Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Раҫҫейре

Раҫҫейре
Сӑнӳкерчӗк: https://www.youtube.com/watch?v=w2YQKxnc704
Сӑнӳкерчӗк: https://www.youtube.com/watch?v=w2YQKxnc704

Кӑҫалхи раштавӑн 31-мӗшӗ ытларикуна лекӗ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл — ӗҫлемелли кун. Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫынсем ӗҫ пирки шухӑшламӗҫ тесе либерал-демократсен партийӗн пайташӗсем ҫав кун кантарма сӗннӗччӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи апла йышӑнӑва йӑпӑр-япӑр тума ҫук тесе РФ Патшалӑх Думи сӗнӗве ырламарӗ. Ҫав вӑхӑтрах Раҫҫейӗн ӗҫ министрӗ Максим Топилин предприяти-организацисем шайӗнче кану кунӗ тесе йышӑнма май пуррине пӗлтернӗччӗ.

Хӑш-пӗр ҫӗрте регион шайӗнчех ҫапла йышӑннӑ. Сӑмахран, Киров облаҫӗнче. Патшалӑх учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем раштав уйӑхӗнчи канмалли пӗр кун ӗҫлӗҫ те 31-мӗшӗнчен канӗҫ.

Карачай-Черкесск Республикинче раштавӑн 28-мӗшӗнче ӗҫлӗҫ. Томск, Псков облаҫӗсем те, Крымпа Ставропольте те раштавӑн 31-мӗшӗнче канӗҫ.

 

Раҫҫейре
promdevelop.ru сайтри сӑн
promdevelop.ru сайтри сӑн

2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫи ӳсӗ – РФ Патшалӑх Думи ҫакна виҫҫӗмӗш вулавра йышӑннӑ.

Депутатсем чи пӗчӗк шалу виҫи мӗн чухлӗ ӳсессине палӑртнӑ – 7,5 процент. Документра пулӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫултан ку виҫе 12 пин те 130 тенкӗпе танлашӗ. Ҫапла майпа вӑл 850 тенкӗ ӳсӗ. Палӑртмалла: халӗ чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫи 11 пин те 280 тенкӗпе танлашать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61456
 

Раҫҫейре
"Россия 1" телеканал сайтӗнчи сӑн
"Россия 1" телеканал сайтӗнчи сӑн

Халех, часрах! Телевизор ҫутӑр, «Россия 1» телеканлапа пыракан «Тӳрӗ эфир» программӑна ярӑр. Унта Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ Падиаровсен ҫемйине кӑтартаҫҫӗ. Мӑшӑр, Марийӑпа Евгений, 13 ачана воспитани парать.

«Россия 1» телеканал сайтӗнче 2019 ҫулти чи лайӑх нумай ачаллӑ ҫемьене суйлас тӗллевпе сасӑлав ирттереҫҫӗ. «Андрей Малахов. Прямой эфир» кӑларӑмра унта хутшӑнакан кашни ҫемьене кӑтартӗҫ. Чӑваш Енри Падиаровсем те кӑларӑм хӑнисен йышӗнче.

Кӑларӑм паян «Россия 1» телеканалпа 17 сехет те 25 минутра эфира тухать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61315
 

Раҫҫейре
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Город-россии.рф сайтра ҫӗршыври чи илемлӗ хулана суйлас тӗллевпе хӗрӳ сасӑлав пырать. Вӑл вӗҫлениччен пӗр уйӑхран та катӑкрах юлнӑ. Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: паянхи кун тӗлне Шупашкар пӗрремӗш вырӑнта пырать. Уншӑн 258 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Нальчик, виҫҫӗмӗшӗнче – Курск.

«Раҫҫей хули. Наци суйлавӗ» проект сасӑлавӗ 2012 ҫултанпа иртет. 2013 ҫулта Шупашкар сасӑлавра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Хальхинче те унӑн чи илемлӗ хула пулас шанчӑк пысӑк. Эппин, васкӑр!

Сасӑлав раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырать, ҫав кун 15 сехетре вӗҫленет. Сасӑлава ҫак каҫӑпа хутшӑнмалла: http://xn----etbdra6aacodma.xn--p1ai/.

 

Раҫҫейре
СТС телеканал тунӑ видео скринӗ
СТС телеканал тунӑ видео скринӗ

Шупашкарта пурӑнакан Мария Комарова СТС телеканалпа пыракан «Русские не смеются» (чӑв. «Вырӑссем кулмаҫҫӗ») кӑларӑма хутшӑнса укҫа выляса илнӗ.

Шоуна хутшӑнакансен тӳресене култармалла. Вӗсем хӑнасем каласа кӑтартнӑ шӳтрен йӑл кулчӗҫ тӗк укҫа параҫҫӗ. Мария Комарова вара ҫакна тума пултарнӑ. Ҫапла майпа вӑл 50 пин тенкӗ выляса илнӗ.

«Эпӗ кунта хутшӑннине никам та пӗлмест. Эпӗ кунта канма килтӗм. Манӑн каялла таврӑнас килмест», - тенӗ Мария.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61208
 

Раҫҫейре
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

РФ Патшалӑх Думин патшалӑх строительствин тата законодательство комитечӗн председателӗ Павел Крашенников раштав уйӑхӗн 31-мӗшне канмалли кун тума сӗнет. Анчах вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫакна халӗ тума май ҫук, меншӗн тесен Ӗҫ кодексне улшӑну кӗртме пӗр уйӑх ытла иртӗ.

Тепӗр енчен, пӗр канмалли куна раштавӑн 31-мӗшне куҫарасси пирки постановлени кӑларма пулать, анчах ҫитес ҫулхи канмалли кунсен календарьне ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Ҫавна май депутат канмалли куна ҫитес ҫултан йӗркене кӗртме сӗнет.

Сӑмах май, унччен Патшалӑх Думин ку проекта пӑхса тухма сӗннӗ. Ун чухне ҫулталӑкри пӗтӗмӗшле канмалли кунсен шутне нумайлатма сӗнмен.

 

Раҫҫейре
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен водительсен медтӗрӗслевӗ ҫичӗ хутчен ӳсессине пӗлтернӗччӗ. Унччен 581 тенкӗ пулнӑ тӑк малашне 4281 тенкӗ пулмаллаччӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ.

Аса илтерер: медтӗрӗслев хакне икӗ анализ хушнипе хӑпартмаллаччӗ: юнра наркотик тата алкоголь пуррипе ҫуккине палӑртмашкӑн. Хака хӑпартма палӑртнӑ кун умӗн Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти наркологисенче черет самай пухӑннӑ.

Водительсем хаш! сывлама пултараҫҫӗ. Ку улшӑнусем халех пулмаҫҫӗ, вӗсене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗртесшӗн. Кун пирки документа чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

 

Раҫҫейре
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк. Ҫӗнӗ Шупашкарти черет
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк. Ҫӗнӗ Шупашкарти черет

Чӳкӗн 22-мӗшӗнче медтӗрӗслеве ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн тухмалла пулӗ. Тепӗр икӗ анализ хушӑнать: наркотик тата алкоголизм ҫине. Ку кӑна мар, справка хакӗ самай ӳсӗ, 5-8 пин тенкӗ таранах.

Сӑмах май, ку таранччен водительсем справка илмешкӗн 1000-1500 тенкӗ тӑкакланӑ. Ырантан хак самай ӳснӗрен Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти наркологисенче черет пысӑкланнӑ. Пурте справкӑна йӳнӗрех хакпа илсе юласшӑн.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин психиатри служби пӗлтернӗ тӑрӑх, психиатра медосмотр тухма хак пысӑкланмасть.

 

Раҫҫейре
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫитес ҫултан приставсем парӑмҫӑсем патне СМС-ҫырусем ӑсатма тытӑнӗҫ. Анчах ҫакна тума парӑмҫӑн килӗшӗвӗ те кирлӗ.

«Исполнительнӑй производство пирки» федераци саккунӗ 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. СМС-ҫырусем ӑсатнисӗр пуҫне приставсем Патшалӑх пулӑшӑвӗ порталӗ урлӑ та пӗлтерӳ яма пултарӗҫ.

Организаци е харпӑр усламҫӑ валли извещенисене электронлӑ почтӑна ярӗҫ.

 

Раҫҫейре

Чӑваш Ен тӗп хули «Раҫҫейри сывӑ хуласем» конкурсра мала тухнӑ.

Хӑйне евӗр конкурса ирттерекенни — «Здоровые города, районы и посёлки» (чӑв. Сывӑ хуласем, районсем тата посёлоксем) халӑх сывлӑхне тата пурнӑҫне лайӑхлатас енӗпе ӗҫлекен ассоциаци. Конкурса ассоциаци РФ Сывлӑх сыхлав министерствипе тата Сывлӑх сыхлавӗн пӗтӗм тӗнчери организацийӗн Раҫҫейри элчӗлӗхӗпе пӗрле йӗркеленӗ.

Шупашкар хули «Чи лайӑх сывӑ апатлану проекчӗ» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Конкурс комиссийӗ пирӗн республикӑн тӗп хулин «Сывӑ ачасем — телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ» проектне чи лайӑххисен шутне кӗртнӗ. Шупашкарӑн тепӗр проекчӗ вара «Халӑх хушшинче физкультурӑна аталантарасси» номинацире ҫӗнтернӗ. Унта «Тӗрлӗ ӑру ҫыннисене Сывлӑх тата спорт кунӗсем урлӑ физкультурӑпа тата спортпа туслаштарасси» проекта пысӑка хурса хакланӑ.

Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс ҫӗнтерӳҫисене чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Мускавра чыслӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, [51], 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, ...131
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ҫӗртме, 20

2011
14
Чебанов Анатолий Сафронович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та