Спорт
![]() Паян, юпан 14-мӗшӗнчӗ, Китай ҫӗршывӗнчи Вуси хулинче ухӑран перессипе ҫамрӑксем хушшинче иртекен тӗнче чемпионачӗ пуҫланнӑ. Унта вара 18–20 ҫулхи ҫамрӑксемпе 17 ҫулхи е каярах ҫулхи кадетсем хутшӑнаҫҫӗ. Ӗнер официалла тренировка иртнӗ, паян вара старт ҫаврӑмӗ пуҫланнӑ та. Ӑмӑртура спортсменсен ФИТА Раунд (4 дистанцире 144 хут пени + финал) упражнени витӗр тухмалла пулнӑ. Раҫҫей чысне асӑннӑ ӑмӑртусенче ҫамрӑксен наци пӗрлӗхлӗ ушкӑнне кӗнӗ 24 спортсмен хӳтелет, вӗсен шутӗнче пирӗн ентеш те пур — И.Солдатова ячӗллӗ ухӑран перес ӑталӑха вӗрентекен СДЮСШОР вӗренекенӗ Елена Елизарова. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗн, Валерий Яриков хӳтипе вӗренекен ентеш ухӑран перессипе хутшӑнать. Ӑнӑҫу сунатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ача-пӑчапа ҫамрӑксен самбо тата дзюдо енӗпе Олимп резервӗн республикӑри ятарлӑ спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптакан яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ Грецири Салоники хулинче самбо енӗпе иртекен тӗнче первенствине хутшӑннӑ. Европа первенствинче мала тухнӑ Максим Иванов унта 68 килограма ҫитичченхи виҫерисен хушшинче ылтӑн медале ҫӗнсе илейнӗ. Тӗнче первенствинче хӗрсем хушшинче пӗлтӗр мала тухнӑ Эдера Лаврентьева кӑҫал Украина хӗрне выляса янӑ. Ҫапах та вӑл «кӗмӗле» тивӗҫнӗ. Дебютантсем те ӑмӑртуран пушӑ алӑпа таврӑнман. Унтан та ытларах — Наталия Степанова та, Владимир Алексеев та хӑйсен виҫе категорийӗсенче «кӗмӗл» медаль ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |