усӑ курма пулать. Унашкал вӗҫев аппаратне кӳршӗлле планетӑна ҫитме 3 кун кӑна кирлӗ пулӗ теҫҫӗ. 10 тонна таран тиесен 30 кун кӑна кирлӗ пулӗ. Ҫитменлӗхӗ те пур: система карапа хӑвӑртлатать кӑна, чармалли май пирки пуҫ ватаҫҫӗ кӑна имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Ҫӗртме уйӑхӗн 9–10-мӗшӗсенче Хусан ҫывӑхӗнчи Иннополисра пӗтӗм Раҫҫейри робототехника олимпиади иртнӗ. Унта Раҫҫейӗн 45 регионӗнчен 760 ҫын килнӗ. Вӗсене Дмитрий Медведев премьер министр, РФ ҫыхӑну министрӗ Николай Никифоров, Тутарстан премьер-министрӗ Ильдар Халиков саламланӑ. Олимпиада ултӑ категорипе иртнӗ. Кашнинче командӑн автономи роботне пухса программӑламалла, задача шутламалла пулнӑ. Чӑваш Енрен унта икӗ команда хутшӑннӑ. Вӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкултан. Аслӑ ушкӑнра Алексей Евлампьевпа Никита Кузнецов пулнӑ. Вӗсем 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Кӗҫӗн ушкӑнра Дмитрий Петров тата Андрей Мурашкин пулнӑ. Вӗсен ӑслӑ робочӗ ҫӗнтерсе финала тухнӑ. Икӗ кун тупӑшнӑ вӗсем. Виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑшӑн ачасем питӗ савӑннӑ. Ара, ҫапла майпа тепӗр ҫул унта каякансен йышӗ пысӑкланӗ вӗт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |