Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӗлтерӳ

Пӗлтерӳ

Ыран, чӳкӗн 22-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ купӑста фестивалӗ иртмелле. Ҫапла-ҫапла. Кӑҫал пуҫласа йӗркелемеҫҫӗ унта ӑна. Пӗр ҫулхине, астӑвасса, Шупашкара пухӑннӑччӗ. Хальхинче вара вӑл каллех ӑна пуҫарса янӑ тӑрӑхра, Куславкка районӗнче, йӗркелӗҫ.

Фестивале хутшӑнас текенсен Кунерти информаципе культура центрне пухӑнмалла. Курмалли-пӑхмалли те пулӗ-ха, ҫапах та купӑстаран хатӗрленӗ тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе пырсан ним мар конкурссене хутшӑнма май килӗ. Тепӗр тесен, пуш алӑпа пыракансем валли те кӑсӑкли пуласса шантараҫҫӗ. Сӑмахран, тӑварланӑ купӑста астивсе пӑхма май килӗ. Ара, ӑна кашни тӗрлӗрен йӳҫӗтет-ҫке. Лайӑх калаҫсан хуҫисем, тен, хӑйсен вӑрттӑнлӑхне те уҫса парӗҫ. Тӗрлӗ сорт паллаштармалли курав та йӗркелӗҫ. Купӑста фестивальне йӗркеленӗ май кӑҫал пӗрре персе икӗ мулкач тытас тенӗ — ҫав кун «Кала, хут купӑсӑм ман» купӑсҫӑсен районти конкурсӗ иртмелле.

 

Пӗлтерӳ

Пичет дизайнне алла илме, ӳкерме, ҫырма юратакан ПӖР каччӑна е хӗре чӗнетпӗр. Графикӑпа калӑплав программисене — InDesign, PhotoShop, Illustrator — Chuvash.org тата ытти чӑвашла проектсене хутшӑнса пулӑшнӑшӑн — тӳлевсӗр хӑнӑхтаратпӑр.

Кандидатӑн 18 тултарнӑ пулмалла, программӑсемпе усӑ курмалӑх компьютерӗ пулмалла. Унчченхи опычӗ пулсан тата лайӑх. Кандидата ярса панӑ ӳкерчӗкӗсене, дизайнӗсене хакласа тата куҫа-куҫӑн калаҫнӑ хыҫҫӑн суйлӑпӑр.

Пӗлӳ: текст калӑплавӗн принципӗсем, чӑвашла текст калӑплавӗн уйрӑмлӑхӗсем, шрифтсемпе стильсемпе ӗҫлесси, тӗспе ӗҫлесси, электронлӑ тата анимациллӗ pdf. «Тӑван Ен», «Пятница» хаҫатсен, «Мы женимся», «Life & Love» журналсен дизайнерӗ вӗрентӗ.

Усси: дизайнер-верстальщик вырӑнӗнче кирек хӑш редакцире е фрилансер майӗпе ӗҫлеме пултарасси; портфолио валли ӗҫсем; ҫав ӗҫе кӗмешкӗн рекомендациллӗ ҫыру.

Портфолиопа резюмеcене ҫак адреспа йышӑнатпӑр: madeinchuvashia@gmail.com

 

Пӗлтерӳ

Хутшӑнакансем ыйтнипе «Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвӗн пӗрремӗш тапхӑрне эпир 1 эрне пек тӑсас терӗмӗр — ӗҫсене чӳкӗн 11-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Ун хыҫҫӑн килнисем конкурса хутшӑнмӗҫ (ҫавӑнпа та васкӑр — текстсене наборласа ҫитерӗр!).

Хальхи вӑхӑтра эпир ярса панӑ хайлавсене электронлӑ вулавӑша кӗртетпӗр. Эсир, вулаканӑмарсем, кашни, ӑмӑрту ӗҫӗсемшӗн сасӑлама пултаратӑр — ун валли сирӗн хайлав пирки хӑвсамӑрӑн шухӑшӑра хӑвармалла. Чи нумай сасӑ (шухӑш йышӗ + ытти уйрӑмлӑхсем) пухма пултарнӑ хайлав «Вулакансен кӑмӑлне кайнӑ хайлав» номинацире ҫӗнтерӗ.

Конкурс ҫӗнтерӳҫисене эпир раштавӑн 1-мӗшӗ тӗлне пӗлтерме тӑрӑшӑпӑр.

 

Пӗлтерӳ

Кӗнекене ят парасси питӗ кӑткӑс япала — пӗр енчен вӑл ун шалашне те кӑтартмалла, тепре вулакана та кӑсӑклантармалла. Виҫҫӗмӗшӗнчен ҫапӗҫ те янракан ят пулни те паха.

Хальхи вӑхӑтра эпир малтанхи ҫулсенче ирттернӗ «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература конкурсӗсене ярса панӑ ӗҫсене кӑларма хатӗрленетпӗр. Вӑхӑчӗ хӗссех пынӑ май ятне суйлама тапхӑр ҫитрӗ. Ҫавна май эпир уйрӑм ыйтӑм хатӗрлесе сайтра кӗнеке ячӗн суйлавне йӗркелерӗмӗр.

Тархасшӑн, чи илӗртӳллӗ, чи ӑнӑҫлӑ ята суйлама пулӑшӑр-ха! Ыйтӑм кунта. Енчен те вӗсенчен те лайӑхрах ят сӗнме пултаратӑр пулсан ҫак хыпарта сӗнӗр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvash.org/iytam/13.html
 

Пӗлтерӳ Унччен кӑларнӑ кӗнекесем
Унччен кӑларнӑ кӗнекесем

Хисеплӗ сайт хӑнисем! Ҫак вӑхӑтра эпир черетлӗ кӗнеке кӑларас ӗҫе йӗркелетпӗр. Маларах эпир «Асамлӑх ҫулӗ», «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» ачасен пултарулӑхӗн пуххисене пичетлесе кӑларнӑччӗ. Кӑҫал вара «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература конкурсӗсене ярса панӑ ӗҫсене кӗнекен кӑларас шухӑшлӑ.

Хальхи вӑхатра кӗнекене калӑплас ӗҫ вӗҫленсе пырать. Унта 40 яхӑн ӳкерчӗк те пулӗ — вӗсене шкул ачисемех ӳкернӗ.

Кӑҫалхи кӗнекене эпир 200 экземплярпа ҫеҫ кӑларма шутлатпар пулин те, тӑкакӗсем икӗ ҫулчченхи пекех — ӑна кӑларма 34 пине яхӑн тенкӗ кирлӗ. Енчен те ҫак ӗҫре сирӗн пулӑшу кӳрес кӑмӑл пур пулсан укҫа куҫармалли счёта аяларах тупма пултаратӑр. Сирӗн ятӑра эпир, паллах, кӗнекере асӑнӑпӑр.

Малалла...

 

Пӗлтерӳ

Муркаш районӗнче «Хамах эпӗ режиссёр» конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ӑна район 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр ӑна пуҫласа ирттернӗ.

Видеосюжетсене Муркаш районӗнче пурӑнакансемпе унта ҫуралнисем тӑратма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене килес ҫулхи кӑрлач вӗҫӗчченех йышӑнаҫҫӗ. Конкурс ҫакӑн пек номинацисемпе иртет: «Тӑван ен — ӗмӗрех юратнӑскер», «Ҫӑкӑр суха касси ҫинче ҫуралать», «Пӗчӗк пердприятие мухтав», «Манӑн ҫемье». Ӗҫсене mp4, avi форматсемпе йышӑнаҫҫӗ.

 

Пӗлтерӳ

Ҫитес кӗҫнерникун, юпан 24-мӗшӗнче, 16:00 сехетре, «Узел связи/hub» кафере (адресӗ: Шупашкар, К.Маркс урамӗ, 52 ҫурт — ЧЭАЗ 1-мӗш площадки, производство корпусӗ, 2-мӗш хут) «Ҫапла пултӑр!» телепрограммӑн черетлӗ кӑларӑмне ҫырма палӑртнӑ. Теми: «Чӑваш Наци Конгресӗн пуласлӑхӗ пур-и?» Кӑларӑм юпан 25-мӗшӗнче ЧНК Аслӑ Пухӑвӗ умӗн эфира тухмалла. Хальлӗхе экспертсен ушкӑнне кӗме Конгресӑн хисеплӗ Президенчӗ Атнер Хусанкай, ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов, Чӑваш Ен Элтеперӗ патне уҫӑ ҫыру янӑ Николай Лукианов шантарнӑ.

Чӑваш халӑх сайтӗнче Конгресс ыйтӑвне шавлӑн сӳтсе явнине кура программа авторӗ Татьяна Ильина кӑмӑл тӑвакансене унта хутшӑнма чӗнет. Ӑна ҫак адреспа ҫырса пӗлтерме пултаратӑр: t-il@mail.ru

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 20

1874
150
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
41
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть