Афиша
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти кӳлмекре, Анне палӑкӗ умӗнче, иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчи евӗр ташӑ каҫӗ пулӗ. Вӑл 17 сехетре пуҫланса 21 сехетре вӗҫленӗ. Мероприятие ҫынсене 1960-мӗш ҫулсенчи тумтирпе кӗтеҫҫӗ. Чи чаплӑ тумлӑ ҫынна парне кӗтет. Ташӑ каҫӗнче сӑн ӳкерӗнмелли зона та пулӗ. Мероприятие килекенсене хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() tgf.kto72.ru сайтри сӑн Шупашкарта Республика кунӗнче хула ҫыннисемпе хӑнисене Раҫҫейри паллӑ юрӑҫсем савӑнтарасси йӑлана кӗнӗ. Хальхинче кам килӗ? Вӑрттӑнлӑха уҫнӑ: Viva ушкӑн. Унта пилӗк арҫын юрлать. Аса илтерер: Ҫӗнӗ Шупашкарта вара уявра «Краски» ушкӑн юрлӗ. Вӑл 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче палӑрнӑ. Аса илтерер: Республика кунӗнче фейерверксен "Асамат" фестиваль те пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Республика кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Раҫҫейри паллӑ юрӑҫсем сцена ҫине тухассине пӗлтернӗччӗ. Ун чухне камсем килессине каламанччӗ. Вӑрттӑнлӑха уҫнӑ. Спутник хула ҫыннисене "Краски" ушкӑн савӑнтарӗ. Вӑл каҫхине Атӑл хӗрринчи лапамра юрлӗ. Палӑртмалла: 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче анлӑ сарӑлнӑ ушкӑнра ун чухнехи юрӑҫсенчен нихӑшӗ те юлман. Пурте - ҫӗнӗ ҫынсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Дмитрий Пулатов телеграм-каналӗнчи сӑнӳкерчӗк Республика кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар сцени ҫинче Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗ юрлӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех хула ҫыннисене "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" фестивале, "Виҫӗ хӗвел" этно-фестивале хутшӑнакан пултарулӑх ушкӑнӗсем савӑнтарӗҫ. Уяв ташӑ каҫӗпе тата фейерверкпа вӗҫленӗ. Сӑмах май, Химик кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкара "Уматурман" килнӗ. Кам килессине ун чухне уявчченех вӑрттӑнлӑхра тытнӑ. Хальхинче те хӑш юрӑҫ килессине пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Химик кунне паллӑ тӑвӗҫ. Мероприяти 13 сехетре Атӑл хӗрринче пуҫланӗ та 22 сехетре салютпа вӗҫленӗ. 13-16 сехетсенче ачасем валли программа пулӗ. Ҫав вӑхӑтрах пултарулӑх коллективӗсем юрлӗҫ-ташлӗҫ. 19-20 сехетсенче кавер-ушкӑн сцена ҫине тухӗ. 20-21 сехетсенче Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗ концертпа савӑнтарӗ. Анчах кам килессине «Химпром» вӑрттӑнлӑхра тытать. Салют хыҫҫӑн 1 сехет ташӑ каҫӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисткине, чӑваш халӑх артисткине Тамара Чумаковӑна асра тытса пуҫтарӑнӗҫ. Ҫав каҫ театр солисчӗсем, хорӗ тата симфони оркестрӗ куракансене тӗрлӗ хайлавпа савӑнтарӗ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче «Травиата», «Нарспи», «Кармен», «Мадам Баттерфляй», «Царская невеста», «Риголетто», «Севильский цирюльник», «Сильва», «Евгений Онегин» оперӑсенчи сыпӑксем янӑрӗҫ. Иккӗмӗш пая Герман Лебедев, Филипп Лукин, Федор Васильев, Анисим Асламас, Григорий Хирпӳ, Геннадий Максимов музыкинчен йӗркелӗҫ. Астӑвӑм каҫне Иван Николаевпа Елена Гунина ертсе пырӗҫ. Режиссер-постановщикӗ – Анатолий Ильин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Вырсарникун, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, «Раҫҫей 1» телеканалта Андрей Малахов ертсе пыракан «Песни от всей души» кӑларӑма Чӑваш Енри баянист Егор Матвеевский хутшӑнӗ. Вӑл 17 сехетре пуҫланать. Егор Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулӗнче вӗреннӗ. Вӑл Чӑваш эстрадинче те палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Ыран К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче премьера пулӗ. Сцена ҫине «Мӑнаккасем» камит тухӗ. Спектакле Александр Коровкин пьеси тӑрӑх Алексей Герасимов режиссер хатӗрленӗ. Ӑна чӑвашла Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, ҫыравҫӑ тата журналист Галина Антонова (Матвеева) куҫарнӑ. Трагикамитри ӗҫ-пуҫ ӗлӗкхи ҫурт, унта пурӑнакансем тавра пулса иртет. Аппӑшӗпе йӑмӑкӗн пурлӑхне хапсӑнакан чылай. Ӑна тӳре-шара та, тӑванӗсем те хапсӑнаҫҫӗ. Спекатклӗн вырӑсла синхронӗ пулӗ, ӑна «Пушкин карттипе» те курма пулать. Драма театрӗнче куракансен ыран 18 сехет ҫурӑра кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() kanashen.ru сайтри сӑн Кӑҫал Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ 62-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Унӑн алӑкӗ 1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пӗрремӗш хут уҫӑлнӑ. Ун чухне Федор Васильевӑн "Шывармань" наци оперине лартнӑ. Ҫуралнӑ кун ячӗпе ыран оперӑпа балет театрӗнче гала-концерт пулӗ. Унта театрӑн опера тата балет, симфони оркестрӗн солисчӗсем хутшӑнӗҫ. Ку таранччен театрта 160 ытла опера балет, оперетта, мюзикл, ача-пӑча спектаклӗ, юрӑ-кӗвӗ камичӗ лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Чӑваш Енри узбексен культура центрӗ» общество организацийӗ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче узбек кӗввисен каҫне ирттерет. Концерт программине Узбекистанри патшалӑх филармонийӗн Ташкентри филиалӗн артисчӗсем хутшӑнӗҫ: Авазбек Усмонов, Камалхаджа Икбалов, Юлдуз Абдурахмонова, Азиза Мамадалиева, Темурбек Турсунов и Маъруфжон Кодиржонов, Чарос Акилова тата Мафтуна Тошмухамедова. Хисеплӗ хӑна та килсе ҫитӗ. Вӑл – Узбекистанӑн Хусанти тӗп консулӗ Фариддан Насриев. Мероприяти 17 сехетре пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ. | ||
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |