Хулара
pyatimenutka.mirtesen.ru сайтри сӑн Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче 480 грамм ҫуралнӑ ачана тухтӑрсем пурнӑҫ парнеленӗ тесен те йӑнӑш мар. Нумаях пулмасть вӗсене амӑшӗпе киле янӑ. Халӗ ача 2320 грамм таять ӗнтӗ. Вӑл сывах, хастар. Амӑшӗ куншӑн савӑнать. «Манӑн хӗр – чӑн-чӑн паттӑр, кашни кун пурнӑҫшӑн кӗрешрӗ. Ӑна пӗрремӗш хут курсан мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуралчӗ, вӑл пурӑнма вӑй тупнӑ вӗт, кашни кун мана кӗтнӗ», - тенӗ хӗрарӑм. Хӗрача – ҫемьери виҫҫӗмӗш ача. Аслӑ аппӑшӗсем пур. Палӑртмалла: пепкелӗх центрӗнче кашни ҫулах 1 килограмран сахалрах ҫуралнӑ 40 яхӑн ачана вӑй илтерсе киле яраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
yar.mk.ru сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер банк ӗҫченӗ-мӗн. Ҫав ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ячӗпе такам кредит илесшӗн имӗш. Ку ӗҫе банкра ӗҫлекен ҫынсемех, усал шухӑшлисем, тӑвасшӑн-мӗн. Укҫа-тенке сыхласа хӑварас тесе арҫынна нухрата хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Ку ҫапла тунӑ та. Анчах ҫакна пурнӑҫличчен кредит учрежденийӗсенче кивҫенсем илнӗ. Ҫапла майпа Шупашкар арҫынни темиҫе кунра ултавҫа 6 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ. «1 миллион тенки хамӑнччӗ, 5 миллионӗ – кивҫен илни», - тенӗ арҫын йӗрке хуралҫисене. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
change.org сайтри сӑн Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче ҫӳрекен ҫӗнӗ маршрут уҫасшӑн. Унта автобус ярасшӑн. Кун пирки ЧР Правительстви пӗлтерет. Маршрут ака уйӑхӗнчех уҫӑлма пултарӗ. Кӑҫал хӗлле региона ертсе пыракан центра 50 яхӑн сӗнӳ килнӗ. Ҫынсем икӗ хула хушшинче маршрутсем ҫитменшӗн, билет хакӗ ӳснӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ. Хальлӗхе йышӑну тунӑ – ҫӗнӗ маршрутпа автобуссем ярасси. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра икӗ хула хушшинче 7 маршрут ҫӳрет, кунсерен 150 ытла транспорт ҫула тухать. Малашне маршруткӑсене пысӑкрах автобуссемпе улӑштарса пырасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта йывӑр тиевлӗ машинӑсене кӗртме пӑрахӗҫ. Ун пек йышӑнӑва ҫулсеренех ҫуркунне кӑлараҫҫӗ. Юр ирӗлнӗ тата сывлӑш температури ылмашса тӑнӑ вӑхӑтра ҫулсем питӗ ванаҫҫӗ. Йывӑр тиевлӗ машинӑсем ҫӳресен пушшех те. Шупашкар хулин администрацийӗн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, хулана кӗнӗ пилӗк вырӑнта талӑкӗпе ӗҫлекен, машинӑсене виҫекен стационар пункчӗсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр тата Вӑрнар шоссисем ҫинче пулӗҫ. Унсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен икӗ комплекс ӗҫлӗ. Хулана йывӑр тиевлӗ машинӑпа кӗрес тесен ятарлӑ ирӗк илмелле. Вӑл ун йывӑрлӑхӗнчен килет. Хак – 1000 тенкӗрен пуҫласа 175000 тенкӗ таран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта 14-мӗш троллейбуса «Солнечный» микрорайона ҫити тӑсасси пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Анчах хальлӗхе маршрута тӑсман-ха, мӗншӗн тесен Чӑваш Ене автономлӑ мелпе ҫӳрекен автобуссем ҫитеймен. Вӗсене, пӗтӗмпе 68 троллейбус, кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне илсе килессе кӗтнӗ. Анчах пандемие пула палӑртнӑ вӑхӑта илсе ҫитереймен. Ҫавна май савутпа хушма килӗшӳ тунӑ, унта палӑртнӑ тӑрӑх, транспорт ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ҫитмелле. «Эпир троллейбуссем акан 1-мӗшӗ тӗлне ҫитессе шанатпӑр. Ака уйӑхӗнче транспортӑн лини ҫине тухмалла», - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер халӑх тетелӗсенче ирттернӗ тӳрӗ линире. Сӑах май, ҫак кунсенче Чӑваш Ене ҫӗнӗ троллейбуссем килнӗ. Вӗсенчен 10-шӗ рейса тухнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Дмитрий Фадеев архивӗнчи сӑн Чӑваш Ене каллех троллейбуссем илсе килнӗ. Вӗр ҫӗнӗскерсем кӗҫех Шупашкарти маршрутсем ҫине тухӗҫ. Паян, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, ЧР Транспорт министерстви ҫумӗнче йӗркеленнӗ комисси ҫӗнӗ троллейбуссене йышӑнма тытӑннӑ. Ыран та ку ӗҫе малалла тӑсӗҫ. Транспорт Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен ҫыннисене илсе ҫӳрӗҫ. Аса илтерер: пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Чӑваш Ене 68 троллейбус илсе килмелле пулнӑ. Анчах троллейбус туса кӑларакан савутра кӑшӑлвирус сарӑлнӑран ку ӗҫ каярах юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
yakutia-daily.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакна 65 ҫулти хӗрарӑм укҫан пулӑшасса шанса хӑй укҫа ҫухатнӑ. Ултавҫӑсем унӑн 100 пин тенкине вӑрланӑ. Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче пӗр банк тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсене укҫан пулӑшни пирки вуласа пӗлнӗ. Хайхискер унта кӑтартнӑ каҫӑпа кайнӑ, хӑйӗн телефон номерне ҫырнӑ, анкетӑна тултарнӑ. Ҫаксем ултавҫӑсемшӗн ҫителӗклӗ пулнӑ – вӗсем хӗрарӑмӑн телефон номерӗпе ҫыхӑннӑ счетсенчен укҫа вӑрланӑ. 100 пин тенки ҫуккине вӑл тепӗр кунхине ҫеҫ карточка балансне тӗрӗслесен пӗлнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтри сӑн Шупашкарта нарӑс уйӑхӗнче чи лайӑх дворник кам пулнӑ? Ку ята тивӗҫме ҫӑмӑл пулман ахӑртнех. Ара, нарӑс уйӑхӗнче юр нумай ҫурӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерчӗ. Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗ пушӑн 1-мӗшӗнче «Чи лайӑх дворник» конкурса пӗтемлетнӗ. Унта управляющи компанийӗсенчен 7 заявка килнӗ. «НИДИ» управляющи компанийӗн ӗҫченӗ Александр Аксаков «Чи лайӑх дворник» ята тивӗҫнӗ. Вӑл Кривов урамӗнчи 22/1-мӗш ҫурта пӑхса тӑрать. «Атӑл» УКн дворникӗ Михаил Ивантаев иккӗмӗш пулнӑ. Вӑл Университет урамӗнчи 8-мӗш ҫурта пӑхса тӑрать «Озон» УКри Луиза Прокопьева виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл вара Кошевой урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра тирпейлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
7-мӗш ача пахчин архивӗнчи сӑн Нумаях пулмасть Шупашкарти 7-мӗш ача пахчинче стационарлӑ ача-пӑча планетарийӗ уҫӑлнӑ. Ку ачасемшӗн чӑн-чӑн савӑнӑҫ. Ӑна хальхи йышши гаджетсемпе тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа шӑпӑрлансем виртуаллӑ экскурсие кайма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех планетари пӳлӗмӗнче «Космос» мини-музей пур, унта ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ хатӗрленӗ экспонатсем упранаҫҫӗ. Ача пахчинче йӗркеленӗ планетари пӗчӗкскерсене ӑслӑлӑх тӗпчевӗсемпе кӑсӑклантарма пулӑшать. Ҫапла пӗлтерет Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта икӗ ҫамрӑк Атӑл урлӑ каҫса ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Кунашкал тӗслӗх ҫак кунсенче татах пулнӑ. Хальхинче пӑр тӑрӑх 2002 ҫулта ҫуралнӑ каччӑ уҫӑлса ҫӳренӗ. Анчах вӑл ҫухалса кайнӑ, шӑнса кӳтнӗ. Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 22 сехет те 34 минутра дежурнӑй пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ: Атӑл ҫинче, Афанасьев пляжӗ ҫывӑхӗнче, каччӑ ҫухалса кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем юрҫӳрен ҫине ларса ҫийӗнчех шырава тухнӑ. Вӗсем ҫамрӑка часах тупнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Атӑл урлӑ Сосновкӑна каҫма тӑнӑ, анчах ку тӳрре тухман – ҫухалнӑскер шӑнса кайнӑ, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравлама тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |