Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Афиша

Афиша

Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Элӗкри клубра «Нарспи» спектаклӗн премьери пулӗ. Ӑна И.В.Афанасьев режиссер ертсе пыракан халӑх театрӗ сцена ҫине каларӗ, Раҫҫейри Литература тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкӗсене халаллӗ.

Халӑх театрӗ классика спектакльне хапӑл тусах хатӗрленнӗ. Постановка халӑха килӗштӗр тесе пултарулӑх ушкӑнӗ унта ҫӗнӗ сӗм кӗртме тӑрӑшнӑ. Унта вӗсем хальхи технологисемпе усӑ курӗҫ. Тумӗсем вара пачах тепӗр май: ӗлӗкхи пурнӑҫа ҫывӑх пулӗҫ.

Малтанах ку постановкӑна сцена ҫине кӑларма хатӗрленнӗ чухне пултарулӑх ушкӑнӗ шикленнӗ те. Ара, Константин Иванова чӗлхине, чӑвашсен йӑли-йӗркине пӗлни ҫителӗксӗр-ҫке. «Нарспи» лайӑх «пиҫсе» тухтӑр тесен чӑваш культурин кашни пӗрчине пӗлмелле вӗт.

Анчах халӑх театрӗ ку ӗҫе пуҫӑннӑшӑн пӗрре те ӳкӗнмест. Ку — кӑсӑклӑ та усӑллӑ.

Спектакле Элӗкри клубра каҫхи 7 сехетре кӑтартӗҫ.

 

Афиша

Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Раҫҫейре ҫулсерен иртекен «Библиокаҫ» акципе килӗшӳллӗн ЧР Наци вулавӑшӗнче Андрей Васильев режиссерӑн «Нарспи» фильмне кӑтартӗҫ.

Юрӑллӑ-кӗвӗллӗ «Нарспи» фильма Константин Ивановӑн поэми тӑрӑх хатӗрленӗ «Нарспи» мюзикла тӗпе хурса ӳкернӗ. Фильм пултарулӑх стилӗпе тата ӳнер енӗпе палӑрать, икӗ сехете тӑсӑлаканскере пӗр сывламасӑр пӑхма пулать.

Профессионал вокала, хореографие, илемлӗ сценӑсене, ятарлӑ эффектсене пула «Нарспи» кино куракансен асӗнче яланлӑхах юлӗ.

Аса илтерер: «Нарспи» фильма пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери фестивальте пӗрремӗш хут кӑтартнӑ. Ӑна куракансем лайӑх йышӑннӑ.

Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пурне те ЧР Наци вулавӑшӗнче 19 сехетре 119-мӗш пӳлӗмре кӗтеҫҫӗ.

 

Афиша

Чӑннипе, Литература ҫулталӑкӗ пуҫланнӑ ӗнтӗ. Анчах ӑна тата Чӑваш Республикинчи Константин Иванова халалланӑ ҫулталӑка официаллӑ майпа кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫӗҫ.

ЧР Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Константин Иванов ҫулталӑкне обществӑна литературӑпа ҫывӑхлатас, чӑваш класикӗн ятне тата унӑн хайлавӗсене яланлӑха халӑх асӗнче хӑварас тӗллевпе палӑртнӑ. Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне те халӑха литературӑпа ытларах паллаштарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

Кӑҫал Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа республикӑн кашни кӗтесӗнчех анлӑ меропиятисем иртӗҫ. Константин Иванов ҫулталӑкне официаллӑ майпа анлӑн уҫма палӑртаҫҫӗ.

 

Афиша Мускаври Национальноҫсен ҫурчӗ
Мускаври Национальноҫсен ҫурчӗ

Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче нарӑс 14-мӗшӗнче вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторне Константин Иванова халалланӑ каҫ иртмелле. Мероприятие Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ ирттерет.

Программӑра «Нарспи» мюзикл сыпӑкӗсем пулӗҫ. Аса илтеретпӗр, ӑна Николай Казаков композитор лартнӑ, либретто авторӗ — Борис Чиндыков ҫыравҫӑ. Праскки Витти художникӑн куравӗ те ӗҫлӗ. Унсӑр пуҫне чӑваш эстрада юрӑҫисем хутшӑнӗҫ.

Уява кӑмӑл тӑвакансене пурне те чӗнеҫҫӗ. Унта кайнишӗн укҫа тӳлемелле мар. Мероприяти 15 сехетре пуҫланать. Национальноҫсен ҫурчӗ адресӗ, Ҫӗнӗ Басман урамӗ, 4-мӗш ҫурт, 1-мӗш строенийӗ. «Хӗрлӗ хапха» (Красные ворота) метрора анмалла.

 

Афиша

Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа бал ташшисен «Ҫӗнтерӳ вальсӗ» республика конкурсӗ иртет. Мероприятие пӗтӗм тӗнчери «Кадетсен Георги балӗ» уҫӑ конкурспа килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ.

Конкурса кадетсен кӗҫӗн класӗсенче вӗренекенсем, кадет класӗллӗ шкулсем хутшӑнӗҫ. Сӑмах май, бал ташшисен конкурсӗ иккӗмӗш ҫул аслӑ тата кӗҫӗн класрисем хушшинче уйрӑм иртет.

Ансамбльте 8–12 ҫын пулмалла — 4–6 мӑшӑр. Ачасене ӳсӗмне кура пайлаҫҫӗ: 1 кӗҫӗннисем — 6-мӗш классем, 2 кӗҫӗннисем — 7-мӗш классем, 3 кӗҫӗннисем — 8-мӗш классем.

Бал икӗ пайран тӑрӗ. «Ҫӗнтерӳ вальсӗ» конкурс Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче (Президент бульварӗ, 14-мӗш ҫурт) 12 сехетре пуҫланӗ.

 

Афиша

Раштавӑн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Ирина Волковӑн «Диалоги» фильмне кӑтартӗҫ. Вӑл кӑҫал Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте «Чи лайӑх сценари» номинацире ҫӗнтернӗ.

Культура программисен республикӑри дирекцийӗн директорӗн ҫумӗ Лариса Ларионова каланӑ тӑрӑх, вӗсем ӑна кинофестивальте курмасӑр юлнӑ ҫынсене кӑтартасшӑн. Унта тӳлевсӗрех кӗме май пулӗ.

Ирина Волковӑн кинокартининче Раҫҫейри паллӑ актерсем вылянӑ: Владимир Меньшов, Александр Яценко, Евгений Цыганов. Фильмра пултаруллӑ ҫамрӑк актерсене те курма пулать. Фильм 13 сехетре пуҫланӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/74634
 

Афиша Андрей Кузнецов
Андрей Кузнецов

2013 ҫулхи кӑрлачра Сӗнтӗрвӑрри районӗн «Сӗнтӗр Ен» ентешлӗхӗ правлени ертӳҫи пулма Андрей Кузнецов эстрада юрӑҫине суйланӑ. Икӗ ҫул ҫак явапа вӑл тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ тесе пӗлтерет асӑннӑ район администрацийӗ.

Ентешлӗх пирки калакан хутсенче правлени йышне тата ертӳҫине икӗ ҫулта пӗрре суйламаллине палӑртнӑ. Апла пулсан, кӑҫалхи кӑрлачра сӗнтӗрвӑррисен ҫак енӗпе шухӑш-кӑмӑла пӗлтерме тивӗ.

Ентешлӗх пухӑвӗ кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, 15 сехетре, Шуршӑлти информаципе культура центрӗнче иртмелле. Унта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи ҫитессе шанаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем тата кашни ял тӑрӑхӗнчен икшер ҫынна йыхравлаҫҫӗ. Ентешлӗхӗн правленийӗн ертӳҫи пулма тивӗҫ тесе шутлакан кандидат пирки вырӑнти ял тӑрӑхӗсене е andrei-kyz@mail.ru электрон адреспа хыпарлама ыйтаҫҫӗ.

 

Афиша

Чи илемлӗ пикесен конкурсне ирттересси модӑна кӗчӗ темелле-ши — ӑна кашни тӑрӑхрах ирттереҫҫӗ. Чӑваш Енре те кӗҫех «Чӑваш пики» конкурс пулӗ. Ку кӑна мар — республикӑра хӑлха илтмен хӗрсен хушшинче те чи илемлине палӑртӗҫ.

«Шӑпӑрт Чӑваш Ен» мисӗ» конкурс Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртӗ. Унӑн йӗркелӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, конкурс тӗллевӗ — сусӑрсене пулӑшасси, вӗсен йышӗнчи чи пултаруллисене палӑртасси. Конкурса патшалӑх, коммерци, общество организацийӗсене сусӑрсен ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарас тӗллевпе те ирттереҫҫӗ.

Конкурсҫӑсем хӑйсен артист пултарулӑхне, спорт енӗпе аталаннине, сцена ҫинче тытма пӗлнине кӑтартӗҫ.

Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ. Унта пурне те тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Аса илтерер: ку конкурса Чӑваш Енре 2006 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Унта хӑлха илтмен 15-17 ҫулсенчи пикесем хутшӑнаҫҫӗ.

 

Афиша

Чӑваш наци музейӗнче ҫӑткӑн кайӑксен куравӗ уҫӑлнӑ, унта фонд пуххинчи экспонатсене вырнаҫтарнӑ.

Курав виҫӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗшӗнче курма килнисем ҫак кайӑксем хӑйсен апатне епле шыранине пӗлме пултараҫҫӗ. Иккӗмеш пая «Хӗрлӗ кӗнекене» кӗртнӗ кайӑк тӗсӗсене вырнаҫтарнӑ. Виҫҫӗмӗш пайра вара Алексей Левашкин тунӑ сӑнсемпе паллашма май пур — ҫак маттур ҫын ҫӑткӑн кайӑксем валли йӑва туса хатӗрлет. Куравра вӗсен хӑш-пӗр тӗсӗсене курма пулать.

Куравра хальхи технологисене те манман — экспонатсемпе тӗплӗнрех QR-кодсемпе те паллашма пулать. Ҫӑткӑн кайӑксен куравӗ хӑй чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлемелле.

 

Афиша

Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, чӳк уйӑхӗнче 4-мӗшӗнче, Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра пысӑк уяв концерчӗ пулӗ. Анчах хамӑр патри артистсем мар, ҫӗршыври паллӑ ушкӑн кӑтартӗ. Ҫук-ха, тен, хамӑр патрисем те юрласа ташлӗҫ-и, анчах программӑн тӗп хӑни «Здравствуй, песня» ушкӑн иккенне пӗлтереҫҫӗ.

«Здравствуй, песня» ушкӑн вокалпа инструмент ансамблӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенчи хитсемпе килсе ҫитмелле. Пултаруллӑ, пысӑк ӑстасем шупашкарсемпе Шупашкар хӑнисене чӑн-чӑн уяв кӳрӗҫ.

Уяв чӳкӗн 4-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни пӗр сехетре пуҫланӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=123284
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем