Хулара
![]() «Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята илме ҫичӗ ҫын кандидатурине тӑратнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Кандидатсем хушшинче ҫаксемччӗ: «Энергия» спорт шкулӗн тренерӗ Анатолий Финогенов, Федерацин Чӑваш Республикинчи тӗп инспекторӗ Геннадий Фёдоров; Ревель Фёдоров ӳнерҫӗ, график, монументалист; Виталий Петров (Праски Витти) художник, ӳнерҫӗ-монументалист; Шупашкарти коопераци институчӗн ветерансен канашӗн председателӗ Миранда Кольцова, «Уяв» фольклор ансамблӗн ертӳҫи Зинаида Козлова, Шупашкарти 3-мӗш лицей директорӗ пулнӑ Ираида Полбенникова. Хисеплӗ ята тивӗҫ ҫынна палӑртма «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав иртрӗ. Унта ыттисенчен самай ытларах сасӑ пухнисем икӗ кандидат иккен: Геннадий Федоров тата Ираида Полбенникова. Ҫапла, ятлӑ-сумлӑ ӳнерҫӗсемпе фольклорист тӳре-шарана ҫитеймен. Тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ҫӑлкуҫра хула ҫыннисем шкул директорне ырласа ҫыраҫҫӗ, тӳре-шара ҫӗнтернинчен тӗлӗннине палӑртаҫҫӗ. Хула администрацийӗн пресс-служби Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, хисеплӗ ҫын ятне кама парассине хулари Депутатсен пухӑвӗнче татса парӗҫ. Тепӗр тесен, ҫакӑ та паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() abnews.ru сайтри сӑн Шупашкарти фитнес-клубра ӗҫлекен администратор полицие пырса хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ. Ун патне унӑн «пуҫлӑхӗ» шӑнкӑравланӑ, кассӑра миҫе тенкӗ укҫа пурри пирки ыйтнӑ. Хӗрарӑм ним шутламасӑр 43 пин тенкӗ пуррине каланӑ. Хайхи «пуҫлӑх» укҫана таксист урлӑ парса яма ыйтнӑ. Ку илсе тухса панӑ. Таксиста такам укҫа кайса илме, ӑна счет ҫине куҫарма ыйтнӑ-мӗн. Куншӑн хӑйӗн валли 2 пин тенкине хӑварма ирӗк панӑ. Таксист укҫана куҫарса парсан тин иккӗленме тытӑннӑ, каялла фитнес-клуба таврӑннӑ. Администратор унран хӑй улталанни пирки пӗлнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче тата тепӗр скульптура вырнаҫтарнӑ. «МедвЕжонок» кӳлепе — Скворцов лапамӗнче. Чуччу ҫинче Юрий Норштейнӑн совет саманинчи мультфильмӗнчи сӑнарсем — чӗрӗп тата упа ҫури. Композицие хатӗрлеме Мари Элти «Неолитпласт» компани сӗннӗ. Асӑннӑ компани маларах Шупашкара Пӗчӗк принц парнеленӗ, ӑна Арбатра вырнаҫтарнӑ. Ҫӗнӗ проект авторӗсен шухӑшӗпе, Скворцов лапамӗнчи скульптура ҫын ҫул ҫӳреме, тӗнче курса ҫӳреме ӑнтӑлнине, ҫапах та вӑл тӑван тӑрӑха таврӑнма кӑмӑл тунине палӑртмалла. Пӗчӗк принцӑн та, хальхи арт-объектӑн та скульпторӗ – пӗр ҫынах, вӑл — Дмитрий Соколов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Алексей Смирнов архивӗнчи сӑн Шӑматкун ҫӗрле Шупашкарти Асламас урамӗнче пурӑнкан 55 ҫулти арҫын васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Унӑн юн пусӑмӗ хӑпарса кайнӑ, сывлама йывӑр пулнӑ. Тухтӑрсем 12 минутран ҫитнӗ, пулӑшу пама тытӑннӑ. Пациент тӑнне ҫухатнӑ, сывлама пӑрахнӑ. Тухтӑрсем реанимаци тума пуҫланӑ, анестезиолога, реанимобиль чӗннӗ. Вӗсем 7 минутран ҫитнӗ. Тухтӑрсем ҫур сехет пациентшӑн сывланӑ темелле – чӗрине массаж тунӑ, дефибрилляторпа усӑ курнӑ. Чӗри чӑнах та ҫӗнӗрен тапма тытӑннӑ. Пациента пульницӑна илсе кайма тӑнӑ та… лифтра хӗсӗнсе ларнӑ. 20 минут кӗтнӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра арҫыннӑн сывлӑхӗ начарланман, хӑй тӗллӗнех сывланӑ. Пульницӑра тухтӑрсен ыйтӑвӗсене те хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Эльмен урамӗнче пурӑнакан арҫын картишре ларакан машини ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. «Ауди 80» машинӑна «КамАЗ» маркӑллӑ манипуляторпа илсе кайнине палӑртнӑ. Унӑн номерӗсем те пулман. Каярахпа йӗрке хуралҫисем ҫакна палӑртнӑ: машина Ишлей тӑкӑрлӑкӗнчи пӗр базӑра ларать. Эвакуаторӑн 47 ҫулти хуҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн та ҫавнашкал машина пур. Леш иномарки вара картишре чылай вӑхӑт ларнӑ, ҫавӑнпа вӑл хуҫасӑр тенӗ те ӑна илсе кайма шутланӑ, запчаҫ вырӑнне усӑ курма палӑртнӑ. Машинӑна хуҫине тавӑрса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян ир-ирех Шупашкарти «Ярмӑрккӑ» суту-илӳ комплексӗнче полицейскисем, Росгварди ӗҫченӗсем документсене тӗрӗслесе ҫӳреҫҫӗ. Мӗн пулнӑ? Наркотик шыранӑ. Ӗнер дежурнӑй пульчӗ ҫине пасарта наркотик сарни пирки хыпар ҫитнӗ. Йӗрке хуралҫисем пасара «Мӑкӑнь» оперативлӑ профилактика мероприятийӗпе килӗшӳллӗн тӗрӗслеме палӑртнӑ. Полицейскисемпе Росгварди ӗҫченӗсем документсене кӑна мар, миграци саккунне мӗнле пӑхӑннине те тӗрӗсленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче полицие хыпар ҫитнӗ: Шупашкарти Ленинград урамӗнчи ҫурт умӗнче пӗр хӗрарӑм машина багажникӗнче автомат илсе ҫӳренине курнӑ. Полицейскисем вырӑна ҫитнӗ. 37 ҫулти хӗрарӑм пневматика пӑшалӗ илсе ҫӳренӗ-мӗн. Кунашкал пӑшала вара упрама ирӗк илмелле мар, илсе ҫӳреме те юрать. Ҫапах ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, пӑшал ӑна ашшӗнчен юлнӑ. Йӗрке хуралҫисем пневматика пӑшалӗпе те асӑрхануллӑ пулмалли пирки аса илтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ ҫывхарать. Вӑл ҫурла уйӑхӗнче пулӗ. Анчах кӑҫал та кӑшӑлвируса пула массӑллӑ мероприятисене ирттерме чарнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Ладыков пӗлтернӗ. Кӑҫал уяв ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшне лекӗ. Ӑна хулара пурӑнакан ҫынсен ӗҫ паттӑрлӑхне халаллама палӑртнӑ. Сӑлтавӗ пур: нумаях пулмасть Шупашкар «Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» ята тивӗҫнӗ. Чӑваш Енре хальлӗхе кӑшӑлвирусран коллективлӑ иммунитет ҫук. Ку уйӑхра чару мерисене йышӑннӑ. Ладыков шухӑшӗпе, вӗсем ҫурла уйӑхӗнче те вӑйра пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Семен Ислюковӑн палӑкӗ пулӗ-и? «Уҫӑ хула» порталта иртнӗ сасӑлава пӗтӗмлетнӗ. Унта 2604 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ, 1586 ҫын, патшалӑх деятельне Семен Ислюкова халалланӑ палӑк пулмалла тесе шутлать. 1018 ҫын палӑк лартассине хирӗҫ. Сасӑлав пӗтӗмлетӗвне Шупашкар хула администацийӗн архитектура тата хула строительствин управленине панӑ. Сӑмах май, Шупашкарта Семен Ислюкова халалланӑ урам пур. Вӑл – ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() rv-ryazan.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм упӑшкинчен юлнӑ 4 миллион тенке ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Ку кӑна мар, вӑл тепӗр 3,5 милллион кредит илсе каллех ултавҫа панӑ. Ҫапла вӑл 7,5 миллион тенкӗсӗр юлнӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та такам ун ячӗпе кредит илме хӑтланни пирки пӗлтернӗ. Ку ӗненнӗ, часрах банка чупнӑ, 4 млн тенке илнӗ. Банк ӗҫченӗ иккӗленнӗ, хӗрарӑм хӗрӗ валли хваттер илетӗп тесе улталанӑ. Банк ӗҫченӗ пурпӗрех ултавҫӑсем пирки асӑрхаттарнӑ, кун пирки полицие те пӗлтернӗ. Вӗсем унпа калаҫсан та хӗрарӑм укҫана куҫарса панӑ. Кайран вӑл тепӗр 3,5 миллион тенкӗ кредит илсе ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.