Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Статистика

Статистика
skomorohi.su сайтри сӑн
skomorohi.su сайтри сӑн

Нарӑс уйӑхӗнче Чӑваш Енре 300 ытла мӑшӑр пӗрлешме палӑртнӑ. Хӑш кун ытларах пӗрлешни паллӑ ӗнтӗ: Юратакансен кунӗнче. Ҫак кун 58 мӑшӑр ҫырӑнӗ.

44 мӑшӑр нарӑсӑн 26-мӗшӗнче пӗрлешме палӑртнӑ, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче – 29 мӑшӑр.

Палӑртмалла: 256 мӑшӑр заявление ансат та ҫӑмӑл мелпе – «Госуслуги» портал урлӑ – панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_26592
 

Статистика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пӗлтӗр преступлени тӑвасси унчченхи ҫулхинчен 14,9 процент таран чакнӑ.

10 пин ҫын пуҫне Шупашкарта пӗлтӗр 105,5 преступлени тунӑ, ку вӑл унчченхи ҫултинчен 18,5 пункт чакнине пӗлтерет. Пӗтӗмпе вара 5340 преступление шута илнӗ.

Ҫын вӗлерекенсене, ҫынна нушалантаракансене, мӑшкӑллакансене, ҫул-йӗр правилине тата миграци саккунне пӑсакансене, экстремистла ӗҫ тӑвакансене тата ытти хӑш-пӗр енӗпе преступлени тӑвакансене тупса палӑртасси 100 процентпа танлашнӑ-мӗн.

 

Статистика
istockphoto.com сайтри сӑн
istockphoto.com сайтри сӑн

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи статистика ҫапларах: республикӑра ҫак кун 13 ача ҫут тӗнчене килнӗ. Вӗсенчен 7-шӗ – арҫын ача, 6-шӗ – хӗрача.

Пӗр ҫемьере вара йӗкӗреш ҫуралнӑ: икӗ арын ача. Аса илтеретпӗр: кӑҫалхи пӗрремӗш ача Канашра ҫуралнӑ. Вӑл ҫур ҫӗр иртни 22 минутра кун ҫути курнӑ. Вӑл – арҫын ача, 4066 грамм таять, 54 сантиметр ҫӳллӗш.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvinform
 

Статистика
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче, колледжсенче, шкулсенче 58 ют ҫӗршывран килнӗ 4 пине яхӑн ҫамрӑкпа ача-пӑча вӗренет. Кун пирки республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Максим Гришин Нацисемпе конфессисем хушшинчи канашӑн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Студентсене илсен пирӗн патӑмӑра ытларах Индинчен, Туркменистанран, Ирантан, Мароккаран, Египетран тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршывран килеҫҫӗ. 2700 ытла ҫамрӑк Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренет.

 

Статистика
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӳк уйӑхӗнче Чӑваш Енре ҫемье ҫавӑракансем нумай пулӗҫ. Ку ҫав уйӑхра хитре янӑракан кунсем пуррипе ҫыхӑннӑ.

Чӳк уйӑхӗнче республикӑра 400 яхӑн ҫемье чӑмӑртанӗ. Ытларахӑшӗ хитре кун суйланӑ: чӳкӗн 25-мӗшӗ (25.11.25) тата чӳкӗн 15-мӗшӗ (15.11.25).

Аса илтерер: юпа уйӑхӗнче республикӑра 400 ытла ҫемье чӑмӑртаннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_79831
 

Статистика
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

Статистика Чӑваш Енре ВИЧпа ытларах камсем чирленине палӑртнӑ: арҫынсем тата хулара пурӑнакансем.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра ВИЧ-инфекциллӗ 3483 ҫын пулнине палӑртнӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ – арҫынсем тата хуласенче пурӑнакансем.

ВИЧ ытларах ар ҫыхӑнӑвӗ урлӑ ернине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне наркотикпа айкашакансен йышӗнче чирлисем пур.

Иртнӗ уйӑхра кӑна 15 ҫынна шута илнӗ. Ку йышра - Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта, Ҫӗрпӳ тата Элӗк округӗсенче пурӑнакансем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Статистика
vectorstock.com сайтри сӑн
vectorstock.com сайтри сӑн

Ведомствӑсен хушшинчи пӗрлехи информаципе статистика системи хӑш регионта ытларах эрех ӗҫнине тишкернӗ. Чӑваш Енре «хаяр шӗвеке» нумайрах ӗҫме пуҫланине палӑртнӑ.

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчи даннӑйсене илес тӗк, Раҫҫейри ҫын ҫулталӑкра 7,84 литр этанол ӗҫет. Чӑваш Енре ҫак тапхӑрта статистика ҫапларах: пӗр ҫын пуҫне 9,33 литр этанол ӗҫнӗ. Кӑҫал кӑрлачра ку 8,71 литрпа танлашнӑ. Ҫапла майпа кӑҫалхи 9 уйӑхра пирӗн регион Раҫҫейре эрех ӗҫесси ӳснипе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Чи сахал ӗҫекен регион – Чечня. Пирӗн кӳршӗ республикӑсене илес тӗк, Чӑваш Енрен ытларах Мари Эл этанолпа туслӑ-мӗн.

 

Статистика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ку уйӑхри хитре кунсенче республикӑра 500 ытла ҫемье чӑмӑртанӗ. 400-шӗ заявление «Госуслуги» портал урлӑ панӑ.

Ытларахӑшӗ юпа уйӑхӗн 25-мӗшне суйланӑ, вӑл хитре янӑрать: 25.10.2025. Ҫак кун 90 мӑшӑр пӗрлешӗ. Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вара (10.10.2025) 58 ҫемье чӑмӑртаннӑ.

Сӑмах май, пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче 400 ытла мӑшӑр пӗрлӗшнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Статистика
rsl.ru сайтри сӑн
rsl.ru сайтри сӑн

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре пурӑнакансем ытларах электронлӑ кӗнеке туянма пуҫланӑ. Ҫакна кӗнеке лавккисен тата цифра сервисӗсен кӑтартӑвӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ.

Кӑҫалхи 8 уйӑхра электронлӑ кӗнекен вулакансен йышӗ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, самай ӳснӗ: 57% ытларах.

«Строки» кӗнеке сервисӗ акӑ мӗнле статитистикӑпа паллаштарнӑ: Чӑваш Енре пурӑнакансем ытларах юрату романӗсем, классика литературин хайлавӗсене тата детективсем вулама юратаҫҫӗ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15034
 

Статистика
nsn.fm сайтри сӑн
nsn.fm сайтри сӑн

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх. Чӑваш Республикинчӗ халӑхран пуҫтаракан сӗте хаклӑрахпа туянма пуҫланӑ.

Ку уйӑхра пӗр литра вӑтамран 25-27 тенкӗпе пуҫтарнӑ. Ку пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан 2 тенкӗ нумайрах.

Юлашки вӑхӑтра халӑхран сӗт илекенсем сахалланнӑ, республикипе пӗтӗмпе 276 предприниматель юлнӑ. Усламҫӑсем уйрӑмах Патӑрьел округӗнче нумай. Унта 42 предпримниматель халӑхран сӗт пуҫтарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14849
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...49
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Авӑн, 04

1889
137
Илле Тӑхти, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1926
100
Максимов Пётр Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1947
79
Яклашкин Морис Николаевич, хор дирижёрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть